Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Пӗр паттӑрӑн ик алли тӑват ҫӗрӗн ҫапӑҫать теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: кӑшӑлвирус

Сывлӑх
Стопкоронавирус.рф сайтри сӑн
Стопкоронавирус.рф сайтри сӑн

Чӑваш Енре тӑваттӑмӗш кун ӗнтӗ кӑшӑлвирусран пӗр ҫын та вилмест. Ҫапла пӗлтерет Стопкоронавирус.рф сайт.

Ҫӗртме уйӑхӗ пуҫланнӑранпа республикӑра 6 ҫын ҫак каварлӑ чире пула вилнӗ. Ӗнер 45 ҫын чирленине палӑртнӑ, паян - 39.

Хальхи вӑхӑтра республикӑра 430 ҫын кӑшӑлвируспа чирлет. Кунашкал пӗчӗк кӑтарту кӑҫал пулман-ха. Пандеми пуҫланнӑранпа 80445 ҫын чирленӗ, вӗсенчен 75372-шӗ сывалнӑ.

Нарӑсӑн 4-мӗшӗнче республикӑра ____коллектив иммунитечӗ 53 процентпа танлашнӑ пулсан халӗ - 25 процент.

 

Республикӑра
ВКонтакте сайтри сӑн
ВКонтакте сайтри сӑн

Паян кӑшӑлвирус сарӑлассипе кӗрешекен оперштаб ларӑвӗ иртнӗ. Унта республикӑра маска режимне пӑрахӑҫлама йышӑннӑ.

Аса илтерер: ҫак кунсенче кӑна ҫынсем халӑх тетелӗнче кун тӗлӗшпе кӑмӑлсӑрланса ҫырни пирки пӗлтернӗччӗ. Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи пур регионта та тенӗ пек маска режимне пӑрахӑҫланӑ, пирӗн вара ҫук. Ҫак ҫынсене калаҫтарнӑ. Халӑх ку ыйтупа тӳре-шара патне те тухнӑ-мӗн.

Маска режимне пӑрахӑҫласан та ЧР Элтеперӗ Олег Николаев хӑрушсӑрлӑх мерисене пӑхӑнмалли пирки, кӑшӑлвирусран сыхлакан вакцинаци ҫинчен асӑрхаттарнӑ.

 

Сывлӑх

Чӑваш Ене ачасемпе ҫамрӑксене кӑшӑлвирусран прививка тумалли вакцина ҫитнӗ. Ҫак кунсенче «Фармаци» аптека складне 2190 доза вакцина кӳрсе килнӗ.

«Спутник М» вакцинӑна медицина организацийӗсене валеҫӗҫ. Вӑл «Спутник V» пекех, анчах унти япала 5 хут сахалрах. Ӑна та икӗ тапхӑрпа пурнӑҫлаҫҫӗ: иккӗмӗш укола 3 эрнерен тӑваҫҫӗ

Палӑртмалла: ку прививкӑна наци календарьне кӗртнӗ.

 

Сывлӑх
Стопкоронавирус.рф сайтри сӑн
Стопкоронавирус.рф сайтри сӑн

Юлашки вӑхӑтра кӑшӑлвирус пирки калаҫма пӑрахрӗҫ. Анчах статистика чир ҫухалманнине кӑтартать.

Ҫу уйӑхӗнче республикӑра кӑшӑлвирусран 30 пациент вилнӗ. Юлашки виҫӗ кунра пӗр ҫын та ку амака пула пурнӑҫран уйрӑлман.

Юлашки талӑкра 43 ҫын чирленине палӑртнӑ, 70 ҫын сывалнӑ. 58 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ.

Ку таранччен республикӑра 80 пине яхӑн ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 74,7 пинӗшӗ сывалнӑ. Пандеми пуҫланнӑранпа 4637 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтарайман.

 

Сывлӑх
Стопкоронавирус.рф сайтри сӑн
Стопкоронавирус.рф сайтри сӑн

Кӑшӑлвирус пирки сахал калаҫаҫҫӗ. Ҫапах чир ниҫта та ҫухалман, вӑл пур. Юлашки вӑхӑтра чирлекенсем сахал. Иртнӗ талӑкра республикӑра 43 ҫын чирленӗ, 44 ҫын сывалнӑ. 24 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ.

Юлашки талӑкра 1 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтараймасӑр вилнӗ. Ҫу уйӑхӗн пӗрремӗш эрнинче 12 пациентӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ку таранччен республикӑра 4619 ҫын ҫак чире парӑнтарайман. Пандеми пуҫланнӑранпа 79 пине яхӑн ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 73,1 пинӗшӗ сывалнӑ.

 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлисем валли хатӗрленӗ койкӑсен йышӗ сахаллансах пырать. Ку таранччен вӗсен йышӗ 7 хут чакнӑ.

Кӑшӑлвирус вӑйлӑ алхаснӑ вӑхӑтра 3,5 пине яхӑн ковид-койка пулнӑ. Паянхи куна илес тӗк, вӗсен йышӗ 449 ҫеҫ юлнӑ.

ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра стационарсенче 300 ытла ҫын кӑшӑлвирусран сипленет. Амбулатори мелӗпе 432 ҫын пулӑшу илет.

Пандеми пуҫланнӑранпа республикӑра 78747 ҫын чирленӗ. Вӗсенчен 72748-шӗ сывалнӑ, 4611-шӗ чире парӑнтарайман.

 

Сывлӑх
Стопкоронавирус.рф сайтри сӑн
Стопкоронавирус.рф сайтри сӑн

3 ҫын вилнӗ, 42 ҫын чирленӗ, 51 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ, 104 ҫын сывалнӑ. Ку кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ юлашки талӑкри статистика.

Ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнченпе кун чухлӗ ҫынна пульницӑна вырттарни пулман. Хальхи вӑхӑтра республикӑра 1,4 пин ҫын стационарта е килте амбулатори мелӗпе кӑшӑлвирусран сипленет.

Официаллӑ статистика пӗлтернӗ тӑрӑх, ку таранччен Чӑваш Енре 78,7 пин ҫын чирленӗ. Вӗсенчен 72,2 пинӗшӗ сывалнӑ.

 

Сывлӑх

Республикӑра юлашки талӑкра 33 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Кун пек пӗчӗк кӑтарту тахҫанах, 2020 ҫулхи юпа уйӑхӗнченпе, пулман.

Иртнӗ талӑкра 43 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ. 45 ҫын сывалнӑ. Юлашки талӑкра 1 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ.

Пандеми пуҫланнӑранпа республикӑра 78635 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 72441-шӗ сывалнӑ. 4607 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтараймасӑр вилнӗ.

Паянхи куна илес тӗк, республикӑра 1587 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет.

 

Сывлӑх

Юлашки вӑхӑтра кӑшӑлвирус пирки сахал калаҫаҫҫӗ. Анчах вирусӗ пӗтмен, ҫынсем халӗ те чирлеҫҫӗ. Лару-тӑру мӗнлерех-ха?

Юлашки талӑкра республикӑра 49 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. 44 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ.

Иртнӗ талӑкра Чӑваш Енре 512 ҫын каварлӑ вируса парӑнтарнӑ. 3 ҫын вара чире парӑнтарайман, пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Пандеми пуҫланнӑранпа 4583 ҫын кӑшӑлвируса пула ҫут тӗнчепе сывпуллашнӑ. Паянхи кунччен 69504 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ, вӗсенчен 78146-шӗ сывалнӑ.

 

Сывлӑх

Етӗрне районӗн тӗп пульници тинех ковид-режимран тухнӑ. Вӑл ковид-госпиталь пек ӗҫлеме пуҫланӑранпа кӗҫ-вӗҫ 2 ҫул ҫитмеллеччӗ. Унта 2020 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче кӑшӑлвируспа чирлисене сиплеме пуҫланӑ.

Ҫак икӗ ҫулта Етӗрнери ковид-госпитальте 4 пине яхӑн ҫын сипленнӗ. Чирлекенсем сахалланнине кура ӑна ахаль режимпах ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Халӗ унта виҫӗ хутӗнче те дезинфекци тунӑ.

Паянхи кун пульница пациентсене унчченхи пекех йышӑнать, чирлисене планпа килӗшӳллӗн сипленме вырттараҫҫӗ. Анчах, паллах, пульницӑна выртиччен пациентсем кӑшӑлвирус пуррипе ҫуккине тӗрӗслеме анализ параҫҫӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, ... 79
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пултарулăх валли лайăх вăхăт, чи çутă ĕмĕтсене пурнăçлама пултаратăр. Лура-тăрăва алăран вĕçертес мар тесен пуçаруллă пулмалла. Çĕнĕ опыт сирĕн умра çĕнĕ майсем уçĕ. Туссемпе курнăçма, романтика тĕлпулăвĕ валли лайăх вăхăт.

Ҫу, 01

1892
132
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
112
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
30
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи