Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӑн темиҫе специалисчӗ ҫак кунсенче Чулхула облаҫӗнчи Городец хулинче ӗҫлеме вӗренет.
Асӑннӑ центрта «Маленькая мама» (чӑв. Пӗчӗк амӑшӗ) пурнӑҫа кӗрет. Вӑл — ҫул ҫитмен амӑшӗсене пулӑшмалли проект.
Городецра ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи специалистсем пухӑннӑ. Вӗсене Йывӑр лару-тӑрури ачасене пулӑшмалли фонд специалисчӗсем вӗрентеҫҫӗ.
Чӑваш Енри учительсен оклачӗ пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫерен пӗчӗкрех иккен. Кун пирки Телеграмри каналсенчен пӗринче ӗнер пӗлтернӗ. Асӑннӑ ҫӑлкуҫра хыпарланӑ тӑрӑх, оклад эпир маларах асӑннӑ виҫерен икӗ хута яхӑн пӗчӗкрех.
Категорисӗр тата стажсӑр уительсен оклачӗ пирӗн республикӑра 8533 тенкӗпе танлашать-мӗн. Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсене илсен унтан пӗчӗкреххи Мари Элта ҫеҫ. Унта вӑл — 8265 тенкӗ. Ку вӑл — юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗ тӗлне илсен.
Тутарстанри учительсен оклачӗ — 16157 тенкӗ, Чулхуларисен — 13467 тенкӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чулхулара сӑвӑҫсен тӗлпулӑвӗ иртнӗ.
«Поэтический «Дружный Нижний» (чӑв. Поэзилле туслӑ Чулхула) ят панӑ мероприяти хулари Ленин ячӗллӗ вулавӑшӑн шурӑ залӗнче (ун пекки те пур иккен) иртнӗ.
Чӑваш поэзийӗпе тата хӑй ҫырнӑ сӑвӑсемпе Екатерина Макаренко паллаштарнӑ.
Чӑваш Ене Германири пенсионер велосипедпа килсе ҫитнӗ.
74 ҫулти Альфред Мэр велосипедпа тӗнче тӑрӑх пуҫласа 10 ҫул каялла, пенси ҫулне ҫитсен, тухса кайнӑ. Унччен арҫын шкулта ӗҫ тата физкультура учителӗ пулса ӗҫленӗ.
Велосипедпа Германи арҫынни Европӑри ҫӗршывсем тӑрӑх нумай ҫӳренӗ, Аляскӑра, Кӑнтӑр тата Ҫурҫӗр Америкӑсенче пулнӑ.
Ҫурла уйӑхӗнче арҫын Питӗре ҫитнӗ. Унтан Мускава, Чулхулана ҫул тытнӑ, «Ылтӑн ункӑ» туризм маршручӗпе ҫаврӑннӑ, Хусан хыҫҫӑн Шупашкара килнӗ. Тӑван тӑрӑхне вӑл Турци урлӑ каясшӑн.
«Кун пек уҫӑ кӑмӑллӑ ҫӗршыва курман эпӗ. Кунта хама килти пекех туятӑп темелле. Ҫынсем ырӑ кӑмӑллӑ, уҫӑ чунлӑ. Паянхи лару-тӑрура вӗсем ҫавӑн пек пулни мана тӗлӗнтерет», — тенӗ ҫулҫӳревҫӗ.
«Мускав – Хусан» М-12 тӳлевлӗ магистрале уҫиччен вӑхӑт нумаях юлман – 3 уйӑхран та сахалрах. РФ вице-премьерӗ Марат Хуснуллин пӗлтернӗ тӑрӑх, аван уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Мускавпа Арзамас хушшинчи ҫул уҫӑлӗ. Раштавӑн 20-мӗшӗччен вара Хусана ҫитерекен ҫул та ӗҫлесе каймалла.
Аса илтерер: ҫула 2020 ҫулта тума пуҫланӑ, вӑл 811 ҫухрӑм тӑршшӗ. Вӑл Мускав, Владимир, Чулхула облаҫӗсем, Чӑваш тата Тутар республикисем урлӑ иртет. М-12 ҫула кайран Екатеринбург таран тӑсӗҫ, 2025 ҫулта вара – Тӗмене ҫити.
Иркутск облаҫӗнчи Тагна ялӗнчи чӑвашсемпе ҫӗршывӑн тӗрлӗ хулинчи ҫамрӑксем пырса ҫитнӗ. Вӗсем — студентсем. Ҫавсем Мускавра, Питӗрте, Астраханьте, Томскра, Красноярскра, Чулхулара аслӑ пӗлӳ илеҫҫӗ.
Тӗлпулӑва «Студентсен туризмӗ» проектпа килӗшӳллӗн йӗркеленӗ. Ҫамрӑксем Тагна ялӗнчи таврапӗлӳ музейӗнче пулнӑ май унти экспонатсемпе кӑсӑкланса паллашнӑ.
Чӑвашсен йӑли-йӗрки ҫинчен каласа кӑтартнӑ май тӗрлеме те вӗрентнӗ, чӑваш апачӗпе те хӑналанӑ.
Ҫамрӑксем чӑваш ташшине ташласа пӑхнӑ, чӑвашла тумланса асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗннӗ.
Ҫурла уйӑхӗ вӗҫлениччен Хусанпа Мускав хушшинче хушма пуйӑс ҫӳрӗ. Ку йӑлтах - ҫулҫӳревҫӗсемшӗн меллӗ пултӑр тесе.
Ҫул ҫинче вӑл Владимир, Дзержинск, Чулхула, Канаш хулисенче, Вӑрмар поселокӗнче тата Симӗс Долта чарӑнӗ.
Пуйӑс Мускаври Ярославль вокзалӗнчен утӑ уйӑхӗн 25, 28-мӗшӗсенче, ҫурла уйӑхӗн 1, 4, 8, 11, 15, 18, 22, 25, 29-мӗшӗсенче 21 сехет 15 минутра тапранса кайӗ. Хусана тепӗр кун 12 сехет те 54 минутра ҫитӗ.
Чӑваш Енри Алексей Степанов – федераци шыравӗнче. Ӑна вӑрланӑшӑн айӑпласшӑн. Унӑн суда килмелле пулнӑ, анчах вӑл йӗп пек ҫухалнӑ.
Ҫакӑ паллӑ: ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче вӑл Чулхулана ӗҫлеме кайнӑ. Унта кӳршипе пурӑнма хатӗрленнӗ хваттере килнӗ. Кӑштахран Алексей Степанов урама пирус туртма тухнӑ та каялла таврӑнман. Вӑл хӑйӗнпе пӗрле телефон кӑна илнӗ. Анчах тепӗр кунхине шӑнкӑравсем кайма пӑрахнӑ.
Уйрӑм паллӑ пур: куҫ харши хушшинче тур палли курӑнать.
Элӗк районӗнче пурӑнакан виҫӗ арҫын выльӑх пуҫтарса ҫӳрекен усламҫӑна вӗлернӗ.
Кӑҫалхи ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫав виҫӗ этем Элеккӗнушкӑнь ялне выльӑх-чӗрлӗх туянакан ҫын Чулхула облаҫӗнчен килнине пӗлнӗ. Усламҫӑн укҫа чылай пулӗ, ӑна ҫаратса тенӗ.
Усал шухӑш тытнӑскерсем (ушкӑнра 33 тата 40 ҫулсенчи шӑллӗпе пиччӗшӗ, вӗсен 53 ҫулти пӗлӗшӗ пулнӑ) выльӑх сутанҫи ӳтӗм тупса аслӑраххин килне илӗртсе кӗрсе кайнӑ. Унта пӗр тӑвансенчен асли арҫынна пуҫӗнчен кирпӗчпе ҫапнӑ, вӑл персе ансан ӑна виҫҫӗн тан хӗнесе пӗтернӗ. Унтан кил хуҫи вӗрен илсе тухнӑ та пӗр тӑвансенчен асли арҫынна пӑвма тытӑннӑ, тепӗр иккӗшӗ алли-уринчен тытса тӑнӑ.
Кайран вилене сайхах ҫине пенӗ. Унтан вӗсем выльӑх туянаканӑн машинине чӗртсе тепӗр яла тухса кайнӑ. Машинӑри пӑрӑва хӑйсен пӗлӗш-хӗрарӑмне парса хӑварнӑ.
...Арҫынсенчен пӗрне суд 24 ҫуллӑха хупса хума йышӑннӑ, теприсене — 17 та 15-шер ҫуллӑха.
Шупашкарти ватӑсем Мари Элти пултарулӑх ӑмӑртӑвӗнче ҫӗнтернӗ. Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӑн «Калинушка» ансамблӗ Йошкар-Олара иртнӗ «Сокровища наций» (чӑв. Нацисен пуянлӑхӗ) фестиваль-конкурса хутшӑннӑ.
Унта Тутарстанри, Чулхулапа Киров облаҫӗсенчи, Мари Элти тата Чӑваш Енри коллективсем хутшӑннӑ. Чӑвашсем «Мӗншӗн-ши эп сана пит юратрӑм» юрӑпа сцена ҫине тухса виҫҫӗмӗш степеньлӗ лауреат ятне тивӗҫнӗ.
«Калинушка» ансамбле тивӗҫлӗ канури ватӑсем юрлама ҫӳреҫҫӗ. Ушкӑнра чи ҫамрӑкки — 63 ҫулти Ирина Яковлева, чи асли — 86 ҫулти Валентина Александрова. «Ватӑлма пирӗн вӑхӑт ҫук», — тет иккен ушкӑна ҫӳрекен 73 ҫулти Николай Фролов.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |