Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Ҫилсӗр ҫирӗк тӑрри те хумханмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: пӑтӑрмахсеМ

Пӑтӑрмахсем

Ҫак кунсенче тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче урамра ҫапӑҫакан мӑшӑра ӳкерсе илнӗ видео сарӑлнӑ.

«Дзен|Чувашия» пабликра ҫырнӑ тӑрӑх, видеона Йӗпреҫ поселокӗнче ӳкерсе илнӗ. Ҫуртӑн адресне те кӑтартнӑ. Кооператив урамӗ, 31-мӗш ҫурт. Пӑтӑрмах ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ирхине пулса иртнӗ.

Кӗске видео тӑрӑх хакласан,  кӳмери  ачисемпе урама тухнӑ икӗ хӗрарӑм тата пӗр арҫын ҫурт умӗнчи сак ҫинче лараҫҫӗ. Тӗнче тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗчӗк ачаллӑ хӗрарӑмсем урамра эрех ӗҫеҫҫӗ. Унтан хӗрарӑм арҫынпа (упӑшки-ши) ҫапӑҫма пуҫлать, лешӗ те маххӑ памасть. Пӗр ача ҫывӑхра чупса ҫӳрет, кӳмере – пепке.

Хӗрарӑм самай хӗрӗнки курӑнать. Арҫын та урах мар пулӗ.

Урамра ирпе-ирех ҫавӑн пек ҫапӑҫаҫҫӗ те, ытти чухне ку мӑшӑр епле пурӑнать-ши, ачисем мӗн курса ӳсеҫҫӗ-ши, опекӑпа попечительство органӗсем ҫав видеона курӗҫ-ши тесси ҫеҫ юлать.

 

Пӑтӑрмахсем

Ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Шупашкар хулинче пӗр арҫын иртен-ҫӳрене пӑшалпа хӑратнӑ. Пистолета курнисенчен пӗри пакунлисем патне васканӑ. Вӑл К. Маркс урамӗнчи 45-мӗш   ҫуртра вырнаҫнӑ Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерствин ҫуртне хыпӑнса кӗнӗ. Пистолет евӗр япала тытнӑ арҫын суту-илӳ центрӗнчен инҫех мар тӑнине пӗлтернӗ. Хайхи этем ҫынсене пӑшалпа хӑратнине каланӑ.

Урампа пыракан ҫын тӗллеттернӗ вырӑна йӗрке хуралҫисем васканӑ. Пуҫтаха Шупашкар хулинчи полицин 1-мӗш пайне илсе кайнӑ.  Ҫынсене хӑратма усӑ курнӑ хатӗр вылямалли пистолет пулнӑ. 30 ҫулти арҫын психиатрсем патӗнче шутра тӑрать иккен. Ӑна ятарлӑ сиплев учрежденине ӑсатнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
yandex.ua сӑнӳкерчӗкӗ
yandex.ua сӑнӳкерчӗкӗ

Етӗрне районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан кӳршӗсен пӗр-пӗрин хушшинче ӑнланманлӑх сиксе тухнӑ. Сӑмахпа тавлашнипех ҫырлахман вӗсем. 69 ҫулти арҫын пускилӗ нӳхрепе ансан ӑна унта хупса хунӑ. Лешӗ кӑларма. алӑка уҫма ыйтсан та хӑнк та туман. Нӳхрепре ирӗксӗр ларма тивнин ҫумӗнче, юрать, телефон пулнӑ. Вӑл унпа хӗрӗ патне пулӑшу ыйтса шӑнкӑравланӑ. Лешӗ ашшӗне ирӗке кӑларма васкаса ҫитнӗ.

Ҫынна ирӗксӗр хӑварнӑ арҫын тӗлӗшпе тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кайран ҫав материала суда ярса панӑ. 69 ҫулти арҫынна суд штрафлама йышӑннӑ. Пурӗ 5 пин тенкӗ тӳлеттермелле тунӑ ӑна. Суд приговорӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗрсе ӗлкӗреймен-ха.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта полици ӗҫченӗсем лавкка кассинчен укҫа вӑрланӑ ҫынна тытса чарнӑ. Магазин Трактор тӑвакансен проспектӗнче вырнаҫнӑ. 

Ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ирхине арҫын суту-илӳ точкине чупса кӗнӗ. Касса апаратӗнчи укҫана сутуҫӑ умӗнчех кӑларса илнӗ. Темиҫе купюрӑна илме ӗлкӗрнӗ вӑл.

Кассӑри укҫана шутласа пӑхнӑ та арҫын 2,5 пин тенкӗ ҫаратса кайни палӑрнӑ. 

Шупашкарти полицейскисем палӑртнӑ тӑрӑх, вӑрӑ пӗр 20 минут маларах суту-илӳ точкине тепӗр икӗ ҫынпа кӗнине, вӗсем эрех туяннӑ. Ҫаратакан этем паллине мӗнпур наряд патне ҫитернӗ. Кӗҫех арҫына шыраса тупнӑ. Вӑл унччен те ҫавӑн пек усал ӗҫпе палӑрнӑскер иккен. Хӑйне тытса чарсан укҫана тавӑрса панӑ. Халӗ пуҫиле ӗҫе пакунлисем малалла тӗпчеҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
borvedomosti.ru сӑнӳкерчӗкӗ
borvedomosti.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Красноармейски районӗнче пурӑнакан вӑй питти алимент тӳлеменшӗн явап тытӗ. Суд приговорӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха. Арҫынна 5 уйӑх юсанмалла ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра унӑн шалӑвӗн 15 процентне патшалӑх тытса юлӗ.

Арҫынна РФ Пуҫиле кодексӗн 157-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑплама йышӑннӑ. Ку статьяпа ҫул ҫитмен ачасене пулӑшман ашшӗ-амӑшне явап тыттараҫҫӗ.

Арҫыннӑн алимент тӳлемеллине унччен судпах палӑртнӑ. Ачисене пулӑшмалли пирки ашшӗне суд приставӗсем унччен темиҫе хут та аса илтернӗ. Анчах ашшӗшӗн ик айкки те тӑвайкки тейӗн — тӳлеме шутламан та вӑл. Арҫын официаллӑ майпа ӗҫлеме вырнаҫман тесе пӗлтерет Чӑваш Ен прокуратурин пресс-служби. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн алимент парӑмӗ 320 пин тенке ҫитсе кайнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
yandex.ru сӑнӳкерчӗкӗ
yandex.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Укҫа тесен шапа та алӑ тӑсать теҫҫӗ. Чӑваш Енри аслӑ шкулсенчен пӗрин преподавателӗ сӗтев илнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Пуҫиле ӗҫе Шупашкарта пурӑнакан 66 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ. Вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи «Фармакологи, клиника фармакологийӗ тата биохими» кафедрӑн доценчӗ пулса ӗҫлет.

Арҫын сӗтев илнӗ тесе РФ Пуҫиле кодексӗн 290-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, сӗтеве преподаватель 2018 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн ҫуррисенче медфакультетра вӗренекен пӗр студенткӑран ҫын урлӑ илнӗ. 40 пин укҫалла вӑл хайхи хӗре «Фармакологи» дисциплинӑшӑн отметка лартса панӑ. 2019 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче вара парӑмсене каҫарма тепӗр студенткӑран 30 пин ыйтнӑ теҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
mir24.tv сӑнӳкерчӗкӗ
mir24.tv сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри полицейскисен Тӑвай районӗнчи Тӑрмӑшра пурӑнакан ӳсӗр водителе тытса чарассишӗн пӑшалпа усӑ курма тивнине эпир ӗнер пӗлтернӗччӗ. Пӑтӑрмах Канаш районӗнче пулса иртнӗ. Ӳсӗр водитель тӗлӗшпе пакунлисем протокол ҫырма пуҫланӑ. Ҫав самантра вырӑна ҫамрӑксемлӗ икӗ машина пырса ларнӑ. Вӗсенчен пӗринче водителӗн ывӑлӗ пулнӑ. Ҫак ушкӑн протокол ҫырнине хирӗҫ пулнӑ. Ӳсӗр водитель вырӑнтан тарас тенӗ, анчах полицейски ҫула пӳлнӗ. Ҫав самантра водителӗн ывӑлӗпе тепӗр ҫамрӑк пакунли ҫине сиксе ӳкнӗ, тапса, ҫапса пӗтернӗ. Инспектора вӗсем ҫӗр ҫине ӳкернӗ. Водитель тата унӑн ывӑлӗ каллех тарма пӑхнӑ. Ҫул-йӗр инспекторӗсенчен пӗри ӗҫри пӑшалпа асӑрхаттармалла малтан сывлӑша пенӗ, унтан машина кустӑрмине персе шӑтарнӑ.

Ҫак пӑтӑрмаха пӗлсен Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хайӗн шухӑшне пӗлтернӗ. Ӳсӗрле руль умне ларнине тата пакунлисемпе хирӗҫнине вӑл ырламан. Пуҫтахсен тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе епле тишкернине вӑл хӑй сӑнаса тӑма шантарнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Куславкка районӗнче пурӑнакан пӗр ҫын тӑванне хӗрхеннипе пӑтӑрмаха ҫакланнӑ.

Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Куславкка районӗнче пурӑнакан арҫын йӗркене административлӑ майпа пӑснӑ. Вӑл ӳсӗрле руль умне ларнӑ. Уншӑн хайхине йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. Ҫавӑншӑн унӑн тӑванӗ кӑмӑлсӑрланнӑ. Кӑмӑлсӑрланнӑ ҫеҫ те мар, полицейскисем ҫине алӑ ҫӗкленӗ.

Йӗрке хуралҫисемпе «йӗрке» тума хӑтланнӑ ҫынна пуҫтахланма паман. Халӗ 31 ҫулти арҫыннӑн явап тытма тивӗ. Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 318-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе ӗҫ пуҫарнӑ. Унӑн тӑванне вара (арҫын ҫавна хӳтӗлесе хирӗҫнӗ те ӗнтӗ) ӳсӗрле руль умне ларнӑшӑн административлӑ майпа явап тыттарма йышӑннӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Чӑваш Енри полицейскисен Тӑвай районӗнчи Тӑрмӑшри ӳсӗр водителе тытса чарас тесе пӑшалпа пеме тивнӗ. Малтан сывлӑша, унтан — машина урапине.

Хӗрӗнкӗ водитель пакунлисенчен тарас тенӗ. Ӑна хӳтӗлесе унӑн тусӗсем ҫул-йӗр инспекторӗсем ҫине сиксе ӳкнӗ.

Шалти ӗҫсен министерствин Тӑвай районӗнчи пайӗн ӗҫченӗсем тревогӑпа ура ҫине тӑнӑ. Водителе тытса чарма май килнӗ. Ӑна транспорт рулӗ умне ӳсӗр пуҫпа ларнӑшӑн тата полици ӗҫченӗ ыйтнине пӑхӑнмашӑн явап тыттарма йышӑннӑ. Унпа пӗрле пулнӑ икӗ ҫын тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӗсен влаҫ ҫыннине хирӗҫ тӑнӑшӑн явап тытма тивӗ.

Сӑмах май каласан, ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн Чӑваш Енре ӳсӗр 49 водителе тытса чарнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
lospet.ru сайтри сӑн
lospet.ru сайтри сӑн

Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пурӑнакан 31 ҫулти арҫын тӗлӗшпе, РФ Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл пиччӗшне вӗлернӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Следстви версийӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫав арҫын ӳсӗр пулнӑ, килӗнче амӑшӗпе хирӗҫсе кайнӑ. Амӑшӗ ывӑлӗ ӗҫлеменшӗн кӑмӑлсӑрланнӑ.

Вӗсем вӑрҫӑннине пиччӗшӗ илтнӗ. 37 ҫулти арҫын киле кӗнӗ те амӑшне хӳтӗлеме пуҫланӑ. Пӗртӑвансем вӑрҫӑнса кайнӑ. Кӗҫӗнни ҫӗҫӗ ярса тытнӑ та аслине икӗ хутчен чикнӗ.

Пиччӗшӗ ҫавӑнтах вилсе кайнӑ. Халӗ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатас тӗллевпе тӗрлӗ экспертиза ирттерӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/64168
 

Страницӑсем: 1 ... 194, 195, 196, 197, 198, 199, 200, 201, 202, 203, [204], 205, 206, 207, 208, 209, 210, 211, 212, 213, 214, ... 406
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку уйӑх пуҫламӑшӗнче харпӑр ӳсӗм тума, хӑюллӑ пуҫарусене пурнӑҫлама пултаратӑр, уйрӑмах – ӗҫлӗ проектсем тӗлӗшпе. Ҫынпа ытларах калаҫӑр, шӑпах ҫӗнӗ паллашусем ҫитес кунсенче мӗн тумаллине кӑтартӗҫ. Шалти ҫураҫулӑха упрас тесен вӑхӑтра канма тӑрӑшӑр, ытлашши ан ывӑнӑр.

Кӑрлач, 07

1971
54
Адрианов Константин Константинович, чӑвашсенчен пӗрремӗш ҫар тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
1988
37
Ефимов Юрий Филиппович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2016
9
Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын