Велосипедистсем ҫуллахи сезона пуҫланӑ. Ҫӗршыври чи малтанхи ӑмӑртусем Краснодар енӗнче иртнӗ. Унта Чӑваш Ен спортсменӗсем те хастар пулнӑ.
Пӗтӗм Раҫҫейри турнирта 1999-2002 ҫулсенче ҫуралнӑ яшсемпе хӗрсем тупӑшнӑ. Чӑваш Республикин чысне унта яланхи пекех Шупашкарти Олимп резервӗсен ятарлӑ 7-мӗш спорт шкулӗн ҫамрӑкӗсем хӳтӗлени пирки плтерет "Хыпар" хаҫат. Уйрӑм стартсенче пуринчен ытларах Олеся Крыловӑпа Анжела Кадышевӑна, Александр Федотовпа Илья Мулендеева ӑннӑ. Вӗсем тӗрлӗ дистанцире 2-3-мӗш вырӑнсене йышӑннӑ.
Ҫак ӑмӑрту вӑхӑтӗнчех маунтинбайкистсем ҫӗршыв кубокӗшӗн вӑй виҫнӗ. Сӑртлӑ-туллӑ трасса ҫинче хӗрарӑмсен ушкӑнӗнче 2,8 километрлӑ дистанцие пӗрремӗш вӗҫлесе Ольга Терентьева ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ, РФ спорт мастерӗн нормативне тултарчӗ.
Чӑваш Ен каччи, велосипедпа ҫулҫӳреве тухнӑскер, ҫак кунсенче Кавказ тӑрӑхне ҫитнӗ. Унтан Беслана кайнӑ.
Никита Васильев Раҫҫейпе Грузи чикки урлӑ пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче каҫнӑ та Владикавказ тӑрӑх ҫӳреме тытӑннӑ. Никита каланӑ тӑрӑх, Ереванран Карабах таран 350 ҫухрӑм. Ҫул сӑртсем урлӑ выртать. Никита Васильев тӗнче курса ҫӳренӗ хыҫҫӑн, ҫичӗ уйӑхран, Раҫҫей ҫӗрӗ ҫине кӗнӗ.
Чӑваш каччине Владикавказри транспорт шавӗ йӑлӑхтарнӑ-мӗн. Бесланра ӑна ӑшшӑн та тарават кӗтсе илнӗ. Унта велокультура та вӑйлӑ аталаннӑ-мӗн.
Халӗ Никита Васильев Бесланра. Унтан вӑл Чӑваш Ене килме тухасшӑн.
Дмитрий Медведев ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнсенче водительсене тепӗр урапана хӑваласа иртме чаракан хушӑва алӑ пуснӑ. Унта ҫуран ҫул каҫакан пур-и е ҫук-и — халӗ пӗлтерӗшлӗ мар. Унччен ҫын ҫук чухне хӑваласа иртме юранӑ.
Хушу хӑҫан вӑя кӗресси пирки ҫырман. Эппин, вӑл официаллӑ мелпе пичетленсен вӑя кӗрӗ.
Велосипедҫӑсемпе мопедҫӑсене те «зебра» урлӑ каҫма чарнӑ. Унччен ку пункта правилӑра ҫырман. Халӗ вара вӗсен «зебра» урлӑ каҫмалла тӑк вӑхӑтлӑха водитель пулма чарӑнмалла: велосипед е мопед ҫинчен анмалла.
Документра ҫуран ҫӳрекенсен тӗттӗм чухне, ял-хулара мар утнӑ вӑхӑтра, йӑлтӑртатакан ятарлӑ япала йӑтса ҫӳремелле. Хулара та ку япалана хальхи пекех йӑтса ҫӳреме сӗнеҫҫӗ. Ку пункт ҫитес ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗрӗ.
Чӑваш Енри Никита Васильев, велосипедпа ҫулҫӳреве тухнӑскер, Кавказ тӑвӗсем патне ҫитнӗ. Унта вӑл тӗнче тетелӗнчи тусӗсемпе, вырӑнти журналистсемпе тӗл пулнӑ.
— Палӑртнӑ маршрут ҫук. Ӑҫталла ҫил вӗрет — унталла каятӑп. Хӑш чухне ҫиле хирӗҫ те… Ытларах республикӑри пысӑк хуласене ҫитетӗп, унта халӑх «тӗсне» курма пулать, — тенӗ Никита.
Никита Васильев 18 ҫулта Беларуҫа, Украинӑна ҫитсе курнӑ. Чӑваш Ене те велосипедпа ҫаврӑннӑ. Унтан вӑл инҫе ҫула кайма шухӑшланӑ.
Никита Шупашкарта географа вӗренсе тухнӑ. Вӑл кунсерен 100 ҫухрӑма парӑнтарать. Никита ятарласа пӗччен тата укҫасӑр ҫула тухнӑ. Ун пек интереслӗрех-мӗн.
Никита каланӑ тӑрӑх, палаткӑра хӑрушӑ мар. Анчах тусем патӗнче ҫеҫ шиклентерет-мӗн. Унта шакалсем ҫӗрлесерен кӑшкӑраҫҫӗ иккен.
Йошкар-Олари Роман Курзенев велосипедпа ҫулҫӳреве тухнӑ. 23-ри каччӑ кунне 100 ҫухрӑма яхӑн кайма палӑртнӑ. Вӑл тӗнче тавра 7 ҫулта ҫаврӑнма шухӑшлать.
Роман чӗрӗ апат ҫеҫ ҫиет. Ҫулҫӳревре те вӑл улма-ҫырлапа, пахча ҫимӗҫпе тата мӑйӑрпа ҫеҫ апатланасшӑн.
Роман ӗнер Шупашкарта чарӑннӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл Чулхулана, Мускава, Питӗре ҫитесшӗн. Шупашкарта ҫӗр каҫнӑ хыҫҫӑн Роман каллех ҫула тухнӑ.
Ҫулҫӳревҫӗ пӗтӗмпе 201 ҫӗршыва ҫитесшӗн. Хӑйӗнпе пӗрле вӑл ноутбук, телефон тата фотоаппарат илнӗ. Роман апатланмашкӑн кунне 2 доллартан ытларах тӑкакланасшӑн мар.
Йӑлапа килӗшӳллӗн, шӑматкун сывлӑх кунӗ шутланать. Иртнӗ шӑматкун, утӑн 19-мӗшӗнче, Хӗрлӗ Чутай тата Етӗрне районӗсен тӗп пульницисенче ӗҫлекенсем сывӑ пурнӑҫ йӗркине сарас тӗллевпе велосипедсем ҫине ларса уҫӑлма тухнӑ.
Тухтӑрсем хӑйсен пульници умӗнче старт илсе Сӗнтӗр ҫул пӑрӑнчӑкӗнче тӗл пулнӑ. Унтан вӗсем Таланцев пиччӗшӗпе шӑллӗн ҫурчӗ патне ҫул тытнӑ. Унта Леонид Белов фермер вӗсемпе экскурси ирттернӗ.
Ун хыҫҫӑн велоушкӑн Ильин сӑрчӗ патне кайнӑ. Кунта 340 ҫул каялла утӑн 19–20-мӗшӗсенче Емельян Пугачев ҫарӗ тӑнӑ.
Пӗтӗмпе тухтӑрсем 60 ҫухрӑма парӑнтарнӑ. Медиксем кунашкал ҫулҫӳреве пӗрре мар тухнӑ. Пӗлтӗр ав вӗсем Хӗрлӗ Чутай тата Элӗк тӑрӑхӗсенче пулнӑ.
Сӑнсем (12)
Инкек медицинин республика центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи ҫур ҫулта ҫул-йӗр инкекӗнче ҫул ҫитмен 171 ача суранланнӑ. Ҫав шутра велосипедпа тата мотоциклпа ҫӳрекенсем те яланхиллех пур. Юлашкинчен асӑннӑ инкексен шучӗ пӗлтӗрхипе танлаштарса пӑхсан палӑрмаллах ӳсни курӑнать. Цифра чӗлхипе каласан, 28 процент хушӑннӑ.
Ҫуллахи вӑхӑтра вилекенсен йышӗ те нумайланнӑ. Кӑрлач–ака уйӑхӗсенче ҫул-йӗр ҫинчи инкекре ҫул ҫитмен 89 ача суранланнӑ пулсан, ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса ҫӗртмен 25-мӗшӗччен 79-ӑн шар курнӑ. Вӗсенчен 19-шӗ скутерпа, мопедпа е мотоциклпа ярӑнакансем иккен. Вилекен те пулнӑ.
Сӑмах май, хальхи вӑхӑтра ҫул ҫинчи юрӑхлӑ хӑвартлӑх виҫине пӗр айӑплавсӑр 20 ҫух/сех таран пӑсма юрать. Ҫакӑнпа усӑ курса ял-хула таврашӗнче урапаҫӑсем (водительсем) 80 хӑвартлӑхпа ҫурейреҫҫӗ. Саккун кӑларакансем вара ку йӑла ҫынсен (ҫав шутра ачасен те) сывлӑхне хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултарасси пирки пӑшӑрханаҫҫӗ имӗш. Хальхи вӑхӑтра ҫул-йӗрти статистикӑна сӑнаҫҫӗ, енчен те вилекенсен йышӗ ӳсни курӑнать пулсан хӑвартлӑха ӳстерме юракан виҫене 10 таран кӑна хӑварасшӑн иккен.
Шупашкарта хальлӗхе велоҫулсем нумай мар. Вӗсенчен пӗри заливра вырнаҫнӑ, тепри — Етӗрне шоссипе ҫуммӑн. Халӗ тата Президент бульварӗпе юнашар велоҫул йӗркеленӗ. Ун пирки Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче «хальхи велоинфраструктурӑн пӗрремӗш «чӗкеҫӗ» тесе палӑртнӑ.
Ҫул тӑршшӗ — 241 метр иккен. Ҫула ятарлӑ паллӑсемпех кӑтартнӑ. Маутинбайкерсемпе велосипедпа ярӑнма юратакансем унӑн пахалӑхне халех пысӑка хурса хаклани пирки ӗнентерет республикӑн тӗп хулин Ленин район администрацийӗ.
Ҫывӑх вӑхӑтра Шупашкарта тата ҫӗнӗ велоҫулсем уҫӑлмалла. Пӗтӗмпе вӗсен тӑршшӗ 7 ҫухрӑм ытла пулмалла.
Шупашкарти пысӑк суту-илӳ предприятийӗсем тата хӑш-пӗр организацисем велопарковкӑсем йӗркелеме маларахах пуҫланӑччӗ-ха. Халӗ ҫав йӗрке ача-пӑча учрежденийӗсене ҫитнӗ. Тӗп хулан Мускав район администрацийӗ хӑйӗн территорийӗнче вырнаҫнӑ 7-мӗш, 176-мӗш, 200-мӗш ача пахчисем велопарковкӑсем пӑхса хӑварнине пӗлтерет. Асӑннӑ учрежденисем пӗчӗккисен велосипечӗсем валли те, аслисен валли те вырӑн туса хунӑ.
Икӗ урапаллӑ «хурҫӑ утсене» сӑнчӑрлани вӗсене кукӑр алӑллисенчен сыхлама, ачасемпе аслисене велосипеда хӑрамасӑрах лартса хӑварма май парать.
Ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче туртма пӑрахмалли тӗнчери куна палӑртаҫҫӗ. Ҫитменнине тата ҫитес уйӑхӑн 1-мӗшӗнчен чӗлӗм туртма мӗнпур кафере, халӑх пухӑнакан ытти вырӑнта туртма чарӗҫ.
«Русвелос» текен Раҫҫейри юхӑм (ун пекки те пур иккен) ҫӗршывӑн хулисенче «Велосипед чӗлӗмрен лайӑхрах!» велочупусем ирттерӗ. Ун пек мероприятие палӑртнӑ хуласен шутӗнче Мускав, Барнаул, Орск, Петропавловск-Камчатски тата ыттисене асӑннӑ.
Шупашкара илсен, велочупӑва хутшӑнас кӑмӑллисене ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Чапаев скверӗнче кӑнтӑрла иртни икӗ сехетре пухӑнма ыйтаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |