Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Октябрьски (Ӗсмел) салинче Мӑн Енӗш урлӑ хывнӑ кӗпере тӗпрен юсӗҫ. Ҫак тӗллевпе 83,6 млн тенкӗ уйӑрнӑ. Кӗпере юсама аукционра шӑпах ҫакнашкал малтанхи хака палӑртнӑ та.
Хӑш подрядчик аукциона выляса илнине пушӑн 29-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Аукционта палӑртнӑ заданипе килӗшӳллӗн, юсав икӗ тапхӑрпа иртмелле — 2022 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурлан 31-мӗшӗччен тата ҫитес ҫулхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа авӑнӑн 30-мӗшӗччен. Юсав хыҫҫӑн мӗн те пулин ҫӗмӗрӗлсен, подрядчикӑн ӑна 8 ҫул хушши хӑй шучӗпе пӑхса тӑмалла пулӗ.
Аса илтеретпӗр, ҫак кӗпере юсамалли проекта хатӗрлес тӗлӗшпе ҫулталӑк маларах аукцион ирттернӗччӗ.
Ҫитес вӑхӑтра Ҫӗмӗрле патӗнчи пӑр ҫийӗн каҫмалли кӗпер ӗҫлесе каймалла. Кун пирки вырӑнти администраци хыпарланӑ.
Кӗпер тӑвас ӗҫе пуҫланӑ. Ӑна тунтикун уҫма палӑртнӑ. Хальлӗхе ун урлӑ каҫмашкӑн мӗн хак пулнине палӑртман.
Аса илтерер: Сӑр урлӑ хывнӑ кӗпер Ҫӗмӗрле районне Чулхулари Пильна районӗпе ҫыхӑнтарать. Ҫуркуннерен пуҫласа кӗркеннеччен унта пантон кӗпер ӗҫлет. Хӗлле вара пӑр ҫийӗн каҫмаллине тӑваҫҫӗ. Сӑмах май, пӗлтӗр хӗллехи кӗпер раштавӑн 11-мӗшӗнчен пуҫласа акан 3-мӗшӗччен ӗҫленӗ.
Владимир облаҫӗнче Мускав ҫывӑхӗнче паян машинӑсене ҫӳреме чарнӑ. Ку ҫӗр ҫийӗн каҫмалли каҫӑ йӑтӑнса аннипе ҫыхӑннӑ.
«Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, паян 13 сехет ҫурӑра Владимир облаҫӗнчи Лакинск патӗнче машинӑсене ҫӳреме чарнӑ. Йывӑр тивелӗ машина ҫӗр ҫийӗн каҫмалли каҫҫа йӑтса антарнӑ.
Аманнисем пулман. Вырӑнта полицейскисем ӗҫленӗ. Ҫав вӑхӑтра машинӑсене икӗ еннелле те яман.
Канаш районӗнчи Мӑкӑр кӗперӗ Раҫҫей халӑхӗсен культура еткерлӗхӗн объекчӗ пулма пултарать. Кун пирки регионти Культура министерстви пӗлтерет.
Историпе культура экспертизин патшалӑх актне обществӑна сӳтсе явма кӑларса тӑратнӑ. Ӑна ҫӗршыври халӑхсен истори тата культура палӑкӗсен патшалӑх реестрне кӗртесшӗн.
Сӑмах май, Мӑкӑр кӗперне 100 ытла ҫул каялла тунӑ. Вӑл Мускава Хусанпа ҫыхӑнтарнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче вара стратеги пӗлтерӗшлӗ пулнӑ. Халӗ ку вырӑна туристсем юратаҫҫӗ, унта сӑн ӳкерӗнеҫҫӗ.
Ҫӗмӗрле районне тата Чулхула облаҫӗнчи Пильна районне ҫулла тата хӗлле вӑхӑтлӑх кӗперпе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Ҫапла вара хӗлле машинӑсем мар ҫийӗн сарнӑ кӗперпе каҫса ҫӳреҫҫӗ, ҫулла – понтонлӑ кӗперпе. Пӗлтӗр понтонлӑ кӗпер чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗччен ӗҫленӗччӗ, кӑҫал ӑна ҫак уйӑхӑн 4-мӗшӗнче сӳтӗҫ. Кун пирки Инстаграмри @newrealnos ушкӑнра пӗлтернӗ.
Хыпара вуланисем мӗншӗн чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗччен тӑхтамаҫҫӗ-ши тесе пӑшӑрханаҫҫӗ. Кӗпере тытса тӑракан организаципе тунӑ килӗшӳре ҫавӑн пек вӑхӑта пӑхса хӑварнӑ иккен. Вӑхӑтра сӳтмесен организацин явап тытма тивӗ.
Ҫӗмӗрле районӗпе хулине Чулхула облаҫӗпе кӗперпе ҫыхӑнтарнӑ. Кунта сӑмах кӳршӗллӗ ҫав регионти Пильна районӗнчи Карачары ялӗ патӗнчи вырӑн пирки пырать. Кӗпере хальлӗхе вӑхӑтлӑха тунӑ-ха.
Ҫӗнӗ хыпара Ҫӗмӗрле хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗ Валерий Шигашев Фейсбукра пӗлтернӗ.
Асӑннӑ объекта каярах яланлӑх туса лартӗҫ. Ҫав кӗпер Мускава Хусанпа ҫыхӑнтаракан «М-12» автобанӑн пӗр пӗчӗк сыппи пулӗ.
Валерий Шигашев пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗпер тунӑ илемлӗ вырӑнта маларах пулӑҫсем ҫеҫ ларнӑ. Ӳлӗмрен унтан регион тата федераци пӗлтерӗшлӗ ҫул иртӗ. Ҫывӑхри ялсенче пурӑнакансен пурнӑҫӗ тата район экономики епле улшӑнассине, Валерий Шигашев калашле, вӑхӑт кӑна кӑтартса парӗ.
Вӑрмар районӗнчи Шӑхаль ялӗнче пысӑк ҫӑлкуҫ патне илсе каякан ҫӗнӗ кӗпер тунӑ. Кун пирки Шӑхаль ял тӑрӑхӗн пресс-служби пӗлтерет.
Шарпаш ҫырми урлӑ хывнӑ кӗпере тимӗртен тунӑ, унӑн хакӗ 299 990,40 тенке кайса ларнӑ. Ҫав хушӑрах ӑна тума пуҫаруллӑ бюджет программипе усӑ курнӑ — ял ҫыннисем кӗпер хакӗн 20 процентне тӳленӗ.
Аса илтеретпӗр, унччен эпир Пӑрачкавра йывӑҫ кӗпер туни ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Унӑн хакӗ ҫур миллиона яхӑн тенке ларнӑччӗ. Паллах, Пӑрачкаври кӗпер Шӑхальтинчен вӑрӑмрах пулса тухнӑ-ха ӗнтӗ.
Ҫавах та Шӑхальти кӗпер йӳнӗрех пулнине, ҫирӗп тунӑран ялти халӑха чылайрах вӑхӑт хушши усӑ кӳме пултарнине палӑртмаллах.
Паян ирхи 7 сехет те 15 минутра «Атӑл» М-7 ҫулпа пыракан автомобиль кӗпер ҫинчен ӳкнӗ. Инкек Куславкка районӗнче пулнӑ.
Белая Воложка (ку юханшыв ятне чӑвашла епле куҫармаллине темле шырасан та тупаймарӑмӑр. И.С. Дубановӑн «Географические названия Чувашской Республики» кӗнекере те юханшывӑн чӑвашла вариантне кӑтартманччӗ. — Авт. асӑрхаттарӑвӗ) юханшыв урлӑ хывнӑ кӗпер урлӑ каҫнӑ чухне тиев турттармалли «Ивеко» автомашина кӗпер айне чӑмнӑ. Руле тытса пынӑ Орлов облаҫӗнчи 53 ҫулти арҫын инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Карапаш ялӗнче пурӑнакан хастар та укҫа-тенкӗллӗ ҫынсем хӑйсен шучӗпе кӗпер тунӑ.
Нимелле ӗҫе ялти Ҫӗнӗ урамра пурнӑҫланӑ. Тепӗр тесен, нимелле ӗҫ тӑвас йӑла чӑвашсен ӗлӗк-авалтан пулнӑ-ха. Хӑшӗсем ӑна паян та асра тытаҫҫӗ. Сӑмах май каласан, кӑҫал Республика кунне те ҫав чӗнӳпе ирттернӗ.
Карапаш ялӗнчи Ҫӗнӗ урамра кӗпер тахҫанах юрӑхсӑра тухнӑ. «Хамӑр пурӑнакан вырӑншӑн хамӑрӑнах тӑрӑшмалла, пире мӗн нушалантарнине айккинчи ҫын пӗлес ҫук», — шухӑшпа Владислав Самойлов депутат тата вырӑнти хастарсем нимене тухнӑ. Ку ӗҫе арҫынсем икӗ кунта пурнӑҫланӑ.
Мексикӑн тӗп хулинче паян пысӑк пӑтӑрмах сиксе тухнӑ — метрокӗпер йӑтӑнса аннӑ. Инкеке пула 23 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ, 65 ҫын пульницӑсене лекнӗ.
Мехикон кӑнтӑр-хухӑҫ районӗнчи Оливоспа Тесонко станцисем хушшинчи метрокӗпер ун тӑрӑх пуйӑс пынӑ вӑхӑтра ишӗлсе аннӑ. Пуйӑсӑн икӗ вакунӗ 10 метр ҫӳллӗшӗнчен персе аннӑ. Йӑтӑнса аннӑ кӗпер айне темиҫе машина та лекнӗ — вӗсем вӑл вӑхӑтра ун айӗн пынӑ пулнӑ.
МИХсем пӗлтернӗ тӑрӑх кӗпер ҫинче маларах ҫурӑксем палӑрнӑ — вӗсем ҫӗр чӗтреннӗ хыҫҫӑн пулнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Пӑтӑрмах хыҫҫӑн метро линине тӗппипех тӗрӗслесе тухӗҫ. Сӑмах май, ҫак линине, 12-мӗш номерлине, 2012 ҫулхи юпа уйӑхӗнче хута янӑ. 2014 ҫулта ӑна вӑхӑтлӑха хупнӑ пулнӑ — ун чухне метрокӗпере тунӑ чухне йӑнӑшсем пулни ҫиеле тухнӑ. Юсавсем ирттернӗ хыҫҫӑн метрокӗпере хута янӑ пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |