Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.1 °C
Шаланкӑ шыв кӑларать, ула курак пырса ӗҫет.
[ваттисен сӑмахӗ: 2507]
 

Хыпарсем: самолетсеМ

Республикӑра
«На связи» форумри сӑн
«На связи» форумри сӑн

Мускавра ҫанталӑк япӑхланнӑран Шереметьево аэропорчӗ вӑхӑтлӑха самолетсене йышӑнма чарӑннӑ.

Авиакомпани расписание улшӑнусем кӗртет. Пассажирсем рейссем пулнипе пулманни пирки контакт-центрсенче тата авикомпанисемпе аэропортӑн коммуникаци каналӗсемпе пӗлме пултараҫҫӗ.

Сӑмах май, паян ирхине «Победа» авиакомпанин рейсӗ Мускава (Шереметьево) вӗҫмен, пӗр сехет ҫурӑ тытӑнса тӑнӑ.

 

Ҫул-йӗр
vk.com/airport_cheboksary сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/airport_cheboksary сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти аэропорт ют ҫӗршыва авиарейс уҫма ӗмӗтленет. Кун пирки вӑл халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче хыпарланӑ. Ҫак йӗркесен авторӗ шухӑшланӑ тӑрӑх, кунта сӑмах Турци пирки пыма пултарать. Темиҫе ҫул каялла унта Шупашкартан чартер рейс пурччӗ.

Шупашкарти аэропорт пулӑшӑвӗпе усӑ куракан авиапассажирсен шучӗ пӗлтӗр унчченхи ҫултинче 12 процент ӳссе 645 пине ситнӗ. Утӑ тата ҫурла уйӑхӗсенче халӑх ҫула уйрӑмах йышлӑн тухнӑ.

Аэропорт ҫӗнӗ хуласене авиарейссем уҫассипе те ҫине тӑрать. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче самолётсем Новосибирска вӗҫме пуҫлани пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Пассажирсене ку маршрут Ҫӗпӗре ҫитме питех те меллӗ, ҫав шутра туристсем кӑмӑллакан Алтай тӑрӑхне те. Унсӑр пуҫне унтан Инҫет Хӗвелтухӑҫне, Китая та инҫе мар.

 

Пӑтӑрмахсем
hchuvashia.media сӑнӳкерчӗкӗ
hchuvashia.media сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти аэропортра ӗнер пӗр пӑтӑрмах пулса иртнӗ.

Пассажирсенчен пӗри пирус туртнӑран пушар сигнализацийӗ ӗҫлесе кайнӑ. Ҫавна пула пассажирсене урама кӑларса тӑратма тивнӗ, самолётпа вӗҫсе килнисен унтах ларма тивнӗ.

Пӑтӑрмаха пула самолёт каялла та вӑхӑтра вӗҫсе каяйман.

Шупашкарти аэропортра туалетра та пирус туртма юраманни пирки аса илтереҫҫӗ.

 

Ҫул-йӗр
«Ҫыхӑнура» форумран илнӗ сӑнӳкерчӗк
«Ҫыхӑнура» форумран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ӗнер хуҫаланнӑ «Фрэнсис» циклона пула Мускавра юр тасатса ӗлкӗреймен. Ҫавна май авиатранспорт та йӗркеллӗ ҫӳреймен. Тӗрӗссипе, ку циклон Калининградран пуҫласа Камчатка таранах витӗм кӳнӗ.

Ҫӗршывӑн тӗп хулинчи аэропортсенче авиарейссен вӑхӑчӗ те улшӑнса пӗтнӗ.

Кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Мускавран Шупашкара килмелли «Победа» самолечӗ ҫула тухайман. Вӑл рейспа Мускава ҫитме палӑртнисем те ҫавна май каяйман.

«Победа» авиакомпанин Шупашкара 19 сехет те 15 минутра килмелли самолечӗ те вӑхӑтра ҫитеймен, вӑл 23 сехет те 23 минутра ҫеҫ Чӑваш Ен тӗп хулине ҫитнӗ.

 

Хулара

Ҫак кунсенче Шупашкартан Новосибирска самолет вӗҫме тытӑннӑ. S7 Airlines авиакомпани пӗрремӗш рейса пурнӑҫланӑ.

Новосибирскран Шупашкара килнӗ пассажирсене чӑвашсен йӑли-йӗркипе кӗтсе илнӗ. Пӗрремӗш кунхинех Шупашкартан Новосибирска 60 ҫын вӗҫнӗ.

ЧР Элтеперӗ Олег Николаев палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак рейс ҫынсене Раҫҫейӗн хӗвелтухӑҫ пайне ҫӑмӑллӑнах ҫитме май парать.

 

Ҫул-йӗр
forum.na-svyazi.ru сайтран илне сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru сайтран илне сӑнӳкерчӗк

Ӗнер, раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Сочирен Шупашкара вӗҫсе килекен самолет кая юлса килнӗ.

Кӑнтӑрлахи рейспа вӗҫсе килме хатӗрленнисем 6 сехет каярах юлса килнӗ. Самолет Сочирен вӑхӑтра ҫитейменрен Шупашкартан Сочие каякан рейс та палӑртнӑ вӑхӑтра ҫула тухайман.

Самолет ҫула юлса тухасси юлашки вӑхӑтра час-часах пулать. Пилотсӑр вӗҫекен аппаратсем кансӗрленӗрен та тепӗр чухне самолетсене тытса чараҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
denis.sarychev.me сайтри сӑн
denis.sarychev.me сайтри сӑн

Паян Шупашкартан Мускава вӗҫекен «Победа» самолет инкек сиксе тухни пирки сигнал панӑ хыҫҫӑн Шереметьево аэропортӗнче авариллӗ майпа анса ларнӑ. Телее, 11:56 сехетре ӑнӑҫлӑ анса ларнӑ, никам та аманман.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, Boeing 737 (DP 6808 рейс) самолетӑн малти стойки юсавсӑр пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Республикӑра
ru.pinterest.com сайтри сӑн
ru.pinterest.com сайтри сӑн

Ҫӗнӗ ҫулхи каникулта Шупашкартан Мускава самолетсем ытларах вӗҫӗҫ. Кун пирки аэропорт пресс-служби пӗлтерет.

«Победа» авиакомпани расписание хушма рейссем кӗртме йышӑннӑ. Ку раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 11-мӗшӗччен вӑйра пулӗ.

Сӑмах май, Раҫҫей чукун ҫулӗ те Ҫӗнӗ ҫулхи каникулта хушма пуйӑссем яма палӑртнӑ.

 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Ҫитес ҫултан, кӑрлачӑн 6-мӗшӗнчен, Шупашкарти аэропортра ҫӗнӗ рейс уҫӑлӗ: Новосибирска самолет вӗҫме тытӑнӗ.

Рейс S7 Airlines авиакомпанирен пулӗ. Самолет Шупашкартан ытларикунсерен 19:35 сехетре вӗҫӗ. 3 сехет те 15 минутран Новосибирскра анса ларӗ. Ун чухне Новосибирскра 23:50 сехет пулӗ.

Билетсене авиакомпанин официаллӑ сайтӗнче сутма пуҫланӑ ӗнтӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-54381767_263114
 

Ҫул-йӗр
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Кӑҫал пирӗн Шупашкарти аэропорт 600 пин пассажира йышӑннӑ. Аэропортӑн ҫӗнӗ историйӗнче кун пекки пӗрремӗш хут тесе пӗлтерет аэровокзалӑн пресс-служби.

600 пинмӗш пассажир Мускавран «Аэрофлот» авиакомпанин самолёчӗпе вӗҫсе килнӗ. Пӗлтӗр Шупашкарти аэропорт 577 пин ҫынна йышӑннӑ.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 26
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче вӑй чакнине туятӑр. Хирӗҫӳсенчен пӑрӑнма тӑрашӑр, мӗншӗн тесен вӗсем ӗҫе тата пултарулӑха япӑх витӗм кӳме пултарӗҫ. Юнкун тата кӗҫнерникун кӗтмен ӗҫлӗ ыйтӑва пурнӑҫалма лайӑх. Еткерлӗхпе ҫыхӑннӑ ыйтусене вара татса памалла мар. Эрне вӗҫнелле налук тата финанс ыйтӑвӗсемпе ӗҫлӗр.

Ҫӗртме, 03

1929
97
Сергеев Леонид Павлович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ.
1934
92
Ахрат Иван Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ.
1952
74
Иванов Виталий Петрович, этнограф, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ.
2009
17
Никитин Вячеслав Никитич, РСФСР тава тивӗҫлӗ юрисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2012
14
Комсомольски районӗнчи Урмаелте «Кара Пулат» мичете уҫнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй