Чӑваш Енри предприятисенчен пӗри вӑхӑчӗ тухса кайнӑ сӗтрен тӑпӑрчӑ туса кӑларнӑ предприятие тупса палӑртнӑ. Кӑлтӑка Россельхознадзор спецпалисчӗсем асӑрханӑ. Вӗсем «Меркурий» информаци тытӑмӗпе усӑ курнӑ.
Кӑлтӑка ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче асӑрханӑ.
Ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче «Аккондмолоко» тулли мар яваплӑ общество упрамалли вӑхӑт тухнӑ икӗ парти чӗрӗ сӗтрен 600 килограма яхӑн тӑпӑрчӑ хатӗрленӗ. Сӗтӗн вӑхӑчӗ ака уйӑхӗн 1 тата 2-мӗшӗсенче тухнӑ.
Тӑпӑрчӑ тума мӗнле сӗтпе усӑ курнине вара кӑтартман.
Элӗк районӗнче пурӑнакан виҫӗ арҫынна тытса чарнӑ. Вӗсем ҫынна вӗлернӗ тесе шутлаҫҫӗ. Иккӗшӗ - пиччӗшӗпе шӑллӗ, тепри - пӗлӗшӗ.
Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Элӗкушкӑнӗнче пурӑнакан ҫак арҫынсем ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче яла Чулхулари ҫын выльӑх пуҫтарма килнине пӗлнӗ. Хайхискерсем унӑн укҫа пуррине чухланӑ, ӑна пӑру кӑтартма тесе картише илсе кӗнӗ.
Картишре вӗсем ӑна хӗнеме пуҫланӑ, вӗрен илсе тухса пӑвнӑ. Выльӑх пуҫтаракан сывлама пӑрахсан унӑн укҫине илнӗ. Вилене вара аслӑк тӑрринче пытарнӑ.
Выльӑх пуҫтараканӑн тӑванӗсем пӑшӑрханма пуҫланӑ, полицие кайса заявлени ҫырнӑ. Ара, вӑл ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ. Участковӑй шырав вӑхӑтӗнче ҫав картишре кӳршӗ регион арҫыннин телефонне тупнӑ. Арҫынсене тытса чарнӑ. Палӑртмалла: пӗртӑвансенчен асли унччен те судпа темиҫе хут айӑпланнӑ, тӗрмерен акан 5-мӗшӗнче тухнӑ.
Куславккара пурӑнакан 32 ҫулти арҫын пӗлтӗр раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче тӗрмерен ирӗке тухнӑ, анчах тепӗр 9 кунранах вӑл каллех преступлени тунӑ. Кун пирки сайтра пӗлтернеччӗ.
Ун телӗшпе суд пулнӑ. Хальхинче ӑна уйрӑм режимлӑ колоние 11 ҫуллӑха ӑсатнӑ. Палӑртмалла: арҫын унччен те судра пӗрре мар явап тытнӑ, йӗплӗ пралук леш енче пӗтӗмпе 13 ҫул ирттернӗ.
Следстви тата суд акӑ мӗн ҫирӗплетнӗ: кӑрлачӑн 9-мӗшӗнче вӑл урамра 45-ри арҫынпа паллашнӑ. Вӗсем эрех илнӗ те хваттере кайнӑ. Ӗҫкӗ вӑхӑтӗнче хайхискерсем хирӗҫсе кайнӑ. Тин кӑна тӗрмерен тухнӑ арҫын хӑнана 30 хутчен ҫапнӑ-тапнӑ. Лешӗ тепӗр кун реанимацире вилсе кайнӑ.
Паян каҫхи 6 сехетре Шупашкарти "Ярмӑрккӑ" суту-илӳ комплексӗнче пушар пулнӑ. Вырӑна пушарнӑйсем часах ҫитнӗ. Ҫулӑма 10-а яхӑн техника сӳнтернӗ. Ҫавӑнтах пушара сӳнтерес енӗпе ӗҫлекен оперштаб йӗркеленӗ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тарӑх, ҫулӑм парковка енчи 8-9-мӗш ретсенче тухнӑ. Ӑна часах сӳнтернӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм темиҫе контейнера сиенлетнӗ. Хальлӗхе пушар мӗнрен тухнине пӗлтермен.
Шупашкар хулинче пӗр хӗрарӑм-водитель машинӑна хыҫалалла чакарма хӑтланса ватӑ хӗрарӑма таптанӑ. Ҫавӑн пек инкексенче кӑҫалхи 3 уйӑхра пирӗн республикӑра 14 ҫынна амантнӑ.
Республикӑн клиника больници умӗнчи инкек ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче кӑнтӑрла пулса иртнӗ. 28 ҫулти хӗрарӑм-водитель больница умӗнчи парковкӑра «Opel Corsa» автомбильпе каялла чакса пынӑ чухне 58 ҫулти хӗрарӑм ҫине пырса кӗнӗ. Инкеке лекнине тухтӑрсем тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн хӗрарӑм килне кайнӑ.
Водитель урах пулнӑ, анчах ҫын сывлӑхне сиен кӳнӗшӗн ун тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
Паян ирхине Шупашкарти Граждан урамӗнче «Шевроле» ҫаврӑнса ӳкнӗ. Кун пирки ҪҪХПИ пӗлтерет.
Ку ирхи 5 сехет те 16 минутра пулнӑ. Граждан урамӗнчи 101/1-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче машина ҫаврӑнса ӳкнӗ. Руль умӗнче 21 ҫулти каччӑ ларнӑ. Унӑн права та пулман. Хайхискер ӳсӗр пулни те палӑрнӑ, анчах вӑл медосвидетельствовани витӗр тухма килӗшмен.
Водителе 10-15 талӑклӑха хупма е 30 пин тенкӗ таран штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ.
Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче каҫхи 5 сехетре пушарнӑйсем патне шӑнкӑрав ҫитнӗ: Шупашкар районӗнчи Ҫӗнӗ Тутаркасси ялӗнче ҫулӑм алхасма пуҫланӑ. Октябрь – 70 ҫул урамӗнчи 23-мӗш ҫуртри пӗрремӗш хутри хваттерте пушар тухнӑ.
Кил хуҫисем урама хӑйсемех тухӑ. Анчах ҫӑра тӗтӗм сарӑлнипе виҫҫӗмӗш хутри икӗ хваттерти ҫынсем урама тухайман. 46-ри хӗрарӑм, 85 ҫулти кинемейпе унӑн 14-ри мӑнукӗ килӗсенчех юлнӑ. Вӗсене ҫӑлавҫӑсем илсе тухнӑ.
Кинмейпе мӑнукне пульницӑна ӑсатнӑ, вӗсене тухтӑрсен пулӑшӑве кирлӗ пулнӑ. Халӗ пушар мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, паян, 14 сехетре Шупашкар районӗнчи Ертукасси ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере пулӑҫ путса вилнӗ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру мистерстви пӗлтерет.
68 ҫулти арҫыннӑн виллине пӗверен ҫӑлавпа шырав службин водолазӗсем кӑларнӑ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак арҫын Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑннӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви асӑрхаттарать: шыв ҫинче халӗ пӑр ҫӳхе.
Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче Улатӑрти Промышленность урамӗнчи стоянкӑран КамАЗ ҫухалнӑ. Вӑл Шупашкарти усламҫӑн пулнӑ. Юр ӑшне кӗрсе ларнӑ грузовика стоянка тулашӗнче тупнӑ. Машина юр ӑшне путса ларнӑ. Автомобиле ним те пулманран унӑн хуҫи йӗрке хуралҫисене евитлесе тӑман.
Ют автомобиле унччен судпа темиҫе хутчен те айӑпланнӑ 37 ҫулти ҫын чӗртсе тухнӑ иккен. Вӑл тусӗсене ҫывӑхри лавккана илсе каяс тенӗ, анчах юр ӑшне кӗрсе ларнӑ.
Ют машинӑна чӗртсе тухнӑ арҫын тӗлӗшпе йӗрке хуралҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарти стройкӑра инкек пулнӑ. Унта ҫын сарӑмсӑр вилнӗ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Ҫак кӑларӑм хыпарланӑ тӑрӑх, ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче 17 сехет те 40 минутра Шупашкарти Юханшыв портӗнче вырнаҫнӑ «Ривьера» ҫурт-йӗр комплексӗн строительствинче арҫын сарӑмсӑр вилнӗ. Ҫакна курнӑ ҫын каланӑ тӑрӑх, ҫав ҫын ҫине ҫӳллӗшӗнчен фанера ӳкнӗ. «Вӑл 13-14-мӗш хутран йӑтӑнса аннӑ», - тенӗ халӑх корреспонденчӗ.
Вырӑна Раҫҫей Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсен ӗҫченӗсем ҫитнӗ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |