Чӑвашсем нумаях пулмасть Узбекистан ҫӗршывӗнче пулнӑ.
Чӑваш Енри вӗрентекенсем узбек учителӗсемпе шкул ачисем валли пӗр эрне хушши кунсерен тӗрлӗ мероприяти ирттернӗ, Раҫҫей ҫӗршывӗпе, Чӑваш Республикипе паллаштарнӑ, вырӑс тата чӑваш чӗлхи ҫинчен, пирӗн халӑхсен культури ҫинчен каласа панӑ.
Узбекистана 100 килограма яхӑн тӗрлӗ сувенирпа парне, кӗнекесем, дипломсемпе сертификатсем илсе кайнӑ.
Пӗр эрнере вӑтӑра яхӑн мероприяти ирттернӗ: ӑсталӑх сехечӗсем, квестсем, квизсем, лекцисем, куравсем.
Чӑваш Ен Элтеперне Олег Николаева Узбекистана чӗннӗ. Ҫитсе курма, ӗҫлӗ хутшӑнусене ҫӗнӗ шая кӑларма республика ертӳҫипе пӗрлех пирӗн тӑрӑхри делегацие те йыхравланӑ.
Узбекистанӑн Хусанти генконсулӗпе Фариддин Насриевпа Чӑваш Ен ертӳҫи Олег Николаев икӗ енлӗ хутшӑнусене аталантарас ыйтӑва республикӑн Правительство ҫуртӗнчи тӗлпулура сӳтсе явнӑ.
Узбекистанпа Чӑваш Ен чылайранпах туслӑ ҫыхану тытаҫҫӗ иккен. Суту-илӳ калӑпӑшӗ 2021 ҫулта 13,2 млн долларпа танлашнӑ. Чӑваш Енӗн тулашри партнёрӗсенчен Узбекистан вуннӑмӗш йӗркене йышӑнать. Экспорта пирӗн тӑрӑхран пӗлтӗр 12,8 млн долларлӑх продукци ӑсаннӑ. Кунта тӗп вырӑн электричество машинисем тата оборудовани (34,3 %), пӗрене-хӑма тата унран хатӗрленӗ япласем (12,1 %), механика хатӗрӗсемпе пайӗсем (8,1 %), керамика хатӗрӗсем (7,4 %), лакпа сӑрӑ (7,0 %) йышӑнаҫҫӗ.
2021 ҫулта Чӑваш Енрен Америкӑн 9418,14 пин долларӗллӗх шӑккӑлат ӑсатнӑ. 2020 ҫулхинчен ку вӑл 21 процент нумайрах.
2020-2022 ҫулсенче пирӗн республикӑри ҫав пылак ҫимӗҫе Абхазие, Азербайджана, Армение, Беларуҫа, Германие, Грузие, Германие, Израиле, Йемене, Казахстана, Канадӑна, Китая, Молдавине, Сербине, АПШна, Туркменистана, Узбекистана, Украинӑна, Японие сутнӑ.
Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Сергей Фролов пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енрен экспорта ӑсатассипе Китай, Беларуҫ ҫӗршывӗсемпе, Хӗвелтухӑҫ Азинчи тата Ҫывӑх Тухӑҫри ҫӗршывсемпе ӗҫлес шанчӑк пысӑк.
Пирӗн республикӑра туса кӑларакан шӑккӑлата пӗлтӗр Китая тата Сауд Аравине нумай ӑсатнӑ.
Ҫак кунсенче Молдавинче Чӑваш киновӗн кунӗсем иртеҫҫӗ. «Асам ахрӑмӗ» фестиваль ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пуҫланнӑ, вӑл ҫак уйӑхӑн 28-мӗшӗччен пырӗ.
Фестивале «Сохранение, изучение и развитие чувашского языка» (чӑв. Чӑваш чӗлхине упрасси, тӗпчесси тата аталантарасси) ҫумпрограммӑпа килӗшӳллӗн йӗркеленӗ.
«Чӑвашкинора» пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑваш наци фильмӗсене Раҫҫей тулашӗнче 1927 ҫултанпа та кӑтартман.
Фестивале Гагаузи автономийӗнче уҫнӑ. Асӑннӑ тӑрӑхри Копчак ялӗнче ҫак кунсенче Тӗрӗк ҫамрӑкӗсен кунӗсем иртеҫҫӗ. Унта Раҫҫейри, Болгарири, Румынири, Голландинчи, Боснипе Герцеговинӑри, Ҫурҫӗр Македонири, Германири, Финляндинчи, Афганистанри, Иракри, Сиринчи, Кипрти, Казахстанри, Узбекистанри, Туркменистанри, Азербайджанри тата Турцинчи ҫамрӑксем пухӑннӑ.
Тӗнче курса ҫӳреме юратакансем ку хыпара чӑннипех те хавхаланса йышӑнасси пирки пӗр иккӗленӳ те ҫук. Росавиаци самолётсене Шупашкартан Кӑркӑстана, Таджикистана тата Узбекистана вӗҫме ирӗк панӑ! Эпир халь асӑннӑ ҫӗршывсен пирӗн патра ӗҫлесе пурӑнакан ҫыннисем те ҫакна пӗлсен хӗпӗртеҫҫех-тӗр.
Асӑннӑ виҫӗ ҫӗршыва Шупашкартан «Уральские авиалинии» предприяти вӗҫме палӑртнӑ. Сывлӑш транспорчӗн федераци агентстви чарас темен.
Авиакомпание Кӑркӑстанри икӗ, Таджикистанри виҫӗ хулана вӗҫме ирӗк панӑ. Кӑркӑстанри Ош тата Бишкек хулисене «Уральские авиалинии» эрнере ҫичӗ хутчен вӗҫесшӗн, Таджикистанри Куляб, Худжанд тата Душанбе хулисене – эрнере виҫӗ хутчен.
Росавиацин утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче кӑларнӑ, Росавиацин пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Алексей Новгородов алӑ пуснӑ приказра Узбекистанри Наманган хули те пур. Унта эрнере виҫӗ хутчен вӗҫме ирӗк панӑ.
Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Григорий Пыхтеев художник леш тӗнчене ӑсаннӑ. Кун пирки Чӑваш Енри Художниксен союзӗ паян Фейсбукра пӗлтернӗ.
Григорий Анатольевич 1949 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Узбекистанри Фергана хулинче ҫуралнӑ. Шупашкарта 1952 ҫултанпа пурӑнать. 1978 ҫулта вӑл И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчи художествӑпа графика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1980 ҫултанпа регион тата тӗнче шайӗнчи тӗрлӗ курава тӑтӑшах хутшӑннӑ. Унӑн ӗҫӗсем хамӑр ҫӗршыври тата ют ҫӗршывсенчи уйрӑм ҫынсен коллекцийӗсенче упранаҫҫӗ.
Паян, ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Раиса Ахметбекова юрӑҫ, педагог куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ. Вӑл 1959 ҫулта уҫӑлнӑ Чӑваш музыка театрӗн пӗрремӗш солистки пулнӑ. Унта вӑл 1966 ҫулччен ӗҫленӗ.
Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Раиса Назаровна чӑваш культурине аталантарма 50 ҫул ытла тӳпе хывнӑ, ҫав шутран 46 ҫулне Шупашкарти музыка училищинче педагогра ӗҫлесе ирттернӗ.
Хӑй вӑл Узбекистанри Андижан хулинче 1933 ҫулта ҫуралнӑ. Ачаллах ашшӗсӗр, унтан амӑшӗсӗр тӑрса юлнине пӑхмасӑрах вӗренме ӑнтӑлнӑ. Малтан музыка училищинче ӑс пухнӑ, унтан – Ташкентри консерваторире. Юлашкинчен асӑннӑ вӗренӳ заведенийӗнчен диплом алла илсе тухсан тепӗр ҫулхине Чӑваш Ене куҫса килсе кунта уҫӑлнӑ музыка театрне ӗҫлеме вырнаҫнӑ. Унӑн пӗрремӗш сӑнарӗ Федор Васильевӑн «Шывармань» оперинчи Сарпи пулнӑ. Сарпи партине вӑл чӑвашла юрланӑ. Пирӗн чӗлхене ӑша хывма ӑна СССР халӑх артистки Вера Кузьмина пулӑшнӑ. Пултаруллӑ та хитре, килӗшӳллӗ узбек хӗрне «пысӑк хура куҫлӑ пӗчӗк Сарпи» тенӗ. Раиса Ахметбековӑна вӗренекенӗсем те питӗ юратнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Ай, мӑнтарӑн ҫил-тӑманӗ» камит кӑтартӗҫ.
Пьеса авторӗ — Игорь Муренко. Унӑн ҫак пьесине 1997 ҫулта «Современная драматургия» журналта пичетленӗ. Камите Раҫҫейри, Литвари тата СНГ ҫӗршывӗсенчи 87 театрта лартнӑ. Спектакльсем Узбекистанри, Казахстанри, Болгаринчи, Францинчи фестивальсенче ҫӗнтернӗ. Игорь Муренко — Ҫӗнҫӗпӗрти паллӑ журналист.
Чӑваш сцени ҫинче пьесӑна Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Валерий Карпов лартнӑ. Унта юрату историйӗпе паллаштарнӑ. Камитре харкашу та пур, мирлешӳ те.
Ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Раҫҫей ҫыннисене Узбекистанран Раҫҫее илсе килнӗ. Хусанта анса ларнӑ самолетра пирӗн республикӑри ҫын та пулнӑ.
Чӑваш Ен Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин, массӑллӑ коммуникацисен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗ тӗлне пирӗн республикӑри 265 ҫын чикӗ леш енне тӑрса юлнӑ. Ҫав шутра — ҫул ҫитмен 35 ача.
Виҫӗ ҫӗршывра уйрӑмах йышлӑ: 35 ҫын — Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче, 34-ӑн — Таиландра, 14-ӑн — Италире. Кӑҫалхи ака уйӑхӗн 10-мӗшӗ хыҫҫӑн федераци тата регион ертӳҫисем пулӑшнипе 131 ҫын тӑван тӑрӑха таврӑннӑ: 26-ӑн — Индирен, 24-ӑн — АПШран, 15-ӗн — Таиландран, 6-шер ҫын — Испанирен, Индонезирен, Узбекистанран,5-шер ҫын — Турцирен, Вьетнамран, Германирен тата Китайран, 4-ӑн – Италирен, 3-ӗн – Францирен, 2-шер ҫын – Мексикӑран, Кӑнтӑр Африкӑран, Грецирен, Кипртан, Арабсен Пӗрлештернӗ Эмирачӗсенчен, Великобританирен, Аргентинӑран, 1-ер ҫын – Кӑнтӑр Корейӑран, Латвирен, Португалирен, Таджикистанран, Шри-Ланкӑран, Иорданирен, Израильтен.
Ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, эрнекун, Мускаври «Шереметьево» аэропортӗнче Ливантан килекен Раҫҫей турисчӗсемлӗ самолет анса ларнӑ. «Бейрут-Мускав» рейспа 1 аслӑ ҫын тата 3 ача таврӑннӑ.
Пирӗн ентешсене Мускав облаҫӗнчи «Руза» санаторие карантина вӑхӑтлӑха вырнаҫтарнӑ. Каярах вӗсене Муркаш районӗнчи «Лесная сказка» (чӑв. Вӑрман юмахӗ) санаторие куҫарӗҫ. Аса илтерер: унта обсерватори йӗркеленӗ.
Чикӗ леш енче хальлӗхе Чӑваш Енри 240 ҫын, ҫав шутра 27 ача, тӑрса юлнӑ. Вӗсенчен чылайӑшӗ — Таиландра, Индире, АПШра.
Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗ хыҫҫӑн ют ҫӗршыври 51 туриста хамӑр тӑрӑха илсе килнӗ: Индирен — 16 ҫынна, Таиландран — 10, Узбекистанран — 5, Индонезирен, Турцирен, Ливантан — 4-шар, Германирен — 3, Грецирен, Испанирен, Кипртан, Латвинчен, АПШран — 1-ер.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |