Тӗменти чӑвашсем паян, 14 сехетре, Муравленко хулинчи Лира Губарева артисткӑпа тӗл пулнӑ. Тӗмене вӑл килни пирки Фейсбукра вӑл тӑрӑхри чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗн ертӳҫи Ираида Маслова пӗлтернӗ. Артистпа курнӑҫу чӑвашсен облаҫри центрӗнче иртнӗ.
Муравленко хулине Лира Губарева 2009 ҫулта Пушкӑртстанран куҫса кайнӑ. Унччен чылай ҫул Стерлӗри филармонире ӗҫленӗ. Ҫӗнӗ ҫӗрте кӗске вӑхӑтрах «Хавас» ансамбль йӗркелесе янӑ. Унта вӑл — артистка та, солистка та, хормейстер та. Ансамбль ҫумӗнче ача-пӑчан «Шевле» ансамбльне те пуҫарса янӑ. Тӗменте ача-пӑча пултарулӑхӗн «Асамат кӗперӗ» наци пултарулӑхӗн 25-мӗш юбилей фестиваль-конкурсне «Шевле» хутшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ хӑй вӑхӑтӗнче пӗлтернӗччӗ.
Ӗнер «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» журналисчӗсем Шупашкарти каҫхи клубсенчен пӗрне 77 ҫулти кинемейпе кайнӑ. Издательство ҫурчӗн сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, Элӗк районӗнчи Хурасанти 77 ҫулти Надежда Афанасьева журналистсемпе дискотекӑна унччен те ҫӳренӗ. Хальхи шучӗпе — виҫҫӗмӗш.
«Ман ачалӑх пулман, ҫамрӑклӑхпа савӑнса юлайман. Ҫавӑнпа халь май пур таран хавасланма тӑрӑшатӑп», — тенӗ иккен кинемей. Кинеми ҫапла каланине «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» редакторӗ Алина Изман пӗлтернӗ.
Кинемипе пӗрле ҫамрӑксем карталанса ташланӑ, ӑна пӗри те тепри ыталаса сывлӑх суннӑ. Ҫынсем унпа тӑрса сӑн ӳкерӗннӗ. Вӑл дискотека ҫӑлтӑрӗ пулнӑ. Сцена ҫине тухса юрлама та ыйтнӑ — кинеми турткалашса тӑман, ҫамрӑксен кӑмӑлне тунӑ.
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Чӑваш Енри вунӑ ача Мускаври Патшалӑхӑн Кремль сцени ҫине тухса ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин тата РФ Патшалӑх Канашӗн пайташӗсем умӗнче юрланӑ. Сцена ҫине тухас умӗн вӗсене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ырӑ суннӑ. «Хӗллехи юмах» программӑпа Шупашкарти Ф.М. Лукин ячӗллӗ ача-пӑча музыка шкулӗнчи «Соловушки» хора ҫӳрекен Евгений Сбитнев, Татьяна Григорьева, Матвей Савинкин, Юлия Чапрасова, Юлия Матвеева, София Иванова, Анна Трифонова, Дарина Данилова, ҫавӑн пекех Комсомольскинчи Никита Вороновпа Ҫӗнӗ Шупашкарти Милена Семенова Раҫҫей ачисен хорӗпе юрланӑ.
Чӑваш Енӗн культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, муниципалитетӑн «Классика» юрӑ капеллин художество ертӳҫи, Шупашкарти Ф.М. Лукин ячӗллӗ 5-мӗш музыка шкулӗн хор уйрӑмӗн заведующийӗ Александра Васильева унта хормейстер пулса хутшӑннӑ.
Экологи ҫулталӑкӗ вӗҫленсе пырать. ЧР Наци вулавӑшӗшӗн вӑл ӑнӑҫлӑ вӗҫленет. Петр Маркин ҫыравҫӑ вулавӑша хӑйӗн 150 кӗнекине парнеленӗ. Вӗсем – ҫутҫанталӑк пирки.
Петр Маркин пултарулӑхӗ ҫутҫанталӑкпа тачӑ ҫыхӑннӑ. Вӑл – лесник ывӑлӗ, Чӗмпӗр облаҫӗнчи картунра ӳснӗ. Ҫыравҫӑ ҫутҫанталӑк чунне лайӑх ӑнланать. «Ҫутҫанталӑкпа ҫывӑх пулни – телей. Ҫакна ҫынсем ӑнланччӑр», - тет вӑл.
Петр Маркин кашни ҫулах вулавӑша кӗнекесем парнелет. Уншӑн кӗнеке сутасси пӗлтерӗшлӗ мар. Чи кирли – ҫутҫанталӑк пирки ҫырнӑскерсем вулакан чунне кӗччӗр.
Наци вулавӑшне лекнӗ кӗнекесем республикӑри пур вулавӑша та лекӗҫ. Петр Григорьевичӑн кӗнекисем унчченхи ҫулсенче чи вуланаканнисен йышне кӗнӗ. Кӑҫал ҫырнӑ «Волк шел к людям» тата «Земляничная поляна» кӗнекесем – сӑвӑсемпе новеллӑсен пуххисем – вулакансен чунне хускатасса шанать автор.
Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ Петӗр Хусанкай ҫырнӑ юмах тӑрӑх «Голубка» спектакль-мюзикл лартнӑ. Ку ӗҫе театр Чӑваш Енӗн Элтеперӗн гранчӗпе пурнӑҫлама пултарнӑ. Аслӑ классикӑмӑрӑн юмахӗсем тӑрӑх театрта кӑҫал тӑватӑ спектакль хатӗрленӗ.
Пукане театрӗнче мюзикл жанрӗпе пачах ӗҫлемен мар-ха. 18 ҫул каялла «Красная шапочка» лартнӑ, 2015-мӗшӗнче — «Светофор» шоу. Анчах ку, мӗн тесен те, наци сӗмӗллӗ. Петӗр Хусанкай ҫуралнӑранпа кӑҫалхи кӑрлачра 110 ҫул ҫитнине шута илсен ҫак ӗҫ пушшех те пӗлтерӗшлӗ.
«Голубка» мюзикла поэтӑн мӑшӑрӗ, СССР халӑх артисчӗ Вера Кузьмина тата вӗсен ывӑлӗ, литература критикӗ Атнер Хусанкай та кайса курнӑ.
Эпир асӑрханӑ тӑрӑх, премьерӑна ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчи репертуара кӗртмен. Анчах каярах ӑна пӗрех кӑтартӗҫ.
Паян, раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин халӑх артисткине Антонина Баулинӑна хисепленине палӑртса унӑн асӑну хӑмине уҫӗҫ. Хӑмана Шупашкарти Ленин проспектӗнчи 21-мӗш ҫурт ҫине вырнаҫтарӗҫ. Актриса унта 1972 ҫултан пуҫласа 2015 ҫулччен пурӑннӑ.
Асӑну хӑмине Раҫҫей художникӗсен пӗрлешӗвӗн пайташӗ Игорь Голубев хатӗрленӗ.
Антонина Баулина — Вырӑс драма театрӗн историйӗнче паллӑ йӗр хӑварнӑ пултаруллӑ артистсенчен пӗри. Сцена ҫинче вӑл 56 ҫул вылянӑ. Пурнӑҫран 2015 ҫулхи ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче уйрӑлнӑ.
Асӑну хӑмине уҫма культура, искусство ӗҫченӗсене, журналистсене, сцена ӑстисене, тӑванӗсене, актрисӑн пултарулӑхне хаклакансене Ленин проспектӗнчи 21-мӗш ҫурт патне 13 сехет те 30 минута йыхравлаҫҫӗ.
Иртнӗ эрне вӗҫӗнче Шупашкарта «Амазони» парк ӗҫлеме пуҫланӑ. Савӑнӑҫлӑ пулӑм вырӑнне хурса ӑна хаваслӑн уҫнӑ: елкӑпа, юрӑ-ташӑпа, коньки ҫине тӑрса, ҫулӑм шоу ирттерсе, дискотекӑпа.
Шупашкарти ҫав парка уҫнине Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви паян хыпарланӑ.
Шупашкара 500 ҫул парк вырӑнӗнче ҫӗкленнӗ ҫак кану вырӑнне йӗркелессипе темиҫе ҫул ӗнтӗ ӗҫлеҫҫӗ. Парка темиҫе зонӑна пайланӑ: Хӗл Мучи резиденцийӗ, 6 пин тӑваткал метрлӑ каток, апатлану зони, сцена тата ҫынсене уҫӑлса ҫӳремелли вырӑн. Ун пек пысӑк каток пирӗн республикӑра тек ҫук та иккен. Унӑн пӗр пайӗ — коньки ҫине тӑма вӗренекенсем валли, тепри — ярӑнма пӗлекенсем валли.
Ӗнертенпе пуҫласа кӑрлачӑн 7-мӗшӗ таран парк ӗҫ кунӗсенчи ирхи 11 сехетрен пуҫласа каҫхи 11-ччен ӗҫлӗ.
Тӗменти наци культурисен «Строитель» керменӗн чӑваш культурин пайӗн ертӳҫин Надежда Омельченкон «Поющие сердца» (чӑв. Юрлакан чӗресем) концерчӗ иртнӗ. Унта пуҫтарӑннисем унӑн юррисемпе композицийӗсене кӑна мар, Тӗменти «Тӑван», Горьковка ялӗнчи «Ҫеҫпӗл» ансамбльсемпе киленнӗ.
Надежда Николаевнӑн концертне наци культурине пулӑшакан «Ентешлӗх» фонд пулӑшнипе Надежда Горбушина, Галина Григорьева, Татьяна Данилова солистсем те хутшӑннӑ. «Казачата» ача-пӑча ушкӑнӗ, «Этнос» вӗренӳ ушкӑнӗ те куракансене савӑнтарнӑ. Наталья Славина хӑй юррисене шӑрантарнӑ, Ксения Кучкильдинова чӑваш юррисемпе сцена ҫине тухнӑ. Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи концерта Мария Байкалова поэт та хутшӑннӑ. Уяв пирки «Ентешлӗх» ушкӑн хыпарлать.
Канаш районӗнчи Сиккасси ялӗнче Чӑваш Енри паллӑ художник, Анатолий Миттов, ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнине халалласа асӑну хӑми уҫнӑ. Ҫав ятпа художниксем, культура ӗҫченӗсем раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче художникӑн тӑван ялне пуҫтарӑннӑ.
Аса илтерер, Анатолий Миттов 1932 ҫулхи раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ҫуралнӑ, 1971 ҫулта вилнӗ. Малтан Шупашкарти ӳнер училищинче вӗреннӗ, кайран Ленинградри И. Репин ячӗллӗ живопись, скульптура тата архитектура институтне вӗренсе пӗтернӗ.
Унӑн пултарулӑх ӗмӗрӗ пурӗ те вунӑ ҫула кӑна тӑсӑлнӑ. 39 ҫултах куҫне хупнӑскер пурӑннӑ вӑхӑтра чӑваш живопиҫӗнче сулмаклӑ йӗр хӑварма ӗлкӗрнӗ. «Художникӑн хӑйӗн ӗҫӗнче наци сывлӑшӗн ҫеммине ӑнланмалла, хӑйӗн халӑхне юратмалла», — шухӑшланӑ ҫулне кура мар ӑслӑ Анатолий Миттов.
Чӑваш АССРӗн тата РСФСР культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш ССР халӑх поэчӗ, Шупашкар хулин хисеплӗ ӗҫченӗ, Василий Давыдов-Анатри, ҫуралнӑранпа раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 100 ҫул ҫитет. Вӑл 2010 ҫулта вилнӗ.
Поэта асра тытса Чӑваш Республикин хальхи вӑхӑтри патшалӑх архивӗнче «Тебя пою, мой край родной …» ятпа виртуаллӑ курав уҫӑлнӑ. Вӑл В.И. Давыдов-Анатрин пурнӑҫӗпе, пултарулӑхӗпе, унӑн обществӑри пурнӑҫӗпе паллаштарать. Куравра поэтӑн архивӗнчи документсем те самай.
Курав хӑтлавӗ раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче иртнӗ. Чӑваш Енӗн культура пурнӑҫӗнчи паллӑ пулӑм Василий Давыдов-Анатрин тӑванӗсене тата унӑн пултарулӑхне хаклакан ытти нумай ҫынна пухнӑ.
Пуҫтарӑннисем умӗнче патшалӑх архивӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Светлана Казеева тухса калаҫнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Магницкий Василий Константинович, паллӑ чӑваш ҫутта кӑлараканӗ, историкӗ, этнографӗ вилнӗ. | ||
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |