Иртнӗ ҫул республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев 2,9712 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Сӑмах май, унӑн пӗлтӗрхи тупӑшӗ виҫӗм ҫулхинчен 15,3% ӳснӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗн харпӑрлӑхри пуянлӑх шучӗ унчченхиллех юлнӑ: унӑн 50 599 тӑваткал метр ҫӗр, пурӑнмалли икӗ пӳрт — пӗри 216,2 тӑваткал метр пысӑкӑш, тепри — 95,4 тӑваткал метр пур. Кунсӑр пуҫне мӑшӑрӗпе иккӗшӗн харпӑрлӑхӗнче — виҫӗ ҫӗр лаптӑкӗ, вӗсем 2 000, 623 тата 5 000 тӑваткал метрлӑскерсем. Унсӑр пуҫне Михаил Игнатьев 129,5 тӑваткал метрлӑ хваттерӗн пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗн хуҫи. Республика Элтеперӗн харпӑрлӑхӗнче машина тавраш ҫук.
Михаил Васильевичӑн мӑшӑрӗ вара хӑйӗн тӗп вырӑнӗнче 220,3 пин тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Ытти тупӑш та пур унӑн. Вӑл 4,174 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Сӑмах май, Чӑваш Ен Элтеперӗн мӑшӑрӗ 88,4 тӑваткал метр пысӑкӑш хваттерне сутса 282,6 тӑваткал метрлине туяннӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн 25 300 тӑваткал метр ҫӗр, «Мерседес Бенц В 170» автомашина, гараж боксӗ пур.
Атӑлҫи федераллӑ округӗнчи тӑрахсемпе танлаштарсан чи йӳнӗ ҫӑкӑрпа ҫӗрулми — Чӑвашра. Ҫапла хыпарлать Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн министерстви Чӑвашстат пӗлтернине тӗпе хурса.
Ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнчи хаксене пӑхсан, хура тата хурапа шурӑ ҫӑнӑхран пӗҫернӗ ҫӑкӑрӑн пӗр килограмм хакӗ 24 тенкӗ те 88 пус тӑрать. Чи хакли — Самар тӑрӑхӗнче. Пирӗн патӑмӑрта ҫӑкӑр унтинчен чӗрӗк пая яхӑн, тӗрӗсрех, 22,5 процент, йӳнӗрех-мӗн. Ҫӗрулмин килограмӗшӗн Чӑвашра вӑтамран 17 тенкӗ те 37 пус кӑларса хумалла. Ҫӳлерех асӑннӑ тӑрӑхсене илсен ҫак культура Пермь крайӗнче ытларах «ҫыртать» — унта вӑл 22 тенкӗ те 99 пус тӑрать.
Ытти ҫимӗҫ хакне те тишкернӗ. Шурӑ ҫӑнӑх, панулми, сысна какайӗ, шӑнтнӑ пулӑ, чӑх тата ӗне ашӗ, хӑйма, сахӑр песукӗ те пирӗн патра ытла хаклӑ мар тесе пӗтӗмлетнӗ.
Ҫемьере иккӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ача ҫуралсан амӑш укҫи панине пурте пӗлетпӗр. Ҫав тупрапа тӗллевлӗ усӑ курмалли пирки те паллӑ. Сӑмахран, пӳрт хӑпартма е хваттер илме, ачасене вӗрентме, амӑшӗн пулас пенсийӗ валли уйӑрма юрать.
Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан 37-ри хӗрарӑм пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗнче ҫав тупран пӗр пайне — 62 пин ытларах тенке — илме шут тытнӑ. Пенси фончӗн вырӑнти управленийӗнче вӑл ҫав «кӗмӗле» пӳрт юсама уйӑрма шантарнӑ. Анчах ҫур ҫул ытларах иртсен хӗрарӑм суеҫтерни ҫиеле тухнӑ. Тупрана вӑл пӳрт юсама мар, мунча тума тӑкакланӑ иккен. Мунча та кирлӗ хуралтах-ха. Анчах амӑш капиталне мӗн тӗллевпе тӑкакланине ӑнлантарса паракан Раҫҫей шайӗнче йышӑннӑ хутра мунча тума юрани пирки пӗр сӑмах та каламан.
Нумаях пулмасть хӗрарӑмӑн суд тенкелӗ ҫине ларма тивнӗ. Айӑплавӗ ытла кӑра мар та, ҫапах та ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн статйипех айӑплани паллӑ. Ҫӗмӗрлери прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑма суд 7 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ, кунсӑр пуҫне мунча тума янӑ 62 пин тенкӗ ытларах укҫана шыраса илмелле тунӑ.
«Пенси» сӑмаха чӑн чӑвашла куҫарсан вӑл «тӳлев» тенине пӗлтерет. Историре пӗрремӗш хут пенси пама тытӑнаканни Рим диктаторӗ Юлий Цезарь пулнӑ. Ҫапла майпа вӑл ватӑ салтак-ветерансене хӗсметре тӑнӑшӑн палӑртнӑ. Каярахпа хӑш-пӗр ҫӗршыв патшисем хӑйсен юратнӑ ҫыннисене акӑш-макӑш пысӑк пенсисем парса «тӑрантса» тӑнӑ. Ӗҫлесе канӑва тухнӑ ҫынсене пенси парассине чӑн малтан 1889 ҫулта Германире Отто фон Бисмарк канцлер йӑлана кӗртнӗ. Ҫак саккуна йышӑнни ҫӗршывӑн хыснине пысӑк йывӑрлӑх кӳмен, мӗншӗн тесен вӑл вӑхӑтра рабочисен ытларахӑшӗ аллӑ ҫула ҫитичченех ҫӗре кӗнӗ.
Пирӗн ҫӗршывра пенси 1956 ҫултанпа йӑлана кӗнӗ. Малтанласа ӑна хула ҫыннисене ҫеҫ панӑ, 1964 ҫулта вара Н.С.Хрущев хушӑвӗпе килӗшӳллӗн колхозниксем те ҫак тӳлеве илме пуҫлаҫҫӗ. Хальхи Раҫҫейре те ӗҫлесе канӑва тухнӑ ҫынсене Патшалӑх пенси парса пулӑшать. Хӑш-пӗрисемшӗн ҫакӑ — пурнӑҫа тытса пымалли пӗртен-пӗр тупӑш ҫӑлкуҫӗ. Вӑхӑтран вӑхӑта, хаксем тата коммуналлӑ тӳлевсем ӳссе пынӑ май, пенси виҫи те ӳссе пырать. Раҫҫей правительстви кун пирки ятарласа Постановленисем кӑларать. Сӑмахран, кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче те 26-мӗш номерлӗ Постановлени ватлӑха е сусӑрланнине пула паракан пенси виҫи 6,6% ӳсни ҫинчен пӗлтерет.
Иртнӗ эрнекун, кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче, Комсомольски районӗнчи Урмаелте банкомат уҫӑлчӗ. Енчен те хуласемпе район центрӗсенче хальхи пурнӑҫра ку япалана кашни утӑмра курма пулать пулсан — ялсенче вӗсене сайра хут ҫеҫ тӗл пулӑн-ха. Ку енчен Урмаелсемшӗн савӑнмалла ҫеҫ — халь ӗнтӗ вӗсем шалу е пенси укҫине Комсомольскине (ялтан пӗр ҫухрӑмра ларать пулин те) каймасӑрах илме пултарӗҫ.
Банкомата Перекет банкӗ ҫын йышлӑ ҫӳрекен вырӑна лартнӑ — ял варринче вырнаҫнӑ пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗн офис ҫуртӗнче. Лавккасем ҫумра, ҫулӗ юнашар.
Раҫҫей Перекет банкӗн Канашри 7507-мӗш уйрӑмӗн (районпа ҫак уйрӑм ӗҫлет) ертӳҫи пӗлтернӗ тӑрӑх Комсомольски районӗнче пурӑнакансен аллинче пурӗ 8 446 карточка иккен. Ҫак тӑрӑхри халӑха укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерме пурӗ 2 банкоматпа 3 терминал вырнаҫтарнӑ. Урмаелти — 3-мӗш банкомат пулса тӑчӗ.
Украинӑри Остер хулинче юратнӑ сӑвӑҫӑмӑрӑн Ҫеҫпӗл Мишшин пурнӑҫӗ таталнӑ вырӑна гранитран паха палӑк лартма шухӑшлаҫҫӗ. Кун пирки «Хыпар» хаҫат пӗлтерет. Сирӗн те ҫак пархатарлӑ ӗҫе хутшӑнма кӑмӑл пур пулсан, пулӑшу счёчӗ:
Волго-Вятский Банк Сбербанка России, Чувашское отделение №8613 г. Чебоксары
ИНН 7707083893
БИК 049706609
к/с 30101810300000000609
КПП 212902001
Л/с 40817810775023302894/54
Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх республикӑри ҫынсен кӑҫалхи кӑрлачпа авӑн уйӑхӗсенчи вӑтам ӗҫ укҫи 16 503,90 тенкӗпе танлашнӑ. Атӑлҫи федераллӑ округри тӑрӑхсемпе танлаштарас пулсан ҫак кӑтарту Мӑкшӑпа (13 816,70) Мари Эл (15 405, 10) республикӑрисенчен тата Киров облаҫринчен (16 078,90) пысӑкрах. Чи пысӑк вӑтам ӗҫ укҫи вара — Тутарстанра, вӑл 22 295,80 тенкӗпе танлашать.
Ыттисенчен ытларах республикӑра укҫа-тенкӗ тӗлӗшӗнче (23 916 тенкӗ) ӗҫлекенсем, ҫурт-йӗр тӑвакансем (19 914) пулнине кӑтартать Чӑвашстат. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан ӗҫ укҫи пӗтӗмӗшле 12,4% ӳснӗ. Ҫак кӑтарту Перӗм енӗпе Чулхула облаҫӗнче сахал пулнине пӗлтернӗ — 7,4% тата 7,5% кӑна. Пенза облеҫӗпе Тутарстанра вара — самай ӳснӗ: 13,9 тата 13,2%.
Вӑхӑтра тӳлемен ӗҫ укҫи калӑпӑшӗ паянхи куна 62 245 пин тенкӗпе танлашать иккен, кӑрлач уйӑхӗпе пӑхсан 21,4% чакнӑ.
Пӗлме: 1970 ҫулта Чӑваш Енри вӑтам ӗҫ укҫи 87 тенкӗпе танлашнӑ, вӑл вӑхӑтрах Мари Элте 96 тенкӗ, Мӑкшӑ Республикинче — 91 тенкӗ тӳленӗ. 1975 ҫулхи кӑтартусем: Чӑваш Енре — 113 тенкӗ, Мари Элпе Мӑкшӑ республикисенче — 124 тата 122 тенкӗ. 1985 ҫулта вӑтам ӗҫ укҫи 160 тенке ҫитнӗ, маларах асӑннӑ республикӑсенче — 168 тата 169 тенкӗне.
Ӗнер Чӑваш Ене 270 ытла миллион тенкӗ килнӗ, республикӑн ҫурт тӑвӑм министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх ӑна «Таса шыв» тӗллевлӗ федераллӑ программӑна пурнӑҫлама куҫарнӑ.
Укҫа-тенкӗпе икӗ проекта пурнӑҫлама усӑ курӗҫ: пӗри — Патӑрьел, Шӑмаршӑ тата Комсомольски районсенче шыв уҫлакан тата ӑна тасатакан системӑна туса пӗтермешкӗн (179 миллион), тепри — Ҫӗрпӳ хулинче кунне 4200 куб метр шыв тасатма пултаракан системӑна хатӗрлеме (91 миллион).
Райадминистраци залӗнче «Тӑвай районӗн 2011 ҫулхи бюджечӗ мӗнле пурнӑҫланни ҫинчен отчета ҫирӗплетесси» йышӑну проекчӗпе халӑх итлевӗ иртнӗ.
Кун йӗркинчи ыйтупа район администрацийӗн укҫа-тенкӗ пайӗн начальникӗ А.Г.Сергеев доклад каланӑ. Вӑл 2011 ҫулта муниципаллӑ бюджета пурнӑҫлассипе мӗнле ӗҫлени ҫинчен тӗплӗн чарӑнса тӑнӑ. Асӑннӑ ыйту тӑрӑх районти депутатсен Пухӑвӗн йышӑну проектне ырланӑ. Хушусемпе сӗнӳсене хыснапа экономика ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен депутатсен яланхи комиссийӗнче сӳтсе явса, депутатсен Пухӑвӗн черетлӗ ларӑвӗнче пӑхса тухма сӗннӗ.
2009 ҫулта Раҫҫейри «Финанс» журнал ҫакӑн пек ятарлӑ сӑнав ирттернӗ иккен. Упӑте умне вӑтӑр акционерлӑ компани хаклӑ хутне хурса тухнӑ та лешӗ хӑшӗсене суйласа илессе кӗтнӗ. Упӑти вара хут купинчен саккӑрӑшне хӑй патне туртса илнӗ тет. Сӑнава йӗркелекенсем вара ҫак хутсене пӗрле пуҫтарса перекет банкне йӗркеленӗ пулнӑ. Ҫулталӑк вӗҫленсен унӑн тупӑшӗ ытти банксенчен иртсе 6-мӗш вырӑн йышӑннӑ имӗш.
Вӑт упӑте тӑк, упӑте! Паллах, кунта ӑнсӑртлӑх ту пулма пултарнӑ, ҫаванпа та укҫа-тенкӗ ӑстисем хӑйсен сӑнавне тепӗр хут ирттерме палӑртаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |