Паян Шупашкарти Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче Вӑрнарсен «Туслӑх» ентешлӗхӗ 20 ҫул тултарнине паллӑ турӗҫ. Культура ҫурчӗн пӗр пин ытла йышӑнакан залӗ лӑк тулли пулчӗ — вӑрнарсем хӑйсен уявне хаваспах пухӑнчӗҫ.
Чи малтан халӑх умӗнче Вӑрнар районӗн ентешлӗхӗн гимне юрласа пачӗҫ. Те ларакансем ӑнланмарӗҫ, те кӗвви-сӑмаххи килӗшмерӗ — зал гимна ларсах итлерӗ, ура ҫине тӑрас темерӗ. Малалла вара ентешлӗх ертӳҫисем сӑмах илчӗҫ. Юрать-ха пирӗнтен уйрӑлнӑ ентешӗсене аса илнӗ май зал ура ҫине тӑчӗ. Константин Ивановӑн «Нарспи» поэмӑри сыпӑксене те, тавах Турра, ура ҫине тӑрсах вуларӗҫ.
Тӗрлӗ тӳре-шарасен хисеп хучӗсемпе парнисене валеҫнӗ хушӑра залри халӑха Вӑрнар районӗнче тухнӑ юрӑҫсемпе артистсем хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗҫ. Уйрӑммӑн Нурӑс шкулӗнче вӗренекен ҫамрӑксене асӑнас пулать — вӗсем Нарспипе Сетнере питӗ лайӑх выляса пачӗҫ. Сӑмах май вӑл шкула уявра сахал мар ырларӗҫ — нумай-нумай ҫынна вӑл аслӑ ҫула уҫса панӑ имӗш.
Кӑҫал Литература ҫулталӑкӗ пулнӑран уявра сӑвӑсем те сахал мар янрарӗҫ. Кунта Николай Ҫавала, Валерий Кошкина тата ыттисене асӑнас пулать.
Ҫулталӑк вӗҫленнӗ тӗле Шупашкарти тӗрлӗ ентешлӗхсем хӑйсен уявӗсене ирттереҫҫӗ. Ак, ӗнер, чӳкӗн 29-мӗшӗнче, Яков Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче кӑнтӑрла Канаш тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснисем пухӑнчӗҫ.
Уявра тӳре-шара тухса сӑмах каларӗ, пухӑннисене саламларӗ. Ертсе пырасса вара Виталий Сергеевпа Алиса Ахахпи ертсе пычӗҫ. Вӗсем юрӑпа тата кулӑшпа савӑнтарчӗҫ. Хӑйсен пултарулахне ытти артистсем те кӑтартрӗҫ.
Сӑмах май, «Канашсем» ентешлӗхе малашне урӑх ҫын ертсе пырасси пирки каласа хӑварас пулать — Анатолий Кипеч ватӑлнине шута илсе ку ӗҫе урӑх ҫын туса пырӗ.
Сӑнсем (67)
Пӑхатӑн та, чылай регионта тулай чӑвашсем хастарлӑхпа палӑрса тӑраҫҫӗ. Вӗсем тӑтӑшах тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ, чӑвашсене пӗрлештерме тӑрӑшаҫҫӗ. Сарту облаҫӗнчисем те ҫавах. Унти хастарсем епле те уяв ирттерме талпӑнсах тӑраҫҫӗ.
Балаково хулинчи чӑваш культурин пайӗ ун пек уявсенчен пӗрне ҫывӑх вӑхӑтра чӳкӗн 15-мӗшӗнче ирттерме палӑртса хунӑ. Ун чух вӗсем Амӑшӗн кунне халалланӑ уяв тӑвасшӑн. Аса илтеретпӗр, ӑна уйӑхӑн юлашки вырсарни кунӗнче палӑртаҫҫӗ.
Сарту тӑрӑхӗнчи Балаковори уяв асӑннӑ хулари Леоновӑн Ҫыранхӗрри текен урамри 64-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ Наци культурисен центрӗнче пулӗ. Мероприяти 15 сехетре пуҫланмалла.
Шупашкарти Трактор тӑвакансен керменӗнче чӳкӗн 6-мӗшӗнче Етӗрне районӗн ентешлӗх кунне уявларӗҫ. Уява йӗркелессине Етӗрне районӗнче ҫуралса ӳснӗ Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ Валерий Клементьев юрӑҫ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗпе хисепленекен ҫамрӑксен театрӗн директорӗ Елена Николаева, спонсорсем тата ытти чылай ҫын тӑрӑшнӑ.
Малтанах Ентешлӗх ертӳҫине, унӑн ҫумне тата канаша суйларӗҫ. Ентешлӗх ертӳҫин тилхепине Чӑваш республикин депутатне Николай Владимирович Малова шанса пачӗҫ. Керменти фойере хӑнасем Етӗрне районӗнче туса кӑларакан тӗрлӗ апат-ҫимӗҫпе, кунти ӑстаҫӑсен ӗҫӗсемпе, сувенирсемпе паллашрӗҫ. Кунтах Етӗрне район хаҫатне ҫырӑнтарассине йӗркеленӗ. Вӑл икӗ чӗлхепе тухса тӑрать, вырӑсла тата чӑвашла, мӗншӗн тесен мӗн ӗлӗкрен Етӗрнере вырӑссем чылайӑн пурӑннӑ: кунта вырӑс ялӗсем те пур. кама мӗнле хаҫат килӗшет «Знамя труда» е «Ӗҫ ялавӗ» — ҫавна ҫырӑнма пултарчӗ.
Уява Людмила Квасовӑпа Константин Москалев уҫрӗҫ, Етӗрне район администраци пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин пухӑннисене саламланӑ май район пурнӑҫӗнчи ҫӗнӗлӗхсемпе тата малашлӑхри плансемпе паллаштарчӗ, унтан Геннадий Архипова, Валерий Тимофеева, Эдуард Бахмисова, Татьяна Асламаса тата Евгения Королевӑна администрацин Тав ҫырӑвӗпе чысларӗ.
Чулхулари чӑвашсен автономине йӗркелени нумаях та мар. Пӗлтӗрхи нарӑс уйӑхӗнче устав йышӑнса пӗрлешӗве пуҫарса янӑ та тепӗр уйӑхран регистрациленнӗ. Унӑн правленине «Суту-илӳ ҫурчӗ» тулли мар яваплӑ обществӑра юридици пайӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшакан Алина Артемьева ертсе пырать. Хӑй вӑл — Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫуралнӑ чӑваш. 1994 ҫулта Чулхулана куҫса кайса кайса ҫемье ҫавӑрнӑ та унтах тӗпленнӗ.
Юрра-ташша юратакансене пӗр ҫӗре пухас шухӑша та хастар чӑваш хӑех тытнӑ. Чӑваш фольклор ансамбльне ҫӳрес текенсем 10 ҫын тупӑннӑ. Чулхулари хастар чӑвашсем концертпа тӗрлӗ концерта ҫӳреҫҫӗ. Пысӑк хулара чӑвашсене пӗлме тытӑннине Алина Артемьева хавхаланса каласа парать. Вырӑнти пуҫлӑхсем, ҫав шутра кӗпӗрнаттӑр таранах, вӗсене ал тытаҫҫӗ иккен. Концерт курма чӑвашсемпе вырӑссем кӑна мар, эрменсем те, тутарсем те, таджиксем те пыраҫҫӗ иккен.
«Ҫулла питӗ тухӑҫлӑ ӗҫленӗ, чӗннӗ ҫӗре ҫитме тӑрӑшнӑ. Пӗр уйӑх каннӑ хыҫҫӑн ушкӑн ӗҫне ҫӗнӗ хӑватпа пуҫарса ярас терӗмӗр», — тет Алина Артемьева. Халӗ вӗсем фольклор ушкӑнне ҫӗнӗ ҫынсене пухаҫҫӗ. Унта ҫӳрес текенсене Чулхулари Васнецов урамӗнчи «Теремок» клуба ытларикунсерен 18 сехете пыма чӗнеҫҫӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнчt савӑнӑҫлӑ пулӑм иртнӗ. Ҫак районта ҫуралса ӳснӗ ҫынсем — «Чавал» ентешлӗх — концерт лартнӑ.
Земфира Яковлева, Станислав Кондратьев, Александр Самсонов, Анатолий Данилов, Юлия Юнисова, Иван Шинжаев тата ҫамрӑк Регина Чишкинапа Алексей Максимов ҫуралнӑ тӑрӑхне юрӑ-ташӑпа ҫитсе ентешӗсене чӑн-чӑн уяв парнеленӗ.
Ку мероприяти районшӑн питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнӑ.
Сӑнсем (14)
Акан 18-мӗшӗнче (ку кун эрнекуна лекет) Шупашкарти Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче Тӑвай ентешлӗхӗн кунӗ иртӗ. Пуҫламӑшӗ 18 сехет ҫурӑра. Тӳлевсӗр кӗртеҫҫӗ.
Программӑра: Тӑвай районӗнчен тухнӑ паллӑ юрӑҫсен концерчӗ, Тӑвай райповӗ туса кӑларакан апат-ҫимӗҫӗн суту-куравӗ, алӗҫ ӑҫтисен куравӗ.
Тӑвайсем пурне те уява йыхравлаҫҫӗ!
Питӗр хулинчи «Троицки» культура центрӗнче СССР халӑх артистки Вера Кузьмина 90 ҫул тултарнине халалласа чӑваш ҫипуҫӗн уявне йӗркеленӗ. Уява Вера Кузьмина хӑй те ҫитнӗ. Унта вӑл паллӑ спектакльсенчи сыпӑксене вылянӑ.
Чӑваш Енрен килнӗ юратнӑ артистсемпе «Парне» ансамбль ентешсене чӑвашла тата вырӑсла хитре юрӑсемпе савӑнтарчӗ тесе хыпарланӑ Питӗр хулинчи чӑваш наципе культура автономийӗн сайчӗ.
Асӑннӑ хулара тӗпленнӗ чӑваш хӗрӗсемпе яшӗсем тӑван халӑхӑмӑрӑн наци ҫи-пуҫне кӑтартнӑ: хӗрарӑм тумтирне, арҫынсен кунсерен тата уявра тӑхӑнмалли ҫи-пуҫа. Хальхи вӑхӑт ыйтнӑ пек ҫӗленӗ япаласем те пулнӑ. Кашни пиркиех Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Зинаида Воронова каласа ӑнлантарса пынӑ.
Сӑнсем (4)
Районсен ентешлӗхӗсем пуррине пӗлетпӗр-ха. Красноармейски районӗнче ҫамрӑксем те пӗрлешме шутланӑ. Нумаях пулмасть йӗркелӳ пухӑвӗн пӗрремӗш ларӑвӗ иртнӗ. Ӑна Шупашкарти Наци вулавӑшӗнче йӗркеленӗ.
Ларӑва район пуҫлӑхӗ Андрей Шестаков тата «Трак ен» ентешлӗхӗн ертӳҫи Алексей Львов хутшӑннӑ. Львов ҫамрӑксен пӗрлешӗвне пулӑшса пыма шантарнӑ.
Юлашкинчен асӑннине, ҫамрӑксен ентешлӗхне, Станислав Трофимов текен ҫамрӑк ертсе пырӗ. Вӑл тӑватӑ ҫул каялла Красноармейскинчи 2-мӗш шкула пӗтернӗ, халӗ Социаллӑ университетӗн Шупашкарти филиалӗнче юриста вӗренет. Пӗрремӗш курсран пуҫласах каччӑ ӑслӑлӑх ӗҫӗпе тӑрӑшать иккен, тӗп хулари Калинин районӗнчи Ҫамрӑксен правительствин пайташӗ шутланать, Красноармейски районӗнче те апла пӗрлешӗве вӑл пуҫарнӑ-мӗн.
Иртнӗ шӑматкун, раштавӑн 21-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ районӗнче ҫуралса ӳснисем «Ҫавал» ентешлӗх 20 ҫул тултарнине паллӑ туса савӑнӑҫлӑ уяв ирттернӗ. Кун пирки ЧНК сайчӗ пӗлтерет.
Ҫӗрпӳсене саламлама чи малтан ентешлӗх ертӳҫи Владимир Егоров тухнӑ. Вӑл паллӑ радиожурналист, Ҫӗрпӳ районӗнчи Хурамал ялӗнче ҫуралнӑ. Малтан Чӑваш радиора вӑй хунӑ, хальхи вӑхӑтра наци радиовӗнче тӑрӑшать. Саламлакансен йышӗнче ҫавӑн пекех Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов, Ҫӗрпӳ районӗн пуҫлӑхӗ Татьяна Кузьмина пулчӗҫ, вӗсем районӑн чи маттур та хастар ывӑл-хӗрне Хисеп хучӗсемпе парнесем парса хавхалантарчӗҫ. Шупашкарти коопераци институчӗн ректорне Валерий Андреева вара уйрӑм чыс турӗҫ — районӑн депутатсен пухӑвӗ иккен ӑна «Ҫӗрпӳ районӗн хисеплӗ гражданинӗ» ята тивӗҫтернӗ.
Юрӑ-кӗвӗпе вара чылай ушкӑн кӑмӑла ҫӗклерӗ — уява килнисен кӑмалне уйрӑмах Чиркӳллӗ Ямашри «Ямаш» фольклор ушкӑнӗ ҫӗклерӗ. Ҫавӑн пекех «Цивиляночка», «Шурвар» ушкӑнсем те пулчӗҫ. Ача-пӑчасем те пултарулахпа савӑнтарчӗҫ — «Ҫавалсене» саламлама Ҫӗрпӳри ача-пӑча ӳнер шкулӗнче ӑс пухакан ачасем ҫитнӗччӗ.
Эпир те Ҫӗрпӳ районӗн ентешлӗхне 20 ҫула ҫитнӗ ятпа саламлатпӑр!
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |