Виҫӗмкун Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн ҫӗнӗ созыври депутачӗсем иккӗмӗш сессие пуҫтарӑннӑ. Ӑна ҫак йӗркесен авторӗ итлемен-ха, анчах Андрей Иванов журналист пӗлтерни тӑрӑх хакласан, сесси лӑпкӑ иртнӗ, ҫапах та кулӑшларах самантсем тупӑннӑ.
Игорь Моляков депутат, сӑмахран, Петр Краснов депутатран (сӑнӳкерчӗкре сылтӑмри) кӗтмен ҫӗртен ҫапларах ыйтнӑ: «Петр Степанович, эпӗ сире итлетӗп те ӑнланмастӑп: эсир Олега Алексеевича Николаева пӗрмаях хисеплӗ тетӗр, Леонида Ильича Черкесова – хаклӑ. Мӗншӗн ҫавӑн пек?»
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗ епле хуравланине, шел те, пӗлместпӗр. Ҫав вӑхӑтра сессин онлайн-трансляцийӗ чӑхӑмласа илнӗ.
Ӗнер Чӑваш Енре Патшалӑх Канашӗн иккӗмӗш ларӑвӗ иртнӗ. Унти ытти ыйтупа пӗрлех миравай судья пулмалли ҫынсен кандидатурисене пӑхса тухнӑ. Малашне вӗсене унчченхи пек палӑртнӑ вӑхӑтлӑха ҫирӗплетмӗҫ. Миравай судьясем йӗркеллӗ ӗҫлесен е урӑх ҫӗре куҫас темесен тахҫанчченех тӑрӑшма пултарӗҫ. Кун пек тума Раҫҫей шайӗнче йышӑннӑ.
Республикӑн Патшлӑх Канашӗн ларӑвӗнче ӗнер Шупашкарти Мускав районӗн 6-мӗш суд участокӗн миравай судйи пулма Татьяна Антиповӑна ҫирӗплетнӗ, Канаш районӗнчи 2-мӗш суд участокӗпе — Алексей Корсакова, Шупашкарти Калинин районӗнчи 6-мӗш суд участокӗпе — Виктория Новиковӑна, Шупашкарти Мускав районӗнчи 7-мӗш суд участокӗпе — Ольга Петровӑна.
Паян, юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Хӗрлӗ Чутай районӗнче VII созыври Депутатсен пухӑвӗ черетлӗ 13-мӗш ларӑва пухӑннӑ. Унта республика шайӗнчи тӳре-шара та хутшӑннӑ.
Пухӑва Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Инна Волкова, Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн Шалти политика управленийӗн консультанчӗ Юрий Ямсков пырса ҫитнӗ. Ҫакӑ ахальтен мар. Депутатсем пӑхса тухнӑ ыйтусенчен пӗри район пуҫлӑхне — Депутатсен пухӑвӗн пуҫлӑхне суйласси пулнӑ. Ку должноҫе Владимир Ярайкина шанса панӑ.
Владимир Ярайкин 2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче районти Депутатсен пухӑвӗн депутатне суйланнӑ, «Фармаци» унитарлӑ предприятин гендиректорӗн заместителӗ.
Районта ҫӗнӗ пуҫлӑха суйлани унчченхи пуҫлӑх, Владимир Мурайкин, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗн мандатне тивӗҫнипе ҫыхӑннӑ.
Авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче эпир тӗрлӗ шайри депутатсене суйларӑмӑр. Чӑваш Енӗн Ҫӗнӗ, ҫиччӗмӗш, созыври депутачӗсем, ав, ҫак эрнере пӗрремӗш ларӑва пухӑнчӗҫ.
Сесси хыҫҫӑн «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи кӑларӑм кӑсӑклӑ темиҫе пӗтӗмлетӳ тунӑ.
Пӗрремӗшӗнчен, Чӑваш Енӗн парламентӗнче арлӑх енӗпе танмарлӑх хуҫаланать. Ҫӗнӗ созыва суйланнӑ 44 депутатран хӗрарӑмсем 4-ӑн ҫеҫ. Ҫав вӑхӑтрах чи ҫамрӑк депутат – хӗрарӑм. Ку вӑл – 21 ҫулти Ксения Семенова. Чӑваш парламентне вӑл «Ҫӗнӗ ҫынсем» партирен суйланнӑ.
Кӑсӑклӑ тепӗр самант – регионӑн парламенчӗ нумай партиллӗ пулни. Унта 6 парти пайташӗ суйланнӑ.
ЧР Патшалӑх Канашӗнчи коммунистсен икӗ фракци тейӗн. Вӗсенчен пӗрне, пилӗк депутата Шурчанов ертсе пырать теме юрать, тепӗр икӗ депутатран тӑракан йыша – Андреев теме пулать.
Паянтан Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Олег Ладыков пулманни пирки пӗлтертӗмӗр. Аса илтерер: вӑл РФ Президенчӗн Чӑваш Енри тулли праваллӑ элчин тивӗҫӗсене пурнӑҫлӗ тата Министрсен Кабинечӗн председателӗн ҫумӗ пулӗ.
Алексей Ладыков ку должноҫра 10 ҫул ӗҫленӗ. Паян Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсем ун вырӑнне ҫӗнӗ ҫынна суйланӑ. Нумайӑшӗ Мускав районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗшӗн Андрей Петровшӑн сасӑланӑ. Ҫапла майапа вӑл хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлӗ.
Паян, авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн ҫиччӗмӗш созыври Патшалӑх Канашӗ хӑйӗн пӗрремӗш ларӑвне пуҫтарӑннӑ. Кун йӗркине кӗртнӗ ыйтусем, тӗпрен илсен, йӗркелӳ саманчӗсемпе ҫыхӑннӑ. Вӗсенчен пӗри – парламент ертӳҫине суйласси. ЧР Патшалӑх Канашӗн Председателӗ пулма Леонид Черкесова шаннӑ.
Леонид Черкесов юлашки ҫулсенче РФ Патшалӑх Думин депутачӗ пулнӑччӗ.
«Пысӑк шанӑҫшӑн сире, хисеплӗ ӗҫтешӗмсем, тав тӑватӑп. Республика парламентне тухӑҫлӑ ӗҫлеттерессишӗн хамӑн мӗнпур пӗлӳпе, опытпа усӑ курӑп», – тенӗ Леонид Черкесов.
Аван уйӑхӗн 27-мӗшӗнче «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти Шупашкар мэрӗ пулнӑ, халӗ РФ Патшалӑх Думин депутатӗнче ӗҫлекен Леонид Черкесова ЧР Патшалӑх Канашӗн председательне лартма сӗннӗ.
Ыран, авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Патшалӑх Канашӗн ҫиччӗмӗш созывӗн пӗрремӗш сессийӗ пулать. Шӑпах унта председателе, унӑн ҫумне, комитетсен председательне, аппарт ертӳҫине, Чӑваш Ен сенаторне суйлӗҫ. Патшалӑх Канашӗн депутачӗсенчен ытларахӑшӗ, 30-шӗ, - «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗсем. Ҫавна май Леонид Черкесовӑн председатель пулас шанчӑк пысӑк.
Ҫавӑн пекех Шутлавпа тӗрӗслев палатин ертӳҫине палӑртӗҫ. Ку пукана Светлана Арисова йышӑнма пултарӗ.
Паян, авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумне – вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрне Алла Салаевӑна ӗҫрен кӑларнӑ. 150-мӗш номерлӗ хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Алла Салаевӑна должноҫран хӑтарни вӑл РФ Патшалӑх Думине депутата суйланнипе ҫыхӑннине тавҫӑрма йывӑр мар. Алла Салаева – «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗ.
Алла Леонидовна 1979 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ. 2000 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен историка вӗренсе тухнӑ, 2002 ҫулта — Патшалӑх службин Атӑл-Вятска академийӗнчен. Педагогика наукисен кандидачӗ. Чылай ҫул Шупашкар хула администрацийӗнче тӑрӑшнӑ.
Паян, авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, пирӗн республикӑра виҫӗ кунлӑх сасӑлав тапхӑрӗ пуҫланчӗ. Сасӑлав правипе усӑ курас кӑмӑллисем унта ирхи 8 сехет хыҫҫӑн суйлава хутшӑнма пултарӗҫ. Суйлав участокӗсем ҫынсене йышӑнма хатӗр. Вӗсем пирӗн республикӑра пурӗ 1108 шутланаҫҫӗ.
Пӗрлехи сасӑлав кунӗнче РФ Патшалӑх Думин саккӑрмӗш созыври депутачӗсене, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн ҫиччӗмӗш созыври депутачӗсене, хӑш-пӗр муниципалитетра Депутатсен вырӑнти пухӑвӗсене депутатсене суйлама май пулӗ. Красноармейски тата Ҫӗмӗрле муниципалитет округӗсенче Депутатсен пухӑвӗсен пӗрремӗш созывне депутатсене суйлӗҫ.
Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, «Пӗрлӗхлӗ Раҫей» партин пайташӗ, Вӑрнарти аш-какай комбиначӗн директорӗ Юрий Попов машинӑпа ҫул хӗррипе пынине видеорегистратор ҫине ӳкерсе илекенсем тупӑннӑ.
Вӑл К781ЕУ 21 номерлӗ «Мерседес» автомобиль рулӗ умӗнче ларса пынӑ. Машина Вӑрнарти аш-какай комбиначӗн харпӑрлӑхӗнче шутланать иккен.
Пӑтӑрмах пирки «Руль умӗнче» порталта ҫырса кӑтартнӑ. Унта пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫул-йӗр правилине пӑсакан ҫав ҫын тепӗр икӗ уйӑхран 60 ҫул тултарӗ. Ҫамрӑк мар пулин те вӑл ҫул айккипе кайма хирӗҫ мар иккен.
Депутата ҫул айккипе иртсе кайма тепӗр машина кансӗрленӗ. Анчах кӑштахран Попов машини каллех ҫул айккипе сиксе тухнӑ. Хӑйне кансӗрленӗ водителе вӑл ятлсшӑн пулнӑ имӗш, анчах лешӗ телефонпа ӳкернине курсан хӑйне тытса чарнӑ-мӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Александр Георгиевич, чӑваш кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |