
Республикӑра Питравра, утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, ҫырла фестивалӗ иртӗ. Ун валли логотип суйлаҫҫӗ.
Ӑна халӑха суйлама сӗнеҫҫӗ. Пӗтӗмпе 4 вариант сӗннӗ. Вӗсемшӗн ЧР Ял хуҫалӑх министерствин «Контактри» ушкӑнӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗччен сасӑлама май пур.
Аса илтерер: фестиваль Шупашкар районӗнчи Хыркассинче «Ивушка» питомникре иртӗ.

Шупашкар районӗнчи темиҫе ялта кӑҫал ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗсене тума палӑртнӑ. Вӗсенчен пӗрне, Вӑрманкас Тӑрӑнтине, хӑпартнипе паллашма Шупашкар районӗнчи тӗп больницӑн тӑп тухтӑрӗ Владимир Викторов нумаях пулмасть вырӑна ҫитсе килнӗ.
Унта хальхи вӑхӑтра ӗҫе пуҫӑннӑ, кӗҫех никӗс яма тытӑнӗҫ.
Кӑҫал Шупашкар районӗнче 4 ФАП тума палӑртса хунӑ. Ҫав шутра — Уйкасра, Хыркассинче, Ваҫликассинче.

Чӑваш Енри виҫӗ шкула паллӑ ентешсен ятне панӑ.
Шупашкар районӗнчи Хыркассинчи ача-пӑча ӳнер шкулӗ паллӑ чӑваш композиторӗ Герман Лебедев ячӗпе хисепленсе тӑма пуҫланине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха.
Сӗнтӗрвӑрринчи ҫавӑн пек шкул Анатолий Тогаев музыка ӗҫченӗ тата композтор ячӗпе хисепленсе тӑма тытӑннӑ. Анатолий Тогаев асӑннӑ районти Шуркасси ялӗнче ҫуралнӑ. Ҫӗрпӳри ача-пӑча ӳнер шкулӗ Олимпиада Агакова ячӗпе хисепленсе тӑрать. Олимпиада Агакова — паллӑ юрӑҫ тата педагог, Чӑваш АССР тава тивӗҫӗ артистки.

Шупашкар районӗнчи Хыркассинчи ача-пӑча ӳнер шкулӗ Герман Лебедев композитор ячӗпе хисепленсе тӑрӗ.
Герман Лебедев — паллӑ чӑваш композиторӗ, хор дирижёрӗ, РСФСР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.
«Вӗренӳ учрежденийӗ кӑҫал 50 ҫул тултарать. Шкула паллӑ ентеш ятне пани пысӑк чыс. Ҫитменнине тата кӑҫалхи ака уйӑхӗнче пирӗн республика Герман Лебедев ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине уявлӗ», — хавхаланса палӑртнӑ шкул директорӗ Людмила Абдулкина.
Герман Лебедев Шупашкар районӗнчи Салапайкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш поэчӗсен сӑввисемпе 400-е яхӑн юрӑ кӗвӗленӗ. Унсӑр пуҫне вӑл — симфони оркестрӗ валли ҫырнӑ инструмент хайлавӗсен, 13 вокалпа хореографи сюитин авторӗ.

Паян М-7 федераци трасси ҫинчи ҫӗнетнӗ ҫула, Шупашкар районӗнчи Хыркасси патӗнчи развязкӑна, савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Тӗрӗссипе, машинӑсем унта маларах ҫӳреме пуҫланӑ. Халӗ вара Явӑш патӗнче 6 ҫухрӑм ҫула та туса пӗтернӗ.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ҫула уҫнӑ ҫӗре хӑй пыман, салам сӑмахӗсене вӑл телекӗпер урлӑ каланӑ.
Ҫӗнӗ ҫул уҫӑлнӑ ятпа КамАЗсен автоколонни кайнӑ. Ҫынсем вӗсене алӑ сулса, ялавсем вӗлкӗштерсе кӗтсе илнӗ.

Етӗрне ҫулӗ ҫинче ӗнер машинӑсем «пӑкка» лекнӗ. Каҫхине унта «пӑкӑ» 10 километр тӑршшӗ пуҫтарӑнса кайнӑ.
Транспорт Хыркасси патӗнчен «Контур» завод патне ҫитиччен тӑрса тухнӑ. «М-7» ҫул ҫинче те машинӑсем чарӑнса ларнӑ.
Пӗр енчен, пурнӑҫ шайӗ ӗлӗкхинчен самай лайӑх та халӗ, килсерен тенӗ пек машинӑсем пур. Хӑш-пӗр килте — ишкер-виҫшер те. Ҫапах та тепӗр чухне субъективлӑ текен сӑлтав та сиксе тухать.
«Руль умӗнче» порталта пӗлтернӗ тӑрӑх, «Контур» патӗнчи светофора юлашки вӑхӑтра урӑхларах ӗҫлеттерме тытӑннӑ. Сулахаялла, Университет урамӗ еннелле, пӑрӑнакан машинӑсене пӑрӑнмалли вӑхӑта сахаллатнӑ иккен.

Шупашкар районӗнчи Хыркасси патӗнчи развязкӑна юпа уйӑхӗнче, Ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсен кунӗнче, уҫма палӑртни пирки пӗлтернӗччӗ. Ӑна маларах уҫнӑ - водительсем ҫак ҫулпа ҫӳреҫҫӗ ӗнтӗ.
М-7 федераци трасси ҫинчен Етӗрне ҫулӗ ҫине пӑрӑнмалли вырӑна хупнӑ. Машинӑсем пурте развязка урлӑ каяҫҫӗ. Халӗ Явӑш еннелле те пӑрӑнма меллӗ.
Ҫӗнӗ ҫула уҫнӑ пулин те трассӑн ытти пайӗнче ӗҫсем вӗҫленмен-ха.

Хыркасси патӗнчи ҫул ҫаврӑнӑшӗ хӑҫан уҫӑлӗ. ЧР Элтеперӗ ӑна ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсен кунӗ тӗлне уҫма шантарнӑ. Уяв юпа уйӑхӗн 16-мӗшне лекет.
Планпа килӗшӳллӗн вара унӑн ҫитес ҫул кӑна уҫӑлмалла. Икӗ уровеньлӗ развязкӑна 2019 ҫулта тума тытӑннӑ. Планра палӑртнӑ тӑрӑх, ӑна 2023 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче вӗҫлемелле. 2 миллиард та 35 миллион тенкӗлӗх ӗҫсене «Дорисс» пурнӑҫлать.

4 ҫулти ачана япӑх пулсан ашшӗпе амӑшӗ ӑна хӑйсен машинипех Шупашкарти пульницӑна илсе ҫитерме шутланӑ. Анчах Шупашкар районӗнчи Хыркасси патне ҫитсен пӑкӑна лекнӗ, ҫавӑнпа ҫул хӗррипе кайма шутланӑ. Ҫемье - Мари Элтен.
Вӗсене ҫул-йӗрпе патруль служби чарнӑ. Полици лейтенанчӗ Виталий Синельников тата унӑн ӗҫтешӗ Александр Краснов амӑшӗпе ачине служба машини ҫине куҫса ларма сӗннӗ. Ҫапла вӗсем хулана часах ҫитнӗ. Вӗсене вара унта тухтӑрсем кӗтсе тӑнӑ.

Ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 15 сехет те 20 минутра М-7 ҫулӑн 673-мӗш ҫухрӑмӗнче, Хыркассинчен инҫех мар, фура шкул ачине ҫапса кайнӑ.
ҪҪХПИ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 55 ҫулти водитель сулахай енчи ҫулпа пынӑ, светофор хӗрлӗ ҫутнӑ чухне те чарӑнман. Шӑп ҫав вӑхӑтра ҫул урлӑ 15 ҫулти хӗрача каҫнӑ. Вӑл ҫул-йӗр правилине пӑсман, светофорӑн симӗс ҫутипе каҫма тӑнӑ.
Йывӑр суранланнӑ хӗрачана пульницӑна ӑсатнӑ.
