Ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Илпеш ялӗ патӗнче ҫул-йӗр патрулӗн инспекторӗсем вӑрмантан тухакан «Хендай-Солярис» машинӑна тӗрӗслеме чарнӑ.
Салонта 44 ҫулти водитель тата 37 ҫулсенчи икӗ пассажир пулнӑ. Сӑнран пӑхсан вӗсем наркотик астивнӗ пек туйӑннӑ. Салонта темле пӗчӗк хутаҫ выртнӑ. Арҫынсем экспертиза тухма килӗшмен, вӗсене ШӖМӗн Шупашкар районӗнчи пайне илсе кайнӑ.
Хутаҫри япалана йӗрке хуралҫисем туртса илнӗ, ӑна экспертизӑна янӑ. Чӗркемре, чӑн та, наркотик пулнӑ.
Арҫынсене пурне те явап тыттарӗҫ, ҫав шутра водителе те.
«Руль умӗнче» портал пӗлтернӗ тӑрӑх Чӑваш Республикин Элтепер автобазин механикӗ тӗлӗшӗпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ — ӗҫпе усӑ куракан Genesis G90 машшин ҫине мӗлтлетмӗшсене саккуна пӑсса вырнаҫтарнишӗн явап тыттарӗҫ.
Элтепере илсе ҫӳрекен машинӑра хӗрлӗ-кӑвак тӗслӗ мӗлтлетмӗшсемпе усӑ курнине ҫынсем асӑрханӑ та ШӖМе йӗрке пӑсни пирки ҫыру янӑ. Шалти ӗҫсен министерстви ыйтӑва пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн К375РК21 номерлӗ машшин ҫине унашкал мӗлтлетмӗшсем вырнаҫтарма ирӗк паманнине тупса палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне, «Руль умӗнче» портал палӑртнӑ тӑрӑх, ҫул-йӗр правилисем хӗрлӗ-кӑвак тӗслӗ мӗлтлетмӗшсене граждансен машшинисем ҫине вырнаҫтарма чараҫҫӗ. Вӗсене право хӳтӗлекен органсен транспорчӗ ҫине ҫеҫ (ШӖМ, Росгварди, ФХС, ФСБ тата Ҫар полицийӗ) лартма юрать.
Палӑртмалла, К375РК21 номерлӗ Genesis G90 машшинпа Олег Николаева турттарма усӑ кураҫҫӗ. Ӑна тара илнӗ.
Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗнче пулас йӗрке хуралҫисене вӗрентсе кӑларма тытӑнӗҫ.
«Правӑна сыхлас ӗҫ-хӗл» специальноҫпа икӗ ушкӑн вӗренме тытӑннӑ.
Колледжра пулас полицейскисене хатӗрлеме тытӑнма республикӑн Шалти ӗҫсен министерстви пулӑшнӑ.
Малтанласа пӗр ушкӑн кӑна йӗркелеме шухӑшланӑ. Анчах 25 ача вырӑнне 50 ҫамрӑк йӗрке хуралҫи пулма вӗренме кӑмӑл тунӑ. Ҫапла вара колледжра икӗ ушкӑн йӗркеленӗ.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Мисчӗ ялӗнче амӑшӗ машинӑпа тапранса кайма хатӗрленнӗ чухне 2 ҫулти ывӑлӗ ҫине кӗрсе кайнӑ. Юрать-ха, ача чӗрех юлнӑ. Анчах ӑна, суранланнӑскере, пульницӑна илсе кайнӑ. Кун пирки ШӖМ пӗлтерет.
Ку инкек ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, каҫхи 6 сехет ҫурӑра пулнӑ. 34 ҫулти хӗрарӑм ВАЗ-2111 машина рулӗ умне ларсан каялла чакма пуҫланӑ та ывӑлӗ ҫине кӗрсе кайнӑ. Вӑл ӳсӗр пулманни паллӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Сухайкассинче шкул ачи пӗчӗк ачана мопедпа ҫапса хӑварнӑ. Пӑтӑрмах хыҫҫӑн яш инкек вырӑнӗнчен тапса сикнӗ.
Каҫхи 8 сехет тӗлӗнче пулса иртнӗ пӑтӑрмахра 5 ҫулти ача шар курнӑ.
Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑх патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем мопедпа ҫула тухнӑ яша часах тупса палӑртнӑ. Вӑл ҫав ялти 13 ҫулти ача пулнӑ. Вӑл ашшӗн мопедне аслинчен ирӗк илмесӗр хускатса тухнӑ-мӗн.
Халӗ асӑннӑ яш тата унӑн ашшӗ-амӑшӗпе тӗлӗшпе ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен инспекторсем ӗҫлӗҫ.
Ҫӗнӗ Шупашкар арҫынни Мускаври театрсенчен пӗрне кайса спектакль курма билет туянас тенӗ. Анчах вӑл суя сайт ҫине лекнӗ. Ултавҫӑсем унӑн 9 пин тенкине вӑрланӑ.
39 ҫулти арҫын сайтра спектакль кунне тата вӑхӑтне, ҫаван пекех хӑйне килӗшекен вырӑнсене суйланӑ. Банк картти ҫинчен укҫа тӳленӗ чухне телефон ҫине килнӗ кода кӑтартнӑ хыҫҫӑн сайт ӗҫлеми пулса кайнӑ. Арҫын укҫа тӳлеме тата тепӗр икӗ хутчен те хӑтланса пӑхнӑ, анчах май килмен.
Техника пулӑшӑвӗ паракан тытӑма ҫырса янӑ хыҫҫӑн ӑна икӗ билет вырӑнне 6 билетшӑн укҫа илнӗ тесе ӑнлантарса панӑ. Карттӑн реквизитне каласан укҫана тавӑрса пама шантарнӑ. Арҫын укҫа ҫук карттӑн реквизичӗсене пӗлтернӗ, ун патне такам укҫа илме хӑтланни ҫинчен смс-хыпар ҫитнӗ. Вара арҫын ултавҫӑсен капкӑнне ҫакланнине ӑнланса илнӗ те йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Канаш хулинчи Разин урамӗнчи лавккана пӗр ҫамрӑк ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, тӑр кӑнтӑрла ҫаратма тӑнӑ. Вӑл лавккара ӗҫлекен 23 ҫулти хӗре тапӑннӑ, магазинти укҫана ҫаратма ӗмӗтленнӗ. Хӗр хытӑ кӑшкӑрма тытӑннӑ. Хӗр шӑв-шав ҫӗклесен каччӑ 188 тенкӗ тӑракан сигарет ярса илнӗ те лавккаран тухса тарнӑ. Хӑй вӑл медицина маскипе пулнӑ.
Пӑтӑрмах пирки йӗрке хуралҫисене пӗлтерсен каччӑна часах тытса чарнӑ.
Каччӑ лавккана ҫаратма ятарласа хатӗрленнӗ иккен: сухалне хырнӑ; тум туяннӑ, ӑна лавккаран тухсан тӗмсем хушшине персе хӑварнӑ.
Ҫамрӑкскер унччен те судпа айӑпланнӑскер иккен. Хай вӑл Тӗмен облаҫӗнчен.
Шупашкарта Гастелло урмӗнче ача машина айне лексе суранланнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.
Ку паян 13 сехет те 40 минутра Гастелло урмӗнчи 19-мӗш ҫурт патӗнче пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын ача юраман ҫӗрте, «зебрӑран» 20 метрта, ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра ун ҫине «Ниссан» пырса кӗнӗ. Руль умӗнче 56 ҫулти арҫын ларнӑ.
ШӖМ хыпарланӑ тӑрӑх, ачан ури хуҫӑлнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Улатӑр районӗнче ҫул ҫине пӑши сиксе тухнӑ. Кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнӑран ун ҫине «Лада Веста» машина пырса кӗнӗ. Руль умӗнче ларса пынӑ хӗрарӑм аманнӑ, пӑши вилсе выртнӑ.
Тепӗр темиҫе сехетрен, ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, ҫавӑн пек инкек Шупашкар районӗнче пулса иртнӗ. «ГАЗ-27471» автомобиль водителӗ «Атӑл» автоҫул ҫинче пӑшие пырса ҫапнӑ. Водитель аманман, тискер чӗрчун вара вилнӗ.
Пӑши 500 килограма яхӑн таять. Вӑл машина кантӑкне те ватса пӑрахма пулать. Куҫ начар курнӑран чӗрчун машинӑна аякран асӑрхамасть.
Ӗнер, ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, ирхи 9 сехетре Канаш районӗнче виҫӗ машина пырса ҫапӑннӑ. Пӑтӑрмах «Аниш» автоҫул ҫинче сиксе тухнӑ.
Хучел ялӗ тӗлӗнче «Форд-Фокус», «Фольксваген-Поло» тата «Лада-Гранта» машина пырса ҫапӑннӑ. Хамӑр ҫӗршывра туса кӑларни хыпса илнӗ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек сӑлтавӗ — «Форд-Фокус» автомашинӑн 46 ҫулти водителӗ сулахаялла пӑрӑннӑ чухне «Фольксвагена» ирттерсе яманни. «Поло» пассажирӗ суранланнӑ, ӑна больницӑна ӑсатнӑ.
Сӑмах май, водительсем урӑ пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |