Кӑҫал Республика кунӗ Шупашкарта тата Канаш районӗнче иртрӗ. Канашсем Чӑваш Енӗ ҫуралнӑ кунӗпе пӗрле «Урожай» стадионта, Асхва ялӗ ҫывӑхӗнче, Акатуя та паллӑ тунӑ.
Унта ял тӑрӑхӗсем хӑйсен картишӗсене хатӗрленӗ. Уҫырма ял тӑрӑхӗн картишӗнче Надежда Ивановна Александровӑн картинисен куравне йӗркеленӗ. Вӑл Шӑхасанти ӳнер шкулӗнче ачасене вӗрентет.
Уҫырмасем картише картинӑсемпе, тӗрӗсемпе, алӑпа тунӑ кавирсемпе, пахчана илемлетмелли кӳлепесемпе хитрелетнӗ. Ӑна Уҫырма ялӗн ҫыннисем хӑйсем хатӗрленӗ.
Акӑ Сергей Сергеев йывӑҫран Винни пуха, кӑмпана тата ытти кӳлепене касса кӑларнӑ. Ҫавӑн пекех куравра пахчана лартмалли сӗтел-пукан, чуччу пулнӑ.
Сӑнсем (125)
Ҫу ҫитмен пулин те Чӑваш Ен республика кунне паллӑ тума халех хатӗрленме тытӑннӑ. Вӑл яланхи пекех Шупашкарта тата пӗр районта иртӗ. Уяв программине нумаях пулмасть йӗркелӳ комитечӗн ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ.
Кӑҫал хӑш район хӑнасене кӗтсе илме тивӗҫ пулӗ-ха? Ку хисепе Канаш районӗ тивӗҫнӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шӑхасанта ҫамрӑксен канашлӑвӗ тата культурӑпа спорт уявӗ иртӗҫ.
Ҫӗртмен 24-мӗшӗнче вара Асхва ялӗнче уява савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ. Шупашкарта уяв маларах пуҫланӗ. Унта ҫӗртме уйӑхӗпех тӗрлӗ мероприяти иртӗ.
Акатуй, ҫамрӑксен СОК фестивалӗ ҫӗртмен 19-мӗшӗнче иртӗҫ. Ун чухнех ҫӑмӑл атлетика енӗпе команда Европа чемпионачӗ старт илӗ. Ҫӗртмен 23-мӗшӗнче экономика канашлӑвӗ, «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» Пӗтӗм Раҫҫей фестивалӗ, фейерверксен фестивалӗ, «Руҫ ӑстисем» алӗҫ ӳнерӗн конкурсӗ уҫӑлӗҫ.
Кунсӑр пуҫне ҫӗртме уйӑхӗнче Шупашкарти индустри паркӗнче пирвайхи промышленноҫ объекчӗн чулне хума палӑртнӑ.
Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче паян чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсен хушшинче «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр» конкурс иртрӗ. Вӑл пурӗ тӑватӑ пайран тӑчӗ: «Тӑван ен, манӑн шкул, манӑн педагогикӑри ӗҫӗм» паллаштару, «Манӑн педагогикӑри тӗп шухӑш» эссене хӑтлани, ӑста урокӗ ирттерни тата ҫавӑн пекех курава тӑратнӑ конкурс материалӗсене тишкерни пулчӗ.
Пурӗ 9 вӗрентекен тупӑшрӗ: Канаш районӗн Шӑхасан шкулӗнчи Шерки Эльвира Николаевна, Ҫӗмӗрле районӗн Якуртушкӑнь шкулӗнчи Албутова Надежда Михаловна, Етӗрне районӗн Чирӗккасси шкулӗнчи Токарева Марина Васильевна, Элӗк районӗн Чӑваш Сурӑм шкулӗнчи Петрова Алина Геннадьевна, Красноармейски районӗн Мӑн Шетмӗ шкулӗнчи Назарова Светлана Михайловна, Муркаш районӗн Чуманкасси шкулӗнчи Ефимова Альбина Николаевна, Вӑрнар районӗн Уравӑш шкулӗнчи Ермошкина Раиса Николаевна, Елчӗк районӗн Кӗҫӗн Таяпа шкулӗнчи Иванова Алевтина Афанасьевна, Шупашкар хулин 43-мӗш шкулӗнчи Тяхмусова Светлана Вячеславовна.
Ку вӑл — лару-тӑру начар пулсан. Ҫурхи ейӳ тапхӑрӗ йӗркеллӗ иртмесен шыв-шура пула 16 районпа хула шар курас хӑрушлӑх пур иккен. Шыв илме пултаракан лаптӑк виҫине 114,81 тӑваткал километрпа танлаштараҫҫӗ, ҫав шутран 84,9 километрӗ — ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗр.
Республикӑн Инкеклӗ ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, шыв-шур илес хӑрушлӑх 903 уйрӑм ҫын пӳрчӗшӗн тухса тӑрать. Социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсем те пур иккен кунта. Вӗсем — Канаш районӗнчи Шӑхасанти физкультурӑпа спорт комплексӗ тата Пӑрачкав ҫывӑхӗнчи лашапа спорт шкулӗ. Шӑхасан патӗнчи автоҫула та, пурӗ 100 метр тӑршшӗ, шыв илме пултарать.
Ҫурхи шыв Ҫавал тата Сӑр юханшывӗсенче уйрӑмах вӑйлӑ хӑпарӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Чӳкӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш Республикинче ҫӗнӗ икӗ ача пахчи уҫӑлнӑ. Савӑнӑҫлӑ мероприятие ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин хутшӑннӑ.
Ача пахчисем Улатӑр районӗнчи Чуварлей ялӗнче тата Канаш районӗнчи Шӑхасанта уҫӑлнӑ. Вӗсене патшалӑх программипе килӗшӳллӗн хута янӑ.
Чуварлейти ача пахчине тумашкӑн 61 миллион тенкӗ тӑкакланӑ. Унта 80 ача ҫӳреме пултарӗ. Ҫуртра гимнастика тата музыка пӳлӗмӗсем, медицина блокӗ, апатланмалли пӳлӗм, кӗпе-йӗм ҫумалли пӳлӗм пур. Сӗтел-пукан та ҫӗнӗ.
Шӑхасанти ача пахчи 92 шӑпӑрлана йышӑнма пултарӗ. Ӑна унчченхи икӗ шкулӑн ҫуртне ҫӗнетсе хута янӑ. Пӗтӗмпе 38,7 миллион тенкӗ тӑкакланӑ. Унта та ачасене аталанмашкӑн йӑлтах пур.
Иван Моторин мероприятире юлашки вӑхӑтра патшалӑх ача пахчисен ыйтӑвне ҫине тӑрса татса панине палӑртнӑ. 2011-2013 ҫулсенче 23 ача пахчи хута кайнӑ. Кӑҫал 14 ача пахчи ӗҫлеме тытӑнмалла. Вӗсенчен пӗр пайӗ хута кайнӑ ӗнтӗ. Теприсем ҫулталӑк вӗҫлениччен хӑйсен алӑкне уҫмалла.
Нумай ачаллӑ ҫемьесем валли тата эконом-класлӑ ҫурт-йӗр тума ҫӗр лаптӑкӗ парас ыйтупа паян республикӑн Стройминӗн ӗҫ ушкӑнӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта Канаш районӗнчи Шӑхасан, Атнаш, Ухман ялӗсем, Ҫӗрпӳ хули, Шупашкар районӗнчи Олкаш ялӗ, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Нерядово ялӗ патӗнчи территорисене планламалли эскиз проекчӗсене пӑхса тухнӑ.
Канаш районӗнчи ҫӗрсене ҫурт-йӗр тума усӑ курасшӑн. Шӑхасан ҫумӗнчи 410 лаптӑкран 56-шне нумай ачаллисене, 93-шне ҫамрӑк ҫемьесене, 261-шне эконом-класлӑ ҫурт-йӗр тума уйӑрма палӑртнӑ. Шупашкар районӗнче сахал хутлӑ ҫуртсем хӑпартма шухӑшлаҫҫӗ. Унта уйрӑм 40 ҫурт валли вырӑн пулмалла. Хӑш-пӗр лаптӑка нумай ачаллисем валли парасси пирки ӗнентереҫҫӗ. Сӗнтӗрвӑрри районӗнче те уйрӑм ҫуртсем хӑпартасшӑн. Ҫӗрпӳ хули патӗнче сахал хутлӑ ҫуртсем валли вырӑн уйӑрасшӑн.
Сӑнсем (10)
Шупашкарта чарӑну павильонӗсене ҫӗнетнине тӗп хулара пурӑнакансемпе унта килен-каян асӑрханах ӗнтӗ. Общество транспорчӗн чарӑнӑвӗсене Канаш, Етӗрне тата Тӑвай районӗсенче те ҫӗнетме тытӑннӑ. Республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсенчи ҫук павильонсене вырнаҫтараҫҫӗ, япӑххисене йӗркене кӗртеҫҫӗ.
Канаш район территорийӗнче «Шӑхасан — Калинино» ҫул ҫинче вырнаҫнӑ лаптӑкра ӗҫӗн 70 ытла процентне пурнӑҫланӑ. Ҫав шутра машинӑсене пӑрӑнса лармалли вырӑнсем йӗркелени те, лартмалли вырӑнсем туни те, ҫул айккинчи чулсене вырнаҫтарни те кӗрет. «Етӗрне — Николаевски — Кӗҫӗн Шемертен» ҫула та хӑтлӑх кӗртнӗ. Тӑвай районӗнче «Аниш» автоҫула унти «Акконд-Агро» ферма тӗлӗнче юсанӑ.
Пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Канашри музыка шкулӗнче Культура ҫулталӑкне халалланӑ «Кӗвӗ тумламӗ» конкурс-фестиваль иртнӗ. Йӗпреҫ район администрацийӗн официаллӑ сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, унта Йӗпреҫри ача-пӑча ӳнер шкулӗн вӗренекенӗ Татьяна Новикова та хутшӑннӑ. Йӗпреҫсем вӑл унтан II степень Дипломпа тавраннӑшӑн хӗпӗтеҫҫӗ. Ертӳҫи — Н.Н.Рекунова. Татьяна Новикова ҫак ҫитӗнӗве «Халӑх юрри, солистсем» номинацире тивӗҫнӗ.
Татьянана жюри членӗсем мухтанӑ. Профессор, И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн хор дирижированийӗн кафедра заведующийӗ, жюри председателӗ Ю.А.Дмитриева ӑшӑ сӑмах каланӑ.
Татьяна Новиковӑна чи малтанах сумлӑ ҫак наградӑна илнӗ ятпа «Альянс» ушкӑнра эстрада юррисене шӑрантаракан Константин Садюров саламланӑ. Вӑл халӗ Канаш районӗнчи Шӑхасанти музыка шкулӗнче ачасене вӗрентет.
Канаш районӗнчи Шӑхасан ҫынни хӑйӗн ялӗнче ҫуп-ҫап купи пирки телекурав урлӑ пӗлтернӗшӗн патак ҫинӗ. Сахалах мар лекнӗ — управляющи компани директорӗ хӗненине пула пульницӑра выртма тивет.
Ӗҫ-пуҫ, «Чӑваш Ен» телекурав каласа панӑ тӑрӑх, уйӑх каялла ялти ҫӳп-ҫап пирки хыпарланипе ҫыхӑннӑ. Шӑхасанта тирпейсӗрлӗх хуҫаланни пирки Вениамин Алексеев каласа панӑ. Ку вара ҫӳп-ҫапа тирпейлессишӗн яваплӑ компанин директорне Иванов Сергей Львовича килӗшмен — урамра тӗл пулнӑ хыҫҫӑн ним сӑмах чӗнмесӗр хӗнеме тапратнӑ тет. Киле таврӑнсан Вениамин Вениаминович хӑйне япӑх туйма пуҫланӑ, тухтӑрсем палӑртнӑ тӑрӑх унӑн пуҫ мимине кисретнӗ, айӑк пӗрчине хуҫнӑ.
Пульница лекнӗ хыҫҫӑн тухтӑрсем ШӖМ ӗҫченӗсене хыпарланӑ, ҫапла пуҫиле ӗҫ те пуҫарнӑ пулать. Ҫӳп-ҫап купине илес пулсан — ӗҫ тапраннӑ пулас, ҫуртсем умӗнчине тасатнӑ, котельнӑй тата ытти хӑш-пӗр вырӑнтине хальлӗхе тӗкӗнмен-ха.
Пушартан хӑрушӑраххи мӗн пур-ши? Нумаях пулмасть Ҫӗмӗрле хулинче пушар алхаснине пӗлтернӗччӗ. Телее, ун чухне инкекпе вӗҫленменччӗ.
Нарӑсӑн 22-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Шӑхасанта пысӑк инкек пулнӑ. Ҫапла, каллех «хӗрлӗ автан» ташланӑ. Хальхинче ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Ирхине пушар хуралне Шӑхасанти Николаев урамӗнчи 6-мӗш ҫурт ҫунма тытӑннине кӳрши шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Шел те, ҫуртра пулнисене ҫӑлма май килмен.
Пушар амӑшӗн тата виҫӗ ачан пурнӑҫне татнӑ. Ҫамрӑк хӗрарӑм 1989 ҫулта ҫуралнӑскер. Унӑн ачисем 3, 2 тата 1 ҫулсенче пулнӑ. Пушарнӑйсем малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫулӑм электричество плиткипе тӗрӗс мар усӑ курнӑшӑн тухнӑ. Ҫак ҫуртрах хӗрарӑмӑн пиччӗшӗ, унӑн ашшӗ-амӑшӗ пурӑннӑ. Вӗсем пушар тухнӑ чухне килте пулман.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |