Паян ирхине Шупашкарти Ҫӗнӗ сала пляжӗнче, Атӑл ҫинче, чутах пулӑҫ путса вилмен. Юрать, ӑна ҫӑлма ӗлкӗрнӗ.
Пулӑҫ ирхине Атӑл ҫине, ҫӳхе пӑр ҫине, тухнӑ. Пӑр катӑлса кайсан вӑл шыва кӗрсе ӳкнӗ. Вӑл путма пуҫлани пирки оперативлӑ дежурнӑй пулчӗ ҫине 6 сехет те 51 минутра ҫитнӗ. Кун пирки иртен-ҫӳрен шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Ҫӑлавҫӑсем аэроҫунапа вырӑна ҫитнӗ. Путма пуҫланӑ пулӑҫа вӗсем ҫӑлав станцине илсе ҫитернӗ, ӑна пӗрремӗш пулӑшу панӑ хыҫҫӑн тухтӑрсем илсе кайнӑ.
Чӑваш Енри ҫӑлавҫӑсене Атӑл ҫинче пулӑ тытакансем пӑшӑрхантараҫҫӗ. ГЭСрна аяларах пӑр ҫирӗп мар, Сӗнтӗрвӑрри ҫывӑхӗнче пачах та пӑр ҫук. Шупашкар ҫывӑхӗнче те ҫӳхерех вырӑнсем пур. Анах ку пулӑҫсене хӑратмасть.
Нумаях пулмасть, Ҫӗнӗ ҫул умӗн, Куславкка ҫывӑхӗнче 68 ҫулти арҫын пӑр айне пулнӑ, унӑн кӗлеткине шыв пӑр айӗн юхтарса кайнӑ. Вӑл виҫӗ шӑтӑк шӑтарнӑ, тӑваттӑмӑшне тунӑ чухне инкек сиксе тухнӑ. Ҫӑлавҫӑсем каланӑ тӑрӑх, унӑн виллине ҫуркунне е ҫулла ҫеҫ тупма май килӗ.
Ҫанталӑк сивӗ тӑрать пулсан та ҫӑлавҫӑсем асӑрхаттараҫҫӗ: Сӑр ҫинче пӑр ҫӳхе-ха. Анчах хӑшӗ-пӗри ҫакна шута илмест. Ку вара инкек патне илсе ҫитерет.
Паян Чулхула облаҫӗнчи Васильсурск патӗнче, Сӑр ҫинче, пилӗк пулӑҫ пӑр айне кайнӑ. Вӗсем пурте – Чӑваш Ен ҫыннисем.
Паян 17 сехет те 40 минутра Воротынец облаҫӗнчи ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑрав ҫитнӗ: Сӑр ҫинче икӗ арҫын путаҫҫӗ иккен. 48 ҫулти арҫынна ҫӑлма май килнӗ, унӑн 80-ри ашшӗ вара, шел те, вилнӗ.
Тепӗр сехетрен ҫӑлавҫӑсем тепӗр виҫӗ арҫынна ҫӑлма кайнӑ, вӗсем те путма тытӑннӑ. Вӗсене пурне те ҫӑлнӑ, ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Тухтӑрсем палӑртнӑ тӑрӑх, пулӑҫсем шӑнса кӳтнӗ.
Паян пирӗн республикӑра 2 пин тонна ытла пулӑ тирпейлеҫҫӗ иккен. Асӑннӑ отрасль пайташӗсен кӳрсе килнӗ тинӗс чӗр таварӗпе чылай чухне ӗҫлеме тивет.
Пирӗн тӑрӑхра пулӑ ӗрчетессипе, сӑмах май, 50 хуҫалӑх тимлет. Вӗсем ҫулталӑкра 300 тонна пулӑ ӳстереҫҫӗ. Производство калӑпӑшне пысӑклатма май та, кӑмӑл та пур. Аквакультурӑпа ӗҫлекенсем ҫакӑн пирки ӗнер республикӑн ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗпе Денис Паспековпа иртнӗ тӗлпулура сӑмах хускатнӑ.
Юрий Афанасьев фермер каланӑ тӑрӑх, пулла вырнаҫтарма йывӑр. Ҫавна май фермерсем кооператива пӗрлешес шухӑшлӑ.
Пулӑ комбикормне вырӑнтах туса илесси, осетр йышши пулӑсене туса илесси, аквакультура отраслӗнчи ытти ҫивӗч ыйтӑва та тӗлпулура сӳтсе явнӑ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Инстаграмра хӑйӗн страницине тытса пыни пирки пӗлтернӗччӗ. Отпускра вӑл ӑҫта канни пирки унта сӑнӳкерчӗксем вырнаҫтарнӑ, кун пирки те хыпарланӑччӗ.
Паян Михаил Васильевича пӗр япала канӑҫ паман, кун ҫинчен те вӑл хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ, сӑнӳкерчӗк вырнаҫтарнӑ. Паян Элтепер кӳлмекре пулӑҫсем пӑр ҫинче ларнине асӑрханӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви хальлӗхе пӑр ҫӳхе пулнине хыпарланӑччӗ, ҫавна май Михаил Игнатьев кӑмӑлсӑрланнине палӑртнӑ, пулӑҫсене ку инкекпе вӗҫленме пултарасси пирки шухӑшлама ыйтнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ирхи 8 сехетре «Сурские зори» турбазӑран инҫех мар, Сӑр юханшывӗ ҫинче, пулӑҫӑ пӑр айне кайнӑ. Юрать, ку инкекпе вӗҫленмен, ӑна ҫавӑнтах пулӑ тытакан арҫынсем ҫӑлнӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тепӗр хутчен асӑрхаттарать: пӑр хулӑнӑшӗ 7 сантиметр пулсан ҫеҫ ҫыннӑн ун тӑрӑх утма юрать. Хальлӗхе пӑр ҫирӗпех мар-ха, хӑш-пӗр вырӑнта ҫӳхерех. Пӑр мӗн хулӑнӑш пулнине ҫак каҫӑпа кайсан пӗлме пулать: http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=203&id=1164999.
Тата ҫакна астумалла: пулӑҫӑсен пӗр вырӑнта ушкӑнпа пухӑнма, вак нумай касма юрамасть.
Ҫанталӑк самаях сивӗ тӑчӗ-ха, ҫапах юханшывсемпе пӗвесем хулӑн пӑрпа витӗнме ӗлкӗреймерӗҫ-ха. Пулӑҫсем вара ниепле те килте лараймаҫҫӗ. Вӗсене ҫӳхе пӑр та хӑратмасть.
Шупашкарти кӳлмекре пулӑҫсем сезон уҫнӑ. «Про Город» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗркун 15 ҫын вӑлтапа ларнӑ. Арҫынсен хушшинче ҫамрӑксем те, ачасем, пулнӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви асӑрхаттарать: хальлӗхе пӑр хулӑнӑшӗ пулӑ тытмалӑхах ҫук-ха. Вӑл 7 сантиметр пулмалла. Халӗ ҫӳхе пӑр ҫине кӗрсе пулӑ тытни пурнӑҫшӑн хӑрушӑ.
Ҫак канмалли кунсенче: шӑмат кунпа вырсарни кун — Шупашкара пулӑҫсем пухӑнӗҫ. Вӗсем кимӗ ҫине ларса спиннингпа пулӑ тытӗҫ. Анчах чун киленӗҫӗшӗн ҫеҫ мар, пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла.
Ҫурла уйӑхӗн 25-26-мӗшӗсенче Шупашкарти шыв управӗ патӗнче кимӗ ҫинче спиннингпа пулӑ тытакансен республика чемпионачӗ иртӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗне пулӑ пуринчен ытла тытнине кура палӑртӗҫ. Пулӑн кашни тӗсне шута илӗҫ: ҫӑрттан, шӑла пулӑ, шӗрӗх, уланкӑ, ӑптӑ... Тата виҫи те пӗлтерӗшлӗ.
Чемпионата хутшӑнас текенсен йӗркелӳҫӗсене пӗлтерсе хумалла. Ҫавӑн валли ыран тепӗр кун пур-ха. Телефон номерӗ 38-42-38.
Пулӑҫсен ӑмӑртӑвне ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ирхи ҫичӗ сехетре савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ. Шӑмат кунхи тупӑшу ирхи саккӑрта пуҫланӗ, вырсарни кунхи - ҫиччӗре.
Вӑрнарти шыв управӗнче арҫын путса вилнӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кунта криминал ҫук.
Халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата хыпарланӑ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче арҫын кимӗпе пулӑ тытма кайнӑ. Хайхискер Кӳстӳмӗр ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ. Ҫынсем курнине ӗненес тӗк, арҫын пулӑ ытларах тытас тесе плотина ҫывӑхнерех ишсе пынӑ.
Кимӗ ҫаврӑнса ӳкнӗ. Пулӑҫӑ вара шывран ишсе тухайман, путса вилнӗ. Арҫын Кӳстӳмӗр ялӗнчен мар, вӑл урӑх ялта пурӑннӑ.
Шел те, пулӑҫӑн пурнӑҫӗ ытла та ир сарӑмсӑр татӑлнӑ. Вӑл 38 ҫулта кӑна пулнӑ. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет.
Улатӑрта 11 ҫулти хӗрача путса вилни пирки пӗлтернӗччӗ. Ку пӑтӑрмах виҫӗ кун каялла, ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, пулнӑ. 11 ҫултискер Сӑр юханшывра путнӑ.
Хӗрача виллине халӗ те тупайман-ха. Аса илтерер: вӑл аппӑшӗсемпе пӗрле шыва кӗме кайнӑ. 11-ти хӗрача ҫыранран ӳкнӗ те путнӑ. Юханшыв вӑйлӑ юхать, ӑна юхтарса кайнӑ. Халӗ унӑн виллине волонтерсем те, пулӑҫсем те шыраҫҫӗ.
ЧР МЧСӗ республикӑра ҫулталӑк пуҫланнӑранпа шывра 22 пӑтӑрмах пулнине пӗлтерет. Вӗсенче 20 ҫын вилнӗ. Виҫҫӗшӗ – ачасем.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Воскресенский Виталий Григорьевич, артиллерин генерал-лейтенанчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юхма Мишши, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Нухрат Антонина Ивановна, чӑваш журналисчӗ, общество ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |