Чӑваш Енре 16 ҫулти ҫамрӑка шыраҫҫӗ. Амӑшӗ Ольга Игнатьева пӗлтернӗ тӑрӑх, Дмитрий килтен уҫӑлма тухна та таврӑнман.
Ку Канаш хулинче утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пулнӑ. Полицейскисем, волонтерсем ӑна виҫӗ кун шыранӑ. Дима килтен 2-3 сехетлӗхе тухатӑп тесе кайнӑ. Унпа ун умӗн никам та вӑрҫӑнман. Унччен вӑл ун пек ҫухалса ҫӳремен.
Ҫамрӑка хулара та, ун тулашӗнче те шыраҫҫӗ. Икӗ кинолог йытӑпа ӗҫлет. Шупашкартан, районсенчен волонтерсем килнӗ. Кӗҫех Мускавран пулӑшу ҫитмелле.
Дмитрий Игнатьева кам та пулин курнӑ тӑк ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 102 е 8 937 39 8339 (амӑшӗ Ольга Петровна Игнатьева).
Чӑваш Енре ҫитес уйӑхӑн пуҫламӑшӗнчен пуҫласа пӑши тытма пуҫлӗҫ. Республика Элтеперӗн указӗнче ирӗк панӑ вӑхӑт 2017 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ҫитес ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пырӗ.
Паянхи кун тӗлне пирӗн республикӑра 1238 пӑшие шута илнӗ. Ҫапла, нумаях мар. Сунар вӑхӑтӗнче ҫулталӑкран иртнӗ пӑшисене ҫеҫ тытмаллине каланӑ. Ама е аҫа пулнине кура тиркемӗҫ. Пӑшие питех юратакансен Йӗпреҫ тӑрӑхне каймалла. Унта вӗсене тӑваттӑ тытма ирӗк пур. «Кедр» сунар хуҫалӑхӗнче ҫулталӑкра 3 пӑшие тытма чармӗҫ, Тӑвай, Пӑрачкав, Канаш, Улхаш сунар хуҫалӑхӗсенче — икшер, ыттисенче — пӗрер.
Хӑш сунар хуҫалӑхӗнче сунарҫӑсем миҫе пӑши тытнине камсем шутласа тӑрассине тата пӑшин ҫулне сунарҫӑсем епле палӑртассине Элтепер указӗнче асӑнман.
«Газпа усӑ курнин парӑмӗ 1,5 миллиарда яхӑн пуҫтарӑнса кайнӑ. Парӑм мӗншӗн пухӑнать?» — ҫак ыйтӑва ӗнер иртнӗ канашлура республика ертӳҫисем сӳтсе явнӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та ку ыйту хуравне шыранӑ. Ыйтӑва вӑл канашлӑва хутшӑннӑ район-хула пуҫлӑхӗсене панӑ.
Усӑ курнӑ пулӑшупа вӑхӑтра татӑлмалли каламасӑрах паллӑ. Ҫав вӑхӑтрах республика влаҫӗсем ҫывӑх вӑхӑтра Йӑлӑмра газ кӗртме пуҫласшӑн. Ӑна валли Газпром укҫа уйӑрасса шанаҫҫӗ. Газпа парӑм пухӑнса кайнине кура «кӗмӗл» уйӑрас енпе йывӑрлӑх сиксе тухасси шиклентерет.
Парӑмӑн пысӑк пайӗ, 90,5 проценчӗ, хуласенче пуҫтарӑннӑ. Улатӑр хулинче вӑл — 110,3 млн тенкӗ, Канашра – 71,2 млн, Ҫӗмӗрлере – 154,8 млн, Шупашкарта – 685,7 млн.
Канаш хулинче Коллекторсен урамӗнче пурӑнакансем 16 ҫул нушаланаҫҫӗ. Вӗсен ҫул ҫук, ӑмӑр ҫанталӑкра лачака ҫӑрма тивет.
Ҫынсем ҫул пирки ӑҫта кӑна ҫитмен-ши? Ара, ҫул ҫукки чӑннипех те чӑрмав кӑларса тӑратать. Темиҫе ҫул каялла урамра пушар пулнӑ, пушарнӑйсен машини вара лачакара путса ларнӑ. Ҫурт куҫ умӗнчех ҫунса кайнӑ. Лачакаллӑ чухне васкавлӑ медпулӑшу машини те кӗреймест.
Ку – хулана илсе тухакан пӗртен-пӗр ҫул. Ҫумӑрлӑ ҫанталӑкра шыв кӳлӗ пек сарӑлса выртать. Хулана атӑсӑр тухма пулмасть. Ҫынсем хӑйсен шучӗпе киле газ, шыв кӗртнӗ. Канализаци пӑрӑхӗсем кивелнӗрен вӗсене ялан чакалаҫҫӗ, ҫавна май ҫул шӑтӑк-путӑклӑ. Ҫӗре чакаланӑран картасем тӳнсе кяҫҫӗ.
Халӑх кун пирки Владимир Путина та ҫырса пӗлтернӗ. Тӳре-шара ҫула вак чул сарса пама шантарнӑ-ха. Ӗҫе утӑ уйӑхӗн вӗҫӗччен вӗҫлемелле.
Ӗнер пирӗн республикӑра вӑйлӑ ҫумӑр лӳшкессине, ҫил-тӑвӑл алхасассине синоптиксем ӗнер асӑрхаттарни тӳрре килчӗ. Вӑрмар районӗнчи Енӗшпуҫӗнче тата Ичеснер-Атайкассинче паян ирччен ҫутӑсӑр ларнӑ.
Иртнӗ талӑкра пирӗн республикӑра вӑтамран 42 мм ҫумӑр ҫунӑ. Улатӑр тата Канаш хулисенче, Улатӑр, Пӑрачкав, Йӗпреҫ тата Канаш районӗсенче талӑкра уйӑхри чухлӗ (58 миллиметртан пуҫласа 80 мм таран) ҫунӑ.
Паянтан пуҫласа утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗчченех ҫанталӑк начар тӑмалла, инкек-синкек тухас хӑрушлӑх пысӑк. Ӗнер Канаш районӗнчи 11 ялта ҫутӑсӑр юлнӑ, анчах ятарлӑ службӑсем инкеке виҫӗ сехетре пӗтернӗ. Сӗнтӗрвӑрри хулинчи 97 ҫурт та пӗр вӑхӑтлӑха ҫутӑсӑр юлнӑ. Вӑрмар районӗнчи инкеке пӗтерессипе яваплӑ службӑсем паян ирпе те ӗҫленӗ.
Канаш хулинче чукун ҫул ҫинче 14 ҫулти ачана ток ҫапса вӗлерни пирки маларах пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ку ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пулнӑ. Ҫамрӑка 27 пин вольт ҫапнӑ. Вӑл ҫавӑнтах ҫунса вилнӗ.
Канаш районӗнче чукун ҫул ҫинче каллех инкек пулнӑ. Хальхинче Шӑрттан станцийӗнче ватӑ ҫын сарӑмсӑр вилнӗ.
Ватӑ хӗрарӑм пуйӑс килнине курса тӑрсах каҫма тӑнӑ, ӗлкӗрессе шаннӑ. Анчах вӑл рельс урлӑ каҫнӑ чухне шуса кайнӑ та колеяна кӗрсе ӳкнӗ. Ватӑскер унтан тӑрайман. Пуйӑс чарӑнайман, ӑна вилмеллех таптаса кайнӑ.
Полици тепӗр хутчен асӑрхаттарать: чукун ҫул ҫинче асӑрхануллӑ пулмалла. Пуйӑс килнине курсан ӑна ирттерсе ямалла.
Вырсарникун Канаш хулинче шкул ачи сарӑмсӑр вилнӗ. Ку инкек чукун ҫул ҫывӑхӗнче пулнӑ.
Шӑп ҫав вӑхӑтра, ҫӗрле, пӗр ҫынсем машинӑпа иртсе пынӑ. Вӗсем тӑрук ҫулӑм ялкӑшнине курнӑ. Арҫын ача ҫеккунтра ҫунса кайнӑ. 2002 ҫулта ҫуралнӑ арҫын ача чукун ҫул кӗперӗн перили ҫине тӑнӑ, тимӗр виткӗч ҫине хӑпарма хӑтланнӑ. Ӑна электропралук, 27 пин вольтлӑскер, ҫапнӑ. Вӑл ҫавӑнтах вилнӗ.
Полици ӗҫченӗсем каникул вӑхӑтӗнче ачасем тӗлӗшпе самантлӑха та тимлӗхе ҫухатмалла марри пирки асӑрхаттараҫҫӗ. Вӗсене чукун ҫул ҫинче вылямалла маррине асӑрхаттармалла.
Хӑш-пӗр ӗҫ ним тусан та уҫӑлса пымасть. Ку вӑл кил-тӗрӗшре кӑна мар, патшалӑх шайӗнче те сисӗнкелет. Ҫӗрпӳ хулинчи кӗпере юсассинех, ав, ҫавӑн йышшисен шутне кӗртме пулать. Канашсем ҫын йӑнӑшне ӑша хывас тенӗ пулинех: унти Машина тӑвакансен урамӗнчи ҫула юсакансене пехиллеме Канашри епархирен Георгий Петров протоиерей пырса ҫитнӗ.
Пачӑшкӑ «О призвании помощи Святого Духа перед началом всякого доброго дела» (чӑв. Ырӑ ӗҫе пуҫӑнас умӗн Ҫветтуй сывлӑша пулӑшма чӗнесси ҫинчен) молебен вуласа панӑ. Протоирея хула ертӳҫисем тата подрядчик-организаци йыхравланӑ. Пачӑшкӑ ҫула та, предприяти техникине те сӑваплӑ шывпа пӗрӗхнӗ.
Молебен вӑхӑтӗнче хулари тӳре-шара та, ҫав шутра хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владислав Софронов та, хутшӑннӑ.
Канашри Ильич урамне кам юсаса ҫӗнетессине тинех палӑртнӑ. Унта тухса тӑракан «Канаш» хаҫат хыпарланӑ тӑрӑх, ӑнланманлӑх икӗ ҫул тӑсӑлнӑ. Панкрута тухнӑ «Чӑвашавтодорӑн» Канашри территорири учрежденийӗ вырӑнне хула администрацийӗ урӑх подряд организацине палӑртнӑ: «Ремис» халӗ ӗҫе кӳлӗннӗ. Ҫула хулан ҫуралнӑ кун тӗлне, ҫурла уйӑхӗн 1-мӗш вырсарни кунӗ тӗлне, юсаса пӗтересшӗн.
Канашри хӑш-пӗр урамри ҫул-йӗр тӑрӑмӗ пирки Чӑваш халӑх сайчӗ те ҫырнӑччӗ. Хулари ҫул-йӗр ыйтӑвне Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев пресс-конференци ирттернӗ чух та вӑл тӑрӑхри журналист хускатнӑччӗ. Тӗнче тетелӗнчи МИХсем тата хӑш-пӗр блогер Ильич урамӗнчи ҫула саплама хӑй вӑхӑтӗнче ачасем хӑйӑр йӑтнине ҫырнине те эпир пӗлтернӗччӗ.
Ҫак кунсенче Питӗрте Пӗтӗм тӗнчери экономика форумӗ иртет. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та кайнӑ. Паян вӑл «Монохуласем – бизнеса аталанса пымалли ҫӗнӗ вырӑнсем» ятпа иртнӗ канашлӑва хутшӑннӑ.
Пирӗн республикӑра пӗтӗмпе 5 монохула: Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Улатӑр, Ҫӗмӗрле тата Ҫӗнӗ Шупашкар.
РФ Правительствин ятарлӑ программипе килӗшӳллӗн Улатӑрпа Ҫӗнӗ Шупашкара федераци хыснинчен патшалӑх пулӑшӑвӗ тивӗҫнӗ. Улатӑра аталанма 566 млн тенкӗ куҫарнӑ. Унта хут хапрӑкне модернизациленнӗ, ятарлӑ кӗпе-тумтир ӗҫлекен «Лекс-Фэшн» ҫӗнӗ предприяти хута кайнӑ. Халӑх валли 400 ытла ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленнӗ. ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх,
Ҫӗнӗ Шупашкарта та лару-тӑру аванах улшӑннӑ, федераци хыснинчен вӗсене 2 350 миллиард уйӑрнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |