Вырӑссем кун пек самантсене «нӗрсӗрлӗх саккунӗ» теҫҫӗ. Ятарласа шухӑшласа кӑлараймӑн тени те кунта вырӑнлӑ пулӗ. Ӗнер Шупашкарти «Волжский-3» микрорайонта «Стрижи» (чӑв. «Вӗршӗнсем») ача пахчи уҫасси пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Ӑна уҫма «Вӗршӗнсем» пилотаж ушкӑнӗ (ача пахчине ҫавсен ячӗпе панӑ-мӗн) хутшӑнасси ҫинчен те унта каланӑччӗ.
Ача пахчи чаплӑ тесе ҫырать унта пулса курнӑ Андрей Иванов журналист. Анчах элита районта ача пахчи уҫнӑ вӑхӑтра кӗтменлӗх ҫумӑр ҫума пуҫлани уяв программине пӑсса хунӑ. Урамра ташлама хатӗрленӗ ачасене шала илсе кӗртнӗ. Программӑна ертсе пыракан вӑхӑта хавас ирттерме пулӑшас тесе тӑрӑшнӑ-мӗн. 10 сехет ҫитес умӗн вӑл: «Ачасем! Пирӗн пата уява хӑнасем — пирӗн ҫӗршыври мульфильмсенчи ҫемҫе теттесем — Кот Матроскин, Шарик, Мишка, пурте юратакан Фиксиксем, тата, паллах, Машӑпа Упа!» — тесе каланӑ вӑхӑтра ача пахчине Чӑваш Ен Элтеперӗн твиӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова, республикӑн Патшалӑх Канашӗн вице-спикерӗ Николай Малов, вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов тата хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков тата ыттисем пырса кӗнӗ.
Мускавран Хусана уҫма палӑртакан пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑс Чӑваш Енре Шупашкар районӗнчи Шӗнерпуҫ ялӗ патӗнче чарӑнма пултарать. Ыйту ҫурлан 18-мӗшӗнче татӑлмалла.
Пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ магистрале тӑвассине Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ техника канашӗн ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Унта пуҫтарӑннӑ сӑнавҫӑсен шучӗпе унта чарӑнмалла тусан Шупашкара ҫитме аван. Ҫапах та асӑннӑ районти Мӑнал ялӗ ҫывӑхӗнчи чарӑнӑва та кун йӗркинчен кӑларса пӑрахман-ха. Унтан Шупашкара килме ҫул тикӗссине кура ҫул сарма йывӑр мар. Анчах вӑл шухӑшпа пурте килӗшмен. Магистрале Шупашкар витӗр яма сӗнекен те тупӑннӑ. Анчах ҫакӑ проекта хаклатса ярать. Татӑклӑ йышӑну тӑвиччен укҫа ҫине хурса шутласа пӑхмалла. Ҫурлан 18-мӗшӗнче ыйтӑва татса памалла.
Сӑмах май, магистраль Етӗрне патӗнчен иртмӗ, вӑл тӑрӑхри Никольски ял ҫывӑхӗнчен кайӗ.
Республикӑн тӗп хули хӑйӗн ҫуралнӑ кунӗ тӗлӗнче тӗрлӗ социаллӑ объект уҫма кӑна мар, мухтава тивӗҫ тесе шутлакан ҫынсене те чыслать. Шупашкар хулин хисеплӗ ҫынни ята ӗнер икӗ ҫынна панӑ.
Муниципалитет шайӗнче палӑртакан чи пысӑк хаклава тивӗҫнисенчен пӗри — Флота аталантарассипе ӗҫлекен пӗтӗм Раҫҫейри халӑх юхӑмӗн регионти уйрӑмӗн, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Общество канашӗн тата Шупашкар хула пухӑвӗн Ваттисен канашӗн пайташӗ Роберт Ильяной. Роберт Анатольевич 1975–1982-мӗш ҫулсенче Шупашкар хула ӗҫтӑвкомӗн ертӳҫинче тӑрӑшнӑ.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн медицина факультечӗн хирурги чирӗсен кафедрин заведующийӗ Владимир Волков та малашне — Шупашкарӑн хисеплӗ ҫынни. Вӑл — профессор, Чӑваш Республикин тата Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗ тата СССР АСлӑ Канашӗн X-XI созывӗсенчи депутачӗ пулнӑ.
Чӑваш Енӗн тӗп хулине Мускавпа тата тепӗр авиакомпани ҫыхӑнтарӗ. Вӑл – «Ҫӗнтерӳ» (Победа) ятлӑскер. Компание «Аэрофлот» акционерсен обществин «ачи» тесе хаклаҫҫӗ.
«Ҫӗнтерӳ» Мускавран ҫӗршывӑн харӑсах темиҫе хулине рейссем уҫма шухӑшласа хунӑ. Раҫҫейӗн тӗп хулинчи «Внуково» аэропортран вӑл Кирова, Краснодара, Назране, Саранска тата Шупашкара илсе ҫӳреме тытӑнӗ.
Компанин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкара авиарейса юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен уҫасшӑн. Шӑматкунсӑр пуҫне кашни кунах рейссем пулӗҫ. Мускавран самолет 17 сехет те 50 минутра тапранӗ, Шупашкара 19 сехет те 30 минутра ҫитӗ. Каялла кунтан вӑл 20 сехет те 20 минутра хускалӗ, «Внуковӑна» 22 сехетре ҫитӗ. Билет хакне кассӑра ыйтса пӗлмелле.
Шупашкарта пурӑнакан манахиньӑна шыраҫҫӗ. Вӑл хыпарсӑр ҫухалнӑ. Тӑванӗсем ӑна халӗ те тупаймаҫҫӗ.
Татьяна Клщеева 1969 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Вӑл Шупашкартан Екатеринбурга тӗн ҫулҫӳревне кайнӑ та ҫухалнӑ. Вӗсен «Ганина Яма» текен вырӑн патне ҫитмелле пулнӑ.
Тӑванӗсем Татьяна Кощеевӑпа ҫыхӑнаймаҫҫӗ. Юлашки хутчен ӑна тата хӑйне «блаженная София» текен хӗрарӑма ҫурлан 9-мӗшӗнче Магнитогорскра тата Ӗпхӳре курнӑ.
Волонтерсем халӗ хӗрарӑмсем хӑш мӑнастиртен пулнине палӑртаҫҫӗ. Татьяна Кощеева пысӑках мар, ҫӳҫӗ ҫутӑ, хулпуҫҫи таран. Вӑл манашка тумне тӑхӑннӑ пулнӑ.
Хула кунӗнче «Стрижи» (чӑв. «Вӗршӗн») пилот ушкӑнӗ тӳпене хӑпарассине нумайӑшӗ кӗтет. Пилотсем Шупашкара ҫитнӗ ӗнтӗ.
Вӗсене паян, ҫурлан 13-мӗшӗнче, Шупашкар аэропортӗнче хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов кӗтсе илнӗ. «Стрижи» тӳперен аниччен Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар ҫийӗн вӗҫсе ҫаврӑннӑ.
Хаклӑ хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ. Леонид Черкесов кашни пилота ыталаса илнӗ. Музыка ансамблӗ наци юррине юрласа тата ташласа кӑтартнӑ.
Леонид Черкесов пилотсем пирӗн ҫывӑх туссем пулса тӑнине палӑртнӑ. Аса илтерер: ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 11 сехетре «Стрижи» пилот ушкӑнӗ тӗлӗнмелле авиашоу кӑтартӗ.
Шупашкарта хӗресленекен 5 вырӑна лайӑхлатмашкӑн 35 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Халӗ хулара ҫулсене юсаса ҫӗнетес ӗҫ малалла пырать.
Хальхи вӑхӑтра Воробьев композиторсен тата Ярославль урамӗсем хӗресленнӗ ҫула ҫӗнетеҫҫӗ. Хула кунӗччен подрядчиксем ӗҫе вӗҫлеме шантараҫҫӗ. Коммуникацие тата кабель сечӗсене куҫарнӑ ӗнтӗ.
Халӗ ҫул ӗҫченӗсем 160 тӑваткал метрлӑ тротуара хураҫҫӗ. Унтан 250 тӑваткал метрлӑ асфальт ҫула тума тытӑнӗҫ. Унти ҫула сарлакалатмашкӑн хула хыснинчен 9 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ.
Калинин кӗперӗ 4 йӗрлӗ. Унта урапа нумай ҫӳрет. «Пӑкӑсем» ан пулччӑр тесе ӗнтӗ ҫула ҫӗнетме шутланӑ. Ҫакнашкал ӗҫе кӑҫал Ленин проспекчӗпе Николаев урамӗ, Элкер урамӗпе М.Горький проспекчӗ хӗресленнӗ вырӑнта тума палӑртнӑ. Подряд организацийӗсем паллӑ ӗнтӗ, вӗсем ҫурлан 17-мӗшӗнче ӗҫе пуҫӑнӗҫ. Ҫитес ҫул хула администрацийӗ ҫул хӗресленекен 9 вырӑна ҫӗнетме палӑртнӑ.
Шупашкар хула кунӗнче карап ӑстине, ӑсчаха, академика, Пӑрачкав ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ Алексей Крылова халалласа палӑк уҫма палӑртнӑ. Ку хыпара республикӑн тӗп хулин пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов администрацинче иртнӗ планеркӑра пӗлтернӗ.
Палӑка уҫнӑ ҫӗре тӗрлӗ ҫӗрти хаклӑ хӑнасем килсе ҫитессе шанаҫҫӗ. Ҫав шутра карап тӑвакансемпе ӑсчахсем те, хисепе тивӗслӗ ытти ҫын пулмалла.
Алексей Крылов палӑкне тӗп хуламӑрти Юханшывҫӑсен лапамӗнче вырнаҫтармалла. Виҫӗ метр ытла бронза палӑк авторӗ – Салават Щербаков скульптор. Унӑн паллӑрах ӗҫӗсен шутӗнче I Александр патша, космос ракетисен конструкторӗн Сергей Королевӑн, Валентина Гризодубова летчик палӑкӗсене асӑнаҫҫӗ. Алексей Королев палӑкне Мускавра ӑсталанӑ.
Ҫурлан 15-мӗшӗпе 16-мӗшӗсенче Шупашкарти Юрӑ уйӗнче сывлӑша парӑнтаракансене пӑхса киленме май килӗ. Киленме кӑна мар, сывлӑша ҫӗкленме те май туса парӗҫ.
«Хула ҫине пӗлӗтрен» фестивале хутшӑнакансем Шупашкар ҫыннисене хӑйсен илемлӗ хусканӑвӗ-вӗҫевӗпе савӑнтарӗҫ, шар ҫинче ҫӳл тӳпене ҫӗкленӗҫ. Ҫав вӑхӑтра концертсемпе конкурссем, куравсем тата аэростатсен каҫхи шоувӗ пулӗ.
Вӗҫев вӑхӑчӗ — ирхи 5 сехетрен пуҫласа 10 сехетчен тата 17 сехетрен тытӑнса 22 сехетчен. Ирхине хулана ҫӳл тӳперен сӑнама май килӗ. Тӳлевсӗр мар, паллах, укҫалла. Шупашкара ҫӳлтен темиҫе минут пӑхса киленме 500 тенкӗ тӳлемелле, сехет хушши ярӑнса ҫӳреме — виҫӗ пинрен кая мар. Хӗвел ансан аэростатсем залив ҫинче ҫӗкленӗҫ.
Ярӑнас текенсене 23-51-86 номерпе ҫырӑнма сӗнеҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ — 36-52-46.
Шупашкарти хӑш-пӗр троллейбуссен маршрутне улӑштарма пултараҫҫӗ. Нумаях пулмасть хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Герман Александров ертсе пынипе канашлу иртнӗ. Унта электротранспорт маршручӗсене оптимизацилес ыйтӑва пӑхса тухнӑ.
Унта хутшӑнакансем 6, 12, 19 тата 20-мӗш маршрутсемпе ҫӳрекен троллейбуссене пӑхса тухнӑ. 12-мӗш маршрута ҫӗнӗ кӑнтӑр районне ҫити тӑсма пултараҫҫӗ. 6-мӗш троллейбус Трактор тӑвакансен проспектӗнчен Эгер бальварӗ тӑрӑх Мир проспектне тухса Иван Яковлев проспектне ҫитмелле, унтан хӑйӗн маршручӗпе каймалла. Ҫапла улшӑну та кӗртме пултарӗҫ.
19 тата 20-мӗш троллейбуссене Мир проспекчӗпе хире-хирӗҫ ҫавран яма пултарӗҫ. Кун пирки Шупашкар администрацийӗн сайтӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |