Васкакан вакка сикнӗ тенӗ ваттисем. Пӑрачкавра пурӑнакан 39 ҫулти арҫын ӑҫта васканӑ-ши ҫав кун? Инкеке вӑл ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 15 сехет те 40 минут тӗлӗнче лекнӗ.
«Фольксваген-Пассат» автомобиле тытса пыраканскер «Шупашкар-Сурски» ҫулпа Ҫӗмӗрле районӗпе иртнӗ чухне машинӑсем хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ. Унта вӑл «Шахман» груз турттаракан автомобильпе пырса ҫапӑннӑ. Асӑннӑ машинӑн 55 ҫулти водительне нимӗн те пулман. Вӑл урӑ пулнӑ. Ҫӑмӑл автомобиль водителӗ вара инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ. Унӑн машинин спидометрӗ ҫинчи йӗп хӑвӑртлӑха пӗр сехетре 180 километр тесе кӑтартнӑ...
Паян пирӗн республикӑра вӑйлӑ ҫил алхасрӗ, юхтарса ҫумӑр ҫурӗ. Ҫакӑн пек ҫанталӑк вӑхӑтӗнче Шупашкар урамӗсенче шыв кӳлленсе тӑчӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн пресс-служби Инстаграмра 2 сехете яхӑн маларах пӗлтернӗ тӑрӑх, Йӑлӑмра ҫил вӑйлах алхаснӑ. Асӑннӑ ҫӑлкуҫ сӑнӳкерчӗкӗсем тӑрӑх хакласан, яштака хырсем ҫул ҫине ҫеҫ мар, машинӑсем ҫине те ӳксе пӗтнӗ. Хула администрацийӗнче ятарлӑ службӑсем пӑтӑрмаха сирме вырӑна тухса кайнине пӗлтернӗ. Хула ҫыннисене урама тухма тытӑнса тӑма сӗннӗ.
Ҫак йӗркесен авторне шанчӑклӑ ҫӑлкуҫсем пӗлтернӗ тӑрӑх, «М-7» федераци ҫулӗпе Кӳкеҫе Лапсар енчен пырса кӗнӗ ҫӗрте пӗр вӑхӑтра (16 сехет тӗлӗнче) светофорсем ӗҫлемен.
Шупашкар хулинчи Граждан урамӗнче хальхи вӑхӑтра ҫул юсас ӗҫ малалла пырать. Унти ӗҫ-пуҫпа хулари тӳре-шара та паллашса тӗрӗслесех тӑрать. Паян вара асӑннӑ урамра газ пӑрӑхӗнчен газ тапса тухнӑ, вут-ҫулӑм алхасма тытӑннӑ.
«Ҫыхӑнура» порталта пӗлтернӗ тӑрӑх, вут-ҫулӑма шывпа сӳнтернӗ. Ун валли пӗр сехете яхӑн вӑхӑт кирлӗ пулнӑ.
Маларах эпир асӑннӑ ҫӑлкуҫ шухӑшланӑ тӑрӑх, экскаватор пӗчӗк пусӑмлӑ газ пӑрӑхне лектерме пултарнӑ.
Ҫынсем вилмен, анчах темиҫе рабочи кӑштах пиҫсе кайнӑ-мӗн.
Пӑтӑрмах сӑлтавне прокуратура тӗрӗслет.
Ҫӗнӗ Шупашкарти Совет урамӗнчи 20-мӗш ҫуртра, общежитире, пурӑнакансем кӳрши пӳлӗмӗнчен пӗр эрне тухманнине сиснӗ. Кӑштахран коридорта лайӑх мар шӑршӑ сарӑлнӑ. Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче чӑтма ҫук шӑршӑ пулнӑран полицие чӗннӗ.
Йӗрке хуралҫисем пӳлӗме чӳречерен кӗнӗ. Чӑнах та, унта пурӑннӑ арҫын вилнӗ, пӳлӗмре темиҫе кун выртнӑран шӑршӑ та тухнӑ. Кун тӗлӗшпе Следстви комитечӗ следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттерет.
«Виле темиҫе кун выртнӑ. Ӑна илсе тухрӗҫ, питӗ вӑйлӑ шӑршӑ кӗрет. Пӗччен пурӑнакан тӑвансем пур тӑк вӗсен пурнӑҫӗпе тӑтӑшрах кӑсӑкланӑр тархасшӑн», - ҫапла пӗлтернӗ халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата.
Утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 12 сехет ҫурӑра Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Ачча ялӗнче 64 ҫулти арҫынна вӗлернӗ. Ҫак ӗҫе Мускав облаҫӗнчен килнӗ 47 ҫулти хӗрарӑм тунӑ тесе шутлаҫҫӗ, ӑна тытса чарнӑ.
Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав кун 47-ри хӗрарӑм тӑван мар ашшӗпе хирӗҫсе кайнӑ. Вӑл ӑна графинпа пуҫӗнчен 3 хутран кая мар ҫапнӑ. Ҫакна вӑл мӗншӗн тунӑ? Следстви версийӗ тӑрӑх, хӗрарӑм арҫынна тӑван хӗрӗ ҫумне кӗвӗҫнӗ.
Арҫын ҫавӑн чухнех вилсе кайнӑ. Хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Канаш хулинче Ҫӗнӗ Шупашкарти арҫын вилнӗ. Ӑна уйрӑм усламҫӑ савутра производство кранне ҫӳремелли ҫула тума чӗнсе илнӗ. Инкек утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 13 сехет тӗлӗнче пулса иртнӗ. 62 ҫулти арҫын тӑрӑшнӑ чухне ун пуҫӗ ҫине хӑма йӑтӑнса аннӑ. Пуҫне амантнӑ арҫын вилсе кайнӑ.
Пӑтӑрмах хыҫҫӑн РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем РФ Пуҫиле кодексӗн 216-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн мерисене пӑхӑнсан ун пек пӑтӑрмах пулман пулӗччӗ.
Халӗ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Етӗрнере ҫемье ҫуртсӑр тӑрса юлнӑ. Пушарта йӑлтах ҫунса кӗлленнӗ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Пушар тухнине кӳршисем курнӑ та пушарнӑйсене чӗннӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫулӑм мунчаран тухса ҫурт ҫине куҫма пултарнӑ.
Ҫемьене халӗ тумтир кирлӗ. Пӗтӗмпе – 6 ҫын. Арҫын тата хӗрарӑм тумтирӗ, хӗрачасемпе арҫын ача валли тӑхӑнмалли кирлӗ. Ашшӗн ури калӑпӑшӗ – 43-мӗш, тумӗ – 50-52-мӗш. Амӑшӗн ури - 38-39-мӗш, тумӗ – 48-мӗш. Йӑмӑкӗн ури – 33-мӗш, тумӗ – 40-мӗш. Ҫемьери хӗрӗн ури 36-мӗш, тумӗ 46-мӗш. Арҫын ача 10-ра, 140 сантиметр ҫӳллӗш, ури – 36-мӗш калӑпӑшлӑ. 8 ҫулти хӗрачана та 30-31-мӗш калӑпӑшлӑ пушмаксем кирлӗ, хӑй 122 сантиметр ҫӳллӗш.
Шупашкар районӗнче 47 ҫулти арҫынна вӗлернӗ. Ҫакна пӗр ялтах пурӑнакан 55 ҫулти арҫын тунӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ӑна тытса чарнӑ, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следстви версийӗ ҫапларах: утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 17-19 сехетсенче 47-ри арҫын 55-ри пӗлӗшӗпе Чӑрӑшкасси ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗве патӗнче пулнӑ. Вӗсем эрех ӗҫнӗ, хирӗҫсе кайнӑ. Аслӑраххи кӗҫӗннине кӑкӑрӗ тӗлӗнчен ҫӗҫӗпе чикнӗ. Лешӗ кӗске вӑхӑтран вилнӗ.
Следстви комитечӗ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчет.
Утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнче хуҫасӑр арман ҫуннӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
Арман Хуруй ялӗ хӗрринче ларать. Вӑл ҫунма тытӑнсан пушарнӑсем часах ҫитнӗ. Юрать-ха, арман ҫунса кӗлленмен, ӑна упраса хӑварма май килнӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, арманти пушар ҫулӑмпа асӑрханмасӑр усӑ курнӑран тухнӑ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 976 пушар тухнӑ, вӗсенче 59 ҫын вилнӗ, 49 ҫын суранланнӑ.
«Шурӑ чулсем» база патӗнче, Атӑл юханшывӗнче, кимӗ ҫаврӑнса ӳкнӗ. Унта пулнӑ пӗр ҫын ҫыран хӗрринелле ишнине иртен-ҫӳрен асӑрханӑ та ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑравланӑ.
Ку хыпар вӗсем патне утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 12 сехет те 15 минутра ҫитнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кимӗре Мари Элти 3 ҫын пулнӑ. Вӗсенчен иккӗшӗ хыпарсӑр ҫухалнисен шутӗнче. Икӗ республика ҫӑлавҫисем вӗсене шыраҫҫӗ.
Аса илтерер: Сӑр юханшывӗнче ҫамрӑк арҫын путса вилнӗччӗ. Унӑн виллине 3 кунран тупнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |