И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн чӑваш филологи факультечӗ, М.Я. Сироткин ячӗллӗ чӑваш литература кафедри (студентсен «Хунав» литпӗрлешӗвӗ, «Ҫилҫунат» ӑслӑлӑхпа пултару пӗрлешӗвӗ, «Ҫамрӑк журналист» кружок), Чӑваш халӑх академийӗ, чӑваш ачисемпе ҫамрӑкӗсен «Тантӑш» хаҫачӗ Вӗрентекен ҫулталӑкне тата Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 65 ҫул ҫитнине халалласа республикӑра тата ун тулашӗнче 11-мӗш класра вӗренекенсене пултарулӑх хайлавӗсен (сочиненисен) ӑмӑртӑвне хутшӑнма йыхравлаҫҫӗ.
Пулас абитуриентсене пурнӑҫ ҫулне суйласа илме пулӑшасси, тӑван чӗлхене юратакан, сӑмахлӑха, культурӑна лайӑх пӗлекен ҫамрӑксене тупса малалла аталанма ҫул уҫса парасси.
Хайлавсене ҫак темӑсемпе йышанаҫҫӗ:
1. «Учитель — ӗнер, паян, ыран». Вӗрентекен ҫулталӑкне халалланӑ е харкам (хӑйне евӗр) учитель ҫинчен ҫырнӑ илемлӗ тӗрленчӗк (сочинени) пулмалла.
2. «Асаттесен паттӑрлӑхӗ — паянхи кун ырлӑхӗ». Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче тӑшмана ҫапса аркатнӑранпа 65 ҫул ҫитнине халалланӑ илемлӗ хайлав.
Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх хӑйӗн сайчӗ урлӑ ирттернӗ «Ачасен пултарулӑхӗ» инҫет литература конкурсӗ вӗҫленчӗ. Ӑна Красноармейски районне туса хунӑранпа 75 ҫул тата Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх йӗркеленнӗренпе 20 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Районти шкулсенче вӗренекенсем хӑйсен проза, поэзи тата драма жанрӗсемпе ҫырнӑ 50 яхӑн ӗҫне тӑратрӗҫ. Шкул ачисемпе вӗрентекенсем ытларах Красноармейски иккӗмӗш шкулӗнчен (30 ӗҫ, вӗрентекенӗсем З.П. Михайловӑпа В.М. Михайлов), Пикшик шкулӗнчен (14 ӗҫ, вӗрентекенӗ – Л.А. Тихонова), Упи шкулӗнчен (4 ӗҫ, вӗрентекенӗ – В.В.Васильева) тата Карай шкулӗнчен (3 ӗҫ, вӗрентекенӗ – А.Ю. Никандрова) хастар пулчӗҫ. Тавах вӗсене! Ӳлӗм те ӑмӑртусене хутшӑнса малти вырӑнсене йышӑнасса шанатпӑр!
Ҫӗнтерӳҫӗсемпе малти вырӑна йышӑннисене тата вӗсен ертӳҫисене Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗхӗн 20 ҫулхи юбилей каҫӗнче чаплӑ лару-тӑрура чыслӗҫ.
Нарӑсӑн 12-13-мӗшӗсенче Шупашкарта чӑваш эстрада юррисен черетлӗ XI «Кӗмӗл сасӑ» фестиваль-конкурс иртӗ.
Кӑҫал 40 ҫын ытла хутшӑнать. Ӑмӑртун пӗтӗмлетекен турне пурӗ 16-35 ҫулсенчи 30 юрӑҫ (Чӑваш Ен, Тутарстан, Пушкӑртстан, Чӗмпӗр облаҫӗ, Сарӑту хулипе облаҫӗ) тухнӑ. Ку тура тухиччен вӗсем маларах вырӑнти ӑмӑртусенче ҫӗнтерсе мала тухнӑ.
Пӗтӗмлетӳ турӗ нарӑсӑн 12-мӗшӗнче Я.Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче иртӗ. Юрӑҫсен ӑмӑрту валли эстрада юррипе (поп, джаз, этно-поп) хальхилле кӗвӗлесе илемлетнӗ халӑх юрри хатӗрлемелле. Нарӑсӑн 13-мӗшӗнче гала-концент пулӗ, вӑл 18 сехетре пуҫланӑ. Курма килекенсем ҫӗнтерӳҫӗсен пултарулӑхӗпе тепӗр хут паллашӗҫ.
Ӑмӑртӑва ирттерекенни — Чӑваш наци конгресӗ. Конкурса ирттерме Чӑваш Республикин культурӑн, национальноҫсен ӗҫӗсен, информаци политикипе архив ӗҫӗн Министерстви тата Вӗрунӳпе ҫамрӑксен политикин Министерстви пулӑшаҫҫӗ.
«Хусан чӑвашӗсем» ушкӑн тата «Сувар» хаҫат сӑвӑҫсен конкурсӗ пуҫланни ҫинчен пӗлтереҫҫӗ.
Йӗрки-шывӗ: юрату ҫинчен 4 йӗркерен тӑракан 4 куплетлӑ сӑвӑ ҫырмалла. Анчах сӑвӑра «юрат», «сав» сӑмахсем тата вӗсен тӗрлӗ формисем пулмалла мар. Тӗслӗхрен: «юрататӑп», «савни» — конкурсра усӑ курма юрӑхсӑр сӑмахсем. Ӑмӑртӑва хутшӑнакансен ҫулӗ миҫере пулни пӗлтерӗшлӗ мар, пӗр автор ик-виҫ сӑвӑ та ярса пама пултарать. Конкурс уҫӑ. Мӗнпур ярса панӑ сӑвва «Сувар» хаҫатӑн сайтӗнче пичетлеҫҫӗ. Сирӗн сӑввӑр Алексей Наумов юрӑҫ-композиторӑн ҫӗнӗ альбомне кӗме пултарать.
Ҫӗнтерекене преми — 600 тенкӗ. Сӑвӑсене 2009 ҫул вӗҫлениччен йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене ҫак адреспа ярса памалла: 420066, г.Казань, а/я 64 е электронлӑ почта урлӑ: suvar@mail.ru. Конверт ҫине «Юратусӑр юрату» конкурса» тесе тата хӑвӑрӑн адресӑра е телефон номерне ҫырма ан манӑр.
«Халап хапха тӑрринче» литература ӑмӑртӑвӗн пӗтӗмлетӗвне тума вӑхӑт ҫитрӗ.
Пурӗ 73 хайлав йышӑнтӑмӑр. Ярса парасса ытларах та ярса панӑччӗ ӗнтӗ, анчах та хӑшӗ-пӗрисене йышӑнма май килмерӗ. Хайлавсене йышӑннӑ май ҫакӑ сисӗнчӗ — конкурс положенине чылайӑшӗ тимлӗн вуламан. Ӑмӑртун йӗрки-шывӗ тӑрӑх пирӗн пата хайлавне кӑна мар, халапне те ярса памалллаччӗ. Хӑшӗ-пӗри кун пирки манса кайнӑ. Йышӑннисен шучӗ ытла та сахалланса каясран ҫӑлкуҫне те пулин кӑтартнисене пурне те йышӑнтӑмӑр.
Йышӑннӑ хайлавсенчен 6 ушкӑн йӗркелерӗмӗр. Хӑш-пӗр ушкӑнра сӑвӑ сахал ярса панӑран вӗсене ыттисемпе пӗрлештертӗмӗр. Вырӑнсене ҫапла уйӑртӑмӑр:
* 1 вырӑн. Дарья Мидукова ҫырнӑ «Иртни...» сӑвӑ. Ҫӗмӗрле районӗ, Хутарти И.Н. Ульянов ячӗллӗ гимнази.
* 2 вырӑн. Надежда Сергеева ҫырнӑ «Пырса курӑр манӑн ялӑма» очерк. Сӗнтӗрвӑрри хули, Атӑлҫи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкул.
* 2 вырӑн.
«Халап хапха тӑрринче...» литература ӑмӑртӑвӗн пӗрремӗш пайӗ, хайлавсем йышӑнасси, вӗҫленчӗ.
Пурӗ 70 яхӑн хайлав ҫитрӗ. Ку пӗлтӗрхинчен сахалтарах, кризис алхасни сисӗнет-ши? :). Кӑҫалхи ӑмӑртӑва пур районтан та хутшӑннӑ тесен те йӑнӑш пулмӗ пулӗ. Паллах, Пӑрачкав, Улатӑр районӗсене шута илмӗпӗр — конкурсӗ пирӗн чӑвашла. Уйрӑмах Елчӗк, Хӗрлӗ Чутай, Элӗк, Вӑрмар, Канаш районӗнчен нумай хайлав килчӗ.
Ултӑ ӗҫе йышӑнаймарӑмӑр. Пӗри пӗлтӗрхи хайлава ярса панӑ (унпа вырӑн та йышӑннӑччӗ), теприсем е топонимсене ҫеҫ ӑнлантарса панӑ (ку ӑслӑлӑх конкурсӗ мар, литература ӑмӑртӑвӗ) е ӗҫе ярса панӑ чухне йӑнӑшсем тунӑ, пире кирлӗ информацие кӑтартман. Енчен те хутшӑнакан ни хӑш ҫулхине, ни класне палӑртман пулсан — пирӗн ӑна хӑш ушкӑна кӗртмелле тет?
Чӗмпӗр Енре вӑл 9-мӗш хут пулчӗ ӗнтӗ. Юлашки тапхӑрта сцена ҫине 11 юрӑҫ тухрӗ. Пӗрремӗш вырӑна Аслӑ Нагантинти вӑтам шкулта 10-мӗш класра вӗренекен Елена Васильева ҫӗнсе илчӗ. Иккӗмӗшсем — Ектерина Артемьева тата Екатерина Шепелёва. Виҫҫӗмӗш вырӑна Елена Чечуковӑпа Елена Петрукова пайларӗҫ.
Юрӑҫсен ӑсталӑхне хак пама Шупашкартан ЧНК ертӳҫи Г.Архипов, Светлана Асамат юрӑҫ тата сӑвӑҫ, Татьяна Шаркова ӳнерҫӗ килсе ҫитнӗччӗ. Вӗсем кӑмӑла кайнӑ артистсене парнесем парса хавхалантарчӗҫ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: «Канаш» хаҫат, Чӗмпӗр хули.
Утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче 434-мӗш аудиторире пултарулӑх конкурсӗ пулать.
Ӑмӑртӑва театр ӗҫӗпе специализациленес текенсем, эстрада юррине, хореографине алла илес текенсем хутшӑнӗҫ. Абитуриентсен пултарулӑх конкурсӗнче сӑвӑ е юптару каламалла пулӗ, юрӑ юрласа памалла пулӗ. Хӑшӗ-пӗри тен, ташласа та кӑтратӗ, е пӗр-пӗр ситуацине выляса кӑтартӗ.
Пултарулӑх конкурсӗнче пысӑк балл пуҫтарнӑ абитуриентсен вӗренме кӗнӗ чухне ҫӑмӑллӑхсем пулӗҫ, ҫаванпа та вӗсем савӑнсах хутшӑнӗҫ пулӗ.
Абитуриентсене сумлӑ жюри членӗсем хаклӗҫ: Чӑваш академии драма театрӗн режиссӗрӗ — И.И. Иванов, культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ — З.К. Яковлева, культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ — В.А. Милютин.
«Тӑван чӑваш сӑмахӗсем мерчен те ылтӑн пӗрчисем» ятпа чӑваш чӗлхи кунне халалласа районти ача-пӑча библиотекинче литературӑпа музыка каҫӗ иртрӗ. Унта Элӗкри вӑтам шкулта 5 «б» класра вӗренекен ачасем тата чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен М.Леонтьева хутшӑнчӗҫ. Уяв каҫӗнче Митта Ваҫлейӗ, Анатолий Смолин, Петӗр Хусанкай, Любовь Мартьяновӑн сӑввисем янӑрарӗҫ. Уява хатӗрленсе библиотекӑра «Упра тӑван чӗлхене» ятпа кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ. Ачасем И.Я.Яковлев пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен паллашрӗҫ, унӑн пултарулӑхне тишкерчӗҫ. Ун хыҫҫӑн ачасем «Калаҫасса калаҫӑп эпӗ Нептун ҫинче те чӑвашла» ятпа викторинӑна питӗ хастар хутшӑнчӗҫ. Уйрӑмах Дима Яковлев, Артем Андреев, Таня Васильева, Павел Иванов, Эдик Кириллов, Сергей Яковлев пуринчен те тавҫӑруллӑрах пулчӗҫ. Вӗсем пӗчӗк парнесем илме тивӗҫрӗҫ.
Пӗлтер мана тӑван ҫӗршывӑм:
Хӑҫан кӑтартӑн халӑхна
Ху чӗлхӳне хӑват кӗртмешкӗн
Тӗнчене килнӗ ывӑлна?
Кӑвар чӗре! Кӑвар чӗлхеллӗ
Чӑваш ачи сассуна пар!
Тухсам кунта. Сана кӗтеҫҫӗ.
Килсем! Килсем! Эс пур, - ҫук мар.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ кил-йыш вулав центрӗнче ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче «Янӑра, чӑваш чӗлхи!» ятпа чӑваш чӗлхи кунне тата И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 161 ҫул ҫитнине халалласа конкурс иртрӗ. Унта Шупашкар хулинчи Калинин районне кӗрекен 35-мӗш шкултан Хмелев Сергей, 53-мӗшӗнчен Сергеев Максим тата 46-мӗш гимназирен Исаев Александр хутшӑнчӗҫ. Вӗсен пӗлӗвне сумлӑ жюри хакларӗ: Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ тата И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУ доценчӗ Валентин Абрамов, ҫыравҫӑ тата И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУ доценчӗ Елена Чекушкина, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗ Виталий Сергеев.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Иртышев Иван Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Владимиров Виталий Владимирович, Патӑрьел районӗн хисеплӗ гражданинӗ ҫуралнӑ. | ||
| Виноградов Виктор Викторович, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сверчков Никита Кузьмич, чӑваш живописецӗ, ӳнерҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |