
Шупашкарта студенткӑна банкомат умӗнчех ҫаратса кайнӑ.
Ку нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкарти суту-илӳ ҫуртӗнче пулса иртнӗ. 16 ҫулти хӗр банкомат патне пырса 95 пин тенкӗ илнӗ. Хайхискер телефон туянасшӑн пулнӑ иккен.
Анчах... Укҫана алла тытнӑ кӑна – хыҫалта тӑракан арҫын 95 пин тенке туртса илнӗ те тарнӑ. Хӗр ун хыҫҫӑн чупнӑ, анчах хӑваласа ҫитеймен. Ҫапла унӑн полицие кайма тивнӗ.
Полицейскисем кеҫех вӑрра, 30 ҫулти арҫынна, тытнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Куславкка тӑрӑхӗнчи арҫын паллакан хӗрарӑмӑн 500 пин тенкине вӑрланӑ. Ҫав хӗрарӑм упӑшки ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ, унта пуҫ хунӑ.
Ҫав кун арҫын ун патӗнче хӑнара пулнӑ. Хайхискер хӗрарӑм асӑрхаман чухне унӑн телефонне тытса банк сарӑмне кӗнӗ, 500 пин тенке хӑйӗн счечӗ ҫине куҫарнӑ.
Тепӗр кунхине те вӑл ун патне хӑнана килнӗ. Хальхинче хваттерте упраннӑ 96 пин тенке вӑрласа кайнӑ.
Арҫын куншӑн явап тытнӑ. Суд ӑна 4 ҫуллӑха тӗрмене хупма йышӑннӑ.

Вӑрнар округӗнче пурӑнакан арҫыннӑн импульс генераторне тата аккумуляторне 5 ҫул каялла вӑрланӑ. Ун чухне вӑл 20 пин ытла тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
Ҫухалнӑ япаласене тӳрех йытӑпа шыранӑ. Анчах усси пулман. Япаласене шырав базине кӗртнӗ.
Халӗ, 5 ҫул иртсен, Вӑрнарти оперативниксем вӑрланӑ генератора Вӑрнарта пурӑнакан арҫын патӗнче тупнӑ. Ӑна тытса чарнӑ, вӑл айӑпне йышӑннӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Шупашкарта Мускав проспектӗнче вырнаҫнӑ пульницӑра пӗр хӗрарӑмӑн укҫине вӑрланӑ. Кун пек хӑтланнӑ тесе пӗр арҫынна шанмаҫҫӗ, ӑна палласа илекенсене йӗрке хуралҫисене пелтерме ыйтаҫҫӗ. Арҫын видеокамера ҫине лекнӗ.
Пӑтӑрмах пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче 12 сехет тӗлӗнче пулса иртнӗ. Хӗрарӑмӑн енчӗкӗ куртка кӗсйинче пулнӑ. Унта документсем тата 40 пин тенкӗ ытларах укҫа пулнӑ.

Кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче Куславкка округӗнчи 57 ҫулти хӗрарӑм Кивӗ Тӗрлемес станцийӗ патӗнчи лавкка умӗнче сумкине вӑхӑтлӑха хӑварнӑ. Таврӑннӑ та… вӑл ҫук. Сумкӑра вара документсем, телефон тата шӑнтнӑ катлет пулнӑ. Хӗрарӑм кун пирки тӳрех полицие пӗлтернӗ.
Аслӑ следователь Алена Аристархова сумкӑри телефон номерӗпе шӑнкӑравлама пуҫланӑ. Пӗр ҫын картишре юр тасатнӑ вӑхӑтра телефон сассине илтнӗ. Вӑл урама тухса сумкӑна тупнӑ. Ун ҫинче йытӑ шӑлӗн йӗрӗсем пулнӑ. Йытӑ сумкӑна тӑлланӑ, анчах катлета кӑларайман.

Шупашкарти кинолог лавккана кайнӑ та ӑнсӑртран вӑрра тытса чарнӑ. Ку полици прапорщикӗпе, ШӖМӗн Кинологи службин инспектор-кинологӗпе Алексей Пятаковпа пулса иртнӗ.
Раштавӑн 15-мӗшӗнче каҫхине вӑл Эгер бульварӗнчи супермаркета кайнӑ. Ӑнсӑртран вӑл хӑйне темлерех тытакан арҫынна асӑрханӑ. Хайхискер ҫӳлӗксем ҫинчи тавара илнӗ те кӗсьене чикнӗ. Кассӑна пырсан вара пӗр ҫӑкӑршӑн кӑна тӳленӗ.
Алексей Пятаков кун пирки лавкка хуралҫине пӗлтернӗ. Вӑл патрульпе пост службин нарячӗ киличчен ҫав арҫынна ниҫта та яман, тытса тӑнӑ.

Шупашкарти 20-ри хӗр пӗрле пурӑнакан хӗр тусӗн апачӗ ҫине ҫывӑратакан эмел янӑ та унӑн 5 пин ытла тенкине вӑрланӑ.
Шар курнӑ хӗрарӑм укҫа ҫухалсан полицие кайнӑ. Йӑлтах каласа кӑтартнӑ: 5 пин те 400 пин тенке вӑл хваттер илме пухнӑ, ӑна банкра упранӑ. Кӑшт маларах унран пӗрле пурӑнакан 20 ҫулти хӗр укҫа ыйтнӑ иккен. Ҫавӑнпа полици укҫана вӑл вӑрлама пултарать тесе шухӑшланӑ.
Чӑнах та, кайран ҫакӑ палӑрнӑ: 20-ри хӗр патне ултавҫӑсем шӑнкӑравланӑ, вӗсене ӗненсе вӑл хӑйӗн 700 пин тенкине куҫарса панӑ. Лешсем ӑна тусӗн укҫине те «деклараци» тумаллине ӗнентернӗ, укҫана курьера пама, Чулхулана кайса унта «ФСБ ӗҫченӗсенчен» хушу кӗтме хушнӑ. Хӗр тусӗ нимӗн те ан систӗр тесе вӑл унӑн апачӗ тата чейӗ ҫине ҫывӑратакан эмел янӑ. Лешӗ ҫывӑрнӑ чухне ултавҫӑсем хушнине пурнӑҫланӑ та.
20-ри хӗр тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Шупашкарти маркетплейс ӗҫченӗ тавар вӑрланӑ. Раштав пуҫламӑшӗнче Шупашкарти тавар паракан пунктран маркетплейс складне пушӑ темиҫе курупка таврӑннӑ. Хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗсем йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсем тавар паракан пунктра ӗҫлекен 21 ҫулти хӗр йӗрӗ ҫине часах тухнӑ.
Вӑл хӑйӗн тата тӑванӗсен ячӗпе тавар саккас панӑ, ҫав шутра ылтӑн вӑчӑра, хаклӑ гаджетсем пулнӑ. Хӗр вӗсене илсе юлса тавара каялла ӑсатанҫи тунӑ. Ҫапла майпа 300 пин тенкӗ ытла тенкӗлӗх япала вӑрланӑ.

Канашра Тутарстанри пенсионера суд тӑвӗҫ. Ҫав ҫын пуйӑсра тепӗр ҫыннӑн телефонне вӑрланӑ.
Пӑтӑрмах пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗнче пулса иртнӗ. «Мускав – Екатеринбург» пуйӑсра Екатеринбургра пурӑнакан 69 ҫулти хӗрарӑмӑн телефонӗ ҫухалнӑ. Вӑл ӑна сӗтел ҫине хунӑ, ҫиелтен хутаҫпа витнӗ. Ҫывӑрса вӑраннӑ хыҫҫӑн телефон ҫуккине асӑрхасан тепӗр номерпе хӑйӗн телефонӗ ҫине шӑнкӑравланӑ, анчах телефона сӳнтерсе хума ӗлкӗрнӗ пулнӑ.
Телефона Тутарстанра пурӑнакан 65 ҫулти арҫын вӑрланӑ иккен.

13 ҫулти арҫын ача самокат арендӑна илнӗ те ӑна сӳтнӗ, пайӗсене вӑрманта пытарнӑ.
Арҫын ача ӑна малтан подъездра тытнӑ, кайран, хӑраса ӳксен, вӑрмана илсе кайнӑ.
Вӑл электросамоката ашшӗн даннӑйӗсемпе тара илнӗ. Хуҫи, кикшеринг компанийӗн пуҫлӑхӗ, самокат ҫухалсан полицие пынӑ. Вӑрра тӳрех тупнӑ. Ӑна шута илнӗ.
