Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: полици

Тӗнчере

Никита Васильев велосипедпа Китая ҫитнине пӗлтернӗччӗ. Вӑл халӗ те унтах-ха.

Никитӑна ҫав ҫӗршыври полицейскисем тытса чарнӑ. Пакунлисемпе ӳкерӗннӗ сӑнсене вӑл халӑх тетелӗнчи страницине кӑларса хунӑ.

Хэнань провинци полицейскийӗсем ӑна юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче тытса чарнӑ. Телефонне туртса илмен, ҫавӑнпа вӑл мӗн пулса иртнине тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ.

«Полицире 7-мӗш сехет ларатӑп. Мана халь те ярасшӑн мар. Куҫаруҫӑ та тупрӗҫ. Велосипеда ӑҫтан туяннине тӗпчерӗҫ. Вӗсем эпӗ Раҫҫейрен велосипедпа килнине ӗненмерӗҫ. Эпӗ Китая хӑш енчен кӗнине ыйтрӗҫ, мӗншӗн тесен паспортра пичет ҫук, виза ҫинче ҫекӗл ҫеҫ. Манӑн Китайра юлташсем пур-и? Ҫапла та ыйтрӗҫ», — ҫырнӑ Никита.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/37234
 

Республикӑра
Алексей Ежеев полици полковникӗ
Алексей Ежеев полици полковникӗ

Раҫҫейре Наци гвардийӗн ҫарӗсен федераци службине йӗркелесе хунине Чӑваш халӑх сайтне вулакансем пӗлеҫҫех ӗнтӗ. Асӑннӑ тытӑмӑн Чӑваш Енри уйрӑмне ертсе пыма Алексей Ежеев полици полковникне ҫирӗплетнӗ. Кун пирки хушӑва Наци гвардийӗн ҫарӗсен федераци службин директорӗ Виктор Золотов генерал приказ кӑларнӑ.

Ҫӗнӗ тытӑма куҫиччен Алексей Ежеев Шалти ӗҫсен министерствин ведомствӑлла мар хурал пайӗн управленине ертсе пынӑ. Полицин полковникӗ ята тивӗҫнӗ йӗрке хуралҫи ШӖМ ӗҫченӗн ҫемйинче ҫуралса ӳснӗ. «Правда ПФО» интернет-хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, наци гвардине Чӑвашра ертсе пыраканӑн ашшӗ, Владимир Ежеев, темиҫе ҫул каялла республикӑри ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн управленийӗнче ӗҫленӗ, ҫав управление ертсе пынӑ.

 

Вӗренӳ

Шупашкарти шкулсенче «Класри полцейский» акци иртет. Ку мероприятие йӗркелесси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Хальхинче йӗрке хуралҫисем кадет шкулне ҫитнӗ.

Полицейскисене кадетсен 14-мӗш шкулӗн ачисем кӗтсе илнӗ. Вӗсем пакунлисене хӑйсем мӗн тума пӗлнине кӑтартнӑ. Ачасем вара криминалистсем мӗнле ӗҫленине сӑнанӑ, ШӖМ музейӗнчи сайра тӗл пулакан экспонатсене курнӑ.

СОБР боецӗсем хӗҫ-пӑшалне кӑтартни ачасемшӗн питӗ интереслӗ пулнӑ. Арҫын ачасем пистолет, хӗҫ-пӑшал курсан вӗсемпе кӑсӑкланнӑ.

Шкул ачисем кун хыҫҫӑн полицире ӗҫлеме каяс кӑмӑл пуррине пӗлтернӗ. Вӗрентекенсем палӑртнӑ тӑрӑх, пакунлисем килсе кайнӑ хыҫҫӑн ачасем тата тӑрӑшса вӗренеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/82651
 

Муниципалитетсем хушшинчи Улатӑр РФ ШӖМ пайӗн лаптӑкӗнче 40 ҫулхи арҫын виллине тупнӑ-мӗн. Республикӑри РФ СК управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх малтӗрӗслеве ирттерсен арҫынӑн кӗлетки ҫинчен тӗрлӗ сурансене асӑрханӑ.

Йӗрлев умӗнхи тӗрӗслев вара ҫакна кӑтартса панӑ: авӑнӑн 14-мӗшӗнче ӳсӗр Улатӑр ҫыннине администраци йӗркине пӑснишӗн полици уйрӑмне протокол ҫырма илсе кайнӑ. Кирлӗ хутсене тултарнӑ хыҫҫӑн йӗркене пӑсакан полици ӗҫченӗсем тимлӗх ҫухатнипе усӑ курса управленийӗн ҫуртӗнчен тухса тарнӑ. Ӑна шырама тытӑннӑ пулин те тупайман.

Тепӗр кунхине 11:00 сехетсенче хайхи арҫын виллине полици уйрӑмӗн чӳречи айӗнче асӑрханӑ пулнӑ. Полици ӗҫченӗсем Улатӑр ҫынни тарас тесе иккӗмӗш хутран сиксе хытах аманса вилнӗ версие те пӑхса тухаҫҫӗ. Чӑн сӑлтавӗ вара судпа медицина экспертизине ирттерсен паллӑ пулӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1305.html
 

Республикӑри ШӖМ ӗҫенӗсем кӗҫех культура йӗркине пӑснӑ ведомство тулашӗнчи хурал ӗҫченӗсене хирӗҫ пуҫарса янӑ ӗҫӗн тӗрӗслевне вӗҫленӗ пулнӑ. Кун ҫинчен авӑнӑн 5-мӗшӗнче ведомство тетелӗнче пӗлтернӗ.

Ирттернӗ тӗрӗслевре вара ҫакна тӗпчесе пӗлнӗ: ҫурлан 29-мӗшӗнче каҫкӳлӗм еннелле икӗ полици ӗҫченӗ Шупашкарти Пролетари урамӗнчи 27-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче каҫхи хурала ирттернӗ чухне хӗвел ҫаврӑнӑшне шӗкелчесе 10 минутлӑх «тӑхтав» ирттерес тенӗ, хупписене вара вӗсем ҫул ҫинех сурса тӑнӑ имӗш.

Йӗрке хуралҫисен лайӑхах мар ӗҫӗ ҫинчен Тӗнче тетелне кӑларнӑ видеона пула пӗлнӗ иккен. Министерствӑра икӗ полици ӗҫченӗн культурсӑрлӑхне Раҫҫейри ШӖМ управленийӗ йышӑннӑ пӑхӑнма ыйткан приказа пӑснӑ тесе ҫирӗплетнӗ. Ҫапла майпа видеора «палӑрнӑ» икӗ полици ӗҫченӗ, вӗсен 5 ертӳҫине ҫирӗп дисциплинарлӑ яваплӑх тытарма йышӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1275.html
 

Страницӑсем: 1 ... 42, 43, 44, 45, 46, 47, 48, 49, 50, 51, [52]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.10.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 765 - 767 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне хӑвӑра аталантарма, карьерӑра хӑпарма майсем туса парӗ. Сирӗн лидер пулас килет — лару-тӑру та сирӗн майлӑ пулса пырӗ. Анчах ҫынпа хутшӑннӑ чухне ытлашши кӑнттам ан пулӑр. Ӗҫре хӑвӑрӑн пултарулӑха кӑтартма пултаратӑр. Анчах хӑвӑр ҫине ытлашши нумай ӗҫ ан илӗр. Харпӑр пурнӑҫра ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑнӑва йӗркелеме май пулӗ. Вӑй-хал халӗ сирӗн нумай, анчах ӑна кирлӗ ҫӗре ямалла: спорт: вӗренӳ, пултарулӑх.

Юпа, 03

1926
99
Николаева Юлия Фёдоровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1985
40
Бикулова Мария Григорьевна, чӑваш драма актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
2018
7
Григорьев Николай Федорович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть