Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Эрфурт

Республикӑра

Юпа уйӑхӗн 21-26-мӗшӗсенче Германири Эрфуртра кулинарсемпе поварсен олимпиади иртнӗ.

Унта пирӗн республикӑри поварсем те хутшӑннӑ. Раҫҫей тата тӗнче шайӗнче Чӑваш Ен чысне ҫӗкленӗ профессионал кулинарсем ӑмӑртура ӑсталӑхӗпе палӑрнӑ. Чӑваш Енри кулинарсен председателӗ Николай Уездный тата «Планета» тулли мар яваплӑ обществӑн кондитерӗ Надежда Андреева, Шупашкарти апатлану технологийӗпе коммерци техникумӗн вӗрентекенӗ Елена Родина, 3-мӗш курс студентки Татьяна Максимова тӑван тӑрӑха ҫитӗнӳпе таврӑннӑ.

Николай Уездный тата Надежда Андреева наци колоричӗллӗ торт хатӗрленӗ. Елена Родина тата Татьяна Максимова кӗрпесенчен панно пӗҫернӗ. Вӗсем ылтӑн медале тивӗҫнӗ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир ку эрнере тӑва та тепӗр май ҫавӑрма пултаратӑр. Анчах таврари ҫынсене ку питех килӗшмест: ӗҫтешӗрсене ан васкатӑр. Эрне варринче тахҫанах тума палӑртнӑ ӗҫе тума май килӗ. Канмалли кунсене ирӗклӗ ирттерме планлӑр.

Чӳк, 24

1978
48
Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть