Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Инҫе хурсан, илме ҫывӑх.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: актерсем

Спорт

Юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкарта ГТО фестивалӗ иртӗ. Ун чухне ҫӑлтӑрпа зарядка пулӗ.

Хальхинче ӑна Голливудри паллӑ актер Игорь Жижикин ирттерӗ. Вӑл вун-вун Америка фильмӗнче ӳкерӗннӗ. Мероприяти юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, шӑматкун, Шупашкарти «Спартак» стадионта 11 сехетре пуҫланӗ.

Палӑртмалла: Игорь Жижикин 1965 ҫулта Мускавра ҫуралнӑ. 1989 ҫулта Мускав циркӗпе пӗрле АПШна кайнӑ. Фильмри пӗрремӗш роль – «Обезьяний бизнес» (АПШ, 1998 ҫул). 2001 ҫултанпа Раҫҫей фильмӗсемпе сериалӗсенче ӳкерӗнме тытӑннӑ.

 

Культура
vk.com/chuv_kray пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк
vk.com/chuv_kray пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш актёрӗсем Андрей Кончаловский сериалӗнче ӳкерӗннӗ.

Кӑҫалхи юпа уйӑхӗнче «Раҫҫей 1» телеканалпа Андрей Кончаловскийӗн «Хроники русской революции» сериалне кӑтартӗҫ. Унта пирӗн икӗ ентешӗмӗр Дмитрий Матвеев тата Даниил Иванов ӳкерӗннӗ.

Дмитрия куракансем «Чернобыль», «Империи: Александр I», Даниила – «Слово пацана. Кровь на асфальте», «СашаТаня» тӑрӑх пӗлеҫҫӗ.

II Николай патша сӑнарне Никита Ефремов калӑплать. Вӑл — чӑваш букварӗн авторӗн Иван Яковлевӑн тӑванӗ.

 

Культура

Андрей Кончаловский режиссерӑн сериалӗнче Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ актерсем вылянӑ. Вӑл «Хроники русской революции» ятлӑ. Сериала юпа уйӑхӗнче «Россия 1» телеканалпа кӑтартма пуҫлӗҫ.

Унта Раҫҫейре 1905-1924 ҫулсенче пулса иртнӗ ӗҫ-пуҫа сӑнласа кӑтартнӑ. Сериалта пирӗн ентешсем, Дмитрий Матвеевпа Даниил Иванов актерсем, ӳкерӗннӗ. Палартмалла: Дмитрий хальччен «Чернобыль», «Империя: Александр I» тата ытти кинокартинӑра вылянӑ. Даниила вара «Слово пацана. Кровь на асфальте», «СашаТаня» тата ытти фильмра курма май пур.

Сӑмах май, сериалта II Николай патшана Никита Ефремов вылять. Вӑл — Иван Яковлевӑн мӑнукӗн мӑнукӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Паллӑ актер тата блогер Станислав Садальский тӑван Чӑваш Енрен парне илнӗ. Ӑна ун патне Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн гримерӗ Галина Арталионова илсе ҫитернӗ.

Парне «Тӳпе этючӗ» ятлӑ. Авторӗ – Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи, пирӗн ентеш Александр Мухин-Чебоксарский.

Сӑмах май, Садальский Галина Арталионовӑна тахҫантанпах паллать. Пӗррехинче вӑл актера Пӗрремӗш Петӗр пулса тӑма пулӑшнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_79007
 

Культура
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ актер Владимир Тяптушкин каллех кинопроектра ӳкерӗнет. Кун пирки вӑл хӑйӗн телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ.

Анчах хальлӗхе Владимир мӗнле проекта хутшӑннине каламан, вӑрттӑнлӑхра хӑварнӑ. Сӑнӳкерчӗксене пӑхсан вара Владимир ӗлӗкхи пурнӑҫа сӑнлакан фильмра ӳкерӗннине тавҫӑрма пулать.

Аса илтерер: Владимир Тяптушкин Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпара ҫуралса ӳснӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_14723
 

Культура
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Йӗпреҫре ҫуралса ӳснӗ Андрей Михайловӑн (Малай) фильмӗнче Ксения Бородинӑпа Алексей Чадов ӳкерӗнеҫҫӗ. Фильм «За любовь» ятлӑ. Вӑл 2026 ҫулта экран ҫине тухӗ.

Андрей режиссурӑпа Чӑваш Енре пурӑннӑ чухне кӑсӑкланма тытӑннӑ. Вӑл ку таранччен кӗске метражлӑ фильм, сериал ӳкернӗ. Унӑн ӗҫӗсем кинофестивальсенче те ҫӗнтернӗ.

Палӑртса хӑварар: хальхи вӑхӑтра режиссёр ҫемйипе Мускавра пурӑнать. Ҫапах Чӑваш Ен пирки манмасть, ӑна ырӑпа кӑна аса илет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_14566
 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Шупашкарта ӳснӗ мусӑкҫӑ тата актер Кирилл «Батишта» Петров ТНТпа кӑтартакан «Знахарь» сериалта ӳкерӗннӗ. «Батиштӑна» ытларах «Банд’Эрос» ушкӑн юрӑҫи пек пӗлеҫҫӗ. Юлашки вӑхӑтра вара вӑл тӗрлӗ сериалта тата фильмра ӳкерӗнет. Актер Шупашкарта тахҫантанах пулманнине пытарман.

«Хальччен Шупашкар палламалла мар улшӑннӑ ахӑртнех. Ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗ, уйрӑмах Хусанкай урамӗ, яланах манӑн чӗрере. Унта манӑн ачалӑх иртнӗ, унта эпӗ пултарулӑхри пӗрремӗш утӑмсене тунӑ», — ҫапла пӗлтернӗ актер.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_14548
 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Раҫҫейри паллӑ телеертӳҫӗ тата актер, режиссер Александр Стриженов Чӑваш Ене килнӗ, вӑл Улатӑр хулинче пулнӑ.

Вӑл Вырӑс провинцийӗн музейне кӗрсе унти экспонатсемпе, ӗҫсемпе паллашнӑ. Унсӑр пуҫне актер 6-мӗш гимназире йӗркеленӗ мероприятие те ҫитнӗ: вӗренсе тухакансене аттестат панӑ. Вӑл унта ахальтен килмен: выпусниксенчен пӗри унӑн хӗресне ывӑлӗ иккен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_13880
 

Республикӑра

Кӗҫех Шупашкара театр тата кино актерӗ, Патшалӑх Думин депутачӗ Дмитрий Певцов килӗ. Ӑна Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен пӗрлӗхӗ ирттерекен «Эпӗ – хӗрарӑм!» конкурса ятарлӑ хӑна пулма чӗннӗ. Сӑмах май, конкурс кӑҫалхипе 5-мӗш хут иртӗ.

Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене яланхи пекех Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ҫӗртмен 24-мӗшӗнче, Республика кунӗнче, 15 сехетре чыслӗҫ.

Унччен малтан конкурса хутшӑнакнсемшӗн сасӑлав иртӗ, вӑл ҫӗртмен 9-17-мӗшӗсенче пулӗ.

 

Персона
«Про Город» архивӗнчи сӑн
«Про Город» архивӗнчи сӑн

Шупашкара актер тата юморист Ефим Шифрин килсе кайнӑ. Вӑл пирӗн пата гастроль вӑхӑтӗнче кӗрсе тухнӑ.

Ӑна Шупашкар килӗшнӗ. «Хулан икӗ сӑн пулнине тахҫанах асӑрханӑ эпӗ: кӑнтӑрлахи тата каҫхи. Акӑ пӑхӑр-ха каҫхи Шупашкар епле. Хитре, лӑпкӑ. Манӑн ҫурӑм хыҫӗнче мӗнле илем. Ку – Атӑл», – тенӗ актер видеора.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пӗлӳ илессипе, юридици ыйтӑвӗсене татса парассипе, харпӑр хутшӑнупа ҫыхӑннӑ ыйтусемшӗн пӗлтерӗшлӗ тапхӑр. Пӗрисем чӑрмавсене парӑнтарӗҫ, теприсем килӗшнӗ ҫын чӗрине ҫӗнсе илӗҫ. Халӗ чи пӗлтерӗшлӗ ӗҫе пурнӑҫлама хатӗрленӗр. Партнерсен тупӑшлӑ сӗнӗвӗсене шута илӗр, вӗсемпе усӑ курма тӑрӑшӑр.

Ҫурла, 13

1893
133
Михайлов Максим Дормидонтович, опера юрӑҫи ҫуралнӑ.
1962
64
Эмине Йылмаз, чӑваш чӗлхине тӗпчекен турккӑ ӑсчахӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та