Чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче 12 сехет те 10 минутра Шупашкарта Богдан Хмельницкий урамӗнчи 73-мӗш ҫурт патӗнче машина ачана таптаса кайнӑ.
7 ҫулти хӗрача светофор ҫук вырӑнта, «зебра» патӗнче, ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. «Тойотӑпа» пынӑ 62 ҫулти водитель ун ҫине пырса кӗнӗ. Юрать-ха, ача суранланнӑ кӑна. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Водитель ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл ачана асӑрхаман.
Паян Муркаш районӗнчи Юнкӑпуҫ ялӗ патӗнче авари пулнӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, унта ҫынсем аманнӑ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, 48 ҫулти «Шевроле» водителӗ руле итлеттереймесӗр транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та «универсалпа» ҫапӑннӑ. «Шевроле» водителӗ, унӑн пассажирӗ тата «универсал» пассажирӗ аманнӑ.
Ӗнер Шупашкарта 52-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобусра икӗ арҫын ҫапӑҫнӑ. Иккӗшӗ те ӳсӗр пулнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Пӗр арҫын чӳрече патӗнче ҫывӑрса пынӑ. Тепри салона кӗнӗ те мӑкӑртатма пуҫланӑ. Лешне ку килӗшмен. Иккӗшӗ тытӑҫсах ӳкнӗ. Хайхискерсем киревсӗр сӑмахсемпе те перкелешнӗ.
Юлашкинчен автобус водителӗ чӑтайман – икӗ «паттӑра» салонран тухма ыйтнӑ. Лешсем урама тухсан чарӑнура малалла ҫапӑҫнӑ.
Канашра хӗрарӑм пӗр урамран теприне хӑвӑртрах ҫитес тенӗ те чукун ҫул урлӑ юраман ҫӗрте каҫма тӑнӑ. Рельссем ҫинче пуйӑс ларнӑ. Хӗрарӑм вакунсен айӗпе ҫул урлӑ каҫма пуҫланӑ. Ҫав вӑхӑтра пуйӑс тапраннӑ.
Чукун ҫул ҫинче ҫын виллине тупни пирки чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 7 сехет те 55 минутра полицие пӗлтернӗ. Ҫав хӗрарӑм кам пулнине тӳрех палӑртайман.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, паян ҫӗрле, чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Муркаш районӗнче «Ҫеҫпӗл» савутра пушар пулнӑ. Ситуккасси ялӗнчи автомобильсен ятарлӑ техникин производствинче ҫулӑм алхаснӑ.
Цех тӑрри ҫуннӑ. Ҫулӑм 10 тӑваткал метр лаптӑка ярса илнӗ. Пушара сӳнтерме 13 ҫӑлавҫӑ, 5 техника ҫитнӗ. 8 минутран ҫулӑм ялкӑшма пӑрахнӑ.
Паян Шупашкарта Эгер бульварӗнчи 41-мӗш ҫуртра пӗр хваттерте газ сирпӗнни пирки пӗлтернӗ Инкеклӗ лару-тӑру министерстви. Ун чухне кил хуҫи килте пӗчӗк ачипе пулнӑ. Хайхискер яшка пӗҫерме лартнӑ, вӑл вара вӗресе тӑкӑннӑ. Шыв ҫулӑма сӳнтернӗ, газ вара тухса тӑнӑ.
Арҫын унччен чӑтса ирттернӗ чире пула газ шӑршине туйман, вӑл тепӗр конфоркӑна чӗртнӗ. Газ сирпӗннӗ. Ҫывӑрмалли пӳлӗмри балкон чӳречисем арканса тухнӑ. Тӗпелте чӳрече каррисем ҫунма пуҫланӑ. Кил хуҫин пичӗ кӑшт пиҫсе кайнӑ. Вӑл ҫулӑма хӑйех сӳнтернӗ. Ача шар курман.
Паян, чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнчи ирхине, Шупашкарта пӗр машина ҫул айккинчи ҫырмана кӗрсе ӳкнӗ. «Патриот» маркӑллӑ автомобиль Энгельс урамӗпе пынӑ чухне, «Альфа-центртан» инҫех мар вырӑнта, ҫул айккинчи ҫырмана кӗрсе ӳксе ҫаврӑнса ӳкнӗ.
Малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, водитель руле тытса ӗлкӗреймен. Инкек вӑхӑтӗнче ҫул пӑрлак пулнӑ.
Водителе тӗрӗсленӗ те вӑл урах пулни палӑрнӑ.
Машинӑна ятарлӑ техникӑпа ҫырмаран туртса кӑларнӑ.
Паян, чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, ирхи 7 сехетре Канаш районӗнче икӗ ҫӑмӑл машина пырса ҫапӑннӑ.
Пӑтӑрмах «А-151» ҫул ҫинче пулса иртнӗ. «Лада-Приора» тата «Рено-Логан» пырса ҫапӑннӑ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «Приора» машина водителӗ хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ. 35 ҫулти водитель Вӑрнар районӗнчен пулнӑ. Йывӑр сурансене пула вӑл вырӑнтах вилсе кайнӑ.
«Рено» машинӑн рульне тытса пынӑ ҫын тата салонти пассажир, ҫавӑн пекех «Приора» пассажирӗ суранланнӑ.
Республикӑри ҫӳп-ҫап илсе тухакан организацире ӗҫлекен ҫын суранланнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем хыпарланӑ тӑрӑх, нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче вӑл ҫӳп-ҫап контейнерне машинӑна тӑкмашкӑн ҫаклатнӑ. Анчах лешӗ персе аннӑ. Ҫыннӑн сулахай енчи пичӗн шӑммисем хуҫӑлса пӗтнӗ.
Ҫӳп-ҫап контейнерӗ юсавсӑр пулнӑ иккен. Организацин должноҫри ҫыннисем ӑна вӑхӑтра улӑштарман.
Хальхи вӑхӑтра следстви пырать, ӗҫ-пуҫа малалла уҫӑмлатаҫҫӗ.
Паян пирӗн тӑрӑхра вӑйлӑ ҫил алхасассине синоптиксем малтанах пӗлтерчӗҫ-ха. Инкеклӗ ӗҫсен министерстви ҫынсене СМС-ҫырусем те ярса панӑччӗ. Паян, чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, ҫил ҫеккунтра 20-22 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрессине систернӗччӗ.
Красноармейски районӗнче, ав, вӑйлӑ ҫил пӗрисен пахчинчи теплицӑна илсе ывӑтнӑ, чӳрече кантӑксӗсене ватнӑ. Кун пирки массӑллӑ информаци хатӗрӗсенчен пӗрне пӗлтерекен тупӑннӑ, сӑмахне ӗнентерме сӑнӳкерчӗк ярса панӑ.
«Ирхине пахчана тухрӑмӑр та теплица кӳршӗсен картине ҫитсе выртнӑ, чӳрече кантӑкне ватнӑ», — пӗлтернӗ Кивӗ Йӗкӗт ҫынни.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |