Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, 2 сехет те 30 минутра Шупашкарта мотоциклист пурнӑҫӗ сарӑмсӑр татӑлнӑ.
38 ҫулти арҫын «Ямаха» мотоциклпа Гладков урамӗпе пынӑ чухне «Фольксваген Поло» автомашинӑпа ҫапӑннӑ.
Йӗрке хуралҫисем малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ автомобиле тытса пынӑ хӗрарӑм тӳрӗ ҫулпа пыракан мотоциклиста ирттерсе яман. Арҫын инкек вырӑнӗнчех куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ. Сӑмах май каласан, унӑн водитель прави пулман, мотоцикла та кирлӗ пек регистрацилемен.
Шупашкар хулинче пӗр арҫын кӑнтӑр кунӗнче ачине ҫухатнӑ. Ун хыҫҫӑн вӑл Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Арҫын пакунлисене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, унӑн 6 ҫулти хӗрӗ маршрут микроавтобусӗпе ӑнсӑртран пӗччен ларса кайнӑ.
Патшалӑх автоинспекцийӗ ҫывӑхри наряда ура ҫине тӑратнӑ. Микроавтобус водителӗ полицейскисене хулари общество транспорчӗн чарӑнӑвӗсенчен пӗринче кӗтсе илнӗ.
Василий Канин ҫул-йӗр аслӑ инспекторӗпе Владимир Павлов инспектор хӗрачана полицин ҫывӑхри уйрӑмне лартса кайнӑ, унтан ачана ашшӗ илсе кайнӑ.
Паян Шупашкарта пурӑнакансем ҫӑра тӗтӗм тухнине асӑрханӑ. Унта Иван Яковлев прспектӗнчи 39-мӗш "б" ҫуртра вырнаҫнӑ "Хӗвел" бази ҫуннӑ.
Пушар тухни пирки 14 сехет те 25 минутра пӗлнӗ. Пушарнӑйсем вырӑна тӳрех ҫитнӗ.
Ку хыпара "Про Город" хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Ӗнер кӑна Шупашкарта "Каскад" суту-илӳ ҫывӑхӗнчи стена ҫинчи Нарспи ҫухални пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ӑна Ксения Кокель грант укҫипе ӳкернӗ, ҫитменнине хӑйӗнне хушнӑ.
Ҫак стена иртен-ҫӳрене 4 ҫул савӑнтарнӑ. Нумаях пулмасть стенана сӑрласа лартнӑ. Мӗншӗнни паллӑ мар.
Ксения Кокель унпа Шупашкар хула администрацийӗ ҫыхӑннине пӗлтернӗ. Нарспие ҫӗнӗрен ӳкереҫҫӗ иккен. Ксения халь ҫӗнӗ эскиз ӳкерет.
4 ҫул каялла Шупашкарти "Каскад" суту-илӳ центрӗ ҫывӑхӗнчи постанци стени ҫине Нарспие ӳкернӗ. Ӗҫ авторӗ - паллӑ художникӑн Алексей Кокелӗн тӑванӗ Ксения Кокель. Ун чухне вӑл И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУра вӗреннӗ. Халӗ ҫав ӳкерчӗк ҫук. Ӑна сӑрӑ тӗслӗ сӑрӑпа сӑрласа лартнӑ.
Ксения Кокель ку ӳкерчӗке Крымра иртнӗ "Тавридӑра" ҫӗнсе илнӗ грант укҫипе ӳкернӗ. Анчах ҫав 100 пин тенкӗ ҫитмен, хӑйӗнне те хушнӑ.
Стена ҫинчи Нарспи мӗншӗн ҫухалнӑ? Паллӑ мар.
Ҫӗнтерӳ кунӗнче, ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Шупашкарти хӑш-пӗр урамсенче транспорта ҫӳреме чарӗҫ. Стоянкӑсемпе те ирӗклех усӑ курма май пулмӗ.
Уявра общество транспорчӗн хӑш-пӗр маршручӗ улшӑнӗ. Халӑха меллӗ пултӑр тесе троллейбуссемпе автобуссем ҫур ҫӗрччен ҫӳрӗҫ.
Аса илтерер: Ҫӗнтерӳ кунӗнче Шупашкарта ретро-троллейбус ҫула тухӗ. Вӑл ҫӳренине "Ӑслӑ транспорт" сарӑмра курма пулать.
Ӗнер Шупашарта пурӑнакан 58 ҫулти арҫын полицие пырса хӑйне улталани пирки каласа кӑтартнӑ. Темиҫе кун каялла ун патне пиччӗшӗ шӑнкӑравланӑ. Чӑннипе вара вӑл пачах ют ҫын пулнӑ. Хайхискер кӑшӑлвирусран сипленпе укҫа ыйтнӑ. Ку ӑна 24 пин тенкӗ куҫарса панӑ.
65 ҫулти хӗрарӑм та "пиччӗшне кӑшӑлвирусран сипленме" х28 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Икӗ тӗслӗхӗнче те палламан ҫын хӑйне Сергей тенӗ.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Шупашкарти Текстильщиксен урамӗнчи скверта Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене Ҫӗнтерӳ кунӗпе саламланӑ. Вӗсене оркестр, ансамбльсемпе тӗрлӗ ушкӑн концерт лартса панӑ.
Ҫав кун скверта вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи юрӑсем янӑранӑ. Ветерансене парне, хӗрлӗ гвоздика парса савӑнтарнӑ. Сквера пухӑннисене вара пурне те Георги хӑйӑвӗ валеҫсе панӑ.
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центр вӑрҫӑ ветеранӗсене Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн тимлӗх тата та ытларах уйӑрма тӑрӑшать. Центрта, сӑмахран, «Ырӑлӑх эрни» тата «Ҫӗнтерӳ десанчӗ» акцисем иртнӗ май кинемисемпе мучисен кил-ҫуртне ҫитсе тирпей-илем кӗртеҫҫӗ.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ҫулӗсенче ырми-канми тӑрӑшнӑ ватӑсем патне социаллӑ ӗҫченсем бригадӑна пухӑнса та каяҫҫӗ. Ара, пысӑк ӗҫе пӗччен ӗлкӗрме йывӑр, темиҫен пӗрле пухӑнсан ӗҫ те хӑвӑрт каять.
«Ҫавӑн пек социаллӑ центр пурришӗн тавтапуҫ. Зоя Петрова социаллӑ ӗҫчен кашни кун килсе ҫӳрет. Питӗ пысӑк пулӑшу парать», — чунтан тав тӑвать 90 ҫулти Анастасия Хрисанова.
Чӑваш Енри 6 управляющи компание ӗҫлеме чарнӑ.
Республикӑн Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр инспекцийӗ нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗре тытса тӑракан ҫав организацисен лицензине тӑсса паман. Ӗҫлеме чарнисен списокне Шупашкарти «Хотэй», Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарти «Люксжилсервис», Шупашкар районӗнчи Ишлейри «Новое село», Ҫӗмӗрлери «Коммунальник», Сӗнтӗрвӑрринчи «Центр» тата Красноармейскинчи «Коммунальщик» управляющи компанисем лекнӗ.
Вӗсем хӑйсен ӗҫне ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ҫеҫ тӑсайӗҫ.
Ӳлӗмрен хваттер хуҫисем е урӑх компание суйлӗҫ, е ҫурт-йӗр харпӑрлӑхҫисен юлташлӑхне йӗркелӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Моисей Фёдорович, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Скворцов Михаил Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Михаил Васильевич, Чӑваш Енӗн иккӗмӗш президенчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефейкин Аким Кузьмич, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор вилнӗ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |