Калининград облаҫӗнче Балти флочӗн матросӗпе пӗлӗшӗ судра явап тытнӑ. Вӗсем «Ҫӗнӗ Шупашкар» ҫар карапӗ ҫинчен ҫур тонна ытла топливо вӑрлама тӑнӑшӑн суд сакки ҫине ларнӑ.
Ҫак хура ӗҫе пурнӑҫлама матроса пӗлӗшӗ пулӑшнӑ. Анчах иккӗшӗн те, Иван Пуховский аслӑ матросӑн тата унӑн пӗлӗшӗн Валентин Шкалевӑн, суд сакки ҫине ларма тивнӗ. Вӗсене преступлени вырӑнӗнче полицейскисем тытса чарнӑ.
Следстви тата суд ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, 2017 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ҫак ҫамрӑк арҫынсем «Ҫӗнӗ Шупашкар» тральщик базинчен 590 килограмм топливо вӑрлама тӑнӑ. Пӗтӗмпе – 17 пин те 760 тенкӗлӗх. Балти гарнизон ҫар сучӗ Пуховские – 30 пин тенкӗлӗх, Шкалева 27 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Сӑмах май, БТ-212 тральщике «Ҫӗнӗ Шупашкар» ята пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче панӑ.
Пӑрахӑҫа кӑларнӑ «Шупашкар» ҫар карапне Шупашкарти арҫынсен мӑнастирне хирӗҫ вырнаҫтарӗҫ. Хула администрацийӗ ӑна вырнаҫтармашкӑн проект ӗҫӗсене саккас панӑ. Ку тӗллевпе хула хыснинчен 3,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Проектпа уҫӑ аукцион ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче иртӗ. Унӑн ҫӗнтерӳҫин проекта кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗччен хатӗрлемелле. Кунсӑр пуҫне ҫав вырӑнта Атӑл хӗррине 200 метр хӑтлӑлатмалла.
Карапа юханшыв хӗрринчен темиҫе метрта вырнаҫтарӗҫ. Ун патне 3 метр сарлакӑш кӗпер илсе ҫитерӗ. Карап ҫывӑхӗнче ҫутӑ пулӗ.
Балти флотӗнче хӗсметре тӑнӑ, «Чебоксары» ят панӑ хурал карапне Шупашкара илсе килме укҫа ҫукки кансӗрлет. Чӑваш Енпе ҫыхӑннӑ ят панӑ тральщика Чӑваш Енӗн тӗп хулине, Шупашкара, илсе килессине Чӑваш халӑх сайчӗ хӑй вӑхӑтӗнче пӗлтернех пулӗ.
Демилитаризаци хыҫҫӑн ӑна муниципалитет харпӑрлӑхне парасси ҫинче РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев хӑй вӑхӑтӗнче хушу кӑларнӑ. Хӑй пуҫне пырса ҫапнипе мар, Шупашкар хулине ертсе пыракансем ыйтнипе.
Карапа Балтийск тинӗсӗнчен Шупашкара турттарса килме 20 миллион тенкӗ кирлӗ иккен. Анчах вӑл «кӗмӗле» хула хыснинче килес ҫул валли те пӑхса хӑварман. Ку хыпара Шупашкар хулин Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Алексей Никитин Александр Белов журналиста пӗлтернӗ.
ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем 2018 ҫул валли хысна пайланӑ. Ҫитес ҫул «Шупашкар» ҫар карапне, ӗҫрен кӑларнӑскере, Шупашкара ҫитермешкӗн укҫа-тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.
Карапа тӗп хулана илсе килесси пирки 2014 ҫултах калаҫма тытӑннӑ. Ун чухне Шупашкар мэрӗ Леонид Черкесов ӑна юханшыв портне лартса унта музей йӗркелеме шухӑш пуррине пӗлтернӗ.
Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче вара РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев ФСБ карапа муниципалитет харпӑрлӑхне пани пирки хушу алӑ пуснӑ. Анчах ӑна республикӑн хӑй шучӗпе илсе ҫитермелле.
Карапӑн Питӗре хӑйӗн ҫитмелле, унтан ӑна буксира илӗҫ. Пӗр сехетре вӑл 3 тонна горючи расхутлать. Пӗтӗмпе 80 пин литр горючи кирлӗ. Карапа Шупашкара илсе килсе музей йӗркелесшӗн.
Балти флотӗнче тепӗр тральщик ятне Чӑваш Енпе ҫыхӑнтарнӑ. Вӑл «Ҫӗнӗ Шупашкар» ятлӑ пулӗ. Ят парасси пирки хушӑва официаллӑ майпа алӑ пуснӑ ӗнтӗ.
Юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Балти флочӗн командующийӗ Александр Носатов «БТ-212» база тральщикӗн ятне улӑштарасси пирки документ алӑ пуснӑ. Ӑна «Ҫӗнӗ Шупашкар» теме йышӑннӑ. Ку ята парасси пирки ҫурла уйӑхӗнчех калаҫнӑ.
Ку тральщик 49 метр ҫӳллӗш, вӑл Балти флочӗн йышне 1991 ҫулта кӗнӗ.
Сӑмах май, Балти флотӗнче Чӑваш Енпе ҫыхӑннӑ карапсем пур ӗнтӗ. Унччен ракета катерне «Чӑваш Ен» ят панӑ. Тепӗр ракета катерӗ «Шупашкар» ятлӑ.
Паян «Р-2» гварди катерне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура «Чувашия» ят панӑ. Ку пулӑма Чӑваш Енри тӳре-шара, ҫав шутра Иван Моторин премьер-министрпа экономика аталанӑвӗн министрӗ Владимр Аврелькин, ҫар ҫыннисем, общество организацийӗсен пайташӗсем, А.В. Кочетов ячӗллӗ кадет шкулӗнче вӗренекенсемпе педагогсем хутшӑннӑ.
«Р-2» ракета катерӗ Балти флочӗн ракета карапӗсен тата катерсен бригадин гварди дивизионне кӗрет. Ӑна Вӑтам Нева карап тӑвакан савут 1994 ҫулта тунӑ. Унтанпа карап тинӗсрен тухма пӗлмесӗр тенӗ пек ҫӳренӗ. Балти тинӗсӗнче карап 40 ытла ҫар службинче пулнӑ. Катер шывра 15 пин миль ытла ҫул ҫӳренӗ. 2015 ҫулхи пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ӑна Раҫҫейӗн Ҫарпа-тинӗс флочӗн Тӗп командующийӗн йышӑнӑвӗпе «Чувашия» ят пама йышӑннӑ.
Кӑҫалхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей флот флагманӗн — «Кузнецов адмирал» авианосец-крейсерӑн пайташӗсемпе тӗл пулнине хыпарланӑ чух «Р-2» ракета катерне «Чӑваш Ен» ят парас шухӑш пуррине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, Элтеперпе тӗлпулнисем «Р-2» ракета катерне «Чӑваш Ен» ят парас шухӑшлине каланӑччӗ, хӑйсен карапӗн сӑнӳкерчӗкне Михаил Игнатьева парнеленӗччӗ.
Шухӑшлани халӗ пурнӑҫа кӗнӗ. Республика Элтеперӗ патне Ҫарпа тинӗс флочӗн тӗп командующийӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Александр Татариновран ҫыру ҫитнӗ. Унта тӗп командующин кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнчи хушӑвӗпе «Р-2» катера «Чувашия» ят парасси пирки йышӑннине пӗлтернӗ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей флот флагманӗн — «Кузнецов адмирал» авианосец-крейсерӑн пайташӗсемпе тӗл пулнӑ. Курнӑҫӑва республикӑри ытти тӳре-шара та пырса ҫитнӗ.
Виҫҫӗмӗш рангри капитан, карапӑн апат-ҫимӗҫ службин пуҫлӑхӗ, Ҫӗмӗрлере ҫуралнӑ Иван Орешников пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗршывӑн чи пысӑк ҫар флочӗн экипажӗнче 100-е яхӑн чӑваш каччи хӗсметре, вӑл шутран ҫурри килӗшӳпе ҫар ретӗнче тӑрать. Ентешсене Орешников ырӑ енчен кӑна мухтанӑ. «Пирӗн каччӑсем ҫар пуҫлӑхӗсем хушшинче ырӑ ят ҫӗнсе илни, Чӑваш Ене ҫурҫӗр флотра тивӗҫлипе кӑтартнишӗн республикӑшӑн пысӑк чыс», — тенӗ вӑл.
Чӑн та, пирӗн тӑрӑхра яшсене кадет класӗсенченех хӗсмет влали хатӗрлеме тытӑннӑ. Килӗшӳпе хӗсметре тӑракан уйрӑм командирӗн, енчен унӑн 5 ҫулхи стаж пулсан 100 пине яхӑн тенкӗ шалу тухать, ахаль матросӑн — 50 пине яхӑн. Кӑҫал Ҫурҫӗр флота Чӑваш Енри 100-е яхӑн каччӑ каймалла.
Элтеперпе тӗлпулнисем «Р-2» ракета катера «Чӑваш Ен» ят парас шухӑшлине пӗлтернӗ. Элтепере хӑйсен карапӗн сӑнӳкерчӗкне парнеленӗ.
Авӑнӑн 10-мӗшӗнче Атӑлта Сӗнтӗрвӑрри районӗ тӗлӗнче тиев турттаракан карап ӑшӑха ларнӑ. Ку ирхи 7 сехетре Шульгин ялӗнчен 1218 ҫухрӑмра пулнӑ.
Карап кӳршӗ Ҫӗньял Покровски ялӗнчен Ҫӗнӗ Шупашкара кайма тухнӑ. «Земцов энергетик» 850 тонна хӑйӑр турттарнӑ. Ҫыранран 50 метр аяккарах сӑмсипе ҫӗре тӑрӑннӑ. Борт ҫинче ултӑ ҫын пулнӑ. Телее, никам та аманман.
Республикӑри шыравпа ҫӑлав службин ӗҫченӗсем карап корпусне тӗрӗсленӗ, сиенленнӗ вырӑн тупман. Ӑна ӑшӑхран кӑларас тесе хӑйӑр каялла кӑларнӑ. 14 сехет те 45 минутра карап ҫула тухнӑ.
Пограничниксен «Чебоксары» хурал карапӗ республикӑн тӗп хулинчи юханшыв портӗнче вырӑн тупӗ.
Чӗрӗк ӗмӗр ытла службӑра тӑнӑскере, шучӗпе, тимӗр-тӑмӑра ямалла. Анчах ӑна асӑнмалӑх тесе упраса хӑварасшӑн. Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин погранслужби ӑна Шупашкара пама кӑмӑл тунӑ. Кун пирки хальлӗхе ҫирӗппӗн татса каланиех ҫук-мӗн те, анчах карапа шӑратма ӑсатмасса тем пекех шанаҫҫӗ. Хула влаҫӗсем ӑна хисепе тивӗҫ служба палӑкӗ евӗр пӑхса-тытса тӑрасшӑн.
Аса илтеретпӗр, унччен «Соболь» ятпа ҫӳренӗ карапа 1997 ҫулхи авӑнӑн 10-мӗшӗнче «Чебоксары» теме тытӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |