Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Пилӗкне хытӑ ҫых, ӑсна ҫирӗп тыт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: пульница

Эрех хыпса лартнӑ хыҫҫӑн ачисене тӑн кӗртме пуҫлакан ашшӗ-амӑшӗнчен тӗлӗнмеллипех тӗлӗнес килет. Шупашкар районӗнче пулса иртнӗ тӗслӗхре вара ҫичӗ ют пӗчӗк ача ҫине алӑ ҫӗклеме хӑйнӑ. Тата тӑван килӗнче те мар, паллакан хӗрарӑм патӗнче ҫавӑн пек хуҫаланнӑ вӑл.

Аса илтеретпӗр, 33 ҫулхи арҫын хӑнана кайнӑ хӗрарӑмӑн тӑваттӑри ывӑлӗ пӳрте вараланчӑк резина атӑпа кӗрсе тӑнӑ та урая хуратнӑ. Ҫакӑншӑн хӑна ачана ярса илсе ҫенӗке илсе тухса виҫӗ хутчен ҫапса янӑ. Сӑмса хуҫнине пула пӗчӗкскере тухтӑрсенех пулӑшу кӳме тивнӗ.

Пульницӑна лекмен пулсан хӗрарӑм йӗрке хуралҫисене пӗлтеретчӗ-ши е ҫук-ши — ку вӑл урӑх калаҫу тейӗпӗр (ара, арҫынӗсене хӳтӗлесе тӑван ачисене патак айӗнче усракан хӗрарӑмсем те ҫук мар-ҫке…).

Пӗчӗк ачапа чӗрре кӗрекен вӑй питтие суд 7 пин тенкӗ штрафлама йышӑннӑ. Анчах Шупашкар район прокуратури ку айӑплавпа килӗшме пултарайман — ун шучӗпе, тӑваттӑри ачан сӑмсине хуҫнӑ арҫыншӑн ку вӑл ытла та ҫемҫе айӑплав. Суд йышӑнӑвӗпе килӗшмесӗр прокуратура аппеляци хучӗ ҫырса панӑ. Халӗ арҫынна 6 уйӑх ӗҫлесе юсанмалла тунӑ.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир ку эрнере тӑва та тепӗр май ҫавӑрма пултаратӑр. Анчах таврари ҫынсене ку питех килӗшмест: ӗҫтешӗрсене ан васкатӑр. Эрне варринче тахҫанах тума палӑртнӑ ӗҫе тума май килӗ. Канмалли кунсене ирӗклӗ ирттерме планлӑр.

Чӳк, 23

1931
95
Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ