Паян Шупашкарти Максим Горький проспектӗнчи 9-мӗш ҫуртра, общежитире, пушар пулнӑ. Ҫулӑм тухни пирки ирхи 4 сехетре хыпарланӑ.
Пушар пӗр пӳлӗмре тухнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм пирус асӑрханмасӑр туртнӑран тухнӑ. Пӳлӗм хуҫине, 51 ҫулти арҫынна, тата унӑн 22 ҫулти кӳршине пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вӗсем сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ.
Аса илтерер: ҫак общежитире 2021 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче те пушар пулнӑ. Ун чухне 7-мӗш хутри пӳлӗм ҫуннӑ. Сӑлтавӗ каллех пирус асӑрханмасӑр туртни пулнӑ.
Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗ Шупашкарта пахалӑхсӑр пахча ҫимӗҫ вӑррине сутнине тупса палӑртнӑ.
Хулари пӗр суту-илӳ центрӗнче «РБК» редис тата ир пулакан сортсен хутӑшне, «Детская сладкая» кишӗр, «Кудрявая» петрушка сутнӑ. Вӗсене вара селекци ҫитӗнӗвӗсен патшалӑх реестрне кӗртмен. Эппин, вӗсен пахалӑхӗ ҫирӗпленмен.
Юридици сӑпатне асӑрхаттарнӑ. Палӑртмалла: кӑҫал ведомство заявленисем пулнӑран 10 пин ытла хутаҫ вӑрра пӑхса тухнӑ.
Чӑваш Енри ҫарӗҫ комиссариачӗсен умне видеокамерӑсем вырнаҫтарса тухнӑ. Республикӑн Экономика аталанӑвӗн министерствинче хыпарланӑ тӑрӑх, камерӑсем асӑннӑ комиссариатсем умне пымалли ҫула тата ун ҫывӑхӗнчи территорие ӳкерсе илеҫҫӗ.
Иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗнче муниципалитетсенче 15 видеокамера вырнаҫтарса тухнӑ. Вӗсем мӗн ӳкерсе илни тӳрех полицин уйрӑмӗсене кайса тӑрать.
Пӗтӗмпе пирӗн республикӑра 4 пин ытла видеокамера вырнаҫтарнӑ. Пуринчен ытла, пурӗ 2944 камера, — Шупашкарта. Ҫул ҫинче стационарлӑ 248 комплекс ӗҫлет.
Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче Шупашкарта пурӑнакан 63 ҫулти арҫын пыл туяннӑ. Тавара хваттерех пырса панӑ.
Хайхи сутуҫӑ кайсан кил хуҫи 700 пин тенки ҫухалнине асӑрханӑ. Кайран аса илех кайнӑ: сутуҫӑ банкӑна пушатма ыйтсан кил хуҫи ҫав ӗҫпе кӑштӑртатнӑ. Ҫав вӑхӑтра сутуҫӑ хваттерти 700 пин тенке йӑкӑртнӑ.
Ставрополь крайӗн арҫыннине часах ярса тытнӑ. Полицейскисем ку тӗллевпе ятарласа командировкӑна кайнӑ. 41 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ.
Паян, Ҫветтуй Валентин кунӗнче, Чӑваш Енри тӳре-шарана халалласа ӳкернӗ «валентинкӑсене» яма пулать. Ку проекта cheb.media пуҫарнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин хӑйӗн «валентинкипе» подписчикӗсемпе пайланнӑ ӗнтӗ. Вӑл кирек мӗнле шӳте те йӗркелле йышӑннине палӑртнӑ. Уйрӑмах паян – Ҫветтуй Валентин кунӗнче.
Ыттисем хальлӗхе хӑйсен «валентинкине» асӑрхаман.
Шупашкарти Ашмарин урамӗнче вырнаҫнӑ офтальмологи пульницин тӗп тухтӑрӗ Дмитрий Арсютов куҫ микрохирургине ертсе пыма пуҫланӑ. Ку хушӑва РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерстви кӑларнӑ.
Дмитрий Арсютов Республикӑри клиника офтальмологи пульницине 13 ҫул ертсе пынӑ. 2000-2002 ҫулсенче вӑл Куҫ микрохирургинче тухтӑр-интерн пулнӑ, кайран унта хирург-офтальмологра ӗҫленӗ.
Ашмарин урамӗнчи Республикӑри клиника офтальмологи пульницине вӑл 2010 ҫултанпа ертсе пынӑ. Хальхи вӑхӑтра вӑл – ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ.
Шупашкарта Алькешре тата Кӑнтӑр поселокӗнче пурӑнакансене пӑшӑрхантаракан ыйтусенчен пӗри - икӗ поселока ҫыхӑнтаракан ҫул. Вӑл хӑҫан пулӗ?
Нумаях пулмасть тӳре-шара унти халӑхпа тӗл пулнӑ. Ҫынсем вӗсенчен ҫул хӑҫан пуласси пирки ыйтнӑ.
Проект экспертиза витӗр тухнӑ-мӗн. Кӗҫех "Стройка 21" фирмӑпа килӗшӳ алӑ пусӗҫ. Ҫула 2025 ҫулччен туса пӗтермелле.
Шупашкарти 32 ҫулти таксист ултавҫӑсен тӗлне лекнӗ. Ун патне саккас килнӗ: хӗре Канаша леҫсе ямалла.
Клиента кӗтсе ларнӑ чухне ун патне шӑнкӑрав килнӗ - хӗрӗн ӗҫри пуҫлӑхӗ-мӗн. Хайхискер уншӑн укҫа куҫарса парассине каланӑ. Ҫапла таксист картта номерне те, смспа килнӗ кодсене те пӗлтерне. Кун хыҫҫӑн унӑн номерӗ ҫинчен 24 пин тенкӗ ҫухалнӑ.
Ултавҫӑ кунпа ҫырлахман-ха. Вӑл каллех шӑнкӑравланӑ. Кун хыҫҫӑн картта ҫинчен тепӗр 9 пин тенкӗ ҫухалнӑ.
Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пирӗн ҫӗршывра Граждан авиацийӗнче ӗҫлекенӗн кунӗ пулчӗ. Шупашкарти аэропортра тӑрӑшакан Владимир Скачков кӑҫал 72 ҫул тултарать. Вӑл 40 ҫул ӗнтӗ унта вӑй хурать.
Халӗ Владимир Яковлевич производствӑпа диспетчер службине ертсе пырать. Унта рейс каярах юлса пулассине е расписание улшӑну кӗртнине пуринчен малтан пӗлеҫҫӗ. Служба сывлӑшри 2100 метр ҫӳллӗшне тата ҫӗр ҫинчи 45 км инҫӗше сӑнаса тӑрать.
Владимир Скачков хӑй вӑхӑтӗнче «Ан-2» самолёт лётчикӗ пулнӑ, каярах «Ан-24» тата «Ту-134» самолётсемпе вӗҫнӗ. Пӗтӗм Совет Союзне, Европӑна ҫитнӗ, Арабсен Эмиратне, Турцие, Китая тата ытти ҫӗршыва вӗҫнӗ.
«Тӳпене юратни вӑл – ӗмӗрлӗхе. Мана тӗрлӗ саманара ӗҫлеме тиврӗ: Шупашкарти аэропорт расписанийӗнче 60 ытла йӗрке пулнине те, 2015 ҫулта вара пӗртен-пӗр Мускав рейсӗ ҫеҫ тӑрса юлнине те. Ун чухне аран-аран 30-40 пассажир пулнине те. Паян аэропорт ҫӗнӗлле аталаннишӗн савӑнатӑп», – тенӗ Владимир Сачков.
Чӑваш Енре пурӑнакансем «НТВ» телеканал ирттерекен «Ты супер! 60+» вокал конкурсне йышлӑн хутшӑнаҫҫӗ. Ҫавсен йышӗнче республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрӗсене ҫӳрекен кинемейсемпе мучисем те пур.
Шупашкарти ун пек центр сӗннипе, сӑмахран, конкурса хутшӑнма виҫӗ ҫын кӑмӑл тунӑ: 78 ҫулти Маргарита Мельникова, 77-ри Нина Юрьева тата 73-ри Алевтина Иванова.
Канашри 73 ҫулти Антонина Черновӑпа 72-ри Галина Иванова чӑвашла тумланнӑ та чӑвашла юрласа кӑтартнӑ.
Телеканал конкурсне тӑратнӑ заявкӑсене кастинг вӑхӑтӗнче хаклӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Александр Георгиевич, чӑваш кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |