Раҫҫейре кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли вакцинӑна, сӑмсаран ямаллискере, регистрациленӗ. Унашкалли тӗнчипе те ҫук.
Вакцина "Спутник V" ятлӑ. Кӑшӑлвирусран профилактика тӑвас тесе ӑна сӑмсана сирпӗтмелле. Тепӗр виҫӗ эрнерен процедурӑна каллех пурнӑҫламалла. Ҫапла майпа иммунитет пулать.
Хальлӗхе препаратпа 18 ҫултан аслӑрах ҫынсене ҫеҫ усӑ курма ирӗк панӑ.
Чӑваш Енре малашне кӑшӑлвирусран ҫине тӑрсах вакцинациленмелле мар. Ку йышӑнӑва паян Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри пуҫлӑхӗ Надежда Луговская тунӑ.
Надежда Луговская пӗлтернӗ тӑрӑх, вакцинаци тума плана кӗртнӗ ҫынсен 90 проценчӗ вакцинациленнӗ. Ҫавна май малашне ку йӗрке обязательнӑй майпа пулмӗ.
Аса илтерер: юпан 11-мӗшӗнче сывлӑх сыхлавӗнче, социаллӑ хӳтлӗх, вӗренӳ тытӑмӗсенче тӑрӑшакансене пурне те прививка тума йышӑннӑ. Каярахпа ку списока 18 ҫул тултарнӑ студентсене, 60 ҫалтан аслӑраххисене кӗртнӗ.
Чӑваш Енре кӑгӑлвирусран хӳтӗленес тӗлӗшпе вакцинаци планне тултарнӑранпа пӗрех. Кун пирки ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтерет.
Республикӑра вакцинацилеме палӑртнӑ ҫынсен 73,1 проценчӗ прививка тунӑ.
Ҫапах ӗҫлемелли пур-ха. Ку 60 ҫултан аслӑраххисене пырса тивет. Ку ӳсӗмри ҫынсене вакцинацилессине вӑйлатмалла.
Республикӑра вакцина ҫителӗклех. Аслисем валли "Спутник V" пур. 12-17 ҫулсенчисем валли вара "Спутник М" кӳрсе килнӗ.
Чӑваш Енре 935 ҫамрӑка, 12-18 ҫулсенчисене, кӑшӑлвирусран прививка тунӑ. Хальлӗхе "Спутник М" вакцинӑн пӗрремӗш компоненчӗпе тутарнӑ. Кун пирки эрнекун иртнӗ оперштаб ларӑвӗнче пӗлтернӗ.
Аса илтерер: кӑрлач уйӑхӗнче республикӑна 12-18 ҫулсенчи ачасем валли 960 доза вакцина кӳрсе килнӗ. Кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче 75 ҫамрӑк вакцинациленни пирки каланӑ. Пӗрремӗш парти пӗтнӗпе пӗрех, ҫавна май ЧР Элтеперӗ Олег Николаев татах вакцина кӳрсе килес ӗҫе йӗркелеме хушнӑ.
Нумаях пулмасть, пӗр эрне каялла, Чӑваш Енре 12-17 ҫулсенчи ачасене кӑшӑлвирусран вакцинацилеме пуҫланӑ. Вакцинӑн 960 дозине республикӑна кӑрлач уйӑхӗн 22-23-мӗшӗсенче кӳрсе килнӗ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви «Спутник М» пульницӑсенче ҫителӗклӗ пулнине пӗлтерет.
Нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗ тӗлне республикӑра 12-17 ҫулсенчи 320 ача пӗрремӗш компонентпа укол тутарнӑ. Вӗсене ача-пӑча поликлиникисенче, районти пульницӑсенче вакцинацилеҫҫӗ. Анчах аслӑ ӳсӗмри ҫынсем пек патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ урлӑ ҫырӑнма ҫук.
Аса илтерер: 15 ҫултан аслӑрах ачасем прививкӑна ашшӗ-амӑшӗнчен ирӗк ыйтмасӑр хӑйсемех хут ҫырса тутарма пултараҫҫӗ.
Пӗлетӗр ӗнтӗ: Раҫҫейре 12-17 ҫулсенчи ачасем валли кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли вакцинӑна регистрациленӗ. Вӑл «Спутник М» ятлӑ.
Чӑваш Ен РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерствине ҫак вакцинӑн 25 пин дозине саккас панӑ. Хальхи вӑхӑтра ытти регион та ведомствӑна заявкӑсем ярать. Пӗрремӗш партисем ҫитес эрнере килме тытӑнмалла.
Аса илетер: вакцинӑна «Спутник V»-на тӗпе хурса хатӗрленӗ. Вӑл та икӗ компонентлӑ. Прививкӑна вӑйпах тутармаҫҫӗ тесе пӗлтернӗ. 15 ҫултан аслӑрах ачасем ку йышӑнӑва хӑйсем тӑваҫҫӗ, ыттисем – ашшӗ-амӑшӗ ирӗк парсан ҫеҫ.
Кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен пуҫласа И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ студенчӗсене, пӗрремӗш компонентпа вакцинациленменнисене, экзамена, аслӑ шкула кӗртме пӑрахӗҫ. Унашкаллисене дистанци мелӗпе вӗренме ярӗҫ.
Кун пирки аслӑ шкулӑн ректорӗ хушу кӑларнӑ-мӗн. Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен вара иккӗмӗш компонентпа вакцинациленменнисене кӗртме пӑрахӗҫ.
Анчах хальлӗхе университетра ку хыпара ҫирӗплетсе калаймаҫҫӗ, хушӑва татӑклӑн йышӑнман-мӗн. Студентсем экзаменсене дистанци мелӗпе те тытма пултараҫҫӗ иккен.
Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульници 60 ҫултан аслӑрах пациентсен хушшинче конкурс ирттерт. Анчах унта кӑшӑлвирусран вакцинациленнисем ҫеҫ хутшӑнаяҫҫӗ.
Конкурса хутшӑнас тесен пульницӑн кирек хӑш прививка тумалли пунктӗнче пӗрремӗш компонентпа вакцинациленмелле. Кайран вӗсене код ҫырнӑ флаер параҫҫӗ.
Конкурса кашни тунтикун пулӗ, ӑна пульницӑн Инстаграмри страницинче тӳрӗ эфирта ирттерӗҫ. Ҫынсен тонометр, дезинфекци тумалли хатӗр, ытти япала выляса илме шанчӑк пур. Конкурс кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗччен пырӗ.
Ӗҫ паракансене кӑшӑлвирурсан вакцинациленнӗ ӗҫченӗсене тӳлевлӗ икӗ кану кунӗ пама сӗннӗ. Кун пирки «Чӑвашинформ» пӗлтерет.
Ӗҫ паракансене вакцинациленнӗ ӗҫченсене икӗ кун кантарма (шалу сыхланса юлӗ) сӗннӗ. Урӑх мел те суйлама ирӗк пур. Ҫак икӗ кунпа отпуска тӑсма е ҫулшӑн, апатланушӑн тӳлеме пулать.
ЧР ӗҫлевпе социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова ку йӗркене коллективлӑ килӗшӳре палӑртмаллине каланӑ.
Чӑваш Ене «КовиВак» вакцинӑн 5 пине яхӑн дозине илсе килнӗ. Ҫитес вӑхӑтра «Фармаци» аптека бази вӗсене пульницӑсене валеҫсе парӗ.
Пӗтӗмпе 4950 вакцина илсе килнӗ. Вӑл хӑш медицна организацийӗнче пуррине пульницӑна шӑнкӑравласа пӗлме пулать.
Сывлӑх сыхлавӗн министерстви аса илтерет: прививка тума кайсан ҫумра паспорт, СНИЛС, страхлав полисӗ пулмалла. Ятарлӑ пунктсенче вакцинациленме пулать. Вӗсем мӗнле графикпа ӗҫленине министерство сайтӗнче пӗлме май пур.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |