Ҫак кунсенче Чӑваш Енре каллех суя укҫасем тупнӑ. 500 тенкӗлӗх пӗр укҫа ҫыхӑну салонне лекнӗ. Ҫавӑн йышшиех тепӗр 2 укҫа апат-ҫимӗҫ лавккинче тупӑннӑ.
Шупашкар ҫынни апат-ҫимӗҫшӗн 500 тенкӗлӗххипе тӳленӗ. Вӑл суя пулнӑ-мӗн. Арҫын каланӑ тӑрӑх, ку укҫа унӑн кӗсйине Энтузиастсен урамӗнчи лавккара туяннӑ чухне лекнӗ.
Тепӗр 500 тенкӗлӗх суя укҫапа Б.Хмельницкий урамӗнчи суту-илӳ центрӗнче пӗр ҫын таваршӑн тӳленӗ. Халӗ ШӖМ ӗҫченӗсем ҫак укҫана камсем кӑларма пултарнине тӗпчеҫҫӗ.
Шупашкарти Университет урамӗнчи «Салам» апат-ҫимӗҫ лавккине ӗҫлеме чарнӑ. Пачах мар – икӗ эрнелӗхе.
Лаккана вӑхӑтлӑха мӗншӗн хупнӑ? Санитарипе эпидемиологи нормисене пӑснӑшӑн. Ҫакна Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем трӗслев ирттернӗ вӑхӑтра асӑрханӑ.
Лавккара вентиляци тытӑмӗ йӗркеллӗ ӗҫлемен, апат-ҫимӗҫе упрамалли йӗркене пӑснӑ. Тавара вара хваттерсен чӳречи айӗнче тиенӗ. Ҫакна пула халӑхра тӗрлӗ инфекциллӗ тата инфекциллӑ мар чирсем сарӑлма пултарнине ведомство пӗлтерет.
Лавкка хуҫине ҫак ҫитменлӗхсене пӗтермешкӗн 14 кун панӑ.
Нумаях пулмасть Пятница телеканалпа кӑтартакан «Магаззино» кӑларӑм ертӳҫи Александр Молочко Шупашкара килсе кайни пирки пӗлтернӗччӗ. Ӳкерӳ авӑн уйӑхӗн варринче иртнӗ. Кӑларӑм эфира хӑҫан тухасси паллӑ.
Кӑларӑма Пятница телеканалпа ҫитес эрнере курма май пулӗ. Юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 18 сехетре эфира тухӗ вӑл. Шупашкарти лавккасене тӗрӗсленӗ кӑларӑмпа «Магаззинӑн» виҫҫӗмӗш сезонӗ вӗҫленӗ.
Аса илтерер: Александр Молочко Шупашкарта авӑнӑн 18-22-мӗшӗсенче пулнӑ. 5 кунра вӑл Тӗп пасара, «Смак» лавккана, «Акатуй» супермаркета тӗрӗсленӗ. Александр Молочко вӗсенчен пӗрне те наклейка ҫыпӑҫтарса хӑварман.
Кӑларӑм ертӳҫи Шупашкар лавккисенче таракансем чупнине, срокран тухнӑ апат-ҫимӗҫ сутнине, ҫимӗҫсенче нитрат нумаййине тупса палӑртнӑ.
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ потребительсен прависене пӑснӑ организацисен списокне пичетленӗ. Тӗрӗслев нарӑс уйӑхӗнче иртнӗ.
Иртнӗ уйӑхра Роспотребнадзор 26 организацие потребительсен правине мӗнле пӑхӑннине тӗрӗсленӗ. Кафесене, лавккасене, шкул апатланӑшӗсене штрафсем ҫырса панӑ.
Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, таварсен ценникӗсем пӗрешкел пулманни, сутуҫӑсем пирки информаци ҫукки штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.
Пӑсӑлнӑ апат-ҫимӗҫе упрани, сутни те тӗл пулнӑ. Суту-илӳ инвентарьне ҫумалли ванна та пулман. Ҫӑкӑр таврашне упаковкӑсӑр сутнӑ. Списока кӗнӗ организацисемпе «Про Горо» сайтӗнче паллашма пулать.
Ыран — Пӗлӳ кунӗ. Ачасем сумкӑсем йӑтса шкул сукмакне такӑрлатма тытӑнчӗҫ. Чӑваш Енре ҫак ҫулсенче ырӑ йӑла пуҫарчӗҫ — пӗлтерӗшлӗ уявсенче лавккасенче эрех-сӑра сутма чарчӗҫ.
Ыран та ку йӑлана пӑрахӑҫламӗҫ. Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Енри районсемпе хуласенче алкоголь продукцине сутма чарӗҫ. Ку — ЧР Министрсен Кабинечӗн постановленийӗпе килӗшӳллӗн.
Шупашкар хула администрацийӗ алкоголь продукцине ваккӑн сутакансем ҫак йӗркене пӑснӑшӑн мӗнле яваплӑх пулнине аса илтерет.
Должноҫри ҫынсем йӗркене пӑссан 5–10 пин тенкӗ штраф тӳлеттерӗҫ. Ку кӑна мар: алкоголь продукцине туртса илӗҫ.
Юридици сӑпачӗсен вара ҫак йӗркене пӑснӑшӑн 50–100 пин тенкӗ тӳлемелле пулӗ. Вӗсенне те алкоголь продукцине туртса илӗҫ.
Роспотребнадзорӑн Тверь облаҫӗнчи управленийӗ такамсем вӑл тӑрӑхра ҫу савутсен ячӗпе услам ҫу сутнине асӑрхаттарнӑ. Ку хыпара вӗсем Чӑваш Енри ӗҫтешӗсене те систернӗ.
Услам ҫу сутакан темле фирма «Нелидовский маслосырзавод» тата «Молочный путь» тулли мар яваплӑ обществӑсем кӑлараҫҫӗ тесе кӑтартнӑ-мӗн. Предприяти вырнаҫнӑ адреса хайхи Тверь облаҫӗнчи Нелидовски районти Кӑнтӑр поселокри Комсомольски проспекта тата Маресьев урамне кӑтартнӑ. Анчах ун пек предприятисем асӑннӑ поселокра ҫук-мӗн.
Тверь облаҫӗнчи сӗт-ҫу савучӗсен ячӗпе услам ҫу ярӑнтаракансем пирки Тверь облаҫӗнчи асӑннӑ службӑна ытти регионти ӗҫтешӗсем вунӑ хутчен ҫӑхавланӑ. Вӑл ҫимӗҫ пахалӑхӗ чаплах маррине пӗлтереҫҫӗ. Асӑннӑ службӑн Чӑваш Енри управленийӗ ун пек ҫӑва лавккасенче сутмалла мар тесе асӑрхаттарнӑ. Лавккара курсан ҫынсене Роспотребнадзор управленийӗн территорисенчи пайӗсене систерме ытйаҫҫӗ.
Пуйма хӑтланакан мулсӑр юлнӑ темелле-ши ӗнтӗ паллӑ ваттисен сӑмахне кӑшт ылмаштарса? Пуяс тени хӑш чухне, чӑн та, инкекпе вӗҫленет. Улатӑрти пӗр хӗрарӑм укҫаллӑ пулас тӗллевпе лавкка уҫнӑ. Унта вӑл ытти-хыттипе пӗрлех туртмалли тата хаяр шӗвек те сутнӑ.
Ятарлӑ ирӗк илсен ун пек таварпа суту-илӳ тума никам та чармасть-ха. Хӗрарӑм-усламҫӑ вӑл енчен саккунпа килӗшӳллӗн ӗҫлесе пынӑ. Анчах пӗр кунхине хайхискер пирус тата пӗр банка сӑрана ҫул ҫитмен каччӑна тыттарса янӑ. Туянакан пултӑр, укҫа килтӗр тенӗ-ши?
Анчах ҫул ҫитменнисене эрех-сӑра тата пирус сутма юраманнине кирек епле сутуҫӑ та пӗлме тивӗҫ. Кассӑсем патӗнче те тепӗр лавккасенче ун пек асӑрхаттару ҫырса ҫакаҫҫӗ, сутуҫӑсем те ҫамрӑк курӑнакансенчен паспорт ыйтаҫҫӗ.
Пирус тата сӑра сутнишӗн усламҫӑ-хӗрарӑм тӗлӗшпе Улатӑрти прокуратура административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Саккуна пӑснишӗн хӗрарӑма пӗтӗмпе 80 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Лавккасем халӗ унта та кунта ҫумӑр хыҫҫӑнхи кӑмпа евӗрех ӳссе лараҫҫӗ. Тепӗр тесен лайӑх-ха ӗнтӗ: пӗр ҫӗрте килӗшмесен тепӗр вырӑнта туянма пулать.
Ҫывӑх вӑхӑтра Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Пӗршенерте лавкка туса лартӗҫ. Район администрацийӗ ҫӗре сутма аукцион ирттернине хыпарлать. 50 тӑваткал метр лаптӑка туянас шухӑшлисем виҫҫӗн тупӑннӑ иккен. Ҫӗрӗн малтанхи хакне 43 пин те 600 тенкӗ тесе палӑртнӑ. Аукционта уншӑн Р.В. Иванова ятлӑ хӗрарӑм пек сӗнекен пулман. Вӑл ӑна пуринчен хаклӑрахпа, 63 пин те 220 тенкӗпе, туянма кӑмӑл тунӑ. Ҫапла вара ҫӗре райадминистраци ӑна сутса янӑ.
Йӗпреҫ районӗн потребительсен обществин Смычка ялӗнче вырнаҫнӑ лавккине 300 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Кун пирки Чӑваш Республикин прокуратура пресс-служби пӗлтернӗ.
Хайхи тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн ку лавккара срокӗ пилӗк уйӑх каяллах тухнӑ консервӑсене сутнине палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне кунта сутӑнакан хӑш-пӗр сӗт-ҫу таварӗн, пельменӗн тата котлетӑн сутмалли вӑхӑчӗ уйӑх каялла иртсе кайнӑ пулнӑ.
Ҫапла май лавккан юрӑхсӑр тавар сутнӑшӑн административлӑ явап тытма тивнӗ.
Ҫак кунсенче «Аксар» студи ҫӗнӗ DVD-диск сутлӑха кӑларнӑ — «Франци хӗрӗ тыткӑнларӗ чӗрене» камит. Сценари авторӗсем: Андрей Василевскийпе Александр Степанов-Пӑртта. Камит тӑршшӗ — 1 сехет те 25 минут.
Мӗн ҫинчен-ха ҫак илемлӗ фильм? «Хӗрпе каччӑ хушшинчи юратушӑн нимӗнле чару та ҫук. Пӗри Францинчен тепри Чӑвашран пулсан та. Юрату чӗлхи вӑл — пӗрре — чун, чӗре чӗлхи. Ҫитменнине геройсем пӗр шухӑшпа, пӗр тӗллевпе пурӑнаҫҫӗ пулсан. Франци хӗре Ализэ Шупашкарта вӗренет, чӑвашла ирӗккӗнех калаҫать. Тус-тантӑшӗсем те ӑна кӑмӑллаҫҫӗ. Мӗн хӗтӗртнӗ-ха ӑна чӑваш чӗлхине вӗренме, чӑваш ҫӗршывне юратса пӑрахма, кунта чӑваш каччине Атиллӑпа танлаштарса ӑна качча тухма! Чӑннипех те тӗлӗнмелле!» — пӗлтерет диск хуплашкинчи кӗске ӑнлантарӑвӗ.
Вылякансем: Сергей Иванов, Владимир Григорьев, Светлана Савельева, Наталия Иванова, Оксана Драгунова, Валерий Кузьмин, Дмитрий Петров, Эмилия Ильина, Катерина Васиярова, 0льга Почалкина, Николай Дмитриев, Александр Петров, Вевея Егорова, Зинаида Петрова, Валентин Захаров, Леонид Яргейкин, Валерий Софронов, Сергей Никитин, Александр Степанов-Пӑртта.
Туянма кӑмӑл тупӑнчӗ пулсан эсир ӑна «СУМ» лавккара та туянма пултаратӑр — хакӗ яланхи пекех 100 тенкӗ. Аякрисене почтӑпа ярса параҫҫӗ, Шупашкартисене килне ҫитерсе пама та пултараҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |