Ӗнер Шупашкар районӗнчи Ҫатра-Лапсарти шкулта Афганистанри хирӗҫ-тӑрура хӑй вӑхӑтӗнче пуҫне хунӑ Александр Сорокин ячӗпе асӑну хӑми уҫнӑ.
Александр Сорокин асӑннӑ районти Ҫатракасинче 1964 ҫулхи ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ҫуралнӑ, Ҫатра-Лапсарти шкулта вӗреннӗ. Афганистанра спецназ йышӗнче БМПн оператор-наводчикӗ пулнӑ. 1983 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче вилнӗ. Ӑна Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе наградӑланӑ.
Асӑну хӑмине уҫнӑ ҫӗре районти тӗрлӗ тӳре-шара тата пачӑшкӑ пырса ҫитнӗ. Асӑну хӑмине уҫма Афганистан ветеранӗсен пӗрлешӗвӗн пайташӗсене шаннӑ.
Хальхи вӑхӑтра теприсем «айван, никама кирлӗ мар вӑрҫӑ» тесе хаклакан ҫав хирӗҫ-тӑрура ҫар тивӗҫне пурнӑҫласа пуҫӗсене хунисене асӑнса пӗр минут шӑп тӑнӑ.
Сӑнсем (24)
Шурча пӑлхавӗн ахрӑмӗ 172 ҫулта (1842–2014). Муркаш районӗнчи Шурча ялӗ ҫумӗнчи сӑртра — тӑванла вил тӑпри. Кунта халӑх ӗҫӗшӗн пуҫне хунӑ 36 хресчене пытарнӑ. Выльӑх ҫӑви ҫине, пӗр шӑтӑка чӑвашне те ҫармӑсне те пӗрле хунӑ. Владимир Геннадьевич (Тимӗр) Тяпкин «Сӑвар» фончӗн вице-президенчӗ йӗркеленипе ҫу уйахӗн 28-мӗшӗнче пӗчӗк ушкӑн пӑлхава хутшӑннисене сума суса, 1962 ҫулта патшапа улпутсене хирӗҫ ҫапӑҫнӑ паттӑрсене асӑнса лартнӑ тӑванла вил тӑпри ҫине, чӗрӗ чечексем хучӗ. Чӑваш йӑлипе икерчӗпе, ҫӑмартапа тата ҫӳхӳпе вилнисене асӑнчӗ. Вилнисене пуҫ тайнӑ май ҫак вырӑнта ҫӗнӗ палӑк лартма май тупмалли ҫинчен сӑмах хускатрӗҫ. Ҫитес ҫулсенче шкул ачисене те илсе килсе тӑван халӑх историйӗпе паллаштармалли пирки калаҫрӗҫ.
Кӑҫал Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи чарӑннӑранпа 69 ҫул ҫитнине паллӑ тӑватпӑр. Ҫӗршывӑмӑра фашистсенчен хӑтарас ӗҫре Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ Александр Кочетовӑн тӳпе пӗчӗк мар. Совет Союзӗн Геройӗ, летчик тӑшмансен 34 самолетне ҫапса ӳкернӗ, тӳпене 480 хут вӗҫсе хӑпарнӑ. Пушӑн 8-мӗшӗнче Александр Кочетов 95 ҫул тултарнӑ пулӗччӗ. Унӑн кӗҫӗн мӑнукӗ Аделина Сотникова та ҫӗршывӑмӑршӑн сахал мар ҫитӗнӳ тунӑ.
Вӑрҫӑ паттӑрӗ Улатӑрта ҫуралнӑ, унтах вӗреннӗ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулӗсенче хулара аэроклуб пулнӑ. 1938 ҫулта Александр Кочетов вӗҫев клубне ӑнӑҫлӑ вӗренсе пӗтернӗ. Кун хыҫҫӑнах Энгельсри ҫар-авиаци клубне кайнӑ. 1940 ҫулта вӑл Киеври ҫар округӗнче ҫар службинче тӑнӑ.
Александр Кочетов вӑрҫӑ пуҫлансанах фронта кайнӑ. Ҫав ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче вӑл хӑйӗн пӗрремӗш ҫитӗнӗвне тунӑ: Гитлер бамбардировщикне персе антарнӑ. Икӗ кунрах каллех тӑшман самолетне аркатнӑ. 1942 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа вӑл Сталинграда хӳтӗленӗ ҫӗре хутшӑннӑ. Унтан — Ҫурҫӗр Кавказ, Кубань ҫинчи ҫапӑҫусем, Крыма тӑшманран хӑтарни. 1943 ҫул тӗлне ентешӗмӗр нимӗҫсен 19 истребительне аркатнӑ. Тепӗр ҫулхине ҫулла Александр Кочетов кӗске отпуск вӑхӑтӗнче Улатӑрта пулнӑ.
Улатӑрсем Черниговри хӗрлӗ ялавлӑ 76-мӗш сывлӑш-десант гварди дивизин 104-мӗш полкӗн 6-мӗш ротине нихӑҫан та манмӗҫ. Паттӑр салтаксем Чечняри Аргун ҫурӑкӗ витӗр айлӑма, унтан Дагестана тухма тӗллевленнӗ боевиксен ҫулне пӳлнӗ. Ку ӗҫ 2000 ҫулхи нарӑсӑн 29-мӗшӗнче пулнӑ. Салтаксем хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр ҫапӑҫнӑ, 2,5 пин бандита тытса чарнӑ. Ротӑри 90 ҫынран 6-шӗ ҫеҫ чӗрӗ юлнӑ. Паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн 22-шне Раҫҫей Паттарӗн ятне панӑ. 69 салтака тата офицера Паттӑрлӑх орденӗпе чысланӑ.
Ҫак пулӑма асра тытса Улатӑрта «Астӑвӑм ҫурти» акци иртнӗ. Ӑна Чечня Республикинче салтак десантниксене халалланӑ. Ҫак акцие «Федор Ушаков таса чунлӑ ҫар ҫынни ячӗллӗ дружина» ҫар-патриот клубӗ йӗркеленӗ. Каҫхине клуб воспитанникӗсем Д.В.Макаров ертсе пынипе стройпа Воинсен обелискӗ патне утнӑ. Кунта мероприяти иртнӗ. Сӳнмен ҫулӑм патӗнче хисеп караулне тӑнӑ. Ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне вилнӗ салтаксен кашнин ятне вуланӑ. Акцие хутшӑнакансем алӑра ҫунакан ҫурта тытса пӗр минут шӑп тӑнӑ.
Афган вӑрҫи пирки паян тӗрлӗрен калаҫакан пур. Паттӑрла теме ӑна никамӑнах та чӗлхи ҫаврӑнмасть-тӗр. Апла-и,к апла-и, анчах ют ҫӗрте миҫе совет салтакӗ пуҫ хунине вара асран ниепле те асран кӑлараймӑн. Тата мӗн чухлӗ амӑшӗ унта ывӑлне ҫухатнине те манма юрамасть. Ҫывӑх ҫынна, тӑван тӗпренчӗке, ҫухатнӑ ҫыннӑн суранӗ тем чухлӗ ҫул иртсен те тӳрленмест-ҫке. Патӑрьел районӗнчи Сител ялӗнче пурӑнакан Роза Журавлева та пӗртен пӗр ывӑлне Афган вӑрҫинче ҫухатнӑ. Тӑватӑ ача амӑшӗ ачисене пӗччен ура ҫине тӑратнӑ. Пӗве кӗнӗ ывӑлне салтака пуҫтарса кайнӑ, унтан вӑл тупӑкра таврӑннӑ…
Афган вӑрҫинче ывӑлне ҫухатнӑ амӑшӗ патӗнче нумаях пулмасть тӑван тӑрӑхри, Пӑлапуҫ-Пашьелти вӑтам шкулта вӗренекенсем, пулнӑ. Вӗсем ватӑпа юмахлама та, кил хушшинчи юра туртса пама та ӗлкӗрнӗ. Ыр кӑмӑллӑх ӗҫне ачасем Афганистанран совет ҫарӗсене илсе тухни чӗрӗк ӗмӗр ҫитнине халалласа йӗркеленӗ.
Сӑнсем (17)
Шӑп та лӑп 95 ҫул каялла, 1918 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗнче, Францири Компьень хулинче Германи парӑнни пирки мирлӗ килӗшӳ алӑ пуснӑ. Ҫапла май тӑватӑ ҫул та виҫӗ уйӑх тӑсӑлнӑ Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи вӗҫленнӗ.
Ку вӑрҫӑра 10 миллиона яхӑн ҫын вилнӗ, 20 миллиона яхӑн — аманнӑ. Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи политика карттине те самай улӑштарнӑ: Европӑра Германи, Австрипе Венгри тата Раҫҫей империйӗ саланнӑ, Азинче — Оттоман империйӗ пӗтнӗ. Советсен Пӗрлӗхӗн никӗсне хывасси те ҫак вӑрҫӑпа ҫыхӑннӑ тесен йӑнӑш пулмӗ.
Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи чӑваш ҫӗрне витӗм кӳмесӗр иртсе кайман. Раҫҫей империне кӗнӗ май фронта чӑвашсене те ӑсатнӑ. Унсӑр пуҫне вӑрҫӑ Раҫҫейшӗн ӑнӑҫсӑр пынӑ май хаксем хӑпарнӑ, ӗҫ укҫи пӗчӗкленнӗ — пурнӑҫ йывӑрланса пынӑ.
Чӳкӗн 11-мӗшӗ Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫинче пуҫа хунӑ салтаксене асӑнмалли кун шутланать.
Хветӗр Уяр ҫырнӑ /lib/haylav/1552.html«Таната» историллӗ хайлавне вулакансем Шурча таврашӗнчи пулса иртнӗ ӗҫ-пуҫсене роман йӗркисенче сӑнама пултарнӑ. Чӑваш халӑхӗ танмарлӑха хирӗҫ, тӗрӗс-тӗкел пурнӑҫшӑн 1842 ҫулта хӗрӳ ҫапӑҫавӑва тухнӑ.
Ку историллӗ лару-тӑру ҫинчен ҫынсем манса та кайнӑ пуль тейӗн, анчах ҫук-ха, Муркаш районӗнче паянхи кун та ҫав вӑхӑтри пулӑмсене асра тытаҫҫӗ, асӑну палӑкӗ патне пухӑнса вӑл вӑхӑтри хӑюллӑ кӗрешӗве тухакансене чыслаҫҫӗ.
Ӗнер та ак, ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче 171 ҫул каялла пулса иртнӗ Шурча вӑрҫӑри ӗҫ-пуҫсене аса илсе, юн тӑкнӑ ҫӗршӗр кӗрешекене асӑнса палӑк умӗнче асӑну пухӑвӗ иртрӗ.
Историлле пулӑмсене, самаях тӑван халӑхпа ҫыхӑннӑ лару-тӑрусене пӗлсе тӑни, чыслани паянхи ӑрушӑн усӑллӑ пулӗ. «Тӑван халӑх историне пӗлмесӗр, пуласлӑх патне ҫул такӑрлатаймӑн», — тесе ахальтен мар калаҫҫӗ халӑхра.
Паян ирхине, чӳкӗн 23-мӗшӗнче Кӑнтӑрпа Ҫурҫӗр Корея хушшинчи хирӗҫӳ вӑйланнӑ — ирхине ҫӳрҫӗрти патшалӑх ҫарӗ тупӑсенчен Енӗпхентӑ (выр. Енпхендо) архипелагне кӗмсӗртеттернӗ. Кӑнтӑр Корея ҫарӗсем тӑхтаса тӑмасӑрах вӗсене хирӗҫ хуравланӑ. Ҫурҫӗр Корея кӳрше хирӗҫ 200 снаряд вӗҫтернӗ, Кӑнтӑр Корея 80 хут пени паллӑ.
Ренхап агентство пӗлтернӗ тӑрӑх кӑнтӑр корейсен пӗр салтакӗ вилнӗ. CNN вара 15-ккӗшне аматни пирки пӗлтерет. Ҫурҫӗртисен хушшинче миҫе салтак вилнипе аманни пирки хальлӗхе паллӑ мар-ха.
Ку хирӗҫӳ Азири фонд индексӗсене те пырса тивнӗ — вӗсем 1-2% чакнӑ. Тупӑран пӗр-пӗрне пени доллар хакне ӳстернӗ, корей вонӗн хакне чакарнӑ.
Пулӑма тишкерекенсем вӑрҫӑ сӑлтавӗ нумай пулмасть патшалӑхсен чикки ҫывӑхӗнче кӑнтӑр корейсемпе мериккансен ҫарӗсем вӗренӳ ирттернипе ҫыхӑннӑ тесе шутлаҫҫӗ. ДКХР ӑна хирӗҫ тӑни паллӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |