Чӑваш кӗнеке издетельствинче Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун умӗн ҫамрӑк автор кӗнеке кӑларнӑ. Вӑл — Шупашкарта пурӑнакан Александра Сапожникова. Саша 7 ҫулта, кӑҫал Шупашкарти 43-мӗш шкулта пӗрремӗш класс пӗтернӗ.
Александра кӑларнӑ кӗнеке «Канихветпа Печени приключенийӗсем» ятлӑ. Саша шкулта тӗрлӗ кружока ҫӳрет, хӑйне тӗрлӗ енлӗн аталантарать. Вӗрентекенсем унӑн пултарулӑхӗнчен тӗлӗнеҫҫӗ.
Пӗррехинче Саша Канихветпа Печени ҫинчен юмах шухӑшласа кӑларнӑ. Кружок ертӳҫисем хӗрача ашшӗ-амӑшне кӗнеке кӑларма сӗннӗ.
«Канихветпа Печени приключенийӗсем» юмаха пӗрремӗш асламӑшӗпе аслашшӗ вуланӑ. Паллах, кӗнеке вӗсене килӗшнӗ. Кӗнекери ӳкерчӗксем те ватӑсен кӑмӑлна кайнӑ. Вӗсене Бритвина ӳкернӗ.
Шкула ҫӳремен тата шкулта вӗренекенсем валли хатӗрленӗ кӗнеке 1000 экземплярпа тухнӑ.
Шупашкар районӗнчи Толик Хураскинче тӗлӗнмелле ӑста ҫынсем пурӑнаҫҫӗ. Леонид Федоровичпа Анна Федоровна Федоровсем пластик кӗленче хупӑлчисенчен таврара ҫук картиш ӑсталанӑ.
Ӗҫне пӗр кунта туса пӑрахман-ха вӗсем. Ун валли 5 ҫул иртнӗ. Ӗҫӗ валли мар. Пухма. Ара, пӗчӗк кӑна хупӑлчана карта тытмалӑх (е капӑрлатмалӑх тесен тӗрӗсрех-ши?) пуҫтар-ха! Тата чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхне ӑша хывассишӗн те нумай вӑхӑт уйӑрнӑ кил хуҫи, вулавӑшри кӗнекесене шӗкӗлченӗ, тӗнче тетелӗнчи материалсене вуланӑ. Тӑрӑшни харама кайман. Паян Федровсен чӑваш тӗрриллӗ картишне пӑхса такам тӗлӗнӗ.
Сӑнсем (12)
«Тӳсӗмлӗх. Пӗр танлӑх. Интеграци» ятпа республикӑра сусӑр ачасен тата суккӑрсен Пӗтӗм Раҫҫейри «Пултаруллисен фейерверкӗ» обществин пултарулӑхӗн IV фестивалӗ иртнӗ. Унта Шупашкарти 2-мӗш коррекци шкулӗнче вӗренекенсем, суккӑррисен Шупашкар, Канаш хулисенчи тата Муркаш районӗнчи обществисен пайташӗсем хутшӑннӑ. 100 ача хушшинче кӑҫал Мари Эл республикинчен килсе ҫитнисем те пулнӑ.
Юрлассипе I степеньлӗ диплома хӑйсен ушкӑнӗсенче Карина Николаева (Шупашкар), Юлия Ожиганова (Мари Эл) тата Надежда Острова (Канаш) ҫӗнсе илнӗ. «Илемлӗ сӑмах» номинацире Шупашкрати Анна Петрова илемлӗ вуланипе палӑрнӑ. Инструментпа калассипе Мари Элти Арсен Мангасаряна никам та ҫитеймен. Ташлакансенчен вара Шупашкарти «Тантӑш» ансамбль ҫӗнтернӗ.
Таллин хулинчи «Тарай» фолк-ушкӑн Нестер Янкас поэт ҫырнӑ «Ҫывӑх тус» сӑввипе «Танлаштармӑп» юрӑ ҫырнӑ. «Мӗнех вара? Халӗ юрӑ ҫырман ҫын та сахал пулӗ...» — кӑмӑлсӑрланӗҫ ахӑртнех хӑшӗсем. Ҫапла, паян сӑвӑ та такам та ҫырать, кӗвве те хывакансем сахал мар. Ан ӳркен кӑна темелле-ши?.. Теприсем вара сӑввине те шӑрҫалаҫҫӗ, ҫеммине те хываҫҫӗ, микрофон тытса сцена ҫине те хӑйсемех тухаҫҫӗ. Юрӗ-ха, чӑннипех пултаруллисем пулсан савӑнмалли кӑна юлать. Анчах пиҫсе ҫитменнисем пирки мӗн каламалла-ши? Юрӗ, таҫта айккинеллех пӑрӑнтӑм курӑнать. «Тарай» ушкӑн патнех таврӑнам-ха.
Ушкӑна Таллинта пурӑнакан Александр Айдаров ертсе пырать. Ача чухне вӑл чӑваш чӗлхине илтнӗ пулин те калаҫман. Тӑван чӗлхепе темиҫе ҫул каялла кӑна пуплеме хӑнӑхнӑ. Александр каланӑ тӑрӑх, Эстонире 350 чӑваш пурӑнать. Таллинта чӑваш фольклор ушкӑнӗсем иккӗ иккен. Пӗри — «Тарай», тепри — «Палан». Ун пирки эпир пӗринче ҫырнӑччӗ. «Тарай» ушкӑнта тӑваттӑн. Бас музыка инструменчӗпе Эйнар Муони ветеринар вылять иккен, аккордеонпа — муниципалитет тӳре-шаринче тӑрӑшакан Сергей Чекулев, ҫапса каламалли инструментпа — журнал редакторӗ Дан Ротарь.
Чӑваш наци конгресӗ пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче «Кӗмӗл сасӑн» черетлӗ конкурсне ирттерет. Конкурса чӑвашла юрлама пӗлекен 16-35 ҫулхи ҫамрӑсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Енчен те эсир ку конкурса хутшӑнса палӑрас тетӗр пулсан, нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗччен заявка ямалла. Заявка ҫумне 10х15 сӑнӳкерчӗк тата икӗ юрӑн (вӗсенчен пӗри халиччен илтменни пулмалла) фонограммине ярса памалла. Вӑхӑчӗ хӑвӑрт шӑвать. Ӗнер кӑна нарӑс уйӑхӗ пуҫланнӑччӗ, паян ак вӗҫленсе те пырать. Ҫапах та виҫӗ кун сирӗн пур — ӗлкерме те пулать.
Конкурса ярса панӑ юрӑсене итленӗ хыҫҫӑн вӗсенчен чи лайӑххисене суйласа илеҫҫӗ те пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗ тӗлне Шупашкара чӗнӗҫ. Унта ҫитессипе, киле таврӑнассипе ҫыхӑннӑ ҫул тӑкакӗсене командировкӑна яракан ен саплаштарать. Шупашкарта вара йышӑнакан ен тӳлет, вырнаҫтарать, апатлантарать.
Конкурсра ҫак номинацисем пулӗҫ: национализмпа патриотизм тематикипе чи лайӑх юрӑ; чи лайӑх композитор; чи лайӑх поэт; чи лайӑх ҫӗнӗ юрӑ; куракана килӗшнӗ чи лайӑх юрӑ. Номинацисем нумай, тупӑшса пӑхмалли сӑлтавӗ те пур пек туйӑнать.
- Паян пирӗн паллӑ кун: литпӗрлешӳ йӗркеленнӗренпе 10 ҫул ҫитрӗ, — пуҫларӗ калаҫӑвне унӑн ертӳҫи Н.Н. Ларионов. Пурне те уявпа саламланӑ хыҫҫӑн вӑл малашнехи тӗллевсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Пӗрремӗшӗ — “Шевле ҫути” иккӗмӗш кӗнекине кӑларасси. Ӑна тума малтанах материал пухмалла, укҫа-тенкӗ шырамалла, пулӑшу ыйтса ҫырупа тухмалла — йышӑнчӗҫ шевлеҫӗсем. Редколлеги членӗсене суйласа хӑварчӗҫ.
Унтан А.Ф. Ермилов (Юман) Шупашкарти ҫыравҫӑсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ, ӗмӗт-шухӑшне уҫса пачӗ.
Шевлеҫӗсем “Канаш” хаҫатӑн литература страници пирки те сӑмах хускатрӗҫ. “Унта ҫӗнӗрен сӑвӑ-калав пичетлеме пулать. Унччен пичет управленийӗ пире ирӗк паман. Вулакансен ӑс-хакӑлне ӳстерес тесен хаҫатра тӗрлӗ енлӗ хайлавсем пулмалла, – терӗ Николай Николаевич.-Пирӗн ытти хаҫат-журналпа тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеме май пур, хайлавӑрсене ярса пама ан вӑтанӑр”.
Анатолий Дмитриев–Ырьята ҫырулӑх ӑҫне ҫамрӑксем хутшӑнманни канӑҫсӑрлантарать.
- Кампа ӗҫлемелле пирӗн? Кама вӗрентмелле?-терӗ вӑл пӑшӑрханса. - Ҫыравҫӑсемшӗн паян ку чи ҫивӗч ыйтусенчен пӗри. Чӑваш чӗлхине вӗренекен ҫамрӑк хунавсене явӑҫтарма тӑрӑшмалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Михаил Сениэль, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен «Канаш» хаҫачӗ тухма пуҫланӑ. | ||
Пулӑм хуш... |