Паян – Совет Союзӗн икӗ хут Паттӑрӗ Андриян Григорьевич Николаев космоса пӗрремӗш хут вӗҫнӗ кун. Вӑл унта 1962 ҫулхи ҫурлан 11-мӗшӗнче ҫӗкленнӗ. Унтанпа 60 ҫул ҫитнӗ.
Ҫак пулӑма халалласа республикӑра меропряитисем иртӗҫ. Вӗсем Шупашкарта тата Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗнче пулӗҫ. Митинг, велочупу, курав тата ытти мероприяти иртӗ.
Паян республикӑра сумлӑ хӑнасем пулӗҫ: РФ Паттӑрӗ, летчик-космонавт Юрий Маленченко, РФ Паттӑрӗ, летчки-космонавт Олег Скрипочка, Мускаври чӑваш наци культурин автономийӗн председателӗ Анатолий Григорьев, Павел Попович космонавтӑн хӗрӗ Наталия Березная, ҫар ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Иван Николаев.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗн ҫывӑхӗнче Андриян Николаев летчик-космонавтӑн агропортретне йӗркене кӗртме пуҫланӑ. Ҫакна пурнӑҫлаканӗсем – студентсемпе хӑйирӗкҫӗсем.
Космонавтӑн агрпортретне 2012 ҫулта ӳкернӗ. Ун чухне ӑна энтузиастсем пурнӑҫланӑ, ҫӗре тракторпа тата мотоблокпа сухаланӑ. Сас паллисене вара ҫынсем кӗреҫепе чавнӑ. 2014 ҫултанпа унта никам та нимӗн те туман. Паллах, портрет санӗ 8 ҫулта ҫухалнӑ.
Агропортрет Ҫавал юханшывӗ хӗрринче вырнаҫнӑ, вӑл 100x15 метр калӑпӑшлӑ.
Проект пуҫаруҫи Юрий Иванов каланӑ тӑрӑх, 2020 ҫулта вӗсем агропортрета ҫӗнетме хӑтланнӑ, анчах укҫа ҫитмен. Кӑҫал ӗҫсене нумаях пулмасть пуҫланӑ.
Космонавтика кунӗ иртсе кайнӑ пулин те ыран ҫак уява халалланӑ велочупу иртет. Унта хутшӑнакансем Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑла ҫитӗҫ. Маршрут 70 ҫухрӑмпа танлашӗ. Ҫӗнӗ Шупашкартан ҫула тухакансен 35 ҫухрӑм ҫеҫ парӑнтарма тивӗ. Мероприятие "Спица ҫинчи хӗвел" велоюхӑм Андриян Николаев ячӗллӗ асӑну комплексӗпе пӗрле йӗркелет.
Шупашкарта ыран 9 сехетре велочупуҫӑсем Юрий Гагарин палӑкӗ умне чечек хурӗҫ те ҫула тухӗҫ, Ҫӗнӗ Шупашкарти "Химик" культура керменӗ патне ҫитӗҫ. Унта 10 сехет ҫурӑра велочупуҫӑсем пухӑнӗҫ. Велочупӑва кирек кам та хутшӑнма пултарать. Велосипед юсавлӑ ҫеҫ пултӑр.
Ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта велосезон уҫӗҫ. Космонавтика кунне халалланӑ велочупу Шупашкарта Юрий Гагарин палӑкӗ умӗнчен 9:00 сехетре пуҫланӗ. 11:00 сехетре велосипедҫӑсем Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химик» КК ҫывӑхӗнче пухӑнӗҫ. Финиш яланхи пекех Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлта пулӗ.
Шуршӑла ҫитсен митинг иртӗ, А. Г. Николаев вил тӑпри ҫине чечек хурӗҫ. Хутшӑнакансем космонавтика музейне ҫитсе курӗҫ. Йӗркелӳҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, поэтсемпе писательсем тухса калаҫма палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне «Трава у дома» юрӑпа ташӑ флешмобне йӗркелӗҫ.
Велочупӑва хутшӑнма юсавлӑ велосипед кирлӗ. Шупашкарсен 70 ҫухрӑм ҫула педаль ҫавӑрттарса ҫӗнмелле пулӗ, ҫӗншупашкарсен — 35 ҫухрӑм ҫула.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлти Андриян Николаевӑн мемориал комплексне юсаса ҫӗнетме палӑртнӑ. 2021 ҫулта ҫав тӗллевпе республика бюджетӗнчен 9,5 миллион тенкӗ уйӑрса панӑ. Вӑл укҫана планпа смета документацине йӗркелесе ҫитерме тесе уйӑрнӑ.
«Чӑваш Енӗн Культура министерстви хӑш-пӗр ыйтӑва ҫывӑх вӑхӑтра татса парса Чӑваш Енӗн Стройминӗпе проект ӗҫӗсене пуҫарса ярӗ», — палӑртса хӑварнӑ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне Ҫырупа тухнӑ май.
Малтанласа шутланӑ тӑрӑх, проект хакӗ 350 миллиона яхӑн тенке кайса ларӗ. Музейпа юнашар 4 хутлӑ ҫурт туса лартасшӑн. Ҫапла вара экспозици залӗсем, «Планетари», интерактивлӑ кафе, «Хальхи вӑхӑтри космос» интерактивлӑ зал , конференц-зал, обсерватори пулмалла.
Улатӑр районӗнчи Сурский Майдан ялӗнче пилӗк ҫурт ҫунса кайнӑ. Вӗсенчен иккӗшӗнче ҫынсем пурӑннӑ, тепӗр виҫҫӗшӗ пушах ларнӑ.
Асӑннӑ ялти Мускав урамӗнче пӗр ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Унтан ҫулӑм кӳршӗри пӳрт ҫине куҫнӑ. Унта ҫынсем пурӑннӑ.
Кайран ҫулӑм пурӑнман тепӗр виҫӗ ҫурта ярса илнӗ. Халӗ пушарнӑйсем ҫулӑм мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Аса илтерер: ҫак кунсенче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗнче пушар пулнӑ. Унта пӗр ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пушар тухнӑ. Симӗс урамӗнчи пӗр ҫурта ҫулӑм ярса илнӗ.
Шел те, инкек хурлӑхпа вӗҫленнӗ. Вырӑна ҫитнӗ пушарнӑйсем ҫулӑма сӳнтернӗ хыҫҫӑн арҫын виллине тупнӑ. Вӑл кравать ҫинче выртнӑ. Кил хуҫи 48 ҫулта ҫеҫ пулнӑ.
Специалистсем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар пирус асӑрханмасӑр туртнӑран тухма пултарнӑ. Халӗ вӗсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Паян Шупашкарта Раҫҫейӗнтӗрлӗ регионӗнчи туроператорсем пулнӑ. Вӗсем «Промышленность туризмӗ» федераци программипе кӑсӑкланнӑ май республикӑри тӗрлӗ объектпа паллашнӑ.
Сӑмахран, Чӑваш тӗррин музейӗпе, А.Г. Николаев летчик-космонавтӑн Шуршӑлти мемориал комплексӗнче, Трактор историйӗн ӑслӑлӑхпа техника музейӗнче тата ытти учрежденипе предприятипе пулнӑ.
Ӳнер промыслисен «Паха тӗрӗ» хапрӑкӑн ӗҫченӗсем хӑйсен продукцине сутнӑ.
Чӑваш Енре килӗшсен ҫӗршыври туроператорсем туристсене пирӗн региона астарас-илӗртес шанчӑк пур.
Нумаях пулмасть Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн артистки Надежда Демидова 50 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Кун пирки Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗ Фейсбукра паян пӗлтернӗ.
Надежда Демидова 1970 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл Ф.П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищинчи вокал уйрӑмӗнче вӗреннӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вокал ӑсталӑхне алла илнӗ.
Чӑваш патшалӑх хор капеллинче, Чӑваш патшалӑх филармонийӗнчи «Ҫеҫпӗл» ансамбль солисткинче ӗҫленӗ. 2000 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче хор солистки пулса тӑрӑшать.
Кӑҫал та Андриян Николаевӑн космонавт ҫуралнӑ кунне халалласа «Спица ҫинчи хӗвел» велочупу иртет. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, ӑна авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче йӗркелеҫҫӗ.
Старт – Шупашкартан тата Ҫӗнӗ Шупашкартан. Шуршӑл хыҫҫӑн спортсмеснем Сӗнтӗрвӑррине кайӗҫ, унта тепӗр велочупу иртет.
Шупашкартан 8 сехет ҫурӑра Николаев палӑкӗ умӗнче старт пулӗ. Ҫӗнӗ Шупашкартан «Химик» культура ҫурчӗ умӗнчен 9 сехетре тапранӗҫ.
Шуршӑлта велочупуҫӑсем Андриян Николаевӑн вилтӑпри ҫине чечек хурӗҫ, унтан Сӗнтӗрвӑррине кайӗҫ. Унта 12 сехет те 15 минутра «Мариинский» велочупу иртет. Юлашкинчен ача-пӑча паркне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |