Системӑллӑ предприятисен федераци списокне Чӑваш Енре виҫӗ организацие кӗртнӗ. Вӗсен шутӗнче – «Акконд» (унта 2 740 ҫын ӗҫлет, рынокри унӑн тӳпи — 89 процент), «Гален» (260 ҫын ӗҫлет, унӑн ҫулталӑкри тупӑшӗ 1 миллиард та 67 миллион тенкӗпе танлашнӑ), «Технотрон» (117 ҫын ӗҫлет, пӗлтӗрхи тупӑш — 302 миллион тенкӗ).
Системӑллӑ предприятисен федераци реестрӗнче унччен Чӑваш Енри тӑхӑр предприяти пулнӑ, паянхи кун унта 12 организаци кӗрет.
Республика Элтеперӗ Олег Николаев пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ реестра Шупашкарти «Букет Чувашии» фирмӑна тата «Чӑвашхлебопродукт» предприятие кӗртесшӗн.
Чӑваш Енри закупкӑсен центрӗ шкул автобусӗсем илмешкӗн аукцион ирттерессине пӗлтернӗ. Республикӑри шкулсем валли 4 автобус туянасшӑн. Малтан палартнӑ хак - 16 миллион тенкӗ.
Аукцион ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче иртӗ. Ҫӗнтерӳҫӗпе килӗшӳ алӑ пуссан унӑн транспортсене 60 кунра илсе ҫитермелле. Шкулсем валли М3 класлӑ автобус кирлӗ. Транспортра 20-25 вырӑн пулмалла. Коробка - механика, монопривод. Транспорт кузовӗн сарӑ тӗслӗ пулмалла.
Сӑмах май, пӗлтӗр республикӑна шкулсем валли 37 автобус илсе килнӗ.
Шупашкарта вырнаҫнӑ Республикӑри клиника онкологи диспансерӗн ҫуртне тӗпрен юсаса ҫӗнетме палӑртнӑ. Халӗ юсав ирттерекен организацие суйлама аукцион ирттерессине пӗлтернӗ. Контрактӑн пуҫламӑш хакӗ 321,4 миллион тенкӗпе танлашнӑ.
Онкодиспансерӑн хирурги корпусне, пульницӑн тулаш енне, ҫавӑн пекех хирургипе радиологи корпусӗсен территорине тирпей-илем кӗртесшӗн.
Юсав ӗҫӗсене 2023 ҫулхи раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен кая юлмасӑр вӗҫлемелле.
Чӑваш Енре пурӑнакан арҫын, инҫе рейса ҫӳрекенскер, «Русское лото» лотерейӑра машина выляса илнӗ. Транспорт 800 пин тенкӗ тӑраканскер.
Юрий Алатырев лотерейӑна темиҫе ҫул каяллах хутшӑнма пуҫланӑ. Хӑш чухне вӑл пӗчӗк укҫа выляса илкеленӗ. Хальхинче вӑра чӑннипех те ӑннӑ.
Ҫав самантра арҫын рейсра пулнӑ. Тӑрук телефонӗ ҫине лотерейӑра машина выляса илни пирки ҫыру килнӗ. Кӑнтӑрлахи апата чарӑнсан сайта кӗрсе тӗрӗсленӗ – ултав мар иккен. Вӑл тӳрех арӑмӗ патне шӑнкӑравланӑ.
Выляса илнӗ машина вырӑнне вӑл укҫа илесшӗн, унпа килте юсав ӗҫӗсем туса ирттересшӗн.
Чӑваш Енри Патшалӑх ӗҫ инспекцийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Чӑваш бройлерӗ» акционерсен уҫӑ обществин 40 ӗҫчен умӗнчи шалу парӑмӗ 3 миллион тенкӗпе танлашать. Тата тепӗр миллион тенкӗ парӑм ӑна вӑхӑтра тӳлеменрен пухӑнса кайнӑ.
Паян Чӑваш Енре шалӑва вӑхӑтра тата туллин тӳлессипе ӗҫлекен комиссин ларӑвӗ иртнӗ.
«Чӑваш бройлерӗ» предприятин конкурс управляющийӗ Владислав Павлов парӑма татма укҫа пур тесе ӗнентернӗ. «50 миллион тенкӗ укҫа счетсем ҫинче пур», – тесе каланӑ вӑл.
Шупашкар хулинче Александр Дельман усламҫӑн заправкине сӳтме тытӑннӑ. Ҫав ҫын сумлӑ шутланать — ӑна хӑй вӑхӑтӗнче «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа та чысланӑ. Ҫав вӑхӑтрах Александр Дельман налук йӗркеллӗ тӳлемен тӗслӗх те пулнӑ.
Маларах эпир асӑннӑ объекта предприниматель темиҫе ҫул каяллах уҫнӑ. Анчах ҫав ӗҫе вӑл саккуна пӑсса пурнӑҫланӑ. Тепӗр майлӑ каласан, ятарлӑ органсенчен тивӗҫлӗ ирӗк илмен. Апла пулин те хулари Гагарин урамӗнчи «Волганефтьхолдинг» заправка 15 ҫул ӗҫленӗ.
Объекта сӳтме йышӑннӑ хыҫҫӑн ӑна тата тепӗр 3 ҫул никам та тӗкӗнмен. Ҫав вӑхӑтра заправкӑна 19 хутчен сӳттерме тӑнӑ. Анчах пуҫӑннӑ ӗҫе вӗҫлемен — усламҫӑна 50-шар пин тенкӗ штраф ҫырса панипех ҫырлахнӑ.
Шупашкарта 88 ҫулти кинемейӗн укҫине вӑрланӑ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, унӑн хваттерне палламан арҫын кӗнӗ те нухратне йӑтса тухса кайнӑ. Ватӑскер хӑй тӗллӗн утаймасть.
Арҫын 200 пин тенкӗ вӑрласа тухнӑ. Ӑҫтан тупӑннӑ-ха палламан ҫын? Ҫак ҫын, унччен те судпа айӑпланнӑ 38 ҫулти арҫын, малтан ҫак хваттере кинемейӗн мӑнукӗпе килсе курнӑ. Хайхискер ватӑ хӗрарӑмӑн укҫи ӑҫта упраннине астуса юлнӑ.
Тепӗртакран ҫак арҫын кинемейӗн мӑнукӗпе пӗр ушкӑнра пулнӑ. Ҫавӑн чухне вӑл унӑн кӗсйинчен хваттер уҫҫине кӑларса илнӗ. Арҫын вӑрланӑ укҫана тӑкаклама ӗлкӗрнӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Пӗрре Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм электронлӑ почтӑна кӗме хӑтланнӑ та парольне те, логинне те ҫырайман – тӗрӗс мар иккен. Кайран вӗсене ҫӗнӗрен тусан почтӑна кӗнӗ. Ун чухне тин вӑл такам тӗнче тетелӗнчи лавккаран, ют ҫӗршывра вырнаҫнӑскертен, ун ячӗпе япала туяннине, унӑн банк карттипе тӳленине ӑнланнӑ. Палламан ҫын телефон экранне хӳтӗлемелли кантӑк, арҫынсен кроссовкине туяннӑ. Пӗтӗмпе – 8 пин ытла тенкӗлӗх. Паллах, япаласем урӑх адреспа килнӗ. Хайхи ултавҫӑ электронлӑ почта хуҫине те парнепе савӑнтарас тенӗ – 100 тенкӗ ытла тӑракан эреш саккас панӑ, унӑн адресне кӑтартнӑ. Анчах ку япала хӗрарӑм патне ҫитмен.
Йӗрке хуралҫисем палӑртнӑ тӑрӑх, ку ӗҫе Краснодар крайӗнче пурӑнакан, ниҫта та ӗҫлемен 21 ҫулти каччӑ тума пултарнӑ. Ӑна тытса чарнӑ. Каччӑ айӑпне йышӑннӑ, тӑкакӑн пӗр пайне саплаштарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Спортсменсене чыслама медальсем кирлӗ. Ҫапла пӗлтерет ЧР Спорт министерстви. Ҫавна май ведомство 11940 медаль туянмашкӑн аукцион ирттерет.
Малтанхи хак – 988393 тенкӗ. Пӗр медаль хакӗ 82,78 тенке кайса ларӗ. Аукциона ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗпе килӗшӳ алӑ пуссан медальсене 30 ӗҫ кунӗнче илсе ҫитермелле.
Сӑмах май, 2018 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Спорт министерстви 10 пин медаль туяннӑ. Ун чухне аукционра палӑртнӑ малтахи хака, 726 пин те 300 тенке, 322 пин те 949 тенкӗ таран антарма пултарнӑ.
Хӗрарӑм ҫынсем патне шӑнкӑравланӑ та хӑйӗнпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ, ултавлӑ майпа вӗсенчен укҫа сӑптӑрнӑ. Унӑн серепине Чӑваш Енре пурӑнакан 8 ҫын лекнӗ.
Ҫак ӗҫе Ӗренпур облаҫӗнче пурӑнакан чикан майри тунӑ. Вӑл ҫынсенчен 124 пин тенкӗ сӑптӑрнӑ. Чӑваш Енре полицейскисем ӑна ҫулталӑк шыранӑ. Тинех тупнӑ.
Чӑннипе, ку ӗҫе ҫав чикан хӗрарӑмӗ тунине полицейскисем пӗлтӗрех палӑртнӑ. Анчах ниепле те тытайман, мӗншӗн тесен лешӗ регионтан региона куҫса ҫӳренӗ. Халӗ ӑна Чӗлепи облаҫӗнче тытса чарнӑ.
Чикан майри вӑрланӑ укҫан пӗр пайне ҫынсене тавӑрса панӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.03.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ахах, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, критикӗ вилнӗ. | ||
| Дементьев Алексей Алексеевич, генерал-полковник ҫуралнӑ. | ||
| Ксенофонтов Юрий Иванович, ятарлӑ пӗлӳ илнӗ пӗрремӗш чӑваш скульпторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ялавин Юрий Сергеевич, вырӑсла ҫыракан ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Василий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш АССРӗн халӑх ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |