Типӗ курӑка чӗртсе яма юраманни пирки вӗҫӗмех асӑрхаттараҫҫӗ пулин те ҫынсем ҫакна хӑлхана чикесшӗн мар. Ӗнер Улатӑр районӗпе иртекен чукун ҫул хӗррипе типӗ курӑка чӗртсе янӑ та ҫулӑм «Сӑрҫум» заповедника лекнӗ. Ҫулӑм алхасни пирки хыпар Инкеклӗ ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсем патне 17 сехет те 25 минутра ҫитнӗ.
Пушара сӳнтерме пушарпа кӗрешекенсемсӗр пуҫне вӑрман хуҫалӑхӗсенчи ҫак енӗпе тӑрӑшакансем кар тӑнӑ. Ҫулӑм 2010 ҫулта пушар тухнӑ вырӑнсене ярса илнӗ. Пӗтӗмпе 10,5 гектара.
Халӗ пушар сӑлтавне палӑртассипе ҫине тӑраҫҫӗ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, пуйӑс иртсе кайнӑ хыҫҫӑн вут хыпса илнӗ пуль тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен.
Ӗнер, пушӑн 21-мӗшӗнче, Шупашкартан Мускава кайма тухнӑ пуйӑса чарса лартнӑ. Тепловозӑн иккӗмӗш секцийӗ шал енчен чӗрӗлсе кайнине Горьковски чукун ҫулӑн 9-мӗш посчӗ тӗлӗнче 18 сехет те 8 минутра асӑрханӑ та пуйӑса часрах чарса лартнӑ.
Вут хыпса илнине кура пӗрремӗш вакунти 25 пассажира тепӗр вакуна куҫарнӑ иккен. Ҫынсем шар курман, вӗсен хушшинче хӑранипе хуйханман тесе пӗлтереҫҫӗ. Ҫулӑма 40 минутра сӳнтернӗ. Юсавсӑр тепловоза йӗркеллипе ылмаштарнӑ хыҫҫӑн 19 сехет те 24 минутра пуйӑс хускалнӑ.
Инкек пулнӑ вырӑна Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитечӗн ертӳҫи Вениамин Петров пырса ҫитнӗ.
Ӗнер, нарӑсӑн 12-мӗшӗнче, 4 сехет ҫӗрле Челепи облаҫӗнчи Златоуст ҫывӑхӗнче кӑмрӑк турттаракан пуйӑс вакунӗсем ӳпӗннӗ — ҫапла май вӑл тӑрӑхри чукун ҫул хупланса ларнӑ имӗш. Инкекре никам та аманман пулин те Челепине ҫул тытакансен хӑйсен марштурне кӑшт улӑштарма тивӗ — Златоуста ҫеҫ ҫитме май пур, унтан вара автобус ҫине лармалла. Ку — вӑхӑтлӑха кӑна, ҫула тасатса-юсаса пӗтернӗ хыҫҫӑн пӗтӗмпех йӗркеленессе шантараҫҫӗ.
Инкек Чӑваш Ене те пырса тивнӗ иккен — кун пирки Канашран пӗлтернӗ. Инҫетри пӑтӑрмаха пула хӑш-пӗр пуйӑса Канаш урлӑ янӑ пулать. Пуйӑссен графикӗ епле улшӑнни сире кӑсӑклантарать пулсан 8-800-775-00-00 инҫесас номерӗпе ыйтса пӗлме пулать (тӳлевсӗр).
Монополипе кӗрешекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗ Шупашкартан Мускава ҫӳрекен пуйӑс хакне тӗрӗслеме шут тытнӑ. Тӗрӗсрех, экономика тӗлӗшӗнчен мӗнпур ене виҫсе хакласах йышӑннине палӑртӗҫ. Монополипе кӗрешекенсем патне ҫапла тӗрӗслеме ыйтса республикӑн Экономика министерстви тухнӑ иккен. Асӑннӑ ведомство федерацин Атӑлҫи округне кӗрекен регионсенчи пуйӑс хакӗсене танлаштарнӑ. Ун валли министерство 100 ҫухрӑма илекен хаксене тӗпе хунӑ. Пирӗн патринчен хаклӑраххи Чулхула облаҫӗнче иккен. Ҫав вӑхӑтрах Пермь облаҫӗнче купе-вакуншӑн 25,7 процент йӳнӗрех тӳлеттереҫҫӗ-мӗн. Ӑренпур облаҫӗнче плацкартшӑн 18,9 процент йӳнӗ иккен.
Шупашкартан Мускава каякан фирма пуйӑсӗнче плацкарт вакунри вырӑншӑн билет 2007 тенкӗ тӑрать, куперишӗн — 3200 тенкӗ, люкс номере суйласан 9434 тенкӗ тӳлемелле. Автобуспа Мускава вара 1000–1200 тенкӗпе те ҫитме май пур.
Пуйӑс хакӗ пирки сӑмаха авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче республика праивтельствин ларӑвӗнче ҫӗкленӗ пулнӑ. Ун чух Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев хаксене йӳнетес майсем пуррине сӳтсе явма яваплисене хушнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |