Раштавӑн 22-мӗшӗнче Хусанти ҫамрӑксен «Ак Барс» кану центрӗнче 18.30 сехетре чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсем хусансене ҫывхаракан Ҫӗнӗ ҫул уявӗпе саламлӗҫ.
Сире кӗтеҫҫӗ — Валентина Кузнецова, Алексей Московский, Григорий Вакку тата ыттисем.
Концерт вӑхӑтӗнче куракансем «Сувар» хаҫата ҫырӑнма пултараҫҫӗ.
«Ак Барс» адресӗ: Хусан хули, Декабристсен урамӗ, 1 ҫурт.
Тӗрӗк чӗлхисен аслӑ ӑсти Николай Ашмарин академик 17 томлӑ «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнекин» («Thesaurus linguae tschuvaschorum») пӗрремӗш кӗнекине Хусанта пичетленӗренпе юпа уйӑхӗнче 100 ҫул ҫитрӗ.
Ҫак уява Хусанта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем, таврапӗлӳҫӗсем, журналистсем, шкул ачисем анлӑн паллӑ турӗҫ. Тӗпчевҫӗ ентешӗсем Етӗрне районӗнчи Ачакри вӑтам шкулта вӗренекенсемпе учительсем Н.И. Ашмарин ячӗпе ҫыхӑннӑ вырӑнсем тӑрӑх экспедицине тухрӗҫ. Вӗсем «Сувар» хаҫат редакцийӗнчи ҫаврасӗтелте пулчӗҫ, унта таврапӗлӳҫӗсен пӗрлешӗвӗн Председателӗ Виталий Станьял ертсе пынӑ ларура хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен каласа пачӗҫ. Унтан чӑваш халӑх ӑсчахӗ, паллӑ таврапӗлӳҫӗ Василий Дедушкин кӑтартса ҫӳренипе Ар масарӗнче Н.И. Ашмарин, Н.В. Никольский, К.Ф. Фукспа П.И. Талиев вилтӑприсем ҫине чечек кӑшӑлӗсем хучӗҫ, «Чебоксарская» урамӗнче тата Н.И. Ашмарин пурӑннӑ ҫуртра (М.
Юпан 15-мӗшӗнче Хусанта Тутар обществӑлла центр йӗркеленӗ митинг иртрӗ. Митингра Хусана илнӗ чухне пуҫне хунӑ хӳтӗлевҫӗсене асӑнчӗҫ. Халӑх хальхинче нумай пулмарӗ — пине яхӑн ҫеҫ. Малтанхи ҫулсенчи митингсене вуншар пин ҫын пухӑнатчӗҫ. Хальхинче халӑх сахалли митинга эрнекун иртнинчен килчӗ пулӗ, унччен ӑна канмалли кунсенче йӗркелетчӗҫ.
Митинга ытти тӑрӑхри хӑнасем те килнӗччӗ — Удмуртирен, Ӗпхӳрен, Йошкар-Оларан, Челепи облаҫӗнчен. Чӑваш Енрен ҫамрӑксен «Сӑвар» пӗрлешӗвӗ кайнӑччӗ — пурӗ 12 ҫын. Олег Цыпленков сӑмах та тухса каларӗ.
Сӑнӳкерчӗксем (О. Цыпленков ӳкернӗ)
Авӑнӑн 29-мӗшӗпе юпан 1-мӗшӗсенче Хусанти патшалӑх университетӗнче «Сопоставительная филология и полилингвизм» ятпа ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртрӗ. Конференци ӗҫне пирӗн факультет ӗҫченӗсем те хутшанчӗҫ. В.Г. Родионов профессор «История национальной литературы в свете компаративистских подходов», А.Ф. Мышкина профессор «Художественно-философское толкование смерти в литературах народов Урало-Поволжья», И.В. Софронова доцент «Саки-наме в чувашской поэзии 20-30-х гг. ХХ в.» темӑсемпе тухса калаҫрӗҫ. Паянхи литература пӗлӗвӗнче литература историне танлаштаруллӑ тата шайлаштаруллӑ аспектсем тӗлӗшӗнчен тишкерни актуаллӑ ыйтусенчен пӗри шутланать. Тутар тата чӑваш тӗпчевҫисем хӑйсен доклачӗсенче ӑслӑлӑхра пӗрле хутшӑнса ӗҫлеме кирлине палӑртрӗҫ, кунашкал конференцисене тата та йӗркелес тесе йышӑну турӗҫ.
Паня, утӑн 4-мӗшӗнче, Чунҫӳрев-2010 черетлӗ 21-мӗш ҫулҫӳреве тухать.
Чунҫӳревпе кӑсӑкланакансем унти ӗҫсем епле пынипе, ҫулҫӳревҫӗсем халӗ ӑҫта ҫитнине КУНТА пӗлме пултараҫҫӗ. Ятарлӑ сайтри кун кӗнеки ҫулҫӳрев вӑхӑтӗнчех тулса пырӗ — ҫула тухайманнисем хӑйсене вӗсемпе пӗрле пулнӑ пек туйса илейреҫҫӗ.
Чунҫӳреве 1990 ҫулта Олег Михайлович Цыпленкова Чӑваш комсомол обкомӗн секретарьне лартнӑ хыҫҫӑн йӗркеленӗ.
Чи малтанах ҫулҫӳреве Чӑваш Республикинче пурӑнакансем ҫеҫ хутшӑннӑ, 1991 ҫулта вара чунҫӳреве республика тулашӗнчи чӑвашсене те илсе кайнӑ — пурӗ 5 ПАЗ автобуспа ҫула тухнӑ. Пӗрремӗш ҫул Пӑлхара ҫеҫ кайнӑ пулсан, иккӗмӗшӗнче ҫулҫӳрев маршрутне Сӑвар хушӑннӑ. Ҫапла майӗпен ҫул вӑрӑмланнӑ, ҫӗнӗ вырӑнсемпе пуянланнӑ. Хальхи вӑхӑтра чунҫӳревҫӗсем Пушкӑрта ҫитиех каяҫҫӗ.
Чунҫӳрев маршручӗ чӑн та интереслӗ. Чӗмпӗр, Пӑлхар, Сӑвар хулисемсӗр пуҫне чӑваш ҫыравҫисен, ӳнерҫисен, тӗпчевҫисен вил тӑприсем ҫине кӗрсе тухаҫҫӗ: Митта Ваҫлейне, Г.
Шупашкарта, К.Иванов ячӗллӗ Литература музейӗн залӗнче, 2010 ҫулхи ҫӗртмен 10-мӗшӗнче чӑваш литературин умкаҫалӑкӗ умӗнче тӑнӑ Турхан Энтри (1888–1972) ывӑлӗ Турхан Евгений чӑваш ҫыравҫи 60 ҫул тултарнине паллӑ турӗҫ. Евгений Елчӗкри Турханта ҫуралнӑ, Патӑрьелӗнче пурӑннӑ, Хусан чӑвашӗ пулса тӑни — 15 ҫул.
Турхан Евгений чӑваш литературинче 40 ҫул ӗҫлет. Хайлавӗсем Патӑрьелӗнчи «Авангард», Шупашкарти «Пионер сасси», Хусанти «Сӑвар» тата ытти хаҫатсенче, «Капкӑн» тата ытти журналта пичетленнӗ. Кӗнекисем: «Пӑла таврашӗнче» (поэма, Патӑрьел, 1990), «Тайна обелиска» (Хусан, 1999), «Последний эльтебер» (Хусан, 2001), «Ӑҫта-ши эсӗ, юратӑвӑм?» (Шупашкар, «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2009). Халӗ вӑл трилогин «Сокровища северских эльтеберов» тата «Сын эльтебера» романӗсене ҫутта кӑларма вӗҫлесе пырать.
ЧПУн чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ Хусан университетӗнчи тутар филологийӗпе истори факультечӗпе туслӑ ҫыхӑнура пулни вӑрттӑнлӑх мар ӗнтӗ. Профессорсемпе преподавательсем пӗр-пӗрин ҫитӗнӗвӗсемпе паллашсах тӑраҫҫӗ. Ҫулсеренех иртекен конференцисенче студентсем те хастар хутшӑнаҫҫӗ. Акӑ, нумай пулмасть чӑваш студенчӗсем Хусанта конференцире пулчӗҫ. Кӑҫал ӑна тутарсен паллӑ ҫыравҫи, литературовечӗ, критикӗ, тутар литература кафедрин доценчӗ пулнӑ Мухамет Магдиев ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ. 12 студент 5 секцире тухса калаҫрӗ. Вӗсем — Р. Тимофеева, Н.Блинова, С.Хвасева, Д.Ефимов, М.Паймурзина, А.Николаева, З.Флегонтова, С.Садовникова, Т.Ефремова, О.Иванова, С.Чернова, Т.Галкина.
Студентсене Хусан университечӗ епле йышӑнни те, конференци мӗнле иртни те питӗ килешрӗ. Тутар чӗлхипе «чӗррӗн» паллашма, кӳршӗри халӑхӑн наци туйӑмӗ ҫӳллӗ шайрине туйса илме пултарчӗҫ вӗсем. Хусан, удмурт студенчӗсен доклачӗсене итлесе хӑйсемшӗн нумай ҫӗнӗлӗх илчӗҫ.
Хусан исполкомӗн чӗлхе аталанӑвӗн тата обществӑллӑ организацисемпе ҫухӑну тытакан пай пуҫлӑхӗ Ирек Арсланов пӗлтернӗ тӑрӑх хулари реклама хӑмисене (билбордсене) икӗ чӗлхеллӗ тума палӑртнӑ — вырӑсла тата тутарла. Кун пирки тин кӑна «Про Город — Казань» портал пӗлтернӗ.
Ҫитес вӑхӑтра «Хула таврашӗнче тулаш рекламӑпа информацие вырнаҫтармалли йӗркен положенине» улшӑнусем кӗртме палӑртнӑ. Ирек Арсланов шухӑшӗпе ку ҫӗнетӳ рекламӑпа паллашма вырӑсла калаҫакансене кӑна мар, тутарла калаҫакансене те май парӗ.
Хула исполкомӗнчи тулаш рекламӑпа информаци управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх икӗ чӗлхеллӗ рекламӑна хальччен те вырнаҫтарнӑ — Библипе Коранти ҫырнисене, ҫыравҫӑсен шухӑшӗсене усӑ курнӑ социаллӑ реклама татарла тата вырӑсла пулнӑ.
Пирӗн чӑвашсен, тутарсен тӗслӗхӗпе усӑ курсан питӗ лайӑх пулӗччӗ те... пулайӗ-ши вӑл? Пирӗн пуҫлӑхсен унашкал утӑм тума хӑю ҫитеймест пулӗ.
Утӑ уйӑхӗн 5-11-мӗшӗсенче «Сувар» ятлӑ ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗ ҫулҫӳреве тухрӗ. Чунҫӳреве (поломничествӑна) пурӗ 33 ҫын тухрӗ — вӗсен шутӗнче О. Цыпленков (чунҫӳрев ертӳҫи), «Шуҫӑм» ансамбль, ҫыравҫӑсем (С. Асамат, Лидия Сарине), Вера Никонорова эстрада ҫӑлтӑрӗ, чӑваш чӗлхи вӗрентӳҫисем, ҫамрӑксем пулчӗҫ. Chuvash.Org сайтӑн тӗп администраторӗ те вӗсемпе пӗрле кайса килчӗ.
Чунҫӳрев утӑн 5-мӗшӗнче пуҫланчӗ. Чи малтан ҫула тухнӑскерсем Ҫеҫпӗл Мишшин ҫуралнӑ ялне кӗрсе тухрӗҫ — паллӑ сӑвӑҫ ҫуралнӑранпа кӑҫал 110 ҫул ҫитнӗ! Кайран Митта Ваҫлейӗн, Геннадий Айхи вилтӑприйӗсем ҫине ҫитсе вӗсене асӑнчӗҫ, Тикеш хулашпа паллашрӗҫ. Пӗрремӗш кун Кӑнна Кушкинче вӗҫленчӗ — Иван Яковлев ҫуралнӑ ялӗнче музейпе паллашрӗҫ, ҫула тухнӑ артистсем концерт кӑтартрӗҫ, Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗн заведущийӗ Антонина Андреева кӑвар чӗреллӗ поэтӑн кун-ҫулӗпе, унӑн сӑввисемпе паллаштарчӗ.
Иккӗмӗш кунне чунҫӳревҫӗсем Чӗмпӗр урлӑ Самар облаҫӗнчи Ухинкел ялне кайрӗҫ. Шел те, ку кун Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче музей ӗҫлеменнине пула Чӗмпӗрте чарӑнса тӑрасси пулмарӗ.
Раштавӑн 17-мӗшӗнче Тутарстанри халӑхсен пӗрлехи туслӑхӗн ҫуртӗнче (Островский урамӗ, 23 ҫурт) К.В. Иванов ҫырнӑ «Нарспи» поэма пичетленсе тухнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа ӑслӑлӑхпа пултарулӑх каҫӗ иртӗ. Мероприяти 16 сехетра пуҫланать. Ӑна Тутарстанри чӑваш халӑхпа култура автономийӗ йӗркелет. Пултарулӑх каҫӗнче поэмӑн тутарла куҫарӑвӗн презентацийӗ иртӗ. Куҫараканӗ — Тутарстанӑн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Ренат Харис.
Ҫавӑн пекех ытти хуласенче те ун йышши мероприятисем иртеҫҫӗ. Ак, кӗҫех (раштавӑн 13-мӗшӗнче) Чулхулара «Нарспи» пичетленсе тухнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа ятарлӑ каҫ иртӗ. Вӑл 13 сехетре пуҫланӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |