Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли ҫӗнӗ программа хатӗрлет. Куракансем ӑна, «Белые мелодии» (чӑв. Шурӑ кӗвӗ) ят панӑскере, ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, хаклама пултарӗҫ. Ҫӗнӗ программӑпа сцена ҫине «ДЖАЗ-ТОНиКа» эстрадӑпа джаз оркестрӗ тухӗ. Дирижёрӗ — Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Наталья Яклашкина.
Кашни пысӑк ӑста кӗвӗ-ҫемме хӑйне май илемлетнӗ. А. Скрябин-и е Н.Римский-Корсаков-и, Ф. Лист-и е Р. Вагнер-и, Г.Берлиоз-и е А. Шенберг-и — кашни композиторӑн хӑйӗн ҫемми.
«Музыкӑн янӑравӗ ҫеҫ мар, хӑйне евӗр тӗсӗ те пур. Классика музыкине юратакансемпе рокпа джаза кӑмӑллакансем пӗр концерта пуҫтаӑнма пултарӗҫ», — тет Наталья Морисовна.
Ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Мария Ильичёва (Шуракӑш) (22.04.1948-03.12.2022) ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитнӗ.
Мария Фёдоровна Элӗк районӗнчи Прашкушкӑнь ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл — юрӑҫ, музыкант, хӑй тӗллӗн вӗреннӗ композитор, ӗҫпе тыл ветеранӗсен фольклор ансамблӗн ертӳҫи пулнӑ, Пӗтӗм чӑвашсен А. Канаш ячӗллӗ ҫамрӑксен премийӗн лауреачӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ наци премийӗн лауреачӗ.
Красноармейски районӗнчи Валентина Рудникова поэт-композитор «Шетмӗпе Ҫавал кӗввисем» XXIII фестивале хутшӑннӑ. Ӑна уншӑн дипломпа чысланӑ.
Валентина Рудникова — хӑй тӗллӗн вӗреннӗ композитор, Чӑваш Республикин музыка обществин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (кун пирки эпир Красноармейски районӗн сайтӗнче 2016 ҫулта вырнаҫтарнӑ хыпар тӑрӑх пӗлтӗмӗр), Нестер Янкас премийӗн лауреачӗ, Чӑваш Республикинчи Композиторсен ассоциацийӗн членӗ, тӗрлӗ пултарулӑх конкурсӗпе фестивалӗн лауреачӗ, районти ветерансен хорне ҫӳренӗ.
Паян пултаруллӑ хӗрарӑм Чатукассинчи ваттисен ҫуртӗнче (хут ҫинче ку ҫуртсене стационар уйрӑмӗ теҫҫӗ-ха) пурӑнать, унчченхиллех хастарӑхпа уйрӑлса тӑрать. Вӑл 1941 ҫулхи пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Ҫӗнӗ Выҫҫӑлккӑ ялӗнче ҫуралнӑ. Унӑн сӑввисем 12 сборникра пичетленсе тухнӑ.
Паян, ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Аверий Токарев (1918-1997) композитор ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитрӗ.
Аверий Матвеевич Муркаш районӗнчи Кашмашра (105 ҫул каялла ҫав ял Хусан кӗпӗрнинчи Козьмодемьянск уесне кӗнӗ) ҫуралнӑ. Вӑл — музыкант тата композитор, педагог, Чӑваш АССР тата РСФСР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, СССР Композиторсен союзӗн членӗ.
Вӑл Шупашкарти Чӑваш музыка училищинче контрабас класӗнче вӗреннӗ, ҫав хушӑрах Чӑваш патшалӑх симфони оркестрӗнче ӗҫленӗ. Каярах Мускаври ҫар дирижерӗсене вӗрентекен аслӑ училище курсанчӗ пулса тӑнӑ.
Шупашкара таврӑнсан филармонири тата музыка театрӗнчи оркестрсенче тӑрӑшнӑ. Шупашкарти музыка училищинче контрабаспа калама, С.М.Максимов ячӗллӗ музыка шкулӗнче теори предмечӗсене вӗрентнӗ.
Аверий Токарев Чӑваш музыка драма театрӗн оркестрӗн артисчӗ те пулнӑ, ҫав хушӑрах вӑл Чӑваш педагогика институтӗнче преподавательте тимленӗ.
Композиторӑн уйрӑмах паллӑ юррисенчен «Пирӗн яла пырса кӗрсен», «Тӑвансемӗр, тав сире», «Кашмаш каччи» тата ыттисене асӑнса хӑварма пулать.
Паян, ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Чӑваш Енре Композиторсен союзне йӗркелесе янӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ.
Чӑваш АССРӗнчи совет композиторӗсен союзӗн йӗркелӳ комитетне 1940 ҫулта пуҫарнӑ. Ҫав пӗрлешӗвӗн тӗп тӗллевӗ чӑваш наци культурине, унӑн йӑли-йӗркине аталантарасси тата чӑваш композиторӗсен произведенийӗсене халӑхра сарасси пулнӑ. Хамӑр тӑрӑхра ҫеҫ мар, ют регионсенче те.
Муркаш муниципалитет округӗнчи тӗп клуб тытӑмӗ ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче «Юратсан юрлас килет» фестиваль-конкурс ирттерет.
Муниципалитет шайӗнчи IX уҫӑ фестиваль-конкурса эстрада юрӑҫисем хутшӑнӗҫ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ Юрий Жуков композитор ячӗпе иртет.
Юрий Жуков — Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Муркаш районӗн хисеплӗ ҫынни.
Юрий Жуков 1950 ҫулхи ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Вӑрманкасси Янӑм ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчи музыкӑпа педагогика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Етӗрнери тата Муркашри тӗрлӗ шкулта ачасене вӗрентнӗ.
Вӑл кӗвӗленӗ паллӑрах юрӑсенчен ҫаксене асӑнса хӑварма пулать: «Вӑй выляҫҫӗ шевлесем», «Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ», «Хӗрарӑм куҫҫулӗ» тата ыттисем.
Пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче Ф.М. Лукин ячӗллӗ «Тӑри» Пӗтӗм тӗнчери III вокалпа хор конкурсӗ уҫӑлнӑ.
Пултарулӑх ӑмӑртӑвне РСФСР халӑх артисчӗ, Красноармейски районӗнче ҫуралнӑ Филипп Лукин ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Конкурс пуш уйӑхӗн 17-19-мӗшӗсенче иртет.
Шупашкарта иртекен Пӗтӗм тӗнчери балет фестивалӗ пуҫланиччен шутлӑ кунсем юлаҫҫӗ. Кӑҫал вӑл пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче уҫӑлӗ те ака уйӑхӗн 9-мӗшӗччен пырӗ. Фестиваль яланхиллех Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет тетарӗнче иртӗ.
Фестивале Анисим Асламас композиторӑн «История Нарспи» балечӗпе уҫӗҫ. Асӑннӑ хайлавӑн партитури чылай ҫул Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн архивӗнче упраннӑ. Халӗ театр ҫав балета хӑйӗн сцени ҫинче лартма йышӑннӑ.
Раҫҫейӗн балет ҫӑлтӑрӗсем те чӑваш сцени ҫине тухӗҫ. Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче вӗсен пултарулӑхӗпе «Петипа-Гала» балет вӑхӑтӗнче паллашма май килӗ. Вӗсем ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнчи гала-концерта та хутшӑнӗҫ.
Пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Чӑваш романсӗ» ятпа лекци ирттернӗ.
Лекторӗ – Чӑваш Республикин культурӑпа ӳнер институчӗн кафедри доценчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Алиса Агакова.
Пухӑннисене вӑл чӑваш музыкин хӑйне евӗрлӗхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ, чӑваш романсӗпе паллаштарнӑ. Малтанхи чӑваш романсӗсене Александр Пушкинпа Михаил Лермонтов хайлавӗсене чӑвашла куҫарса йӗркеленӗ.
Лекцие Филипп Лукинӑн, Григорий Хирпӳн, Виктор Ходяшевӑн, Олимпиада Агакован, Григорий Анчиковӑн, Аристарх Орлов-Шуҫӑмӑн хайлавӗсем пуянлатнӑ.
Ыран, нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ача-пӑча валли «Чувашские композиторы - детям» (чӑв. Чӑваш композиторӗсем — ачасем валли) концерт иртӗ. Вӑл 12 сехетре пуҫланӗ.
Программӑна ачасем валли ҫырнӑ чӑваш авторӗсемпе тата композиторӗсемпе паллаштарас, вӗсен эткерлӗхне асра тытас, тӑван тӑрӑхӑн классика тата хальхи вӑхӑтри музыки нумай енлине уҫса парас тӗллевпе хатӗрленӗ.
Сцена ҫине ача-пӑчан пултаруллӑ коллективӗсем тата профессионалсем тухӗҫ. Вӗсем Лариса Быренкова, Анита Лоцева, Геннадий Воробьев, Лолита Чекушкина, Анисим Асламас, Федор Павлов тата ыттисен хайлавӗсемпе паллаштарӗҫ.
Концерта театрӑн симфони оркестрӗ хутшӑнӗ. Дирижерӗ — Никита Удочкин. Концерт программин режиссер-постановщикӗ — Анатолий Ильин, художник-постановщикӗ — Валентин Фёдоров, концерта йӗркелекенӗ — Лолита Чекушкина, илемлӗх ертӳҫи — Андрей Попов.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.10.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 765 - 767 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Николаева Юлия Фёдоровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Бикулова Мария Григорьевна, чӑваш драма актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Григорьев Николай Федорович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |