Сӗнтӗрвӑрри районӗнче кӑҫалхи чӳк уйӑхӗнче ҫын виллине тупнӑ. Пакунлисем палӑртнӑ тӑрӑх, арҫынна вӗлернӗ.
Тӗпчевҫӗсем усал ӗҫ тунӑ ҫынсене шырама тытӑннӑ. Вӑрах вӑхӑт шыраса тӑман — пуҫтахсене тытса чарнӑ. Вӗсенчен пӗри Сӗнтӗрвӑрри хулинче пурӑнакан 19 ҫулти ҫамрӑк пулнӑ, тепри — унӑн 18 ҫулти пӗлӗшӗ.
Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ирхи 2 сехет тӗлӗнче ӳсӗр ҫамрӑксем хӑйсен пӗлӗшӗпе тӗлпулнӑ, унпа хирӗҫме тытӑннӑ. Ҫамрӑксем арҫынна тапса-ҫапса пӗтернӗ, вӗсенчен пӗри тата шар курни ҫумне арҫын шухӑшӗпе ҫулӑхнӑ.
Чӑваш Енри суд приставӗсем икӗ ҫул каяллах леш тӗнчене ӑсаннӑ ҫынтан парӑм шыраса илме ӗмӗтленнӗ. Тӗрӗсрех каласан, исполнительнӑй производствӑна чарса лартман.
Кӑлтӑка Етӗрне районӗнчи прокуратура тупса палӑртнӑ. Надзор органӗнче тӑрӑшакансем вилнӗ ҫынпа ҫыхӑннӑ ӗҫ районти суд приставӗсем патӗнче пулнине тупса палӑртнӑ. Куҫне икӗ ҫул каяллах хупнӑ ҫыннӑн парӑмне татма тивӗҫ ҫывӑх ҫыннисем пулман.
Ҫавӑн хыҫҫӑн прокуратура Федерацин айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен службин Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫи ячӗпе асӑрхаттару хучӗ шӑрҫаланӑ.
«Лиза Алерт» шырав ушкӑнӗ Апаш арҫынине шырать.
Ҫухалнӑ этем – 30 ҫулти Павел Алексеевич Верхилеев.
Вӑл Шупашкар районӗнчи Апашра ҫуралнӑ.
Ҫамрӑк арҫын килтен раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче тухса кайнӑ.
Вӑл 183 сантиметр ҫӳллӗш, начар кӗлеткеллӗ, хура сӑн-сӑпатлӑ, симӗс куҫлӑ.
Килтен тухса кайнӑ чухне тӗксӗм кӑвак тӗслӗ куртка, тӗксӗм кӑвак тӗслӗ спорт шӑлаварӗ, тӗксӗм симӗс атӑ тӑхӑннӑ.
Вӑрнар районӗнчи Шӑхаль ялӗ ҫывӑхӗнче паян газ пӑрӑхӗ сирпӗнни пирки хыпарланӑччӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, самай вӑйлӑ пушара сӳнтернӗ.
Шел те, вилнисем пур. Инкек пуличчен ҫав вырӑнта 4 ҫын ӗҫленӗ. Виҫҫӗшӗ вилнӗ, пӗри суранланнӑ. Хамӑрӑн ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем пурте Красноармейски районӗнчен, вилнисем – ҫамрӑксем. Водитель чӗрӗ юлнӑ. Вӑл газовиксене ҫав вырӑна илсе ҫитерекенни пулнӑ.
Прокуратура тӗрӗслев ирттерет. Халӗ ҫав вырӑнта тӗрӗслев пуҫарнӑ. Газ пӑрӑхне йӗркене кӗртме 3 кун кирли пирки пӗлтереҫҫӗ.
Ӗнер Канашра гараж ҫуннӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Чукунҫул урамӗнчи икӗ хутлӑ харпӑр ҫурт айӗнчи гаражра ҫулӑм тухнӑ.
Ҫӑра тӗтӗм пӳртри пӳлӗмсене те кӗнӗ. Ӑна пула 10 ҫулти арҫын ача шар курнӑ. Тӗтӗмпе наркӑмӑшланнӑскере Шупашкара, Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине, илсе ҫитернӗ.
Чӑваш Енри Шӑхаль ялӗнче паян газ пӑрӑхӗ сирпӗннӗ.
Инкек «Уренгой — Помары — Ужгород» магистраль газ пӑрӑхӗ ҫинче пулса иртнӗ.
Газ пӑрӑхӗ хыпса иличчен унта эксплуатацилекен организаци ӗҫленӗ-мӗн.
Асӑннӑ пӑрӑха иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсен пуҫламӑшӗнче хута янӑ. Унпа газ Хӗвеланӑҫ Ҫӗпӗртен Украина урлӑ Европӑна каять. Асӑннӑ линипе Турцие тата Вӑтам Ази е каякан газ пӑрӑхӗсем ҫыхӑннӑ.
Паян ирхине Шупашкарта Промтрактор савучӗ патӗнче троллейбус ҫунма пуҫланӑ. Вӑл – 20-мӗш маршрутпа ҫӳрекенскер.
Транспорт ҫуннине иртен-ҫӳрен видео ӳкернӗ. Ӑна пӑхсан троллейбус тӑрри ҫунни курӑнать.
Сӑмах май, кӑҫал троллейбус ҫуннӑ тӗслӗх татах пулнӑччӗ. 33-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус ҫунса кайнӑччӗ. Кӑшт каярах ҫак маршрут ҫинчи тепӗр транспортра ҫулӑм тухнӑччӗ.
Паян 14 сехетре Кӳкеҫре общежитире пушар пулнӑ. Ҫулӑма сӳнтерсен пӗр ҫын виллине тупнӑ.
Первомайски урамӗнчи 20-мӗш ҫуртра пулнӑ ку. Общежитири пӗр пӳлӗмре пушар тухнӑ.
20 ҫын хӑйсем тӗллӗн урама тухнӑ. Тепӗр 9 ҫынна ҫӑлавҫӑсем тухма пулӑшнӑ.
Ҫулӑма 17 минутран сӳнтернӗ. Пушар тухнӑ пӳлӗмре ҫын виллине тупнӑ.
Берлинти Dom Aquaree отельти тӗнчери чи пысӑк AquaDom цилиндр аквариум ҫурӑлнӑ. Унӑн калӑпӑшӗ 1 млн литр пулнӑ, унта 1,5 пин пулӑ пурӑннӑ.
Der Spiegel пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑтӑрмаха пула икӗ ҫын шар курнӑ. Вӗсене госпитализациленӗ. Кӑларӑм ҫырнӑ тӑрӑх, малтан вӑйлӑ сас тухнӑ, кайран урамалла отель фасачӗн пайӗсем сирпӗнсе тухнӑ, шыв юхса тухнӑ.
Халӗ пӑтӑрмах вырӑнӗнче ҫӑлав службисем ӗҫлеҫҫӗ, пӗтӗмӗшле вӗсен йышӗ 100 ҫынна яхӑн. AquaDom-а 2003 ҫулта уҫнӑ, проект хакӗ — €12,8 млн. Аквариум ҫӳллӗшӗ 16 метр, диаметрӗ — 11,5 метр. Ун ӑшӗнче 100 яхӑн тӗс пулӑ ишсе ҫӳренӗ.
Паян 17 сехетре Красноармейски тата Элӗк районӗсен чиккинче, "Сӑр - Шупашкар" ҫул ҫинче, авари пулнӑ: ҫӑмӑл машина васкавлӑ медпулӑшу машинипе ҫапӑннӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, "Шкодӑпа" пынӑ хӗрарӑм руле итлеттереймен - хирӗҫ килекен васкавлӑ медпулӑшу машинипе ҫапӑннӑ. Медпулӑшу машини аяккӑн ҫаврӑнса ӳкнӗ. Икӗ медик суранланнӑ, вӗсене пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Иномарка водитель вилнӗ. Ҫак хӗрарӑм кам пулнине хальлӗхе палӑртман.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |