Нумаях пулмасть республикӑра «Кӗр мӑнтӑрӗ» ярмӑрккасем ӗҫлеме пуҫларӗҫ. Малтанхи кунсенчех унта 200 тонна яхӑн ҫӗрулмипе пахча-ҫимӗҫ сутнӑ.
Авӑнӑн 10-мӗшӗнчен пуҫласа 25-мӗшӗччен Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта, Улатӑр, Канаш тата Ҫӗмӗрле хулисенче йӗркеленӗ суту-илӳ лаптӑкӗсенче 9 миллион та 747 пин тенкӗлӗх пахча-ҫимӗҫ сутнӑ. Ҫынсем хӗл каҫмалӑх ҫӗрулми, сухан, купӑста, ытти пахча-ҫимӗҫ туянаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне ярмӑрккасенче консервланӑ ҫимӗҫ, пыл, ҫӑмарта, йывӑҫ тӗмӗсем, ҫырла, тырӑ сутаҫҫӗ. «Кӗр мӑнтӑрӗ» ярмӑрккасене уйрӑм хуҫалӑхсемсӗр пуҫне Муркашри чӑх-чӗп фабрики, Чӑвашпотребсоюз организацийӗсем хастар хутшӑнаҫҫӗ.
Кӑҫал тухӑҫ пӗлтӗрхипе танлаштарсан аванраххине кура пахча-ҫимӗҫ те йӳнӗрех. Тӗслӗхрен, 1 кило
• ҫӗр улми — 6-9 тенкӗ;
• сухан — 10-18 тенкӗ;
• кишӗр — 8-12 тенкӗ;
• купӑста — 5-8 тенкӗ тӑрать.
Чӑваш тӑрӑхӗнчи шкулсенче ҫулсерен ҫу вӗҫӗнче «Юлашки шӑнкӑрав» уяв иртет. Кӑҫал та тӑван шкулти шӑнкӑрав юлашки хутччен 11-мӗш класра вӗренекен 5 500 ачашӑн, 13 пин 9-мӗш класрисемшӗн (пӗлтӗрхи кӑтартусем: 11 кл. — 7,7 пин; 9 кл. — 14,1 пин) янӑрарӗ.
Кашни шкулта тенӗ пекех паян чаплӑ уявсем иртрӗҫ — шкул ачисемпе ашшӗ-амӑшӗсем, вӗрентекенсем тата ыттисем пухӑнчӗҫ, вӗренсе тухакансене саламларӗҫ. Ӗнер кунашкал уяв Элӗк, Канаш, Вӑрмар районӗсенче тата Канашра вӗренекенсен пулчӗ.
Малашнехи ҫула ҫамрӑксен хӑйсен суйламалла пулӗ — кам малалла вӗренес тейӗ, кам пурнӑҫа урӑхла йӗркелес тейӗ.
Вӗренсе тухакансене патшалӑх экзаменӗсене ӑнӑҫлӑ тытма, ӳлӗмхи пурнӑҫа тӗрӗс суйлама сунатпӑр!
Ака уйӑхӗн 18-22-мӗшӗсенче педагогсен чӑвашла хатӗрленӗ сайчӗсен конкурсӗ пулчӗ. Ӑна Чӑваш чӗлхин кунне халалласа Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви, Вӗренӳ институчӗ, Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ ирттерчӗҫ. Пиллӗк кун хушшинче сасӑлава 469 ҫын регистрациленнӗ. Вӗсенчен 19-ӑшӗ сасӑлава хутшӑнас темен, 30-ӑшӗ хӑйсен сассине пӗр сайта та паман. Пӗрремӗш вырӑна 114 сасӑ пухса Краснормейскинчи 2-мӗш шкулта ӗҫлекен Виталий Михайлович Михайлов тухнӑ, иккӗмӗш вырӑнта — Йӗпреҫри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 2-мӗш номерлӗ вӑтам шкулта ӗҫлекен Ядрицова Алена Андреевна (101 сасӑ), виҫҫӗмӗш вырӑнта — Канаш хулинчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 6-мӗш вӑтам шкулта тӑрӑшакан Нина Спиридоновна Ершова (65 сасӑ).
Саламлатпӑр!!!
Перекет банкӗн (Сбербанкӑн) Елчӗкри уйрӑмӗнче уйӑх ытла банкомат чӑвашла ӗҫлени пирки ман пӗлӗш Алексей Сарханов (пирӗн сайтра alexei ятпа паллӑ) пӗлтерчӗ — укҫа илнӗ чухне виҫӗ чӗлхе суйлама май пур: вырӑсла, акӑлчанла тата чӑвашла. Пӗрле ярса панӑ сӑнӳкерчӗксем те кӑна ҫирӗплетеҫҫӗ. Вӗсен пахалӑхӗ лайӑхах мар пулин те чӑвашла куҫарӑвӗсем курӑнаҫҫӗ.
Ку информаци тӗрӗс е тӗрӗс марри пирки Перекет банкӗн филиалне ятарласа шӑнкӑравласа пӑхрӑм. Ҫыхӑнасси хӑвӑрт пулмарӗ пулин те ҫур сехет тӑрмашнӑ хыҫҫӑн мана пресс-службӑпа ҫыхантарчӗҫ. Тӗрӗс иккен. Ирина Ивановна (манпа вырӑсла калаҫрӗ) каланӑ тӑрӑх, банкоматсене чӑвашла куҫарнине Чӑваш Республикин чӗлхесем пирки калакан саккуна шута илсе хатӗрленӗ. Хальлӗхе эксперимент пек ҫеҫ тунӑ — чӑвашла куҫарӑва халӑх епле йышӑннине тӗрӗслеҫҫӗ (хӑш-пӗр куҫарусене хӑнӑхма тивӗ). Уйӑх ытла иртнӗ вӑхӑтра (нарӑсӑн 21-мӗшӗнче пуҫланӑ) йӑнӑшсене тупса палӑртакансем чылай пулни пирки те пӗлтерчӗ Ирина Ивановна. Калаҫӑва вӗҫленӗ май вӑл чӑвашла пӗлекен банкоматсем ӑҫта вырнаҫни пирки асӑнчӗ — тӗрӗслеве пурӗ 10 банкомат хутшӑнать иккен.
Чӳкӗн 18-19-мӗшӗнче Чӑвашри пур муниципалитетра та депутатсен пухӑвӗ иртнӗ, халӑх суйланӑ ҫынсем сити-менеджерсене ҫирӗплетнӗ. Чылай район-хулара лару-тӑру улшӑнман — пуҫлӑха малтанхи ҫынсенех суйланӑ. Йышӑнакан должность ячӗ ҫеҫ вӗсен улшӑннӑ. Тепӗр енчен кирлех пулнӑ-ши вӑл, таҫти мериккан-европ енчен килнӗ термина усӑ курасси? Пушӑ ӗҫ туни кӑна мар-ши?
4 администрацин пуҫлӑхӗ вара улшӑннӑ: Сӗнтӗрвӑрри районне малашне Юрий Моисеев, Канаш хулине — Родион Мясников, Ҫӗмӗрле хулине Андрей Броницин, Шупашкар районне — Виктор Михайлов ертсе пырӗҫ.
Тӑвай районӗн администраци пуҫлӑхне вара суйлайман, тесе пӗлтерет Чӑваш наци радиовӗ. Чӑваш Ен президент администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Иванов пӗлтернӗ тӑрӑх ку районта ертӳҫӗне ҫирӗплетес ӗҫе халӗ пӗтӗмпех ҫенӗрен тума тивӗ — уйӑх ытла иртме пултарӗ.
Кӑҫал К.В. Иванов ҫуралнӑранпа 120 ҫитнӗ ятпа иртекен мероприятисем малалла тӑсӑлаҫҫӗ. Нумай пулмасть Канашӑн 1-мӗш шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗсем ятарлӑ мероприятие пухӑнчӗҫ.
Чи малтан пухӑннӑ вӗрентекенсем умӗнче шкул директорӗ Антипина М.В. тухса калаҫрӗ. Унтан Канашӑн чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен ассоциацийӗн ертӳҫи К.В. Иванов сӑввисене вулакансен ӑмӑртӑвӗн йӗрки пирки пӗлтерчӗ.
Сӑвӑ вулакансене Каллина Н.П., Васильева О. Л., Ефимов П. И., Абакумова Р.М. хакларӗҫ. Пӗрремӗш вырӑн И.М. Хумышевӑна лекрӗ — вӑл «Нарспин» «Туй» сыпӑкӗн вулавне кӗвӗпе илемлетрӗ. Ытти хутшӑнакансем ҫаксем пулчӗҫ: 1-мӗш шкул вӗрентекенӗсем «Нарспири» «Атте-анне» пая пӗрле вуласа пачӗҫ; Нарспи сӑнарӗнче Сидорова Т.М. пулчӗ; Н.В. Алексеевӑпа (5-мӗш шкул) Г.В. Иванова (7-мӗш шкул) «Нарспин» «Юмӑҫ патӗнче» сыпӑка вуласа пачӗҫ; 10-мӗш шкул вӗрентекенӗ Н.В. Павлова Нарспи сӑнарӗнче вӑтанчӑклӑхпа сӑпайлӑха палӑртма пултарчӗ; Кириллова А.И. 19-мӗш ӗмӗрти хӗрарӑм сӑнарне уҫса пама пултарчӗ.
Кӑҫал хулана никӗсленӗренпе 85 ҫул ҫитрӗ, ҫак куна палӑртса ӗнтӗ ҫурлан 1-мӗшӗнче Канаш хулин кунӗ иртрӗ.
Хула администрацийӗ халӑх валли уява лайӑх хатӗрленнӗ. Канашсем вӑйӑсенче ӑмӑртрӗҫ, тӗрлӗ конкурсене хутшӑнчӗҫ, юрӑ-ташӑ итлесе-курса савӑнчӗҫ.
Мероприятисене ачасем валли те, аслисем валли те, ҫамрӑксем валли те нумай хатӗрленӗ. Шкул ҫулне ҫитменнисене те манса кайман — вӗсем валли ятарлӑ велочупу йӗркеленӗччӗ. Россельхозбанк ҫуртӗнчен пуҫласа Тӗп тӳреме ҫити падельсем ҫавӑрчӗҫ.
Аслисем валли спорт ӑмӑртӑвӗсем пулчӗҫ. «Ӑстасен хули» куравпа та паллашма май пурччӗ вӗсен. Ҫамрӑксем вара ытларах дискотекӑра савӑнчӗҫ.
Юрӑ-ташӑ тенӗрен, канашсен кӑмӑлне ҫӗклеме темиҫе ушкӑн килнӗччӗ. «Чӑваш Енпе» «Ҫеҫпӗл» ушкӑнсем хӑйсен сассипе савӑнтарчӗҫ, «Янташ» ушкӑн та вӗсенчен юлмарӗ, «Юратнӑ хулам» ятарлӑ программӑпа хаваслантарчӗҫ.
Уяв фейерверкпа вӗҫленчӗ. 22 сехетре каҫхине тӳпе тӗрлӗ тӗслӗ ҫутӑсемпе ялкӑшрӗ, хулан 85 ҫулӗ ҫитнине уявлама килнисене ку самай савӑнтарчӗ!
Акан 15-мӗшӗнче Канаш районӗн тӗп вулавӑшӗнче семинар иртрӗ. Районти библиотекарьсем унта вулавӑшсенче социологи тӗпчевӗсене ирттерес ыйтӑва тишкерсе тухнӑ.
Чи малтан, семинар пуҫланас умӗн, Тӗп вулавӑш ертӳҫи Арсентьева Л.А. пухӑннӑ библиотекарьсене районти вулавӑшсен кӑҫалхи пӗрремӗш кварталти ӗҫне тишкерсе тухрӗ, пӗтӗмлетӳ турӗ.
Егорова Л.Ю., меслетлӗх ертӳҫи, пухӑннӑ халӑха социаллӑ тӗпчевӗн тӗллевӗсемпе, задачисемпе, тӗпчев объекчӗсемпе, суйлав йӗркипе паллаштарчӗ, тӗплӗн каласа пачӗ.
Семинар пӗтес умӗн ача-пӑча вулавӑшӗн ӗҫченӗсем хатӗрленӗ ҫуллахи вӑхӑтра йӗркелемелли вулав программипе паллашрӗҫ.
Канаш районӗн тӗп вулавӑшӗн пурӗ 40 уйрӑм. Унсӑр пуҫне ача-пӑча вулавӑшӗ пур.
Акан 13-мӗшӗнче чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче 44-мӗш ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртрӗ. Ҫулсеренех иртекен уява кӑҫал Аслӑ Ҫӗнтерӳренпе — 65 ҫул тата Чӑваш Автономи Республикине тунӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалланӑ. Йӑлана кӗнӗ мероприяти студентсемшӗн те, аспирантсемшӗн те пӗлтерӗшлӗ. Шӑпах ҫакӑнтан пуҫланать те наукӑпа кӑсӑкланасси, малаллахи пурнӑҫа унпа ҫыхӑнтарасси. Никам та тӳрех преподаватель-профессор пулса тӑмасть. Ку шухӑша факультет деканӗ В.Г. Родионов та палӑртрӗ. Кафедра пуҫлӑхӗсем пурне те ӑнӑҫу сунчӗҫ.
23 секци ӗҫлерӗ, 300 ытла доклад. Вӗсен пахалӑхӗ ҫулсерен ӳссех, хутшӑнакансен ӑсталӑхӗ туптансах пырать. 2-4 докладпа калаҫма ӗлкӗрекенсен йышӗ те чылай. Кашниех хӑй пултарулӑхӗпе ӑс ҫивӗчлӗхне кӑтартрӗ.
Хӑнасем те йышлӑн килнӗ кӑҫал: Мари, Тутар, Удмурт университечӗсен тата Шупашкарпа Канашри педагогика колледжӗсен студенчӗсем, Г.
Раштавӑн 15-мӗшӗнче Виктор Басаргин Раҫҫей Федерацийӗн регионсен аталанӑвӗн министрӗпе иртнӗ тӗлпулӑва пӗтӗмлетсе пухӑннӑ ӗҫлӗ канашлура Николай Фёдоров монохуласен списокне ҫирӗплетни ҫинчен пӗлтерчӗ. Унта Чӑваш Енри 6 хулана кӗртнӗ: Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Улатӑр, Ҫӗмӗрле, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне. РФ регионсен аталанӑвӗн министерстви ҫак хуласене федераллӑ бюджетран укҫа-тенкӗ тӗлӗшӗнчен пулӑшма шантарать.
Н.В. Фёдоров ҫак хуласем валли вӗсен экономикине аталантарма пулӑшакан пӗтӗмӗшле инноваци планӗсем хатерлеме хушрӗ. Плансене тума ӗҫ ушкӑнӗсем пуҫтарма уйӑх панӑ, явапли — Министрасен Кабинечӗн председателӗ Сергей Гапликов.
Сӑнӳкерчӗкре: Канаш хули, Чӑваш Енри монохуласенчен пӗри.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |