Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Янташ

Ҫӗртмен 25-мӗшӗнче, ыран, Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче Анатолий Никитин композитор хӑйӗн ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвӗ — 65 ҫул тултарнӑ май юбилей каҫӗ пулӗ.

Программа икӗ пайран тӑрӗ: пӗрремӗш пайра академиллӗ хайлавсем пулӗҫ (вӗсенчен пӗри — «Сказания о суварах» симфониллӗ поэма), иккӗмӗш пайра халӑхра анлӑ сарӑлнӑ тата ҫӗнӗ юрӑсем янӑрӗҫ.

Никитин Анатолий Никитич 1948 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗнче Вӑрнар районне кӗрекен Хирпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Пултарулӑхӗнче ҫак паллӑ самантсене асӑнма пулать: 1971–1980 ҫҫ. вӑл Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче баянҫӑ-концертмейстер вырӑнӗнче ӗҫленӗ, каярах «Ҫавал» фольклор ансамблӗн пултарулӑх ертӳҫи пулнӑ. 1992 ҫултанпа Никитин — «Салют» культура керменӗ ҫумӗнчи «Янташ» чӑваш юррисен ушкӑнӗн хорместерӗ. Пӗлтӗр ҫак ансамбле йӗркеленӗренпе 20 ҫул ҫитнине анлӑ палӑртрӗҫ. Ансамбль артисчӗсене час-часах республикӑри сценӑсем ҫинче те, кӳршӗллӗ тӑрӑхрисенче те курма пулать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://yandash.ru/a/news/
 

«Янташ» хӗрӗсем
«Янташ» хӗрӗсем

Нарӑсӑн 14-15-мӗшӗнче «Салют» культура керменӗнче Анатолийпе Надежда Никитинсем Юрату кунне халалласа «Ах, юрату, юрату» пысӑк концерт ирттереҫҫӗ! Пуҫламӑшӗ 18 сехет те 30 минутра.

Концертра «Янташ» ушкӑнпа пӗрле ытти паллӑ артисемсем те хутшӑнаҫҫӗ: Сергей Павлов, Валерий Клементьев, Александр Нефрит, Дипендра Мани тата ыттисем.

Пурне те ҫак концерта йыхравлатпӑр!!!

«Янташӑн» тепӗр концерчӗ вара Трактор тӑвакансен кульутра керменӗнче пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче иртӗ!

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://yandash.ru/a/news/
 

Анатолий Никитин хӑйӗн мӑшӑрӗпе
Анатолий Никитин хӑйӗн мӑшӑрӗпе

Ҫӗнӗ Ҫул умӗн, раштавӑн 19-мӗшӗнче, Трактор тӑвакансен культура керменӗнче Анатолий Никитин ертсе пыракан «Янташ» ушкӑнӑн пысӑк концерчӗ пулӗ. Ӑна «Янташ» ушкӑн 20 ҫул тултарнӑ ятпа ирттереҫҫӗ. Концертра Анатолий Никитин кӗвӗленӗ юрӑсем шӑранӗҫ.

Пуҫламӑшӗ 18:30! Хӑвсамӑр килӗр, юлташӑрсене чӗнӗр!

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://yandash.ru/a/news/
 

Юпан 19-мӗшӗнче ҫамрӑк «Янташ» ушкӑн Пушкӑртстанран таврӑнчӗ. Вӗсем Ӗпхӳ, Стерлӗ, Пелепей хулисенче концертсем лартрӗҫ. Ҫавӑн пекех Авӑркас районӗн центрӗнче те — Толбазӑра — хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗҫ. «Янташ» ушкӑн концертчӗ Кожай-Семеновка ялӗнче те пулчӗ — инҫетри Чӑваш Енрен килнӗ хӑнасемшӗн кунти халӑх питӗ савӑк юлчӗ.

Ҫитес вӑхӑтра вара янташсем Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче концертсем кӑтартӗҫ:

- ыран, юпан 24-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химик» культура керменӗнче;

- юпан 25-мӗшӗнче Шупашкарти «Салют» культура керменӗнче;

- юпан 26-мӗшӗнче тепӗр концерт «Салют» культура керменӗнчех пулӗ (малтанхи куна лекейменсем валли).

Концертсене «Янташ» ушкӑна йӗркеленӗренпе 20 ҫул ҫитнине халалласа иртереҫҫӗ. Билетсене культура керменӗсен кассисенче туянма пулать.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://yandash.ru/a/news/
 

Конкурс! Конкурс! Конкурс!

Сирӗнтен пулӑшу кӗтеҫҫӗ!

 

Республикӑри чи паллӑ «Янташ» ушкӑн ят улӑштарать!

 

А.Н. Никитин композиторӑн 2 «Янташ» ушкӑн. Вӗсенчен пӗрисем ят улӑштараҫҫӗ — аслисем (Римма, Слава, Надя, Леня, Галя, Валера, Леня) текех янташ мар! Вӗсем ҫӗнӗ ушкӑн ятне шыраҫҫӗ!

 

Ушкӑн ячӗ кӗске пулмалла, хитре янӑрамалла.

 

Ҫӗнтерӳҫӗне ҫӗнӗ юрӑсен пуххи кӗтет!

 

«Янташ» ушкӑн Пушкӑртра
«Янташ» ушкӑн Пушкӑртра

Нумай пулмасть Пушкӑртстанра Чӑваш Ен хӑнисем пулчӗҫ.

ЧР тава тивӗҫлӗ искусство ӗҫченӗ‚ композитор‚ 500 ытла юрӑ авторӗ Анатолий Никитин‚ филологи наукисен кандидачӗ‚ чӑваш эстрада артисчӗ‚ сӑмах‚ кулӑш ӑсти Григорий Вакку‚ ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Альбина Юрату сӑвӑҫ‚ чӑваш эстрада юррисене шӑрантаракан «Янташ» ушкӑн Чӑваш Енре ҫеҫ мар‚ Пушкӑртстан чӑвашӗсемшӗн те паллӑ.

 

Аякри йӑхташсем инҫе ҫула К.В. Иванов ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалласа тухнӑ. Кунта ытти паллӑ ҫынсемпе пӗрле чӑваш ятне тӗнче шайне ҫӗкленӗ поэтӑмӑра асӑнса пуҫ таясси‚ тав тӑвасси‚ К.Иванов ҫуралнӑ тӑрӑхри сывлӑша сывласси‚ шывне ӗҫсе киленесси‚ тӑван халӑхӑн шухӑш-кӑмӑлне пӗлесшӗн пулни те юлашки вырӑнта мар.

Вӗсем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарнисӗр пуҫне тӗрлӗ тӑрӑхри йӑхташсемпе чӑваш халӑхӗн ҫут тӗнчери вырӑнӗ пирки калаҫма палӑртнӑ. Ҫывхаракан ҫырав пирӗншӗн мӗнлерех вӗҫленесси шухӑш-туйӑмлӑ ҫынна пӑшӑрхантармасӑр пултараймасть паллах.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://ursas.ru/?p=796
 

Димитровград стелли
Димитровград стелли

Ҫу уйӑхӗ вӗҫнелле, ҫӗртме уйӑхӗ пуҫламӑшӗнче чӑваш тӗнчинче Акатуй уявӗ кӗрлеме тытӑнать — вӑл Чӑваш Енре кӑна мар, ун тулашӗнче те шавлӑн та савӑнӑҫлӑн иртет. Кӑҫал Чӗмпӗрпе Свердловск облаҫӗсенче Акатуя ҫӑвӑн 29-мӗшӗнче, шӑматкун, ирттерме палӑртнӑ.

Чӑваш Енрен ку уявсене пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑнӗҫ. Чӗмпӗр облаҫӗнчи Мелекесре (Дмитровград) юрӑ-ташӑпа «Янташ» ушкӑн (ертӳҫи Анатолий Никитин) савӑнтарӗ. Свердловск облаҫӗнчи Акатуя вара «Янра, юрӑ» ансамбль (ертӳҫи Вячеслав Христофоров) хутшӑнӗ.

 

ПУШ
13

«Янташ» чӗнет концерта!
 levlant | 13.03.2010 23:54 |

Янташсем
Янташсем

«Ах, ҫуркунне, ҫуркунне...»

 

Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче

Хӗвел пӑхӗ ӑшӑтса,

«Салют» культура керменне

«Янташ» чӗнет концерта.

 

Билетсене ҫак телефонпа туянма пулать: 8-919-650-42-93 (Леня). Хакӗ: 300-200 тенкӗ

Васкӑр!

 

Паян, пушӑн 13-мӗшӗнче, «Янташсем» Шупашкар районӗнчи Ҫатра-Лапсар шкулне ҫитрӗҫ — кунта вӗренекен шкул ачисене хӑйсен юррисене юрласа савӑнӑҫ кӳчӗҫ. Концертра нумай ҫӗнӗ юрӑ пулчӗ — вӗсен концерчӗсене тӑтӑшах ҫӳрекенсем уйӑрса та илчӗҫ пулӗ.

«Янташ» ушкӑн килнине пӗлсе шкулта ашшӗ-амӑшӗсемпе тӗлпулу йӗркеленӗ — ҫавна май итлекенсен йышӗ самай пысӑкччӗ.

Концерт итлекенсен кӑмӑлне тивӗҫтерни кашни юрӑна тӑвӑллӑн алӑ ҫупса кӗтсе илнинчех тата юрӑ вӗҫленсен ҫавӑн пекех алӑ ҫупса пахаланинчен сисӗнчӗ. «Янташсем» те ӑна сиссе юрӑ хыҫҫӑн юрӑ шӑрантарчӗҫ — пӗри тепринчен илемлӗрех те ӑшӑрах. Ҫавна май ирхи ҫанталӑк та ӑшӑнчӗ пулас — сивӗ ҫил таҫта кайса кӗчӗ, ҫурт тӑррисенчи юр ирӗлсе пат та пат тумлама пуҫларӗ. Уйрӑмах «Ҫуркунне» юрӑ хыҫҫӑн епле ан ӑшӑттӑр тата?

Концерта вӗҫленӗ май «Янташ» ушкӑн ачасене чӑваш чӗлхине упрама, ӑна чун-чӗререн вӗренме каларӗҫ. Ашшӗ-амӑшӗсене те аякка тӑма сӗнмерӗҫ — тӑван чӗлхене вӗрентесси, ӑна мӗн ачаран юратма хӑнӑхтарасси вӗсенчен ытларах килет терӗҫ.

Малалла...

 

РАШ
20

Янташ концерта чӗнет
 levlant | 20.12.2009 20:50 |

Ҫӗнӗ ҫул концерчӗ раштавӑн 27-че, «Салют» культура керменӗнче иртӗ.

Кочцерт программинче сире чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсем тата «Янташ» ушкӑн кӗтет.

Хӗл Мучипе Юрпике пурне те парнесем парӗҫ.

 

Билетсем 200 тенкӗ, тел: 8-919-650-42-93.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑй тапса тӑрать, йӗркелӳҫӗ пултарулӑхӗ, илӗртӳлӗх хушӑнсах пыраҫҫӗ. Ку эрнере плансемпе палӑртса хунисене пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Сывлӑха тимлӗр, ҫывӑх ҫынсен сывлӑхӗ пирки те ан манӑрн. Тахҫан шута хуман чир йӑл илме пултарать.

Раштав, 22

1780
244
Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ.
1840
184
Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ.
1930
94
Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ