Пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗн залӗнче «Его величество орган» (чӑв. Мӑнаҫлӑ орган) органпа симфони музыкин концерчӗ иртнӗ.
Унта Раҫҫей халӑх артисчӗ, чаплӑ органист Рубин Абдуллин тата Раҫҫей халӑх артисчӗ Морис Яклашкин ертсе пыракан Чӑваш патшалӑх симфони капеллин оркестрӗпе хорӗ хутшӑннӑ.
Концертра Иоганн Себастьян Бах, Василий Калиниников, Джулио Каччини тата Отторино Респиги хайлавӗсем янӑранӑ.
Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ «Ҫул хыҫҫӑн ҫул ӑнӑҫлӑн утса тухнӑ» ятлӑ программӑпа вӑрӑм вӑхӑтлӑх гастроле тухса кайӗ. Тур Екатеринбургра пуҫланса Чулхулара вӗҫленӗ. Гастроль ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пуҫланса ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вӗҫленӗ.
Ансамбль утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче пӗр ӗмӗр тултарӗ. Ҫав куна вӑл чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче паллӑ тӑвӗ.
Елчӗк районӗнчи «Тарават» фольклор ансамблӗ Пӗтӗм Раҫҫейри ача-пӑча фольклориадине халалланӑ мероприятие хутшӑннӑ.
ВДНХри «Раҫҫей» куравра «Пирӗн культура» павильонта Фольклориадӑна халалланӑ савӑнӑҫлӑ мероприяти иртнӗ. Фольклориада Тутарстанра ҫӗртме уйӑхӗнче уҫӑлӗ. Унта хутшӑнакан коллективсене суйласа илӗҫ, делегатсене палӑртӗҫ.
Ҫӗршывӑн культура министрӗ Ольга Любимова палӑртнӑ тӑрӑх, калӑпӑшлӑ проекта Раҫҫейри халӑхсен культура эткерлӗхӗн ҫулталӑкӗнче Чӑваш Енре пуҫарса янӑ. Унта пултаруллӑ ачасем ҫӗршывӑн 76 регионӗнче пуҫтарӑннӑ.
Тутарстанри фольклориада ҫӗртме уйӑхӗн 19-23-мӗшӗсенче иртӗ.
Пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Муркаш мунициапллӑ округӗнчи Каршлӑхри ваттисен ҫуртӗнче Шупашкарти артистсен тӳлевсӗр концерчӗ пулӗ. Юрӑ-ташӑпа савӑнтараканнисем — Шупашкарти халӑхӑн сцаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрне ҫӳрекен ватӑсем.
Центрта тӗрлӗ музыка коллективӗ пур. Вӗсенчен пӗри — Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Владимир Арланов ертсе пыракан «Надежда» ансамбль. Унта ҫӳрекен ватӑсем уйрӑммӑн та юрлаҫҫӗ, ушкӑнпа та. Вӗсене хулари тӗрлӗ мероприятие йыхравлаҫҫӗ, куракансем концерта кӑмӑлтан йышӑнаҫҫӗ.
Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче «Ҫавал» ансамблӗн концерчӗ иртнӗ. Пултаруллӑ коллектив сцена ҫине «Акӑ ҫитрӗ ҫуркунне» программӑпа тухнӑ.
Филармонин коллективӗн кашни композицийӗ музыка чӗлхин илемӗпе, ҫӗнӗ аранжировкӑсемпе, артистсем ӑсталӑхӗпе, илемлӗ тумӗпе тыткӑнлать.
Репертуарта юрӑсем, ташӑсем, вокалпа хореографи сюитисем пулнӑ. Сӑмахран, «Матушка Россия», «Веселись, народ!», «Ӗмӗр пӗрле пурӑнар» тата ыттисем.
Ҫӗмӗрле муниципаллӑ округӗнчи Хутарти культура ҫуртӗнче «С любовью к песне» (чӑв. Юрра юратса) регионсем хушшинчи конкурс-фестиваль иртнӗ. Ӑна Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне Сергей Мухоморова асра тытса ирттернӗ. Кун пек фестивале вырӑнтисем тӑххӑрмӗш ҫул йӗркелеҫҫӗ.
Конкурса хор коллективӗсем, ансамбльсем, солистсем, инструменталистсем хутшӑннӑ. Сӑмах май каласан, Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрти «Калинушка» ансамбль (ертӳҫи — Валентина Телей) солисчӗсем Николай Фролов тата Александр Ильин та хутшӑннӑ.
Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр» концерт иртрӗ. Ун вӑхӑтӗнче Николай Казаков тӗрлӗ ҫулта ҫырнӑ юрӑсем янӑрарӗҫ. Хальтерех хайланисем те, тӑватӑ теҫетке ҫула яхӑн каялла кӗвӗлленисем те.
Николай Казаковӑн хӑйӗн стилӗ. Вӑл пултаруллӑ чӑваш сӑвӑҫин Борис Чиндыковӑн сӑввисемпе хайланӑ юрӑсем рограммӑр йышлӑ пулчӗҫ. Пирӗн ҫулхисем яш чухне пуҫласа илтнӗ «Ман тӗлӗксен суранӗнчен» пуҫласа «Анне», «Шупашкар», «Тӑван халӑх сасси» таранах. Борис Чиндыков сӑввисемпе кӗвӗленӗ юрӑсен кашни сӑмахне антӑхса каясла итлеме пулать: «Тарӑн-тарӑн ҫырмара тӑрӑ-тӑрӑ шыв юхать».
Сцена ҫинче халӑх юратакан «Ҫавал», «Ҫеҫпӗл» ансамбльсем, «Дуняша Style» фолк-ушкӑн, Августа Улянидинӑпа «Ярды» ушкӑн тата ытти пултаруллӑ ӑста пулчӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Лидия Попова артистка 70 ҫул тултарнӑ. Вӑл — ташӑҫӑ, хореограф, педагог, Чӑваш АССРӗн тата Чӑваш Республикин халӑх артистки.
Лидия Авинеровна Чӑваш Республикин культура училищинче, унтан Мускаври патшалӑхӑн культурӑпа ӳнер институтӗнче вӗреннӗ. Тӗрлӗ ҫулта Шупашкарти Фёдор Павлов ячӗллӗ музыка училищинче, республикӑри Халӑх пултарулӑхӗн ҫуртӗнче тӑрӑшнӑ. 1972–1998 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн ташӑ ушкӑнӗнче ертсе пыракан солист пулнӑ.
Нумаях пулмасть Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн пултарулӑх эткерлӗхне сӳтсе явма пуҫтарӑннӑ. Ҫавра сӗтеле коллектива йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Мероприяти Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче иртнӗ.
Ҫавра сӗтеле РСФСР халӑх артисчӗ Юрий Васильев тата РСФСР тата ЧАССР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Людмила Нянина хушӑннӑ.
Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗн ӑслӑлӑх тата хушма пӗлӳ парас енӗпе ӗҫлекен проректорӗ Ольга Михайлова юрӑпа ташӑ ансамблӗ 100 ҫул хушшинче чӑваш культурин уйрӑлми пайӗ пулса тӑнине палӑртса хӑварнӑ.
«Паян ансамбль пирӗншӗн – профессионализм тата тӑван культурӑна парӑннин тӗслӗхӗ, коллектив пирки вара эпир Чӑваш Енӗн наци пуянлӑхӗ теме пултаратпӑр», –тенӗ проректор.
Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн артисткине Ольга Кирилловӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ят панӑ.
Ольга Вениаминовна – Пӗтӗм тӗнчери тата Пӗтӗм Раҫҫейри конкурссен лауреачӗ. Ӗҫтешӗсем тата куракансем ӑна илемлӗ сассишӗн, хӑйне сцена ҫинче тытма пӗлнишӗн юратаҫҫӗ. Артист, тӗпрен илсен, чӑваш композиторӗсен-классикӗсен хайлавӗсене шӑранатрать. Хальхи вӑхӑтри авторсенчен вӑл Ю. Жуковпа, Ю. Кудаковпа, Ю. Петуховпа, А. Павловпа килӗштерсе ӗҫлет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |