Куславкка хула администрацийӗн экс-пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 2022 ҫулхи раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫав ҫын Куславккари «Геометрика» паркра автостоянка валли асфальт сарма контракт алӑ пуснӑ. Ӗҫе пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле пулнӑ. Ӗҫе вӗҫлемен пулин те тӳре-шара 600 пине яхӑн тенкӗ куҫарса панӑ.
Пӑтӑрмаха прокуратура тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче тупса палӑртнӑ. Материалсене РФ Следстви комитетне ярса панӑ хыҫҫӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Сӑмах май каласан, паркра асфальта халӗ те сарса пӗтермен иккен.
Шупашкарта шкул юсасси графикпа пӑхса хӑварнинчен кая юлса пырать. Кунта сӑмах хулари 10-мӗш шкула тӗплӗн юсасси пирки пырать. Унсӑр пуҫне «Садовый» микрорайонти шкула хӑпартассипе йывӑрлӑх сиксе тухнӑ.
2022 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Республикӑн пӗрлехи заказчик служби «Строительство компанийӗн консорциумӗ» обществӑпа 92 миллион тенкӗ ытлалӑх килӗшӳ тунӑ. Асӑннӑ укҫапа кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗччен Шупашкарти 10-мӗш шкула тӗплӗн юсаса пӗтермелле пулнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ. Ӗҫе палӑртнинчен 20 процентне ҫеҫ пурнӑҫланӑ иккен.
«Садовӑй» микрорайонта шкул тӑвакан подряд организацийӗпе вара ӗҫ килӗшӗвне пӑрахӑҫланӑ. Заказчик строительствӑна ҫапах та вӑхӑтра вӗҫлеме шантарнӑ.
Шупашкарта газ организацйӗнче ӗҫлекен арҫынна судпа айӑпланӑ. Суд палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл хӑрушсӑрлӑх требованийӗсене пӑхӑнмасӑр пулӑшу кӳнӗ хыҫҫӑн икӗ ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
2020 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче 22-ри каччӑ тата 20 ҫулти хӗр тара илнӗ хваттерӗнче ваннӑйӗнче газ сӗрӗмӗпе наркӑмӑшланса вилнӗ. Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, шыв ӑшӑтакан кӑмака йӗркеллӗ ӗҫлемен. 2018 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче газ организацийӗн ӗҫченӗ кӑмакана тӗтӗм тухмалли пӑрӑхпа тӗрӗс мар сыпӑнтарнӑ. Ҫапла газ сӗрӗмӗ ваннӑйӗнче пухӑннӑ.
Суд слесарь айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Ӑна тӗрмене хупмасӑр 5 ҫуллӑха айӑпланӑ.
Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт ялӗнче паян ирхи 6 сехетре пушар пулнӑ. Шел те, унта ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Пушар 63 ҫулти арҫын кил хуҫалӑхӗнче тухнӑ. Пушарнӑйсем ҫулӑма сӳнтерсен унӑн виллине тупнӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар асӑрханмасӑр пирус туртнӑран тухнӑ.
Алькеш посёлокӗпе Шупашкар районӗнчи Вӑрманкас ялӗ хушшинче халӑх тӗнӗн керемне (храмне) 2016 ҫулхи кӗркунне тӳре-шарапах уҫнине Чӑваш халӑх сайчӗ хӑй вӑхӑтӗнче пӗлтернӗччӗ-ха. Унччен ҫав вырӑнта юпа вырнаҫтарнӑ. Анчах ҫав юпана хӑй вӑхӑтӗнче такамсем тӳнтерме хӑтланни пирки те Чӑваш халӑх сайчӗ ҫырнӑччӗ.
Шар курнӑ юпа вырӑнӗнче халӑх тӗнӗн керемне (храмне) уҫнӑ. Аса илтерер: тӳнтерме пуҫланӑ юпана тӳрлетсе лартса ун тавра тимӗртен ҫӳллӗ хӳшӗ йӗркеленӗччӗ. Юпана ҫавӑн пекех тимӗр карта тытса ҫавӑрнӑччӗ. Парне тумалли вырӑна та манманччӗ. Юпана сӑрланӑ. Маларах ӑна ҫул хӗрринчен асӑрхама йывӑр пулнӑ пулсан вӑл кайран аякранах курӑнса тӑма пуҫланӑ.
Паян вара Федор Мадуровӑн ҫав юпине такамсем ҫунтарса янине пӗлтӗмӗр.
Ӗнер 16 сехет те 20 минутра Атӑл ҫинче, Чӑваш Ен тата Мари Эл чиккинче, баржӑпа кимӗ ҫапаннӑ. Ку инкек Куславкка районӗнчен инҫех мар пулнӑ.
Моторлӑ кимӗре икӗ пулӑҫ пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗри вилнӗ, теприне ҫӑлма май килнӗ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Паян та республикӑри ҫул ҫинче авари пулнӑ. Унта та ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Авари Шупашкар районӗнчи Ишлей патӗнче 9 сехет те 20 минутра пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх "Лада Гранта водителӗ сулахай еннелле ҫаврӑннӑ чухне "Фольксвагена" ҫул паман.
Аварире "Гранта" водителӗ, 63 ҫулти арҫын, вилнӗ. "Фольксваген" водителӗ тата икӗ пассажир аманнӑ. Пӗр пассажирӗ 12 ҫулта кӑна.
Паян Куславкка районӗнче, Тутарстан чиккинчен инҫех мар, авари пулнӑ.
Ирхи 7 сехет те 15 минутра "Лада Калина" водителӗ автозаправкӑран тухса йывӑр тиевлӗ "Скания" машинӑран иртсе кайма тӑнӑ. Унран иртсе кайсан хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайса йывӑр тиевлӗ тепӗр машинӑпа ҫапӑннӑ. Ҫапӑнсан хыҫалти "Скания" ҫине вирхӗнсе кайнӑ. Кайран хирӗҫ килнӗ йывӑр тиевлӗ машина минивэнпа ҫапӑннӑ.
Шел те, аварире "Калина" водителӗ тата 13 ҫулти пассажир вилнӗ.
Шупашкар районӗнче тӑватӑ машина ҫапӑннӑ.
«М-7» федераци ҫулӗ ҫинче пулса иртнӗ инкекре пӗр ҫын вилнӗ, виҫҫӗн аманнӑ.
Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх инспекторӗсем малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «Renault» фура малта пыракан «Logan» автомобиль ҫине пырса кӗнӗ, унтан «Logan» — «Nissan Terrano» ҫине, «Nissan Terrano» груз турттаракан «Scania» автомобильпе ҫапӑннӑ.
Инкекре «Renault Logan» машинӑн 64 ҫулти водителӗ вилмеллех аманнӑ, «Nissan» машинӑрисем аманнӑ, вӗсене пульницӑна ӑсатнӑ.
Элӗк районӗнче пурӑнакан виҫӗ арҫын выльӑх пуҫтарса ҫӳрекен усламҫӑна вӗлернӗ.
Кӑҫалхи ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫав виҫӗ этем Элеккӗнушкӑнь ялне выльӑх-чӗрлӗх туянакан ҫын Чулхула облаҫӗнчен килнине пӗлнӗ. Усламҫӑн укҫа чылай пулӗ, ӑна ҫаратса тенӗ.
Усал шухӑш тытнӑскерсем (ушкӑнра 33 тата 40 ҫулсенчи шӑллӗпе пиччӗшӗ, вӗсен 53 ҫулти пӗлӗшӗ пулнӑ) выльӑх сутанҫи ӳтӗм тупса аслӑраххин килне илӗртсе кӗрсе кайнӑ. Унта пӗр тӑвансенчен асли арҫынна пуҫӗнчен кирпӗчпе ҫапнӑ, вӑл персе ансан ӑна виҫҫӗн тан хӗнесе пӗтернӗ. Унтан кил хуҫи вӗрен илсе тухнӑ та пӗр тӑвансенчен асли арҫынна пӑвма тытӑннӑ, тепӗр иккӗшӗ алли-уринчен тытса тӑнӑ.
Кайран вилене сайхах ҫине пенӗ. Унтан вӗсем выльӑх туянаканӑн машинине чӗртсе тепӗр яла тухса кайнӑ. Машинӑри пӑрӑва хӑйсен пӗлӗш-хӗрарӑмне парса хӑварнӑ.
...Арҫынсенчен пӗрне суд 24 ҫуллӑха хупса хума йышӑннӑ, теприсене — 17 та 15-шер ҫуллӑха.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |