Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Украина

Республикӑра Александр Калинин ҫартан таврӑннӑ
Александр Калинин ҫартан таврӑннӑ

Етӗрне районӗнчи Урпаш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Александр Калинин наградӑна тивӗҫнӗ иккен. Крым влаҫӗ ӑна «Крыма ирӗке кӑларнӑшӑн» ятарлӑ медаль пама йышӑннӑ.

Александр ҫара 2013 ҫулта кайнӑ, Свердловск облаҫне лекнӗ. Унтан ӑна Ӗренпур облаҫӗнчи Тоцк хулине куҫарнӑ. 2014 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Ростов облаҫне янӑ. Унта вӑл ҫар тивӗҫне виҫӗ уйӑх пурнӑҫланӑ. Шӑпах унта вӑл РФ Хӳтӗлев министерствин медальне тивӗҫнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/71805
 

Республикӑра

Чӑваш Енӗн Нотариус палати хутсене хатӗрленӗ чух право тата техника енчен ӗҫленишӗн Украинӑран тарса тата куҫса килекенсенчен укҫа илес мар тесе йышӑннӑ. Ун пек шухӑш тытнине нотариуссем республикӑри хӗрарӑмсен канашӗн ыр кӑмӑллӑх фондне пӗлтернӗ.

Украина ҫыннисенчен Раҫҫейӗн Налук кодексӗпе пӑхса хӑварнӑ тарифшӑн кӑна укҫа илӗҫ. Ытти тӑкаксемшӗн пӗр пус та ыйтмӗҫ. Украина ҫыннисен хӑйсем Раҫҫее пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗ хыҫҫӑн килнине ӗнентерекен хут пулмалла.

Республикӑн Нотариус палати Украинӑран ирӗксӗр куҫса килнисене пулӑшма тесе 100 пин тенкӗ куҫарса пама йышӑннӑ.

 

Политика

Ҫӗркаҫ Ростов облаҫӗнчен Чӑваш Ене Украинӑри 28 таркай ҫемье килсе ҫитнӗ. Йышри 71 ҫын хушшинче 33-ӗшӗ — ачасем, 5-ӗшӗ — тивӗҫлӗ канурисем. Вӗсене «Контур» акцонерсен уҫӑ обществин территорийӗнче вырнаҫнӑ вӑхӑтлӑх пурӑнмалли майсем туса панӑ. Унта пурӑнма, вӗри апатланма, ҫӑвӑнма условисем туса панӑ.

Таркӑнсемпе психологсем ӗҫлеҫҫӗ. Социаллӑ ӗҫченсемпе общество организацисем гуманитари пулӑшӑвӗ валли заявкӑсем пухаҫҫӗ. Миграци тытӑмӗн ӗҫченӗсем те унтах ӗҫлеҫҫӗ, мӗнпур хутсене вӗсем вырӑнтах хатӗрлеме пулӑшма хатӗр.

Паян Украина ҫыннисемпе Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ — сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова тӗл пулнӑ, ирӗксӗр тарса килнисемшӗн май килнине йӑлт тума шантарнӑ.

Украинӑн хӗвелтухӑҫ пайӗнче лару-тӑру халь те лӑпланмасть-ха. Самолётсем персе анаҫҫӗ, салтаксем вилеҫҫӗ, хӗҫ-пӑшаллӑ ҫынсем тӑракан вырӑнсене аркатаҫҫӗ.

Сӑнсем (16)

 

Ял пурнӑҫӗ Уяв саманчӗ
Уяв саманчӗ

Утӑн 12-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Пӑлапуҫ Пашьел ялӗн халӑхӗ уява пухӑннӑ. Кӑҫалхи мероприяти тата вӑйлӑрах иртнӗ. Уява Удмурт Республикинчи, Украинри, Германири делегацисем килнӗ.

Сумлӑ хӑнасен йышӗнче Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Глухов, ЧР Патшалӑх Канашӗн председателӗн ҫумӗ Олег Мешков, «Красное Знамя» ЯХПК енртӳҫи, Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Петр Никифоров, Иоанн иерей пулнӑ.

Пӑлапуҫ Пашьел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Влалимир Никитин ҫитӗнӳсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ, чи хастаррисене Хисеп грамотипе, Тав ҫырӑвӗпе, парнесемпе чысланӑ. Унтан ялти кашни урам анатри чӑвашсен ӗлӗкхи йӑли-йӗркине кӑтартса панӑ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, кашни урам сӗтел хатӗрленӗ. Ун ҫине наци апатне, килте вӗретнӗ сӑра лартнӑ. Кашни сӗтел хӑнасене йыхравланӑ.

Аслӑ ӳсӗмрисем ӗлӗкхи «техникӑна» кӑтартнӑ. Лапамра «Асра юлнӑ самант» сӑнӳкерчӗксен стендне, чӑваш халӑхӗн алӗҫӗсен куравне йӗркеленӗ.

Вӑйлисем ирӗклӗ кӗрешӳре, волейболра, армспортра, кире пуканӗ йӑтассинче, вӗрен туртассинче тупӑшнӑ.

Ютран килнӗ делегацисем пӑлапуҫ пашьелсен йӑли-йӗркине тӗлӗнсе те савӑнса сӑнанӑ.

Малалла...

 

Республикӑра

Чӑваш Енре ҫӗртмен 30-мӗшӗнчен пуҫласа утӑн 4-мӗшӗччен Украинӑран тарса килнӗ 25 ҫын пульницӑна килнӗ. ЧР Сывлӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх – республикӑри ача ҫуратмалли ҫуртсенче икӗ пепке кун ҫути курнӑ. Иккӗшӗ те – хӗрача.

Украинӑран килнӗ 32 ҫулти хӗрарӑм, утӑн 1-мӗшӗнче Шупашкарти Президент перинаталь центрӗнче ача ҫуратнӑскер, Чӑваш Енре 2012 ҫулхи авӑнӑн 20-мӗшӗнче пурӑнма ирӗк илнӗ. Донецк облаҫӗнче пурӑннӑ 18 ҫулти ҫамрӑк хӗрарӑм, утӑн 2-мӗшӗнче ача ҫуратнӑскер, Улатӑр районне кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче килнӗ.

Украинӑран Чӑваш Ене килнисенчен ытларахӑшӗ тӑванӗсем патӗнче пурӑнаҫҫӗ. Вӗсене кирлӗ тӗк тумтирпе тивӗҫтереҫҫӗ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта кӗтес тупнӑ 18 ҫула ҫитнӗ 38 ҫынран 16-шне ӗҫ вырӑнӗ кирлӗ.

 

Политика Мария Грачева сӑнӳкерчӗкӗ
Мария Грачева сӑнӳкерчӗкӗ

ЧР Сывлӑх министерстви Украинӑран тарса килнисене пулӑшмашкӑн хатӗр ҫынсенчен заявкӑсем малалла йышӑнать. Ведомство сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, хальлӗхе 62-ӗн таркӑнсене Украинӑри лару-тӑру лайӑхланиччен йышӑнма хатӗррине пӗлтернӗ.

ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствине пӑхӑнакан ведомствӑсем – сывлӑха ҫирӗплетмелли тата кану организацийӗсем - шкула ҫӳремен 50 яхӑн ачана йышӑнма пултарӗҫ. Халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центрсем пӗччен юлнӑ ватӑ е сусӑр 30 яхӑн ҫынна вӑхӑтлӑх хӳтлӗх пама пултараҫҫӗ. Социаллӑ реабилитаци центрӗсем 66 ҫынна йышӑнма хатӗр.

ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин пресс-центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, акан 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртмен 27-мӗшӗччен Украинӑран килнӗ 36 ҫемье (пӗтӗмпе 55 ҫын, вӗсенчен 13-шӗ - ачасем) вӑхӑтлӑх пурӑнмалли ҫурт ыйтнӑ.

 

Политика Украинӑран таракансем
Украинӑран таракансем

Комсомольски районӗнчи Кӗҫӗн Каҫалта пурӑнакан Зоя Николаевнӑпа Павел Григорьевич Маринсем патне иртнӗ уйӑхӑн 10-мӗшӗнче Новоазовск хулинчен тӑванӗ, Екатерина Куциных, пӗчӗк ывӑлӗпе килнӗ. Чӑваш Ене хӑнана мар, хỹтлӗх шыраса ҫитнӗ вӗсем тесе хыпралать асӑнна район администрацийӗ.

— Ачашӑн питӗ чун хӑрать, автомат сассине илтсессӗнех чӗре ҫурӑлатех пулӗ тетӗп, — илтӗннӗ пӗррехинче телефонран. Калаҫаканӗ Павел Григорьевичпа пӗр тӑванӗн хӗрӗ Катя пулнӑ. «Нимӗн шутламасӑр хамӑр пата пурӑнма чӗнтӗм», — каласа панӑ кил хуҫи хӗрарӑмӗ. Ҫапла вара Маринсен ҫемйинче йыш хушӑнать, халӗ вӗсем иккӗн мар, тӑваттӑн пурӑнаҫҫӗ.

Вӑхӑтӗнче Марин-кӗҫӗнни Тӗмен облаҫӗнче пурӑннӑ, Катя та унтах кун ҫути курнӑ. Шӑпа пỹрнипе ҫемье Украина тӑрӑхӗнче тӗпленет.

— Ҫирӗм ҫул ытла пурӑнтӑмӑр эпир Украинӑра. Катьӑн ашшӗ Николай Григорьевич стройка енӗпе ӗҫленӗ, хӑй вӑл инженер-строитель пулас ӗмӗтпе Донецк хулине ҫул тытать. Вӗреннӗ чухне Володя ятлӑ йӗкӗтпе пӗрлешсе ҫемье чӑмӑртаҫҫӗ. Хаяр самана пуҫланиччен Екатерина Николаевна Донбасс хулинчи пӗр предприятире юратнӑ ӗҫре тӑрӑшнӑ, савнӑ мӑшӑрӗ те юнашарах пулнӑ.

Малалла...

 

Республикӑра

Украинӑран тарса килнӗ 16 ҫын Чӑваш Енре вӑхӑтлӑх пурӑнмалли ҫуртпа тивӗҫтерме ыйтнӑ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ — ачасем. Хальлӗхе, миграци служби пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр ыйтӑва пӑхса тухса тивӗҫтернӗ.

Миграци служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Республикинче 253 Украина ҫынни вӑхӑтлӑх пурӑнать.

Саккунпа килӗшӳллӗн Раҫҫейре вӑхӑтлӑх ҫулталӑк пурӑнма юрать. Каярахпа ӑна тӑсма пулать. Вӑхӑтлӑх пурӑнмалли ҫурта тивӗҫнӗ ҫын «Таркайсем пирки» федераци саккунне пӑхӑнать. Анчах кунта пособи пӗр хут парасси кӗмест.

Миграци служби Чӑваш Ене Украинӑран тарса килекен нумай маррине унчченех палӑртнӑ. Ҫапах республика унтан килнӗ ҫынсене лагерьсенче, социаллӑ пулӑшу паракан центрсенче йышӑнма хатӗр. Тӳре-шара таркайсене (выр. беженец) хӑйсем патне илме пултаракан ҫынсене те хапӑл.

 

Политика Митингра. Н. Плотников тунӑ сӑн
Митингра. Н. Плотников тунӑ сӑн

Ӗнер, ҫӗртмен 15-мӗшӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши сарӑмсӑр вилнӗренпе 92 ҫул ҫитрӗ. Паллӑ сӑвӑҫа аса илме тата асӑнма чӑваш халӑхӗн хастарӗсем паян унӑн палӑкӗ умне пухӑнчӗҫ.

Пуханнисен йышӗнче культура министерствинче тӑрӑшакан Казаков Сергей Димитриевич, Чӑваш наци конгресӗн Президиумӗн пайташӗ, этнополитолог Краснов Михаил Николаевич, Раҫҫей Президенчӗн Чӑваш Енри шаннӑ ҫынни, Чӑваш халӑх сӑвӑҫи Валерий Туркай, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ музейӗн ертӳҫи Антонина Андреева тата ыттисем пурччӗ.

Пухӑва Валерий Туркай ертсе пычӗ. Владимир Путинӑн шаннӑ ҫынни пулнӑран пулӗ митинга вӑл политика енне ҫавӑрса ячӗ. Сцена ҫинче Ҫеҫпӗл Мишши пирки мар, ытларах Украина политики пирки калаҫу пулчӗ. Ку хӑшӗ-пӗрин кӑмӑлне хуҫре пулас — паллӑ чӑваш сӑвӑҫне сума суса килнӗ темиҫе чӑваш ҫапла май чечек хунине кӗтмесӗрех пухӑва пӑрахса кайрӗ.

 

Республикӑра Украинӑран килекен таркайсене Чӑваш Ен йышӑнма хатӗр
Украинӑран килекен таркайсене Чӑваш Ен йышӑнма хатӗр

Украинӑран килекен таркайсене (тарса килекенсене) вӑхӑтлӑх пурӑнма вырӑн тупса пама ыйтать Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви. Ҫапла тума ведомство «Украина регионӗсене, ҫавӑн пекех ялан пурӑнакан вырӑнтан тухса кайнӑ Украина ҫыннисене пулӑшас тӗллевпе» тӗмсӗлет.

Хӑйсен килне пурӑнма ярас кӑмӑл пуррисене 8 (8352) 26-13-49 номерпе шӑнкӑравласа е soc12@cap.ru элеткронлӑ адреспа ҫырса ярса пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Унта ҫынсен хӑйсемпе ҫыхӑнмалли телефона тата пурнӑҫ условине кӑтартмалла.

Маларах каланӑ министерствӑна пӑхӑнса тӑракан предприятисем те Украина таркайӗсене йышӑнма хатӗр иккен. Шкул ҫулӗнчи 50-а яхӑн шӑпӑрлана ачасен канӑвне йӗркелекен организацисенче усрама, пӗччен пурӑнакан ватӑсене, 30-а яхӑн ҫынна, ваттисен ҫуртне яма (халӗ вӑл ҫуртсене халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрсен вӑхӑтлӑх пурӑнмалли уйрӑмӗсем теҫҫӗ-ха) хатӗр. Вӑй питтисене, 15 ҫынна, тата 51 ачана «Вӑрман юмахӗ» ача-пӑча санаторийӗнче вырӑн тупса пама хатӗр.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, [9], 10, 11, 12
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑй тапса тӑрать, йӗркелӳҫӗ пултарулӑхӗ, илӗртӳлӗх хушӑнсах пыраҫҫӗ. Ку эрнере плансемпе палӑртса хунисене пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Сывлӑха тимлӗр, ҫывӑх ҫынсен сывлӑхӗ пирки те ан манӑрн. Тахҫан шута хуман чир йӑл илме пултарать.

Раштав, 22

1780
244
Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ.
1840
184
Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ.
1930
94
Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй