Шупашкартан Питӗре каякан пуйӑс ӗнер фурӑпа ҫапӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер, инкек Ҫӗрпӳ районӗнчи чукун ҫулкаҫҫи ҫинче сиксе тухнӑ. Пысӑк тиевлӗ машина светофорӑн хӗрлӗ ҫутине пӑхмасӑрах чукун ҫул ҫине кӗрсе кайнӑ, унта вӑл чарӑнса ларнӑ.
Паян Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби фура рулӗ умӗнче Челепи хулинчи 46 ҫулти водитель пулнине пӗлтернӗ. Йывӑр тиевлӗ машинӑна туртса илме хӑтланса ятарлӑ техника чӗнсе илме тивнӗ, вӑхӑт та иртнӗ. Пуйӑс ҫула тепӗр икӗ сехетрен ҫеҫ тухайнӑ. Локомотиври икӗ пассажир йывӑрах мар аманнӑ, вӗсем тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Водитель рейс умӗнчи медицина тӗрӗслевӗ тухмасӑрах руль умне ларнӑ иккен. Ун тӗлӗшпе РФ Административлӑ майпа йӗркене пӑсни ҫинчен калакан кодексӑн тӑватӑ статйипе тӑватӑ протокол ҫырнӑ.