«Хуҫа хӑйӗн халӑхӗпе тӗл пулма хӑрать». Ҫакӑн пек чӑвашла ят панӑ видеона «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Вести Чебоксарского района» (чӑв. Шупашкар районӗн хыпарӗсем) пабликра ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, вырнаҫтарнӑ.
Видеона кӗскен ӑнлантарса панинчен ҫакна ӑнланма пулать. Шупашкар районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Хорасев Ҫӗньял ял тӑрӑхӗнчи пуҫару ушкӑнӗн хастарӗсемпе тӗл пулма калаҫса татӑлнӑ. Палӑртнӑ кун ҫитсен пуҫлӑх тӗлпулӑва пыман. Мӗншӗн пыманнине район администрацийӗнче ӗҫлекен пӗр хӗрарӑм (сӑнӳкерчӗкре) ӑнлантарса пама хӑтланнӑ.
Пуҫлӑхпа тӗл пулма пырса ҫитнисем ҫапах та аптӑрамаллипех аптӑранӑ. Ну, калӑпӑр, темле лару-тӑру сиксе тухнӑ тейӗпӗр. Тӗлпулӑва пыраймассине пӗлсен Николай Евгеньевич халӑха мӗншӗн ҫавӑн пирки маларах асӑрхаттарман? «Ку вӑл ҫынсене хисеплеменни пӗлтермест-и?» — пуҫ ватнӑ Ҫӗньял тӑрӑхӗнчи хастарсем.
Ӗнер Чӑваш наци телерадиокоманийӗн директорне палӑртас тӗллевпе конкурс иртнӗ. Финала икӗ ҫын тухнине пӗлтернӗ. Вӗсем – Шупашкар хула администрацийӗнче МИХсемпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ Алексей Гурьянов тата Ҫӗнӗ Шупашкар администрацийӗн пресс-служба секторӗн заведующийӗ пулнӑ Олеся Иванова. Вӗсем конкурсра пӗр пек балл пухнӑ.
Вӗсемсӗр пуҫне конкурса Наци радиовӗн сасӑ йӗркелӳҫи Дмитрий Ефремов тата Томскри журналист Андрей Остров хутшӑннӑ.
Алексей Гурьяновпа тата Олеся Ивановӑпа комисси тепӗр хутчен тӗл пулӗ. Кун хыҫҫӑн ҫӗнтерӳҫе палӑртӗҫ.
Аса илтерер: унччен ку дожноҫӗ Мускавран килнӗ Светлана Губанова йышӑннӑ.
Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Раҫҫейре ҫӗнӗ вӗренӳ стандарчӗсем вӑя кӗрӗҫ. Унпа килӗшӳллӗн, шкул ачисем финанс пӗлӗвне ӑса хывӗҫ. Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Енре ҫакнашкал уроксем пулӗҫ.
Уроксем 9-11-мӗш классенче иртӗҫ. Республикӑра пӗтӗмпе 22 пин ача ҫак темӑна итлесе ларӗ. Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта уроксене Финанс министерствин ӗҫченӗсем ирттерӗҫ. Ытти ҫӗрте вара – вырӑнти администрацисен финанс пайӗн ӗҫченӗсем, централизациленӗ бухгалтерире тӑрӑшакансем. Ҫавӑн пекех ку енӗпе нимеҫӗсемпе экспертсене чӗнӗҫ.
Чӑваш Енӗн промышленность тата энергетика министрӗн заместительне Ольга Григорьевӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва республика ертӳҫи Олег Николаев ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Ольга Вячеславнӑна ӗҫрен хӑтарни ҫинчен калакан документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Промышленность тата энергетика министрӗн Александр Кондратьевӑн ҫапла вара халӗ пӗр заместитель ҫеҫ тӑрса юлнӑ. Вӑл – Борис Марковцев.
Комсомольски районӗнчи тӗп больницӑра ҫӗнӗ тӗп тухтӑр ӗҫе кӳлӗннӗ. Унпа республикӑн сывлӑх министрӗ Владимир Степанов видеоконференци ҫыхӑну мелӗпе ирттернӗ канашлура коллектива паллаштарнӑ.
Коллектив, тӗрӗссипе, хӑйӗн ҫӗнӗ пуҫлӑхне унччен те пӗлнӗ-палланӑ-ха. Инна Ефремова тӗп врачӑн медицина енӗпе заместитель пулса тӑрӑшнӑ. Тӗп врача лартиччен ҫав тивӗҫе пурнӑҫласа пынӑ.
Инна Ефремова 1993 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУран вӗренсе тухнӑ, «Сиплев ӗҫӗ» специальноҫа алла илнӗ. Терапевт специальноҫӗсӗр пуҫне вӑл кардиологи енӗпе аслӑ квалификациллӗ врач шутланать.
Шупашкарти Олимп резервӗн 6-мӗш спорт шкулне директор кирлӗ. Кун пирки республикӑн Спорт министерстви пӗлтернӗ.
Директор пулмалли конкурса хутшӑнас кӑмӑллисен докуменчӗсене ҫурла уйӑхӗн 12-26-мӗшӗсенче ирхи 8 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен, 13 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен Шупашкарти Президент бульварӗнчи 17-мӗш ҫуртри 712-мӗш пӳлӗмре йышӑнаҫҫӗ.
Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗсем ҫапларах: 56-52-60, 56-52-57; e-mail: sport@cap.ru, www.sport.cap.ru.
Чӑваш Енӗн цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗн заместителӗ пулма Анна Ивановӑна ҫирӗплетнӗ.
Документа республика ертӳҫи Олег Николаев паян, ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Анна Владимировна айӑплава пурнӑҫа кӗртес тытӑмра 16 ҫула яхӑн тӑрӑшнӑ. Вӑл виҫӗ хутчен аслӑ пӗлӳ илнӗ — юрист, педагог-психолог тата журналист пулма. Вӑл Айӑплава пурнӑҫа кӗтессипе ӗҫлекен федерацин службин II тата III степеньлӗ медалӗсене тивӗҫнӗ. Журналист пулнӑ май пултарулӑх конкурсӗсенче темиҫе хутчен ҫӗнтернӗ.
Шупашкарти 5-мӗш гимназире ҫуллахи ИТ-лагерь уҫӑлнӑ. Вӗсемпе ӗнер республикӑн цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Кристина Майнина тӗл пулнӑ. Унпа калаҫӑва ирхи апат евӗр йӗркеленӗ.
13-17 ҫулсенчи ҫамрӑксем икӗ эрне хушшинче опытлӑ педагогсем пулӑшнипе программӑлама вӗренӗҫ. Вӗсем Python программа чӗлхине ӑша хывӗҫ.
Пултаруллӑ ҫамрӑк яш-кӗрӗмпе тата хӗр-упраҫпа паллашма «Лидер софт – внедренческий центр» обществӑн директорӗ, «Чӑваш Енӗн IT-кластерӗ» ассоциацин ӗҫ тӑвакан директорӗ Марина Мандракова, ҫавӑн пекех «ISERV» тата «Экспа софтвар» компанисенче ӗҫлекенсем хутшӑннӑ.
Патӑрьел район администрацийӗ сӑранран ҫӗленӗ 27 кресло туянасшӑн. Ку тӗллевпе 567 пин тенкӗ уйӑрма хатӗр. Пӗри 21 пин тенке кайса ларӗ.
Кресло туянас тесе аукцион ирттерӗҫ. Ӑна ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Пур креслӑн та пӗр пек пулмалла. Сӑран тӗсӗ ҫеҫ уйрӑлса тӑма пултарать. 2-шӗ – хура, 25-шӗ ҫутӑ сӑрӑ тӗслӗ кирлӗ.
Каркасӗ йывӑҫран пулмалла. Кресло ятарласа ертӳҫӗ валли туни кирлӗ.
Шупашкар районӗн администрацине Депутатсен районти пухӑвне Ҫатракассинчи 13-мӗш суйлав округӗпе депутата суйланнӑ Александр Анисимова кӗртесшӗн пулман.
Депутат «Атӑл»-Ойкасси-Ҫӗньял» ҫула юсас, Йӑршу юханшывне таса мар шыв юхса выртнин ыйтӑвӗсемпе ҫыру ҫырнӑ иккен. Анчах ӑна пӗрремӗш хутра хуралҫӑ тытса чарнӑ. Кирлӗ ҫынсен ӗҫ пӳлӗмне кӗме депутат йӗрке хуралҫине чӗнсе илнӗ хыҫҫӑн вӑл унта пакунлӑ ҫынпа ҫеҫ кӗрейнӗ.
Депутат пӑтӑрмаха видео ӳкерсе илнӗ. Ӑна вӑл «Ютуб» видеохостингра тата тӗнче тетелӗсенчен пӗринче вырнаҫтарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |