Мӑкшӑ Республикинче Чӑваш Енри автобус аварие лекнӗ. Кун пирки ҫак регионти ШӖМ пӗлтерет.
Ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче «Чулхула – Пенза – Сарӑту» ҫул ҫинче авари пулнӑ: малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «СангЙонг» микроавтобусри 39 ҫулти водитель руль умӗнче ҫывӑрса кайнӑ, сулахаялла тухса кювета чӑмнӑ, унтан йывӑҫа пырса ҫапӑннӑ.
Микроавтобусра водительсӗр пуҫне 34 ҫулти тата 29-ти хӗрарӑмсем, 9 ҫулти хӗрача пулнӑ. Вӗсен сывлӑхне васкавлӑ медпулӑшу бригади вырӑнтах тӗрӗсленӗ, тӑван тӑрӑхӗнчи пульницӑна тухтӑр патне ҫӳреме сӗннӗ.
Палӑртмалла: авари вӑхӑтӗнче водитель урӑ пулнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта ача ҫӳллӗ хутран ӳкнӗ. Ку инкек 5 ҫулти хӗрачапа пулнӑ.
Химиксен урамӗнче 4-мӗш хутран ӳкнӗ хӗрачана асӑрхасан иртен-ҫӳрен васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ҫав вӑхӑтра хваттерте унӑ шӑллӗ те пулнӑ. Ӳкнӗ хӗрачана – васкавлӑ медпулӑшу, шӑллӗне йӗрке хуралҫисем илсе кайнӑ.
Хӗрача чӗрех, пульницӑра выртать. Следовательсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 71 ҫулти кинемей ҫак уйӑхӑн пӗр кунӗнче Шупашкарти право хуралҫисем патне персе ҫитнӗ. Вӗсене вӑл 20 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнине евитленӗ.
Ҫав кун вӑл Шупашкарти банксенчен пӗринчи банкоматра укҫа илнӗ. Урама тухса ун патне пӗр арҫын утса пынӑ. Алӑри укҫа тӗркине кӑтартса мул тупнине ӗнентернӗ. Укҫана кинемее те пама хирӗҫ мар-мӗн. Ватӑ ҫын ӗненнӗ те савӑннӑ курӑнать. Палламан арҫынпа вӗсем ҫын ҫӳремен вырӑна пӑрӑннӑ. Ҫав самантра вӗсем патне тепӗр арҫын персе ҫитнӗ. Ҫухалнӑ укҫа унӑн-мӗн. Паллӑ тунӑскер. Кинемее вӑл сумккине кӑтартма ыйтнӑ. Ватти турткалашса тӑман.
Палламан арҫынсенчен уйрӑлнӑ хыҫҫӑн кинемей 20 пин тенкӗ ҫухалнине асӑрханӑ. Ватӑ шухӑшланӑ тӑрӑх, сумкӑна ухтарнӑ хушӑра вӑрӑсенчен пӗри укҫана кӗсьерен кӑларса илме пултарнӑ.
Нумаях пулмасть преступниксене Тутарстанра тытса чарнӑ. Вӗсем ҫывӑхри ют ҫӗршывсенчен пӗринчен иккен. Ҫынсене унччен те ултанланӑскерсем маларах судпа айӑпланнӑскерсем пулнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 21 сехет ҫурӑра А-151 автоҫулӑн 108-мӗш ҫухрӑмӗнче, Шӑмӑршӑ районӗнчи Карапай-Шӑмӑршӑ ялӗ ҫывӑхӗнче, хӑрушӑ авари пулнӑ – унта тӳрех пилӗк ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Тойота» рулӗ умӗнче ларнӑ 23-ри каччӑ Чӗмпӗр еннелле кайнӑ чухне хирӗҫ ҫул ҫине тухнӑ та «Лада Вестӑпа» ҫапӑннӑ. Лешӗн рулӗ умӗнче Самар облаҫӗнчи 51 ҫулти арҫын пулнӑ.
Аварире «Тайотӑри» 31 ҫулти хӗрарӑм, «Лада» водителӗ тата унти 3 пассажир (41-ри тата 47 ҫулсенчи арҫынсем) вилнӗ. «Тойота» водительне тата 27 ҫулти пассажира пульницӑна илсе ҫитернӗ. Иномаркӑра Чӗмпӗр облаҫӗн ҫыннисем пулнӑ, «Ладӑра» - Самар тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи ҫынсем.
Ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкар районӗнче арҫын путса вилнӗ. Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 16 сехет те 41 минутра ҫӑлавҫӑсен пульчӗ ҫине хыпар килнӗ: Ваҫликассинче пурӑннӑ арҫын пӗвере путнӑ.
59 ҫултискер тусӗсемпе вырӑнти масар ҫинче виле пытарма шӑтӑк чавнӑ. Ӗҫ пӗтерсен вӗсем пӗвене шыва кӗме кайнӑ. 59-ти арҫын шыва чӑмнӑ та тухман.
Тусӗсем «112» номерпе шӑнкӑравласа ҫӑлавҫӑсене чӗннӗ. Анчах арҫынна ҫӑлма май килмен. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл тата унӑн тусӗсем ӳсӗр пулнӑ.
Шупашкара виле пытарма килекен хӗрарӑма самолета лартман. Пӑтӑрмах пирки «Baza» телеграм-канал пӗлтернӗ.
Хӗрарӑм Мускавран «Победа» авиакомпани рейсӗпе ҫитме ӗмӗтленнӗ. Анчах ҫапла тума багаж кансӗрленӗ. Уншӑн тӳлемен иккен. Самолета лартманнине кура хӗрарӑм сумкӑри хӑш-пӗр япалана аэропортрах персе хӑварнӑ.
Вӑл хӑйне лартма макӑрса тата урипе тӑпӑртатса ӳкӗтлекен видеона тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ. Апла пулин те вӑл ӳкӗте кӗртеймен. Хӗрарӑм сумкӑна пушатнӑ ҫӗре самолета авиапассажирсене лартса пӗтернӗ, гейт хупӑннӑ тесе ӑна ирттермен.
Виле пытарма килекен хӗрарӑм шӑв-шав ҫӗкленӗрен йӗрке хуралҫисене чӗннӗ. Авиакомпани те хӗрарӑмран каҫару ыйтман — багажшӑн тӳлемеллине палӑртнӑ, салона илсе кӗмелли япаласен виҫи шутран пысӑк пулмалла маррине аса илтернӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ашшӗпе ывӑлӗ Шупашкар районӗнчи Ярӑска ялӗ ҫывӑхӗнче кӗтӳ пӑхнӑ. Кӗтӳ кӗртме вӑхӑт ҫитсен, 19 сехетре, 63 ҫулти арҫын шуса кайнӑ та пӗвене кӗрсе ӳкнӗ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ пӗлтерет.
Ашшӗ шыва ӳкнине курсан ывӑлӗ хыҫран чӑмнӑ. Анчах вӑл арҫынна пулӑшайман. 19 сехет те 7 минутра ывӑлӗ ашшӗн сывламан кӗлеткине шывран кӑларнӑ.
Вӑрмар районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан арҫын тӑван хӗрӗ ҫумне ҫулӑхнӑ. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче вӑл хӑйне пуҫласа ирӗке янӑ. Киревсӗрлӗх пирки кама та пулсан пӗлтерсен вӗлерессипе хӑратнӑ. Нарӑс уйӑхӗнче вӑл тата тепӗр виҫӗ хутчен ҫулӑхнӑ. 12 ҫулти ача ҫавӑн хыҫҫӑн текех чӑтайман — амӑшне каласа кӑтартнӑ. Амӑшӗ право хуралҫисене евитленӗ.
Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ача унччен те ырӑ курса пурӑнман. Арҫын ӑна текех хӗненӗ. Йӗркеллӗ воспитани парасси ҫинчен калаҫу та пулма пултарайман. Тӗпчевҫӗсем тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, ашшӗ 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа ҫапла иртӗхсе пурӑннӑ.
43-ри арҫынна суд пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 8 ҫӑха ӑсатма йышӑннӑ. Суд приговорӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха.
Патӑрьел районӗнчи Ҫӑл Атӑк ялӗнче пурӑнакан 17 ҫулти хӗр каникул вӑхӑтӗнче укҫа ӗҫлесе илес тенӗ те шар курнӑ. Хайхискер суранланса пульницӑна лекнӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ҫак хӗр кӳршӗ яла харпӑр хуҫалӑха ӗҫлеме кайнӑ. Ҫав кун сухан сортировка тумалли машина унӑн ҫӳҫне ҫавӑрттарса кӗртнӗ. «Вӑл харпӑр усламҫӑн хуҫалӑхне укҫа ӗҫлесе илме кайнӑ. Сортировка машини унӑн ҫӳҫне тӑпӑлтарнӑ, пуҫ ҫинчи ӳтне сӳнӗ. Халӗ аманнӑ хӗр Шупашкарти пульницӑра выртать. Эпӗ пӗлнӗ тӑрӑх, ӑна операци тунӑ», - ҫапла каласа кӑтартнӑ хӗрӗн пӗлӗшӗ «Про Город» хаҫата.
РФ Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Тунтикун, ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи Ҫӗнӗ Тутаркасси ялӗнчи чӑх-чӗх хапрӑкӗнче пушар алхаснӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм сварка ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ чухне тухнӑ.
Пушар тухни пирки кӑнтӑрла иртни 3 сехетре пӗлтернӗ. Пушарнӑйсем вырӑна ҫитсе ҫулӑма ҫур сехетренех сӳнтернӗ.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, пушӑ здани ҫуннӑ, унта нимӗн те пулман. Ҫав кун рабочисем пӑрӑха сварка тунӑ, унран тухнӑ ҫулӑм ҫурт тӑррине, стенисене сиенлетнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |