Раҫҫей паспортне илмелли вӑхӑта тӑсма йышӑннӑ. Документа РФ Правительствин Председателӗ Михаил Мишустин алӑ пуснӑ.
Ҫын 20 тата 45 ҫул тултарсан паспорта 1 уйӑх хушшинче ылмаштармалла. Ҫӗнӗ паспорт илме заявлени парсан ҫынна вӑхӑтлӑх удостоверени параҫҫӗ.
Малашне вара паспорт ылмаштармалли вӑхӑт 90 кунпа танлашӗ.
Ҫӗршыв шайӗнче йӗркене ылмаштарнине вӑхӑтлӑх документпа ҫын банкра кредит илеймест, патшалӑх пулӑшӑвӑвӗсен порталӗнче регистрациленеймест.
14 ҫул тултарнисен те паспорта хальхи пек 30 кунта илсе ӗлкӗрессишӗн талпӑнма тивмӗ. Вӗсен те ҫак ӗҫе 90 кунта пурнӑҫламалла.
2022 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшччен тата тепӗр ҫӗнӗлӗх вӑя кӗрӗ. Раҫҫей паспортне 5 кунта хатӗрлесе пама тытӑнӗҫ. Ҫын ӑна хӑй пурӑнакан вырӑнта илет-и е вӑхӑтлӑх чарӑннӑ ҫӗрте-и... — пӗрех. Йӗрке пур тӗслӗхре те пӗр пек пулӗ.
Таиландри Паттайа хулинче Шупашкарти арҫыннӑн паспортне тупнӑ. Кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ҫак хулара кун кунлакан Сабир Сафиуллин «Про город» хаҫат редакцийӗнчен пулӑшу ыйтнӑ: тен, паспорт хуҫи тупӑнӗ?
Арҫын каланӑ тӑрӑх, вырӑнти ҫынсем курортра Чӑваш Енри ҫыннӑн паспортне тупнӑ. Унта ҫырнӑ ят – Васильев Андрей Робертович. Паспорта тупнӑ ҫынсем Сабир Сафиуллина ҫав ҫынна шыраса тупма ыйтнӑ.
Андрей Васильевӑн прописки – Шупашкарта. Документ халӗ Pattaya Park отель ҫывӑхӗнчи каҫхи пасарта информаци будкинче выртать.
ЧР ШӖМӗн пресс-служби вара ҫапла палӑртнӑ: ҫынсен тупнӑ паспорта Раҫҫей посольствине памалла пулнӑ.
Чӑваш Енре паспортпа вӗрле чӑвашла вкладыш пама пуҫласси пирки культура министерстви тӳррӗн хуравлас темен. Ҫапларах пӗлтерет «Ирӗклӗ сӑмах» тӗнче тетелӗнчи хаҫат. Аса илтерер, утӑ уйӑхӗнче ҫак сӗнӳпе «Ирӗклӗх» пӗрлӗх Михаил Игнатьев патне ҫырупа тухнӑччӗ. Хӑйсен сӗнӗвӗнче хастарсем паянхи кун вкладыша тӑван чӗлхепе Тутарстанра, Пушкӑртстанра тата Якутире пани пирки асӑнса хӑварнӑччӗ. Ку ӗҫе Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗ туса пыма ирӗк пани ҫинчен систернӗччӗ.
Культура министерствинчен килнӗ ҫырури хуравра чӑвашла вкладыш тума тытӑниччен малтан укҫа-тенкӗ тата техникӑпа йӗркелӳ тӗлӗшӗнчен тӑкаксене шутласа кӑлармалли пирки пӗлтернӗ. Ҫак шутлавсене тумасӑр «Ирӗклӗх» пӗрлӗх тӑратнӑ ыйту ҫине татӑклӑн хуравлама май ҫук тенӗ. Ҫырӑва министр ҫумӗ Иван Иванов алӑ пуснӑ. Хуравпа (pdf) туллин «Ирӗклӗ сӑмах» сайтра паллашма пулать.
«Ирӗклӗх» пӗрлӗх адресӗпе янӑ ҫырура «Ҫыхӑнура» канашлура ҫак темӑна сӳтсе явнӑ ыйтӑма та илсе панӑ — вӑл сайтра сасӑлакансен ытларах пайӗ хирӗҫ иккен.
Тӳре-шара татӑклӑ хуравламан пулсан та «Ирӗклӗх» хастарӗсем ку ыйтупа малашне те ӗҫлессе шантараҫҫӗ.
РФ Миграци службин Чӑваш Енри управленийӗ раштав уйахӗн 1–15-мӗшӗсенче «Паспорт — виҫӗ кунра акци» ирттерет.
Вӑл уйрӑмах паспорт ҫухатнисене, ӑна илмешкӗн ыйту ҫырнисене тата 20 тата 45 ҫул тултарнӑ май ылмаштарма хатӗрленнисене пырса тивет.
Паспорт илес тесен икӗ сӑнӳкерчӗк, кивӗ паспорт, ҫар билечӗ е ача ҫурални ҫинчен ӗнентерекен свидетельство, регистрацие, ҫемье ҫавӑрнине, мӑшӑртан уйрӑлнине ӗнентерекен хут, патшалӑх тӳлевне татнине палӑртнӑ хут кирлӗ.
Паспорта ҫухатнӑ тӑк ҫуралнине ӗнентерекен хут тата ыйтса ҫырни кирлӗ. Паспорта раштавӑн 1–15-мӗшӗсенче 3 кунра черетсӗр параҫҫӗ.
РФКП депутачӗ Тамара Плетнева Патшалӑх Думине ҫӗнӗ саккун проектне кӗртнӗ — паспортра наци паллине палӑртма тытӑнасси пирки.
Проектпа килӗшӳллӗн паспортри «Национальность» йӗркене ҫырса тултарасси ирӗклӗ пулӗ. Ҫавӑн пекех кашни хӑйӗн ирӗкӗпе паспортра ИНН тата юн ушкӑнне кӑтартма пултарӗ.
Lenta.ru палӑртнӑ тӑрӑх «Национальность» йӗркене паспорта кӗртме 2000 ҫултанпа сӗнеҫҫӗ. Малтан пушкӑрт депутачӗсем сӗннӗ, каярах, икӗ ҫул иртсен, Тутарстанрисем ҫак сӗнӳпе тухнӑ. 2010 ҫулта Раҫҫей Федерацийӗн конституци сучӗ те ҫак ыйтӑва пӑхса тухнӑ пулнӑ — паспортра хӑш халӑх шутне кӗнине кӑтартманни ҫӗршывӑн тӗп сакунне пӑсманни пирки йышӑннӑ.
Каласа хӑварас пулать, «Национальность» йӗрке СССР паспорчӗсенче 1974–1990 ҫулсенче пулнӑ. Кайран, ҫӗнӗ паспорт йышӑннӑ хыҫҫӑн, ӑна пӑрахӑҫа кӑларнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьев Николай Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |