Чӑваш Енре кӑшӑлвирусран прививка тӑвас ӗҫ малалла пырать. Нумаях пулмасть Шупашкарти Тӗп пасарта вакцинаци туни пирки пӗлтернӗччӗ.
Тӗп хулара кӑшӑлвирусран прививка тумалли тепӗр пункт уҫнӑ. Вӑл маунтинбайк центрӗнче вырнаҫнӑ. Унта пациентсене ыран йышӑнаҫҫӗ, ирхи 9 сехетрен пуҫласа каҫхи 6 сехетчен пымалла. Ҫумра паспорт, СНИЛС, страхлав полисӗ пулмалла. Унтан Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульницин тухтӑрӗсем ӗҫлӗҫ.
Аса илтерер: прививка тумашкӑн маларах ҫырӑнма пулать: поликлиникӑна шӑнкӑравламалла, Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнче харпӑр кабинетра ҫырӑнмалла е телефонпа шӑнкӑравламалла - 26-00-28, 59-98-66, 23-54-28.
Ӗнертен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗччен Шупашкарти Тӗп пасарта кӑшӑлвирусран вакцинаци тума пулать. Тухтӑрсем 11-17 сехетсенче ӗҫлеҫҫӗ.
Ку ӗҫе Хулари тӗп пульница специалисчӗсем пурнӑҫлаҫҫӗ. 18 ҫултан иртнӗ кирек мӗнле ҫын та прививка тӑваять. Ҫумра паспорт, СНИЛС, страхлав полисӗ пулмалла.
Хулари тӗп пульницӑра та кунсерен вакцинаци тӑваҫҫӗ. Вӑл Ленин проспектӗнчи 1-мӗш тата 12-мӗш ҫуртсенче, Ҫырла тӑкӑрлӑкӗнчи 2-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Ыйтса пӗлмелли телефон: 23-45-63, 26-00-33, 23-46-69, 35-03-55.
Ҫулталӑк пуҫланнӑ чухне ЧР Элтеперӗ Олег Николаев нарӑс уйӑхӗнче кӑшӑлвирусран прививка тӑвасси пирки каланӑччӗ. Анчах вӑл ҫакна ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ҫеҫ тунӑ.
Паян Правительство ҫуртӗнче иртнӗ планеркӑра Олег Николаев вакцинӑн иккӗмӗш компоненчӗпе прививка тутарнине пӗлтернӗ.
Элтепер каланӑ тӑрӑх, вӑл пӗрремӗш хутӗнче те, халӗ те хӑйне лайӑхах туйнӑ. «Иртнӗ канмалли кунсенче вакцинӑн иккӗмӗш компонентне тутартӑм, хама лайӑхах туятӑп, пӗрремӗш компонентне тутарнӑ чухне те ҫаплахчӗ. Ҫавӑнпа пурне те ҫапла тума сӗнетӗп», - тенӗ Олег Алексеевич.
Чӑваш Енре вакцинаци тумалли тепӗр 30 пункт уҫасшӑн. Ҫапла майпа прививка тӑвас ӗҫе хӑвартлатасшӑн. Кун пирки Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов пӗлтернӗ.
Хальлӗхе республикӑра 51 пунктра кӑшӑлвирусран прививка тума пулать. Ҫавӑн пекех ултӑ мобильлӗ пункт тата 10 мобильлӗ бригада ӗҫлеҫҫӗ. Ырантан тепӗр 30 пункт уҫма палӑртнӑ. Ҫапла майпа пӗтӗмпе 81 пункт пулӗ.
Ҫак кунсенче Чӑваш Ене кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли вакцинӑн 10200 дози ҫитмелле. Ку таранччен 83154 доза илсе килнӗ. 59443 ҫын прививка тума ӗлкӗрнӗ. Вӗсенчен 31728-шӗ – 60 ҫултан иртнисем. 36884 пациент вакцинӑн икӗ компонентне те тутарнӑ.
Ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта кӑшӑлвирусран прививка тума май пулӗ. Кун пирки Хулари 1-мӗш клиника пульници пӗлтерет.
Унта халӗ прививка тумашкӑн ҫырӑнма пулать. Ҫакна Патшалӑх пулӑшӑвӗсен потралӗ урлӑ, 122 номерпе шӑнкӑравласа, тухтӑр патне кайса, регистратурӑна шӑнкӑравласа (8352) 70-02-42 е 26-03-03) тума пулать.
Палӑртмалла: юлашки вӑхӑтра ку микрорайонта пурӑнакансен йышӗ самай ӳснӗ. Вырӑнтах кӑшӑлвирусран прививка тума май пурри ҫынсемшӗн меллӗ пулӗ.
Чӑваш Ене кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли вакцинӑн тепӗр партийӗ килсе ҫитнӗ. Хальхине 5400 доза илсе килнӗ.
Ҫӗнӗ парти – пӗр дозӑллисем. Ку тухса ҫӳрекен мобильлӗ бригадӑсемшӗн усӑллӑ, мӗншӗн тесен ҫынсем унта маларах ҫырӑнмасӑр килеҫҫӗ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вакцинаци пункчӗ Шупашкарти «Каскад» суту-илӳ центрӗнче уҫӑлнӑ. Унта темиҫе сехетре 104 ҫын прививка тутарнӑ. Пункт каллех уҫӑлнӑ, паян 14-18 сехетсенче ӗҫленӗ.
Сӑмах май, пандеми пуҫланнӑранпа республикӑна «Гам-Ковид-Вак» икӗ компонентлӑ вакцинӑн 64894 дози килнӗ.
Чӑваш Ене каллех кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли вакцинӑн тепӗр партийӗ килнӗ. Хальхинче 9600 доза ҫитнӗ. Пӗтӗм парти пӗр дозӑллӑ ампулӑсенче. Кусем мобильлӗ пунктсенче усӑ курмашкӑн меллӗ.
Палӑртмалла: пандеми пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑна 59494 доза вакцина килнӗ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, паянхи кун тӗлне республикӑри 43 пин ытла ҫын кӑшӑлвирусран прививка тунӑ. Вӗсенчен 29 ытла пинӗшӗ икӗ компонентне те тутарнӑ.
Аса илтерер: Чӑваш Енре мобильлӗ пунктсем ӗҫлеҫҫӗ. Унта маларах ҫырӑнмасӑрах кашӑлвирусран прививка тума килме юрать.
Кӑшӑлвирус сарӑлассипе кӗрешекен оперштаб ларӑвӗнче вакцинаци ыйтӑвне сӳтсе явнӑ. ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов пӗлтернӗ тӑрӑх, вакцинӑсем вӑхӑтра килеҫҫӗ, пунктсем ӗҫлеҫҫӗ.
Авӑн уйӑхӗн вӗҫӗ тӗлне республикӑри аслӑ ӳсӗмри ҫынсен 60 процентне прививка тума палӑртнӑ. Ку коллективлӑ иммунитет тума пулӑшать. Министр каланӑ тӑрӑх, хальлӗхе вакцинацин пӗрремӗш тапхӑрне 40657 ҫын туса ирттернӗ. 28 пине яхӑн ҫын иккӗмӗш тапхӑра та вӗҫленӗ. Хальлӗхе планра палӑртнӑ ҫынсен 7 процентне ҫеҫ прививка тунӑ.
Сӑмах май, республикӑна кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли 49894 вакцина илсе килнӗ.
Шел те, кӑшӑлвирусран вилекенсем юлашки кунра тата нумайланнӑ. Юлашки талӑкра каварлӑ вирус 8 ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ. Юлашки 10 кунра статистикӑра кун пек хисепсем пулман. Уйӑх пуҫланнӑранпа вилекенсем 165-ӗн пулнӑ. Ку таранччен чире 1199 ҫын парӑнтарайман. Палӑртмалла: чирлекенсен 5,3 проценчӗ чире пула вилнӗ.
Паняхи кун тӗлне республикӑра 22662 ҫын кӑшӑлвируспа инфекциленнӗ. Вӗсенчен 20682-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 44 ҫын чирленӗ. 41 ҫын вара сывалнӑ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть республикӑна кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли вакцинӑн тепӗр партине илсе килнӗ. Пӗтӗмпе – 5500 доза.
Чӑваш Ене «Спутник V» вакцинӑн черетлӗ партине кӳрсе килнӗ. Кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли вакцина халӗ «Фармация» аптека базинче упранать.
Пӗтӗмпе 5 пин те 500 доза кӳрсе килнӗ. Икӗ компонентлӑ вакцина икӗ фасовкӑпа ҫитнӗ: пӗр флаконра 5 дозӑлли – 1900, ампулӑра пӗрер дозӑлли – 3600. Ампулӑсем мобильлӗ пунктсем валли питӗ меллӗ. Унта пациентсем малтан ҫырӑнмасӑрах пыраҫҫӗ.
Вакцинӑна ҫитес вӑхӑтра пульницӑсене, вакцинаци пункчӗсене валеҫме пуҫлӗҫ. Палӑртмалла: республикӑна унччен кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли вакцинӑн 42 пине яхӑн дозине илсе килнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |