Халӑх инструменчӗсен «Эревет» ансамбльне сумлӑ ята твиӗҫнӗ.
Коллектив Шупашкарти Ача-пӑчапа ҫамрӑксен пултарулӑх центрӗнче ӗҫлет. Нумаях пулмасть ӑна Раҫҫей Федерацийӗн «Халӑх пултарулӑхӗн тава тивӗҫлӗ коллективӗ» ята панӑ. Приказа Раҫҫейӗн Культура министерстви раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Чӑваш Республикин тата Раҫҫейӗн кульурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Сергей Федотов «Эревет» ансамбле 1981 ҫулта йӗркелесе янӑ. Тепӗр вунӑ ҫултан коллектва тӗслӗхлӗ ача-пӑча коллективӗ ят панӑ. Пултарулӑх ушкӑнӗ — Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен премийӗн лауреачӗ.
Муркаш муниципаллӑ округӗнчи Кашмашри культура ҫурчӗ 75 ҫул тултарнӑ, унти «Ӑраскал» юрӑпа ташӑ ансамблӗ — 25 ҫул. Кун пирки халӑх тетелӗсенчен пӗринче Любовь Рыжкова пӗлтернӗ.
«Кашмаш ялӗнче паян пысӑк уяв — юбилей каҫӗ, пулса иртрӗ. Роза Николаева ҫирӗппӗн ертсе пынипе ҫулсеренех кунта халӑх театрӗ те, халӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ те аталансах, ешерсех пыраҫҫӗ. Кашмашри культура ҫурчӗн малашлӑхӗ пысӑк та ҫутӑ пуласса шанатӑп эпӗ. Ҫапла пултӑр!» — тесе ҫырнӑ маларах асӑннӑ ҫӑлкуҫра.
Сӑмах май каласан, ялти юрӑпа ташӑ ансамблӗ Чӑваш Республикин Культура министерствин приказӗпе килӗшӳллӗн «халӑх» ятне тивӗҫнӗ.
Раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Вӑрнарти культура ҫуртӗнче халӑх пултарулӑхӗн конкурсӗсен «Фестивальсен фестивалӗ – 2023» республикӑри фестивальсен лауреачӗсен фестивалӗ иртнӗ.
Гала-концерта Шупашкарти «Суварята» ача-пӑча коллективӗ, «Мадригал» академи камера хорӗ, «Каприс» халӑх вокал ансамблӗ, халӑх инструменчӗсен «Эревет» ансамблӗ; Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи «Кукашни» фольклор коллективӗ, Муркаш тӑрӑхӗнчи «Шуҫӑм» юрӑпа ташӑ ансамблӗ, Канаш районӗнчи «Янрав» инструмент ансамблӗ, Каҫал тӑрӑхӗнчи «Кубняночка» вокал ансамблӗ, Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи «Ахах» вокал ушӑнӗ тата Вӑрнар тӑрӑхӗнчи «Тивлет» юрӑпа ташӑ ансамблӗ, «Чаршав» халӑх театрӗ, «Санар» фольклор коллективӗ хутшӑннӑ.
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Ҫӗмӗрлери ятарлӑ автомобильсен завочӗн вокалпа инструментсен ансамбльне Андрей Малаховӑн кӑларӑмӗнче кӑтартрӗҫ.
Андрей Малахов ертсе пыракан «Песни от всей души» шоуна шӑматкунсерен тата вырсарникунсерен «Россия1» телеканалпа кӑтартаҫҫӗ. Ӗнерхи кӑларӑмра Ҫӗмӗрлери заводӑн «Трудовые резервы» вокалпа инструментсен ансамблӗ пулчӗ. Ушкӑнра — заводра тӑрӑшакан арҫынсем. Вӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, репетицие эрнере икӗ хутчен пухӑнаҫҫӗ.
Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче балетмейстера ҫирӗплетнӗ. Ку яваплӑха Алексей Тимошенко пурнӑҫлӗ.
Алексей Викторович малтан Кострома облаҫӗнчи культура колледжӗнче вӗреннӗ, кайран — Мукскаври культура институтӗнче. Вӑл — Пӗтӗм Раҫҫейри тата тӗнчери конкурссен лауреачӗ.
Тӗрлӗ ҫулта Алексей Тимошенко «Волга-Волга», «Белые Ночи» ансамбльсен балет артистӗнче, Хӗвеланӑҫ ҫар округӗн юрӑпа ташӑ ансамблӗнче ӗҫленӗ, «Край» ташӑ театрне ертсе пынӑ. 2022 ҫулхи ҫурлп уйӑхӗнченпе вӑл Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн балетмейстерӗн тивӗҫне пурнӑҫланӑ.
Ыран, чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн вокалпа хореографи студийӗн преподавателӗсем тӗрлӗ халӑх ташшине ташлама хӑнӑхтарӗҫ.
Ансамбль артисчӗсем ташӑри кашни хускану мӗне пӗлтерни ҫинчен каласа кӑтартӗҫ.
Ӑсталӑх сехечӗ Шупашкарти Хусанкай урамӗнчи 20-мӗш ҫуртра иртӗ. Вӑл 16 сехетре пуҫланӗ. Унта 6-13 ҫулсенчи ачасене йыхравлаҫҫӗ.
Етӗрне муниципаллӑ округӗнче «Семейные традиции — основа крепкой семьи» (чӑв. Ҫемье йӑли-йӗрки — ҫирӗп ҫемье никӗсӗ) фестиваль иртнӗ. Ӑна XlX ӗмӗрти чӑваш хресченӗн хуҫалӑхӗн музейӗнче йӗркеленӗ.
Унта ҫамрӑк ҫемьесем хутшӑннӑ. Вӗсем валли тӗрлӗ ӑсталӑх лаҫҫисем ӗҫленӗ. Музейри ӑсталӑх класӗсем урлӑ ҫемьери йӑла-йӗркене тытса пыма, ҫитӗнекен ӑрӑва унпа паллаштарма тӗллев лартнӑ.
Программӑра виҫӗ ӑсталӑх лаҫҫи ӗҫленӗ: «Хуран кукли», «Уяв», «Чуччу».
Фестивале пухӑннисем чӑвашла тумланнӑ. Ӑсталӑх лаҫҫисене вырӑнти «Ачак ен» фольклор ансамблӗ чӑваш юррисемпе пуянлатнӑ.
Чӑваш Енри ҫӑлавҫӑсем Пӗтӗм Раҫҫейри музыка конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.
Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗн «Служу Отечеству» вокалпа инструментсен ансамблӗ «Музыка миксӗ» номинацире ҫӗнтернӗ.
Ансамбле пушар хуралӗн ветеранӗ Андрей Барабанов ертсе пырать. Солисчӗсем — Андриян Павлов, Максим Моторкин тата Евгений Назаров.
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗнчи «Калинушка» хора ҫӳрекен ватӑсем чӑваш спектаклӗсене юратаҫҫӗ.
Валентина Телей музыка ертӳҫи пӗлтернӗ тӑрӑх, театра вӗсем час-часах ҫӳреҫҫӗ. Иртнӗ эрнере, авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, хора ҫӳрекенсем малтан Атӑл хӗррине уҫӑлса ҫӳреме кайнӑ, унтан Чӑваш академи драма театрӗнче Арсений Тарасов хайлавӗпе лартнӑ «Туя туй пек тãвар-и?» камите курнӑ.
«Пирӗн хора ҫӳрекенсенчен нумайӑшӗ чӑвашла ӑнланмасть. Апла пулин те чӑваш спектаклӗсене вӗсем курма кӑмӑлтан ҫӳреҫҫӗ. Репертуара кӗртекен чӑваш юррисене те тӑрӑшсах вӗренеҫҫӗ», – каласа ертӳҫи Валентина Телей.
Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ Наци коллективӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри форумне хутшӑннӑ. Вӑл Ставрополь хулинче иртнӗ. Ларӑва Ю.М. Лермонтов ячӗллӗ Ставропольти академи театрӗнче пуҫтарӑннӑ.
Форум кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут иртнӗ. Чӑваш Енрен кӑҫалхине юрӑпа ташӑ ансамблӗн гастрольпе концерт ӗҫӗ-хӗлӗ енӗпе иртекен менеджерӗ Леонид Антонов хутшӑннӑ.
Сӑмах май каласан, пултарулӑх коллективӗ «Мы – Россия» (чӑв. Эпир — Раҫҫей) проекта хутшӑннӑ. «Хамӑр тӑван ҫӗршывӑмӑрпа мӑнаҫланатпӑр» концерт программипе ушкӑн Ижевск, Ҫыранҫи Чаллӑ, Киров тата Чистополь хулисен сценисем ҫине тухнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |